Ҫӗнӗ Шупашкар мэрне суйланӑ. Ку должноҫе «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташӗ Алексей Ермолаев йышӑннӑ. Ку хыпара «Правда ПФО» сайтра пӗлтернӗ.
Унта палӑртнӑ тӑрӑх, Ҫӗнӗ Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗн депутачӗсем Игорь Анакова хула пуҫлӑхне суйланине пӑрахӑҫланӑ. Ҫакна процедура йӑнӑшӗсемпе сӑлтавланӑ. Сӑмах май, Игорь Анакова хула пуҫлӑхне пӗр уйӑх каялла суйланӑ.
Алексей Ермолаев 1984 ҫулта Владимир хулинче ҫуралнӑ. 2007 ҫулта вӑл И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ пӗтернӗ. Халӗ Алексей Ермолаев «Платинум» стройфирмӑн тӗп директорӗ шутланать.
Паян Чӑваш Енри темиҫе муниципалитетра администраци пуҫлӑхӗсене суйланӑ. Асӑннӑ постсене унччен пуҫлӑхра пулнисемех йышӑннӑ.
Улатӑр районӗнчи Депутатсен пухӑвӗнче Депутатсен VII суйлаври депутачӗсем Нина Шпилевӑна шаннӑ. Вӑл ӗҫе ҫӗнӗрен чӳк уйӑхӗн 2-мӗшӗнче кӳлӗннӗ.
Патӑрьел районӗнче пуҫлӑх пулма виҫӗ кандидат ӗмӗтленнӗ: Рудольф Селиванов, Виктор Львов, Петр Перепелкин. Унта ҫемҫе пукана Рудольф Селиванов сыхласа хӑварнӑ.
Красноармейски районӗнче Александр Кузнецова суйланӑ, Шӑмӑршӑ районӗнче – Владимир Денисова.
Чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхне суйлӗҫ. Ытти хӑш-пӗр районта та пуҫлӑхсене палӑртӗҫ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев суйлав кампанине ирттермешкӗн 30 миллион тенке яхӑн тӑкакланӑ. Укҫан чылай пайӗ – юридици сӑпачӗсем тата ахаль ҫынсем пани. Хӑй Олег Алексеевич кӗсйинчен 50 пин тенкӗ кӑларнӑ.
Юридици сӑпачӗсем Олег Николаевӑн суйлав фондне суйлав кампанине ирттерме 37,6 миллион тенкӗ панӑ, ахаль ҫынсем – 3 миллион та 524,9 пин тенкӗ. 11,5 миллион тенкине тӗрлӗ сӑлтава пула каялла тавӑрса пама тивнӗ. Олег Николаев суйлав кампание ирттерме 29 миллион та 674,9 пин тенкӗ тӑкакланӑ.
Суйлава хутшӑннӑ ытти кандидат (вӗсем тӑваттӑн пулнӑ) ку тӗллевпе 9 миллион тенкӗрен ытларах тӑкакламан.
Ҫӗнӗ Шупашкар хулин пуҫлӑхӗн ҫумӗ Андрей Леонтьев «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партирен тухма заявлени ҫырса панӑ. Ӑна вӑл партин регионти уйрӑмӗн секретарӗ ячӗпе Алена Аршинова ячӗпе шӑрҫаланӑ.
Раҫҫей Федерацийӗн коммунистсен партийӗн депутачӗ Александр Андреев пӗлтернӗ тӑрӑх, Ҫӗнӗ Шупашкарти депутат коммунистсен партине кӗресшӗн. Кайран вӑл республика парламентне парти списокӗпе суйланасшӑн.
Леонтьев Шупашкарта пурӑнать. Унӑн виҫӗ ача. «ГОССТРОЙ» тулли мар яваплӑ обществӑн гендиректорӗ. Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, политика вӑрланӑшӑн, влаҫ пайташне кӳрентернӗшӗн, преступлени тума хатӗрленнӗшӗн айӑпланӑ. Халӗ айӑплавӗсене пӑрахӑҫланӑ.
Нумаях пулмасть «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти Владимир Михайлов депутата партирен кӑларас ыйтӑва тишкерессине пӗлтернӗ. Политик ҫынсене пысӑк процентлӑ ссуда панӑ.
Авӑн уйӑхӗнчи суйлав хыҫҫӑн «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» тата РФКП партисен Ҫӗнӗ Шупашкарти депутачӗсем хула пуҫлӑхӗ пулма «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин регионти уйрӑмӗ сӗннӗ кандидатшӑн сасӑламан. Унта хула пуҫлӑхӗ пулма вырӑнти усламҫа Игорь Анакова суйланӑ. Унӑн ҫумӗ пулма Андрей Леонтьева шаннӑ.
Чӑваш Енри Елчӗк районӗнче ҫуралнӑ, чылай ҫул Шупашкар районӗнче тӗрлӗ вырӑнта ӗҫлесе пурӑннӑ Анатолий Князев Коми Республикинчен тӑван тӑрӑха таврӑнать. Ку хыпара «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат пӗлтернӗ.
Унта хыпарланӑ тӑрӑх, Анатолий Князев Комин ҫӗнӗ правительствине кӗмен. Регион пуҫлӑхӗ Владимир Уйба ӑна ӗҫрен хӑтарнӑ. Тепӗр майлӑ каласан, Анатолий Пантелеймонович вице-премьер — ял хуҫалӑх министрӗн пуканӗсӗр юлнӑ. Ку хыпара вырӑнтисенчен хӑшӗсем кӑмӑлсӑррӑн йышӑннӑ. Сыктывкарта вӗсем акцисем те ирттернӗ.
Халӗ Анатолий Князев тӑван тӑрӑха килме пуҫтарӑнать.
Паян, юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн ҫумне Инна Антоновӑна ӗҫрен кӑларнӑ.
Хушӑва республикӑн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Олег Николаев алӑ пуснӑ. Министерствӑра пысӑк вырӑн йышӑн йышӑннӑ тӳре-шарана ӗҫрен мӗншӗн хӑтарнине ӗҫлӗ хутра ӑнлантарса тӑман. Документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Инна Антонова Чӑваш Енӗн экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерствине 1994 ҫулта ӗҫе вырнаҫнӑ. Вӑл пай пуҫлӑхӗ, министр ҫумӗ, министрӑн пӗрремӗш ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ.
РФ Инкеклӗ лару-тӑру министерствин Чӑваш Енри тӗп управленийӗнче пуҫлӑх улшӑннӑ. Унӑн тивӗҫӗсене Сергей Ерофеев пурнӑҫлать, хальлӗхе ӑна ҫирӗплетмен-ха.
Сергей Ерофеев Шупашкартах ҫуралса ӳснӗ. 1993-2010 ҫулсенче вӑл Етӗрне районӗнче ӗҫленӗ: пушарпа ҫӑлав отрячӗн инспекторӗ, пушар чаҫӗн пуҫлӑхӗ, патшалӑх пушар надзорӗн пайӗн ертӳҫи пулнӑ.
Иртнӗ эрнере асӑннӑ ведомствӑна Алексей Струженков ертсе пынӑ, вӑл ку пукана кӑҫал ҫу уйӑхӗнче йышӑннӑччӗ. Халӗ вӑл пуҫлӑхӑн пӗрремӗш ҫумӗ шутланать.
Станислав Антонов ку ведомствӑна 11 ҫул ертсе пынӑ. Вӑл кӑҫал ака уйӑхӗнче ку должноҫрен кайнӑ.
Авӑнӑн 13-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗн суйлавӗ пулчӗ. Кӑшӑлвируса пула вӑл виҫӗ куна тӑсӑлчӗ, маларах пуҫланчӗ.
Чӑваш Енри юрист Сергей Ванюков суйлав саккуна пӑсса иртнӗ тесе ӗнентересшӗн. Вӑл каланӑ тӑрӑх, суйлава маларах пуҫӑнма юранине регионти саккунра палӑртман. Ҫавна май юрист ЧР Аслӑ судне республикӑри Тӗп суйлав комиссийӗ тӗлӗшпе административлӑ тавӑҫ тӑратнӑ.
Аса илтерер: суйлава килнисен 75 проценчӗ Олег Николаевшӑн сасӑланӑ. Халӗ вӑл ЧР Элтеперӗн пуканне йышӑннӑ.
Юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗн ҫиччӗмӗш созывӗн пӗрремӗш ларӑвӗ иртет. Унта пӑхса тухмалли ыйтусенчен пӗри – хула администрацийӗн пуҫлӑхне суйламалли тапхӑра палӑртасси.
Ҫӗнӗ созыв йӗркеленнӗ май хула администрацийӗн килӗшӗвӗ вӗҫленет. Унтан депутатсем конкурс комиссине йӗркелеҫҫӗ.
Юпан 8-мӗшӗнче Алексей Ладыковӑн килӗшӗвӗ пӑрахӑҫланать, ҫӗнӗ конкурс ирттересси пирки пӗлтереҫҫӗ. Ҫӗнӗ пуҫлӑх ӗҫе тытӑниччен унӑн тивӗҫӗсене урӑххи пурнӑҫлӗ. Алексей Ладыков ку тивӗҫе ЖКХ ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен ҫумне Владимир Филиппова сӗннӗ.
Аса илтерер: Алексей Ладыков ку дожноҫре 2011 ҫултанпа ӗҫлет. 2015 ҫулта депутатсен ҫӗнӗ созывӗ унӑн килӗшӗвне тӑсма йышӑннӑ.
Юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов Шупашкарта Правительство ҫуртӗнчен тухнӑ. Унччен те пулман – ӑна такам тапӑннӑ. Хайхискер ӑна ҫавӑнтах кӗтсе тӑнӑ.
Ҫамрӑк арҫын министра шӗрӗп уҫҫипе 3 хутран кая мар ҫапнӑ. Тӳре-шара аллипе май килнӗ таран унран хӳтӗленнӗ. Ҫапах министр кӑштах суранланнӑ.
23 ҫулти арҫынна тытса чарнӑ, ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Владимир Степанова вара тухтӑрсем пулӑшу панӑ. Вӑл пульницӑна выртмаллах аманман. Халӗ унӑн сывлахӗ лайӑхах.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |