Раҫҫейре, ҫав шутра – Чӑваш Енре те, суйлав ҫывхарса пырать. Ҫав кунччен хваттер илсе пропискӑна улӑштараймарӑр-и? Унашкаллисем валли республикӑра 25 суйлав участокӗ ӗҫлӗ.
Кунашкал участоксенче килсӗр-ҫуртсӑр ҫынсем те сасӑлама пултараҫҫӗ. Ун пек суйлав участокӗсем кашни районта пӗрер пулӗҫ. Шупашкарти виҫӗ районта та ҫавӑн пек участоксен алӑкӗсем уҫӑ пулӗҫ.
Аса илтерер: кӑҫал кӗркунне ЧР Патшалӑх Канашӗн, РФ Патшалӑх Думин суйлавӗ пулӗ. Вӑл авӑн уйӑхӗн 17-19-мӗшӗсенче иртӗ.
Шупашкар хула пуҫлӑхӗ пулнӑ Леонид Черкесова тата хула администрацийӗн ертӳҫине Алексей Ладыкова награда парасси пирки ЧР Элтеперӗ Олег Николаев хушу алӑ пуснӑ.
РФ Патшалӑх Думин депутаче Леонид Черкесов «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫемшӗн» ордена тивӗҫнӗ. Алексей Ладыков вара «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫемшӗн» орден медальне илме тивӗҫ пулнӑ.
Ҫавӑн пекех Шупашкар хулин пуҫлӑхӗ пулнӑ Евгений Кадышев, хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ЖКХ енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ Герман Александров наградӑна тивӗҫнӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкар хулин администрацийӗн пуҫлӑхне суйланӑ.
Аса илтерер: хулан унчченхи сити-менеджерӗн Павел Семёновӑн полномочийӗ вӑхӑт ҫитичченех вӗҫленни ҫинчен калакан хушӑва ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗнче алӑ пуснӑччӗ. Ӗҫрен кайма ыйтса Павел Семёнов ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнчех заявлени ҫырнӑ. Ун хыҫҫӑн вӑл икӗ эрнелӗх отпуска кайнӑ.
Сити-менеджер пуканне йышӑнас кӑмӑллисенчен конкурса 2 кандидата хутшӑнма ирӗк панӑ. Вӗсем — Николай Ершов тата Дмитрий Пулатов. Кандидатсем хула аталанӑвӗн программине хатӗрленӗ, унпа конкурс комиссине паллаштарнӑ. Комиссие республикӑн Министрсен Кабинечӗн Председателӗн пӗрремӗш ҫумӗ — финанс министрӗ Михаил Ноздряков ертсе пынӑ.
Кайран Депутатсен пухӑвӗнче сасӑлав ирттернӗ. «Халӑх тарҫисем» пӗр шухӑшлӑн пулса Дмитрий Пулатовшӑн сасӑланӑ. Пухӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев та хутшӑннӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев чӑвашла хитре калаҫнине пирӗнтен чылайӑшӗ хӑнӑхса ҫитрӗ ӗнтӗ. Тепӗр тесен, чӑваш ҫынни тӑван чӗлхепе калаҫнинчен (ашшӗ-амӑш чӗлхине хисепленинчен) тӗлӗнме кирлӗ те мар-ха. Аса илтерер: Олег Николаев Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Чурпай ялӗнче ҫуралса ӳснӗ.
Республика ертӳҫи интервьюсене те чӑвашла парать, черетлӗ эрнене те икӗ чӗлхепе пӗтӗмлетет.
Ӗнер вара вӑл «Хыпар» хаҫатӑн ыйтӑвӗсене хуравланӑ. Кун пирки «Хыпар» издательство ҫурчӗн директорӗ — тӗп редакторӗ Татьяна Вашуркина Фейсбукра пӗлтернӗ. «Республика Пуҫлӑхӗ, Олег Алексеевич Николаев «Хыпар» хаҫатӑн ыйтӑвӗсене хуравлама килӗшрӗ, паллах — чӑвашла. Тӗплӗнрех, ҫитес номерте», — тесе ҫырнӑ наци медаихолдингӗн пуҫлӑхӗ. Элтеперпе Шупашкарти Чӑваш тӗррин музейӗнче тӗл пулнӑ.
Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенче 1959 ҫултанпа палӑртакан мероприятисен эрни пур — Чуралӑхри халӑхсен эрни (Captive Nations Week). Ӑна кашни ҫул утӑ уйӑхӗн виҫҫӗмӗш эрнинче ирттереҫҫӗ. Кӑҫал вал 18–24-мӗш кунсене лекет.
Чӑн малтан ҫак мероприятисен пӗрлӗхне коммунизмла режимсен тыткӑнне лекнӗ халӑхсен шӑпи ҫине тимлӗх уйӑрас тӗллевпе йӗркеленӗ. Чи малтанхи хут ӑна 1953 ҫулта ирттернӗ, 1959 ҫулта вара ӑна саккун йышӑнса ҫирӗплетнӗ (Public Law 86-90 Captive Nations Week Resolution, 86-90 №-лӗ саккун). Саккунпа килӗшӳллӗн АПШ Президенчӗсен ҫак эрнене ирттересси пирки кашни ҫул йышӑнмалла. СССР арканнӑ пулин те саккуна халӗ те пӑрахӑҫламан. Хальхи вӑхӑтра ӑна ытларах енӗпе авторитарлӑ режимсен пусмӑрӗнче пурӑнакан халӑхсен шӑпишӗн тимлес тӗллевпе ирттереҫҫӗ.
Кӑҫалхи эрнене ирттерни пирки пӗлтернӗ май Джо Байден Белоруссири халӑха, Китайри уйгурсене, Гонконга асӑннӑ. Ҫавӑн пекех хальхи вӑхӑтра иртекен Бирмӑпа Венесуэлӑри тата Кубӑри халӑх пӑлхавӗсем ҫинчен каланӑ. Крымра пулса иртекен пулӑмсем пирки те чарӑнса тӑнӑ: унта крым тутарӗсен, украинсен тата тӗрлӗ пысӑках мар пӗрлӗхсен прависене пӑсаҫҫӗ тенӗ.
СССР вӑхӑтӗнче Чуралӑхри халӑхсен эрнинче Атӑлҫи тӑрӑхӗнче Идель-Урал патшалӑхне асӑннӑ пулнӑ.
Владимир Жириновский ЧР Патшалӑх Канашне суйламнашкӑн кандидат пулса тӑнӑ. Кун пирки «Правда ПФО» сайт пӗлтерет.
Сӑмах май, ЛДПР партин председателӗ Владимир Жириновский унччен Шупашкар хула пухӑвӗн депутатне суйланма кандидат пулнӑччӗ. Хальхинче вӑл Патшалӑх Канашне суйланасшӑн. Ҫитес вӑхӑтра документсем Чӑваш Енри Тӗп суйлав комиссине ҫитӗҫ.
Палӑртмалла: суйлав кӗркунне иртӗ, виҫӗ куна тӑсӑлӗ: авӑнӑн 17-мӗшӗнче пуҫласа 19-мӗшӗнче вӗҫленӗ.
Чӑваш Енӗн промышленноҫпа энергетика министрӗн ҫумӗсенчен пӗрне, Сергей Лекарева, ӗҫрен хӑтарнине эпир иртнӗ эрнере пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: Сергей Лекарев ведомствӑри сумлӑ вырӑнсӑр утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче юлнӑччӗ.
Сумлӑ вырӑн темччен пушӑ тӑрас ҫук. ЧР Промышленноҫпа энергетика министерствинче те ҫавӑн пекех пулса иртнӗ. Унта министр ҫумӗ пулма тепӗр ҫынна тупнӑ та. Вӑл — Ольга Чилибина. Ольга Петровнӑна ведомствӑри пысӑк вырӑна шанса парасси ҫинчен калакан 588-мӗш номерлӗ йышӑнӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев паян, утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
Инстаграмри @leaders_of_chuvashia страницӑра пӗлтернӗ тӑрӑх, Ольга Чилибина — сертификаци специалисчӗ. Ольга Петровна «Эксперт ГРУПП» тулли мар яваплӑ обществӑн коммерци директорӗнче ӗҫленӗ, вӑл менеджмент тытӑмне сертификацилекен орган ертӳҫи пулнӑ.
Чӑваш Енӗн Правительствинче ертӳҫӗ-кадрсенчен пӗринпе, министр ҫумӗпе, ҫыхӑннӑ черетлӗ йышӑну тунӑ. Хальхинче Промышленноҫпа энергетика министрӗн ҫумӗсенчен пӗрне ӗҫрен хӑтарнӑ. Ведомствӑри сумлӑ вырӑнсӑр Сергей Лекарева хӑварнӑ.
Йышӑнӑва ӗнер, утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.
Ҫапла вара Евгений Герасимов министр паянхи куна пӗр ҫумпа, Александр Кондратьевпа, тӑрса юлнӑ. Унсӑр пуҫне министрӑн пулӑшуҫи пур. Вӑл — Светлана Кузьмина.
Сергей Лекарев 2002-2004 ҫулсенче республикӑн энергетика тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗн ҫумӗнче тӑрӑшнӑ. «Чӑвашавтодор» предприятие панкрута кӑлариччен гендиректорӑн пӗтӗмӗшле ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен ҫумӗ пулса та тимленӗ.
Кадр улшӑнӑвӗ пирки каласан, аса илтерер: утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗн ҫумӗ пулса ӗҫленӗ Марина Трофимовӑна ӗҫрен хӑтарнӑччӗ.
Чӑваш Енри чи пысӑк хуласенчен пӗри, Ҫӗнӗ Шупашкар каллех ертӳҫӗсӗр тӑрса юлнине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: Ҫӗнӗ Шупашкар хулин пуҫлӑхӗ Алексей Ермолаев хулан сити-менеджерӗн Павел Семёновӑн полномочийӗ вӑхӑт ҫитичченех вӗҫленни ҫинчен калакан хушӑва ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗнче алӑ пусса ҫирӗплетнӗччӗ.
Халӗ вара республика ертӳҫи Олег Николаев Ҫӗнӗ Шупашкарӑн сити-менеджерне палӑртмалли конкурс комиссийӗн йышне палӑртнӑ.
Йыша ЧР Элтепер Администрацийӗн Ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ – Шалти политика управленийӗн пуҫлӑхӗ Николай Каргин, Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн депутачӗ — Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрӗн тӗп врачӗ Николай Николаев, Чӑваш Ен Министрсен Кабинечӗн Председателӗн пӗрремӗш ҫумӗ — финанс министрӗ Михаил Ноздряков, Чӑвашрессовпрофӑн председателӗ Василий Харитонов кӗнӗ.
Ӗнер Чӑваш Енӗн Правительство ҫуртӗнче пиллӗкмӗш созыври Общество палатин пӗрремӗш ларӑвӗ иртнӗ. Унта палатӑн ертӳҫисене суйланӑ. Ларӑва Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн Ертӳҫи Вячеслав Борисов хутшӑннӑ. Вӑл Общество палатин ӗҫне пысӑка хурса хакланӑ, ӑшӑ сӑмах каласа хавхалантарнӑ.
Общество палатин ертӳҫи пулма пӗр шухӑшлӑ пулса Ванифатий Шайкина шаннӑ. Вӑл Шупашкарти юханшыв портне чылай ҫул ертсе пырать. Унӑн ҫумӗ пулма Ирина Булыгинӑна, Владимир Тимофеева тата Марина Аниченковӑна суйланӑ.
Палата пайташӗсен йышӗ 33 ҫынран тӑрать. Вӗсем виҫӗ ҫул ӗҫлӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |