Муркаш районӗнчи Ильинка тӑрӑхӗнче ӳсекен чӑваш юманӗ «Раҫҫейри ҫулталӑк йывӑҫӗ» конкурсра ҫӗнтерни пирки хыпарланӑччӗ. Аса илтерер: 372 ҫул ӳсекен юман сасӑлавра чи нумай сасӑ пухнӑ. Ҫавна май пирӗн республика тӗнче стандарчӗсемпе пӑхмалли сертификата тивӗҫӗ.
Чӑваш йывӑҫне паян федераци каналӗпе «Доброе утро» кӑларӑмра кӑтартнӑ. Сюжетра ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ватӑ чӑваш юманӗ 69 регионти конкурентсене ҫӗнтернине палӑртнӑ.
«Раҫҫейри ҫулталӑк йывӑҫӗ» конкурса кӗҫех официаллӑ майпа пӗтӗмлетӗҫ. Унта кам ҫӗнтерни вара халех паллӑ.
Чӑваш Енри 372 ҫулти юман чи нумай сасӑ пухса пӗрремӗш вырӑна тухнӑ. Вӑл Муркаш районӗнчи Ильинка тӑрӑхӗнче ӳсет.Уншӑн 21577 ҫын сасӑ панӑ.
Иккӗмӗш вырӑнта - Белгород облаҫӗнчи юман. Виҫҫӗмӗш вырӑнта вара - Питӗрти йывӑҫ.
Аса илтерер: сасӑлава ҫӗршыври 69 ҫутҫанталӑк палӑкӗ хутшӑннӑ. Сасӑлав ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пуҫланнӑ та паян вӗҫленет. Конкурсра ҫӗнтернӗ регион пуҫлӑхне диплом тата «Раҫҫейри ҫулталӑк йывӑҫӗ» астӑвӑм хӑмине парӗҫ. Ҫавӑн пекех ҫӗнтерӳҫӗ-регион йывӑҫа пӑхса тӑмалли сертификата тивӗҫӗ.
Латвири Юрмалӑран инҫех мар гольф енӗпе пӗтӗм тӗнчери турнир пӗрремӗш хут иртнӗ. Унта Раҫҫейри, АПШри, Евросоюз ҫӗршывӗсенчи профессионал спортменсем хутшӑннӑ. Пирӗн ҫӗршыв чысне Дмитрий Самарин хӳтӗленӗ. Вӑл тӗнче, Раҫҫей шайӗнчи турнирсенче пӗрре мар ҫӗнтернӗ.
Турнирта АПШри спортмсен ҫӗнтернӗ. Иккӗмӗш вырӑна Латвири спортмен йышӑннӑ. Дмитрий Самарин пьедесталӑн виҫҫӗмӗш картлашки ҫине хӑпарнӑ.
Ҫурла уйӑхӗ вӗҫлениччен Хусанпа Мускав хушшинче хушма пуйӑс ҫӳрӗ. Ку йӑлтах - ҫулҫӳревҫӗсемшӗн меллӗ пултӑр тесе.
Ҫул ҫинче вӑл Владимир, Дзержинск, Чулхула, Канаш хулисенче, Вӑрмар поселокӗнче тата Симӗс Долта чарӑнӗ.
Пуйӑс Мускаври Ярославль вокзалӗнчен утӑ уйӑхӗн 25, 28-мӗшӗсенче, ҫурла уйӑхӗн 1, 4, 8, 11, 15, 18, 22, 25, 29-мӗшӗсенче 21 сехет 15 минутра тапранса кайӗ. Хусана тепӗр кун 12 сехет те 54 минутра ҫитӗ.
Пӗтӗм Раҫҫейри "Шкул умӗнхи чи лайӑх вӗренӳ организацийӗ" конкурса пӗтӗмлетнӗ. Вӑл Питӗр хулинче иртнӗ.
Конкурсра Шупашкарти ача пахчисем те малти вырӑнсене йышӑннине палӑртма кӑмӑллӑ. Тӗп хулари 11-мӗш, 15-мӗш, 19-мӗш, 162-мӗш, 182-мӗш ача пахчисем чи лайӑххисен йышне кӗрсе диплома тата медале тивӗҫнӗ.
Чӑваш халӑх артистки Елена Иовлева паян тин кӑна "Россия 1" телеканалпа эфира тухнӑ "Песни от всей души" кӑларӑмра пулнӑ. Ӑна Андрей Малахов ертсе пырать.
Вӑл "Финн полькине" чӑвашла куҫарнӑ, ӑна эфирта куракансен умӗнче юрланӑ. Ҫавӑн пекех Елена Иовлева ташласа та кӑтартнӑ. Вӑл куракансене хӑйӗн пурнӑҫӗпе кӗскен паллаштарнӑ.
РФ Ӗҫлев министерстви 2024 ҫулта мӗнле кантарасси пирки йышӑну проектне хатӗрленӗ.
Ҫӗнӗ ҫулти каникул раштавӑн 30-мӗшӗнче пуҫланса карлачӑн 8-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Нарӑсӑн 23-мӗшӗ – эрнекун, ҫапла 3 кун канӑпӑр. Пушӑн 8-мӗшӗ те эрнекуна лекет, 3 кун ӗҫлеме тивмӗ.
Ака уйӑхӗнче юлашки эрне 6 ӗҫ кунӗллӗ пулӗ. Ҫапла ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчи уявра 4 кун кантарӗҫ. Ҫӗнтерӳ кунӗнче 4 кун ӗҫлемелле мар.
Ҫӗртмен 12-мӗшӗ – юнкун, 1 кун канмалла. 6 ӗҫ кунӗллӗ эрне чӳк пуҫламӑшӗнче пулӗ. Чӳкӗн 3-4-мӗшӗсем – кану кунӗсем.
Раштав уйӑхӗнче 29-31-мӗшӗсенче канӑпӑр.
Раҫҫей Почти чӑвашсене ҫутта кӑларнӑ Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халалласа конверт кӑларнӑ. Кӗҫех вӗсем сутлӑха тухмалла.
Конверт ҫине Иван Яковлев сӑнне тата «Букварь для чувашъ с присоединением русской азбуки» кӗнеке хуплашкине сӑнланӑ.
Сӑмах май, 2021 ҫулта Раҫҫей почти Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене чавнӑ ҫынсене халалланӑ конвертсем кӑларнӑ.
Пӗчӗк хуласенче тата истори пӗлтерӗшлӗ тӑрӑхсенче хӑтлӑх кӗртме пулӑшакан Пӗтӗм Раҫҫейри конкурса кӑҫал Чӑваш Енри икӗ хула хутшӑнӗ: Канаш тата Сӗнтӗрвӑрри.
Канашри проектра чукун ҫул вокзалӗ тата автовокзал хушшинчи территорие хӑтлӑх кӗртме сӗннӗ. Унта информаци стенчӗ, ярмӑрккӑ лапамӗ, кафе пулмалла.
Сӗнтӗрвӑрринче вара "Патша тӑвӗ" проекта пурнӑҫласшӑн. Проектра палӑртнӑ тӑрӑх, Атӑл хӗррине ҫав ту таранах илем кӗртесшӗн.
Заявкӑсене ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Конкурса ҫурла уйӑхӗнче пӗтӗмлетӗҫ.
"Раҫҫей 1" телеканалпа пыракан "Песни от всей души" кӑларӑма пирӗн ентеш Евгений Суханов хутшӑнӗ. Ӑна эфирта ыран, ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, 18 сехетре курма май пулӗ.
Сӑмах май, кӑларӑма хутшӑнкансем пысӑк сӗтел хушшине пухӑнаҫҫӗ, пултарулӑхӗ, ӗмӗчӗсем пирки калаҫаҫҫӗ. Ҫав хушӑрах вӗсем халӑх юррисене тата хитсене шӑрантараҫҫӗ.
Палӑртмалла: Евгений Суханов - Улатӑр хулинчен.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (31.03.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |