Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -12.7 °C
Нумайне чӑтнине сахалне чӑт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Политика

Персона
Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗпе усӑ курса хатӗрленӗ коллаж
Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗпе усӑ курса хатӗрленӗ коллаж

Чӑваш Ен Элтеперӗ ҫак кунсенче канать. Ҫакӑн пирки республикӑн влас органӗсен официаллӑ порталӗнче ҫырнине асӑрхамарӑмӑр, анчах Олег Николаев Фейсбукра ӗнер пӗлтернӗ.

«Кӑрлач уйӑхӗн 14-мӗшӗччен отпускра, анчах республикӑри лару-тӑрупа кӑсӑклансах тӑратӑп», — тенӗ вӑл постра.

Олег Николаев Сурхуринче кӑшӑлвирусран асӑрханма чӗнсе каланӑ. Кӗлле килте телевизорпа та пӑхма май пуррине палӑртнӑ. Олег Николаев пӗлтернӗ тӑрӑх, шкул ачисемпе студентсен хӗллехи каникулне тӑсса памӗҫ.

 

Политика

Кивӗ ҫулӑн юлашки ӗҫ кунӗнче, раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, республикӑн Правительствинче ҫӗнӗ ҫын ӗҫе кӳлӗннӗ. Чӑваш Енӗн финанс министрӗн ҫумӗ пулма Татьяна Щербаткинӑна ҫирӗплетнӗ.

Республикӑн Финанс министерствин структуринче ҫӗнӗ ҫынна ҫак самантра кӑтартманччӗ. Унта финанс министрӗн пӗрремӗш ҫумне Ольга Метелевӑна тата тепӗр виҫӗ ҫума: Галина Павловӑна, Павел Иванова, Игорь Смирнова — палӑртнӑ.

Хӑй вӑхӑтӗнче министрӑн пӗрремӗш ҫумӗнче чылай ҫул ӗҫленӗ Фарида Муратова ертсе пыракан экспертра тӑрӑшать.

 

Сумлӑ сӑмах Культура

(«Тарӑн чӑваш. Тарӑн мар чӑваш» кӗнекерен)

«Шухӑш ҫукки кисретет», – терӗ Н.Е. Лукианов. (Эпир унпа телефонпа хальхи чӑваш пурнӑҫӗн пӗтӗмӗшле ӗлки, туртӑмӗ пирки калаҫаттӑмӑр, 2020 ҫул).

«Вӑхӑт ҫитӗ, – тенӗ Ҫеҫпӗл («Чӑваш сӑмахӗ», 1920). – Атӑл хӗрри тӑрӑх тӗнче кӗсле сассипе янраса тӑрӗ – ҫакӑ чӑваш юрри пулӗ. Чӑваш чӗлхи кӑвар пулӗ, хӗрнӗ хурҫӑ пулӗ!»

Пуш параппан пӑнтӑртатӑвӗ тесе хакланӑ пулӑттӑм эп официллӑ чӑваш культурин юлашки вун ҫуллӑхне.

Урӑхла культура та пур паллах чӑвашӑн. Анчах та ӑна эпир пӗлсе пӗтерейместпӗр, мӗншӗн тесен ӑна хуплаҫҫӗ, сас памаҫҫӗ, ҫын ҫине кӑлармаҫҫӗ, ҫул памаҫҫӗ…

Юрий Сан самахӗсем аса килеҫҫӗ: «Эп юлташсемпе калаҫса тӑраттӑм. Пирӗн пата хӗрӗнкӗ Толя Смолин таҫтан пырса тӑчӗ те мана калать: «Эх, изгойсем санпа эпир, Юра».

– Кай-ха кунтан, эп нимле изгой та мар, – терӗм ӑна».

Н.М. Кирилловӑн та Юрий Санӑн пекех оптимизм. «Веҫех йӗркеллӗ, эп ӗҫлетӗп, кӗнекесем кӑларатӑп», – тет Надежда Мефодьевна интервьюсенче. Кӗнеке презентацийӗнче вара артистсем, театр ӗҫченӗсем ҫукчӗ, ҫукпа пӗрехчӗ…

«Хӗвелӗн кӑварлӑ хӗлхемӗ / Ҫӗре чечекленӗ чухне / Кам курнӑ ҫанталӑк илемӗ / Пӑрпа пӑрланса шӑннине?

Малалла...

 

Аçтахар Плотников 24.12.2020 11:25 | 3568 хут пӑхнӑ

Олег Николаев ирттерекен пресс-конференцие ҫутатӑпӑр. Вӑл паян, раштавӑн 24-мӗшӗнче 24-мӗшӗнче, 11 сехетре пуҫланнӑ. Пресс-конференцине Ютубра, наци телекуравӗнче, наци радиовӗпе «Тӑван радио» эфрирӗсенче итлеме пулать. Ыйту паракансем тӗрлӗ вырӑнтан пулӗҫ, тӗрлӗ темӑпа ыйтӗҫ.

#политика, #пресс-конференцисем

Пӗтӗмлетсе каласан, ыйтӑвӗсене чӑн та тӗрлисене хускатрӗҫ, анчах техника енчен хатӗрлесех ҫитереймен пулас. Вӑрмарсемпе, патӑрьелсемпе тӳрех ҫыхӑнаймарӗҫ. Унталла-кунталла сулланакан камерӑна та пӑхма аван марччӗ.

Ман шутпа тем тесен те халӑх панӑ ыйтусенчен пӗрне те пулин хуравламаллаччӗ. Пӗрин ҫине те пулин хатӗрленмесӗрех хуравлама пулатьччӗ-ҫке.

Итлеме, паллах, интереслӗ пулчӗ. Ҫивӗч ыйтусенчен мӗнле майпа пӑрӑнма май пуррине Олег Алексеевич вӗренсе ҫитнӗ пулас.

Тепӗр онлайнччен, тӑвансемӗр!

Вӗҫленчӗ.

Халӑх тетелӗсем урлӑ панӑ ыйтусене те шута илӗпӗр тет.

Икӗ сехет ытла калаҫрӑмӑр тет. Вӗҫлӗпӗр тет. Олег Алексеевич пурне те тав сӑмахӗ калать.

Мишустинран шыв айӗнчи ҫунатлӑ кимӗсем ыйтсаччӗ тет. Ку вара туристсене ытларах илӗртме пултарӗ тет.

Пирӗн республикӑра туристсене илӗртме пултаракан вырӑнсем чылай тет, анчах та вӗсене хитрелетмелле, инфраструктура хатӗрлемелле тет. Халь Раҫҫей шайӗнче наци проекчӗ хатӗрленет тет, пирӗн ҫавӑнта хутшӑнмалла тет, унпа усӑ курмалла тет.

Олег Алексеевич пирӗн патра туризм енӗпе аталанма майсем пур тесе пӗлтерет. Пирӗн экологи лайӑх, Атӑл пур тет. Анчах инфраструктура ҫукрах тет. Шупашкарта пур-ха, анчах район центрӗсенче хӑна ҫурчӗсем ҫук тет.

Канашра хӑна ҫурчӗ пур, анчах ун усси пирки иккӗленӳ пурччӗ тет. Анчах унти хӑна ҫурчӗ ӗҫлет тет — вырӑнти менеджмент хӑйӗн ӗҫне лайӑх тунипе ку ҫыхӑннӑ тет.

Вӑрмарсем ҫыхӑнчӗҫ. Куславкка район хаҫачӗ туризм аталанӑвӗ пирки ыйтать.

Тем тесен те Олег Алексеевич патӗнчи оператора штатив паман — камера вылять кӑна...

Ютуб трансляцинче Олег Алексеевичран вӑл кӑшӑлвирусран прививка тӑвӗ-и тесе ыйтаҫҫӗ. Тӗслӗх кӑтартӑн-и? — тесе ыйтаҫҫӗ.

Ҫак проекта укҫи-тенкине те уйӑрнӑ тет, анчах халь те ҫав проекта, виҫӗ района шывпа тивӗҫтерессине, вӗҫлеймеҫҫӗ-ха тет. Кун пирки эп Путинпа та калаҫрӑм тет.

«Авангард» та вырӑслах ыйтать. Ҫук, итлемеҫҫӗ Олег Николаев сӗнӗвне, усӑ курмаҫҫӗ чӑваш чӗлхипе. Шыв пирки ыйту пачӗ.

Ни Вӑрмар, ни Патӑрьел ҫыхӑнаймаҫҫӗ...

Микрофонсемпе йывӑрлӑх. «Вас не слышно» тет Олег Алексеевич.

Кӑҫал ӗҫ нумай тунӑ тет, вырӑнти ҫурт хушшинче нумай ӗҫленӗ тет. Канашри Ленин урамӗ пирки калас пулсан унта проект пулнӑ тет, анчах аукцион иртеймен тет. Анчах юсав ирттерӗпӗрех тет.

Хулари тӗп урамра юсав пулӗ-и тесе ыйтрӗҫ.

Канашран ыйту... Темскер ҫыпӑҫмасть пулас...

Республикӑра самозанятыйсем нумайланаҫҫӗ тет Олег Николаев. Паянхи кун вӗсен йышӗ 8 пинрен иртнӗ тет. Республикӑран тухса кайнисене вӑйпах каялла тавӑрасси тӑмасть тет. Малтан кунта тивӗҫлӗ условисем тӑвӑпӑр тет — хӑйсемех килччӗр тет.

Икӗ сехет калаҫать. Ывӑнмарӗ-ши?..

Республикӑна пищеблоксене ҫӗнетме 300 млн тӑкакланӑ тет. Федерацирен 244 миллион тенкӗ уйӑраҫҫӗ тет.

Ку ыйту ҫине хаваслансах пӗлтерет. Паянхи кунта 53 тенкӗпе ачасене вӗри апатпа тивӗҫтерме майсем пирӗн республикӑра пур тет. Мастер-классем те ирттерсе тет — весенче ачасене апат-ҫимӗҫпе мӗнле тивӗҫтерме май пурри пирки каласа парать. Ку тӗлӗшпе эпир Раҫҫейри ҫутӗҫ министерстинчен те ирттерсе тет. Эпир йӗркелесе те ҫитерсе тет, ҫӗршывра вара ҫитес ҫулта ҫеҫ пуҫӑнаҫҫӗ тет.

Ачасене ҫитернинче малта пахалӑх пулмалла тет. Ҫавӑнпа май ҫӗнӗ производствӑсем уҫатпӑр тет. Хакне те йӳнетме тӑрӑшӑпӑр тет. Роспотребнадзор ыйтни те кунта пур тет, ҫавна май менюне вӗсем ыйтнипе килӗшӳллӗн хатӗрлеме тивет тет.

«Пирӗн верси» хаҫат шкул ачисен апатланӑвӗ пирки ыйтать.

Ютубри трансляцире ыйтусем кайрӗҫ: пӗрисене маска тӑхӑнма тивни килӗшмест, теприне администраци машшинсем туянни пирки... «Арбидол» эмел ҫукки...

Пӑрачкавсем ыйтаҫҫӗ. Йывӑр тиевлӗ машшинсем ҫулсене пӑсаҫҫӗ тет. Ҫавран иртмелли ҫул пирки ыйтать. Кунта Мӑкшӑ Республикин пуҫлӑхӗсемпе перле ӗҫлеме тивнӗрен ҫак ҫула тӑвассине татса парӗҫ-ши тет.

Ютубри трансляцинчи тепӗр куракана пӑшӑрхантаракан ыйту — ҫӗнӗ ҫултан ҫул хакӗ ӳсесси. Мӗншӗн ӳсет-ха вӑл тесе тӗлӗнет.

Элӗксен ыйтӑвӗ бассейн пирки. Олег Николаев бассейн ҫывӑх вӑхӑтра уҫӑлӗ тет. Стадионӗнче пулас юсав тумалла — унта юсав ӗҫне те ирттерӗҫ тет. Ҫуркунне кӗтмел ыйтрӗ — атту юр ирӗлсен кӑлтӑксем ирӗлсе тухасран хӑрушлӑх пур тет.

Элӗксем вырӑсла ыйту параҫҫӗ. Олег Алексеевич чӗлхепе усӑ курмалла тет — кусем итлемеҫҫӗ, чӗлхене хуҫа-хуҫа вырӑслах ыйтаҫҫӗ.

Укҫа малта вырӑнта пулмалла мар тет. Чӑн та эпир сывлӑшпа тӑрансах ӗҫлеме пултаратпӑр. Пурте ун пек пултараймаҫҫӗ — вӗсене, ав, ан выҫчӑр тесе, укҫа-тенкӗ уйӑраҫҫӗ. :)

Ача пахчи уҫнӑ чухне пулса иртнӗ пӗр пӑтӑрмах пирки каласа пачӗ. Эп чӑвашла калаҫап тат, ачисем те воспитателӗ манпа вырӑсла калаҫать тет... Енчен те ку тӗлӗшпе эпир ылмашмӑпӑр пулсан хуть те мӗн чухлӗ укҫа тӑкакласан та усси пулмӗ тет.

Эпӗ кашни интернетре та радиора та пур вырӑнта та чӑвашла калаҫма тӑрӑшатӑп тет.

Аталантарасси пирки калатӑп тет. Эпир ахаль те ӑна паянхи кунччен сыхласа хӑварнӑ тет.

Яндекс.Тӑлмач пирки ыйту.

Олег Алексеевич вӑрҫӑ ачисене укҫа-тенкӗпе пулӑшассине Министрсен кабинетне ӗҫлеме хушӑп терӗ пулас.

О! Ютубри трансляцине 157 ҫын пӑхать! 169! Ӳсет!

Вӑрҫӑ ачи тӑрӑма Раҫҫейри пур тӑрӑхра та йышӑнман иккен. Кӑҫал пирӗн республикӑна унашкал саккун йышӑннӑ. Саккунпа килӗшӳллӗн укҫа-тенкӗ уйӑрасси ҫук тет. Анчах хальхи вӑхӑтра эпир укҫа-тенкӗ уйӑрасси пирки ӗҫлетпӗр тет. Кӑшӑлвирус алхасни чӑрмантарать пулсан та ҫитес ҫул валли укҫа-тенкӗ уйӑрасси пирки ыйтӑва хускатма планланӑ тет.

Сӗнтӗрвӑрри район хаҫачӗ вӑрҫӑ ачисене укҫа-тенкӗпе пулӑшмӗҫ-ши тесе ыйтрӗ.

«Загорское», маларах «Долина удачи» ятлӑскер, Шупашкар районӗнче Ӑстакасси патӗнче вырнаҫнӑ пулас. Ӑнӑҫлах мар вырӑн лекнӗ пулас. :) «Ӑнӑҫу айлӑмӗ» ята ҫухатнӑ та...

Интереслӗ, куракансен ыйтӑвӗсем ҫине хуравлӗ-ши. Ав, пӗри «Загорское» коттедж поселокӗ патне ҫул ҫукки пирки ыйтать... //эп хам вӑл ӑҫта вырнаҫни пирки те пӗлместӗп-ха.

Вырӑнтисем хӑйсен вырӑнти йывӑрлӑхӗсем пирки каласа памаллах тет, вара эп вӗсем ҫинчен пӗлсе тӑрӑп, вӗсене юсама майсем шырама пулӑшӑп тет. Анчах пурте хатӗрех мар тет ҫапла ӗҫлеме.

Вырӑнти тӳре-шарасемпе ҫыхӑнусем йӗркеллех тет, ӗҫлӗ тет.

Администраци пуҫлӑхӗсем хӑйсен тивӗҫне пурнӑҫласа пыраҫҫӗ-и ҫук-и — кун пирки калама иртерех-ха тет, вӗсене тин кӑна лартнӑ. Вырӑнти халӑх хак памалла тет. Вырӑнти тӳре-шарасене пысӑкрах яваплӑх парасси пирки сӑмах пуҫласа тет.

«Правда ПФО» ыйту парать. Анчах япӑх илтӗнет... Сасси татӑлать... Суйлав пирки пулас.

Биоколледж пирки эп ытлашшиех пӗлместӗп тет, анчах ку мӗнле-ши вӗренӳ учрежденийӗ пулни пирки тӗпчӗп тесе каларӗ.

Ҫак усӑ курман ҫуртсене пурнӑҫ парас умӗн ҫавах та ҫынсенчен ыйтас пулать тет. Сӑмах май эпир ҫавнашкалах кивӗ Правительство ҫурчӗпе мӗн тӑвасси пирки шухӑшланӑ чухне те ҫаплипех тӑвас терӗмӗр тет (эпир кун пирки хыпарласаччӗ: хула ҫыннисене вӑл ҫуртран ҫавӑн пекех шкул тума е урӑхла усӑ курма ыйтӑм йӗркеленӗ).

Олег Алексеевич Раиса Ивановнӑна (ыйту паракана) ҫывӗч ыйту тавра айӑккӑн, ним те пулман пек иртсе кайманнишӗн тав турӗ. Ку ҫуртсемпе вара хулан ҫӗнӗ пуҫлӑхӗ ӗҫлеме пуҫлатех тесе каларӗ. //аса илтерер, Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫӗнӗ пуҫлӑх.

Ҫӗнӗ Шупашкарта та кивӗ ҫуртсен ыйтӑвӗ ҫивӗч пулас. Вӗсем пирки ыйту. Никама та кирлӗ мар пулса тӑнӑ ҫуртсем хӗррипе иртнӗ май чун ыратать тет. Хӑҫан вӗсемпе усӑ курма пуҫлӗҫ-ши тет?

Республикӑра патшалӑхпа уйрӑм ҫынсем укҫа-тенке пӗрле хывса ӗҫлени республикӑра аталансах пырать тесе палӑртрӗ. Чӑн та пирӗн тавралӑхра халӑхран укҫа нумай пухаҫҫӗ... Ҫул сарма, тротуар хывма...

Улатӑрсемшӗн савӑнмалли самант — ку ҫырмана йӗрке кӗртӗпӗр тесе Олег Алексеевич сӑмах пачӗ!

Тепӗр ыйту. Улатӑрти Кухрян ҫырми пирки каласа парать. Пӗр енче ача-пӑча лапамӗ тет, тепӗр енче вара ҫӳп-ҫап пӑрахма пуҫланӑ тет. Эсир пулӑшсан тет, тен, ку вырӑна йӗркене кӗртме май пулӗ.

Операторне тем тесен те камерине тӳрӗрех тытма ыйтас килет :) Ытла та унталла-кунталла вылять.

Саккун ыйтнипе тарифсем ҫитес ҫул утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен ӳсӗҫ тет. Ӳстермесӗр ирттерме йывӑр тет. Тарифсене тытса тӑрас тесен хыснаран укҫа уйӑрмалла…

Эпир урӑх ҫулпа кайӑпӑр тет — тарифсене ӳсесрен чакарма йывӑр пулсан эпир инфраструктурӑна ҫӗнетӗпӗр, ҫапла май аварисем сахалрах пулӗҫ.

Ку программӑна пурнӑҫланӑ чухне уйрӑмах ҫынсен шухӑш-кӑмӑлне шута илмелле терӗ.

Сӑмах май, ӗнер хыпар пурччӗ пулас, реноваци йӗркине (Мускавра ирттернине) ҫӗршывӗпех сарма йышӑннӑ. Ҫырма пуҫларӑм та Олег Алексеевич та ун пирки каларӗ.

Паян ӗҫлекен программӑна Куславккари тата Улатӑрти авариллӗ чылай ҫурт кӗмен тет. Анчах та Президент программипе килӗшӳллӗн вӗсене те ҫывӑх вӑхӑтра кӗртме пулать тет.

Пирӗн республикӑра трущебӑсем ҫук тет. Ку енӗпе Чӑваш Ен ыттисенчен уйрӑлса тӑрать тет.

Кивӗ те юрӑхсӑра тухнӑ ҫуртсем пирки сӑмах пуҫларӗҫ.

Сӑмах май, пирӗн кӳршӗри ялта, Карачурара, так-и пуҫламӑш шкула хупнӑ иккен. Калаҫрӗҫ-калаҫрӗҫ унта шкул тӑвасси пирки. Ӗҫ вара ӑна хупнипе вӗҫленчӗ. Карачура паллах, Шупашкар ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ... клуб и шкул ҫукки ӑна ытла пысӑк витӗ пырса тивмест, анчах ҫавах питӗ шел...

Халӑх республикӑран ан тартӑр тесе ялтисене ҫӑмӑл ипотека паратпӑр тет, вырӑнти территорисене аталантарма тӑрӑшатпӑр тет (йӑва мелӗпе аталантарассине шута илӗпӗр тет), ялсенче хӑтлӑ пурӑнма майсем тӑватпӑр тет — ача пахчисем, клубсем пултӑр тесе.

«Советская Чувашия» халӑх йышӗ пирки ыйту пачӗ.

Малтанхи ыйтӑва вырӑсла хуравламарӗ. Ҫавна май ертсе пыраканни федераллӑ каналсем валли кӗскен вырӑсла каласа пама ыйтрӗ. Олег Олексеевич итлерӗ, халь вырӑсла кӗскен каласа парать. :)

Шыв турулӗсене юсама хатӗр тет, анчах та вӗсене юсиччен малтан хуҫисене тупмалла тет — малтан вӗсем колхозсемпе совхозсен аллинче пулнӑ тет, халь вара никама та кирлӗ мар пулса тухнӑ.

Ку ыйтӑва тӳрех татса пама май ҫук терӗ — укҫи-тенки нумай кирлӗ имӗш. Анчах ку тӗлӗшпе тӑрӑшса ӗҫлӗпӗр тет.

Ҫӗрпӳ район хаҫачӗ шыв турулӗсем пирки ыйту парать. Турулӗсем пит аван тет, анчах ялӗнчи шыв пӑрӑхӗсем пит япӑх тет. Вӗсене ҫӗнетме программа тумаҫҫӗ-и тет республикӑра.

www.youtube.com/watch?v=pqzTP9jCByg&feature=youtu.be — эпир хамӑрӑн текстлӑ варианта ҫакӑнти вырӑнтан итлетпӗр.

Олег Николаев республикӑри демографи ыйтӑвне ҫивӗч ыйтусен шутне кӗртет. Халӑх шутне ӳстермелли майсем шырӑпӑр тет.

Олег Алексеевич ҫемьесене мӗнлерех пулӑшу панисене каласа пырать.

НТРК «Чӑваш Ен» чӑвашла ыйту парать: республика тупӑшлӑха мӗнле майпа тухма пултарчӗ-ха? Олег Николаев чӑвашлах хуравлать. Кайран, вырӑсла хуравлӑп терӗ.

Ҫитес ҫул ҫӳп-ҫап турттарса тухмалли тариф ӳсӗ терӗ. Ку вӑл, имӗш, саккунпа килӗшсе тӑма тивнипе.

Республика ҫыннисене пулӑшу парасси пирки пӗлтернӗ чухне ӑна валли мен чухлӗ укҫа-тенкӗ кирлӗ пулассине эпир шутласа тесе пӗлтерет. Ыйту пулчӗ: ҫӑмӑллӑхсем валли мӗн чухлӗ укҫа уйӑрма тиврӗ? пулчӗ.

Олег Алексеевич республикӑра укҫа-тенке епле майпа перекетлеме, ӑна ӑҫтан тупма май пулни пирки каласа парать.

Хыҫалти баннер ҫине икӗ хут «Республика на Волге» тесе ҫырнӑ...

Эпир кӑшт каярах пуҫларӑмӑр пулин те ҫутатма пуҫлатпӑр.

 

РАШ
21

Чӑн-чӑн коммунист
 Леонид Кевер (Сильвестров) | 21.12.2020 20:05 |

Харпӑр шухӑш Политика

Валентин Шурчанова пуҫ тайни

 

Коммунизм пулмастех пуль ыран,

Ма тесен куҫне хупрӗ Шурчанов...

Усал чир пӗр шеллевсӗр ҫапсан

Пит синкерлӗ иккен ҫын суранӗ.

Ӑҫтан тухрӗ хӑрушӑ ковид —

Никама хӗрхенмест тамӑк мурӗ!

Шутсӑр пысӑк хайхин аппетит, —

Камӑн-ши сывалма шанӑҫ пулӗ?

Ҫӗнеймерӗ чире коммунист —

Хурланатпӑр — нумай пурнаймарӗ...

Эпир хамӑр та кӑшт атеист,

Тур каҫартӑр пире. Тен, пӑрахмӗ?

Чӑваш халӑх тарҫи пулнӑ май

Ман ентеш вӑй-халне шеллемерӗ.

Вӑл тунийӗ капашсӑр нумай,

Палӑртни те чылай — ӗлкӗрмерӗ.

Унӑн ырӑ ӗҫне манар мар —

Ячӗпе ҫӗн урам хисеплентӗр.

Ҫуркунне ҫав тӳрем урама

Эсӗ те, вулаканӑм, килен-тӗр?

Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.
 

Персона

Паян политика тӗлӗшӗпе самай вӑй хунӑ Лев Пантелеймонович Кураков пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Пире пӗлтернӗ тӑрӑх, чылай ҫул И. Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн ректорӗн вырӑнне йышӑннӑскер паян клиникӑра вилнӗ. ИВЛ-па выртнӑ тесе каларӗҫ.

Лев Пантелеймонович 1943 ҫулхи кӑрлачӑн 4-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Чӑваш Ишек ялӗнче ҫуралнӑ. Канашри финанс техникумӗнче (1961), Хусанти патшалӑх финанспа экономика институтӗнче (1966) пӗлӳ илнӗ. Аспирантурӑпа доктортантурӑна Мускаври Г.В. Плеханов ячӗллӗ халӑх хуҫалӑх институтӗнче вӗреннӗ, стажировкӑна Берлинра (Аслӑ экономика шкулӗнче) ирттернӗ.

1990 ҫулта ӑна ЧПУ ректорӗн пуканне шанса панӑ. 1997 ҫулта чӑваш Республикин вице-президентне суйланӑ. 1998 ҫулхи кӑрлачпа ҫӗртме уйӑхӗсенче Чӑваш Республикин Правительство председателӗ пулнӑ.

Ӑна чылай наградӑпа тата сумлӑ ятсемпе чысланӑ. Авланнӑ, икӗ ывӑл.

Аса илтеретпӗр, паян тепӗр паллӑ политика деятелӗпе — Валентин Шурчановпа — сывпуллашнӑ.

 

Политика
cheboksari.bezformata.com сӑнӳкерчӗкӗ
cheboksari.bezformata.com сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар хула администрацийӗнче ҫӗнӗ ҫын ӗҫе кӳлӗннӗ. Ҫакӑн пирки Алексей Ладыков сити-менеджер Фейсбукра пӗлтернӗ.

Алексей Ладыков хӑйӗн ҫумӗ тата аппапат ертӳҫи пулма Андрей Петрова шаннӑ.

Андрей Петров 10 ҫул ытла Шупашкар хулин Мускав район администрацийӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ. Алексей Ладыков пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ ҫум хӑйӗн ӗҫӗнче чӑн-чӑн профессионал, вӑл командӑра ӗҫлеме пӗлет, хулан аталанӑвне самай тӳпе хывма пултарӗ.

 

Политика

Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев та журналистсен ыйтӑвӗсене хуравлӗ. Аса илтерер: ӗнер ҫӗршыв Президенчӗ МИХсем валли пресс-конференци ирттерчӗ. Мероприятие онлайн-мелпе йӗркелерӗҫ.

Чӑваш Ен Элтеперӗн пресс-конференцине хутшӑнас кӑмӑллисем валли аккредитаци маларахах уҫнӑччӗ. Халӗ кун пирки тепӗр хутчен аса илтернӗ.

Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-службинче патшалӑх тата уйрӑм ҫын МИХӗсенсен заявкӑсем йышӑнма пуҫланине хыпарланӑ.

Видеоконференци мелӗпе Олег Николаев раштав уйӑхӗо 24-мӗшӗнче 11 сехетре хуравлӗ.

Аккредитаци тухас тесен ag-press@cap.ru электрон адреспа заявка ӑсатмалла. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ — (8352) 64-20-29.

 

Политика

Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев «Чӑваш Ен» ПТРКна интервью панине Чӑваш халӑх сайчӗ ӗнер пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: сывлӑх енчен чару пулмасан Олег Николаев кӑшӑлвирусран прививка тутарасшӑн.

Журналист ыйтӑвӗсене хуравланӑ май Олег Николаев тӗрлӗ ыйтӑва хуравланӑ. Сӑмахран, пандеми вӑхӑтӗнче пӗчӗк тата вӑтам бизнес хӑйне мӗнле туйни, патшалӑх епле пулӑшнр, ӳлӗмрен тата мӗн тума палӑртни ҫинчен каласа кӑтартнӑ.

«ВЕСТИ Интервью» кӑларӑм «РОССИЯ 24 Чебоксары» телекаӗал эфирне паян, раштав уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, 21 сехетре тухӗ.

 

Политика
"Чебмедиа" сайтри сӑн
"Чебмедиа" сайтри сӑн

Шупашкарти Гагарин урамӗнче Чӑваш Енӗн экс-премьер-министрне Иван Моторина ҫул-йӗр инспекторӗсем тытса чарнӑ. Вӑл руль умне ӳсӗрле ларни тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ.

«Город Грехов» сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, «Ниссан» водителӗ ҫуран ҫӳрекенсене ҫул паман. Ҫакна инспекторсем курнӑ. Алкотестер Иван Моторин урӑ тесе кӑтартнӑ. Ачах темшӗн унӑн пӑрӑхӗ кӗтмен ҫӗртен татӑлса ӳкнӗ. Инспекторсем иккӗленнипе Моторина наркологие илсе кайнӑ.

0,325 мг/л – ҫапла кӑтарту пулнӑ наркологире. Экс-премье-министр тӳрре тухнӑ – вӑл темӗнле эмел ӗҫнӗ-мӗн, анчах ятне астумасть.

 

Страницӑсем: 1 ... 37, 38, 39, 40, 41, 42, 43, 44, 45, 46, [47], 48, 49, 50, 51, 52, 53, 54, 55, 56, 57, ... 194
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Нумай ӗҫлемелли эрне кӗтет, пуҫӑннисене вӗҫлемелле. Ҫӗнӗ ҫула парӑмсемпе кӗмелле мар. Харпӑр пурнӑҫра кӗтмен кӑмӑллӑ пулӑмсем пулӗҫ. Ҫывӑх ҫынсене вӑхӑт ытларах уйӑрӑр.

Раштав, 24

1925
99
Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ