1 пин тенкӗлӗх укҫа ҫине мӗн ӳкерессине суйлаҫҫӗ. Списокра – 25 символ. Вӗсен йышӗнче Шупашкарти Анне палӑкӗ те пур.
Укҫа Атӑлҫи федераци округне халалланӑскер пулӗ. Халӗ хӑш хулари паллӑ вырӑна сӑнлассине суйлаҫҫӗ. Сасӑлав раштав уйӑхӗн 12-мӗшӗччен пырӗ.
Пӗрремӗш канал Чӑваш Енре «Народный ледниковый» проектӑн ҫӗнӗ сезонӗ валли сюжет ӳкерет. Вӑл – федераци каналӗ валли пӑрлӑ шоу йӗркелекен паллӑ Илья Аврбухпа пӗрле.
Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ, Олимп вӑййисен призерӗ, Европа тата тӗнче чемпионӗ Илья Авербух Шупашкара килнӗ. Сюжете Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта нумаях пулмасть уҫӑлнӑ «Пӑрлӑ Аренӑра» ӳкерӗҫ.
Чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче «Россия-Культура» канала яма ан манӑр. 12 сехет те 20 минутра пуҫланакан «Неизведанные маршруты России» кӑларӑма пӑхмалла.
Унта ертӳҫӗ Чӑваш Енпе паллаштарӗ, чей ӗҫмелли йӑла-йӗркене кӑтартӗ, Хӗл мучипе тӗл пулӗ, тракторпа ярӑнӗ. Ҫавӑн пекех хӑйне евӗр процедурӑсем кӗтеҫҫӗ ӑна: йӗппе тирсе сипленни, вакра шыва кӗни…
Чи вӑрттӑнни вара – халӑх хушшинче анлӑ сарӑлнӑ кӗпере кӑтартни.
Пӗтӗм тӗнчери «Артек» ача-пӑча центрӗнче «Пысӑк тӑхтав» конкурса пӗтӗмлетнӗ. Чӑваш Енри виҫӗ шкул ачи унта 1 милион тенкӗлӗх сертификата тивӗҫнӗ.
Вӗсем – Ҫӗнӗ Шупашкарти 18-мӗш лицейри Соня Степанова, Шупашкарти 5-мӗш гимназири Екатерина Аврамова, Ҫӗрпӳри 1-мӗш шкулти Елена Ракчеева.
Сӑмах май, конкурса, Чӑваш Енри 19 шкул ачи хутшӑннӑ.
Мускав ҫывӑхӗнчи Ногинскри ҫӑлав центрӗ ҫумӗнче Раҫҫей Инкеклӗ лару-тӑру министерствин дрон операторӗсен конкурсӗ иртнӗ. Унта тӗрлӗ регионти 11 специалист хутшӑннӑ.
Пирӗн ентеш Петр Кадкин опытлӑ ТОП-5 специалист йышне кӗнӗ. Жюри вӑл условлӑ «катастрофа» вырӑнӗнче шар курнӑ ҫынсене тупса вӗсем ӑҫта, миҫере, мӗнле суранланнине хӑвӑрт палӑртнине уйрӑмах мухтанӑ.
Ҫӗмӗрлери Зайцевсен ҫемйи Раҫҫейри «Ҫулталӑкри ҫемье» конкурсра палӑрнӑ. Вӗсем «Нумай ачаллӑ ҫемье» номинацире малти вырӑна йышӑннӑ.
Зайцевсем тӑватӑ ывӑл ӳстереҫҫӗ. Мӑшӑр килӗштерсе пурӑнать.
Палӑртмалла: конкурс кӑҫалхипе тӑххӑрмӗш хут иртнӗ. Унта 388 ҫемье хутшӑннӑ. Вӗсенчен 88-шӗ тӗрлӗ номинацире ҫӗнтернӗ.
Ҫитес ҫул ӗҫ укҫин чи пӗчӗк виҫине ӳстерме палӑртнине пӗлтернӗччӗ. РФ Патшалӑх Думин депутачӗсем саккун проектне пӑхса тухнӑ.
Пӗрремӗш вулаврах 2025 ҫулта ӗҫ укҫин чи пӗчӗк виҫине пысӑклатма йышӑннӑ. Депутатсем ӑна 22440 тенкӗпе танлаштарма йышӑннӑ.
Раҫҫейре «Тимӗр укҫа эрни» акци пуҫланнӑ. Унпа килӗшӳллӗн юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗччен банксенче вак укҫана банкнотӑсемпе комиссисӗрех улӑштарма пулать. Е ӑна счет ҫине куҫарма май пур.
Чӑваш Енре акцие Россельхозбанк, Сбербанк, Газпромбанк, ВТБ, «Кузнецкий» банк тата ытти кредит организацийӗ хутшӑнаҫҫӗ.
Ҫӗнӗҫкл уявӗсенче 11 кун канӑпӑр. Ҫакна РФ премьер-министрӗ Михаил Мишустин алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.
Ҫӗнӗ ҫулхи каникул раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗнче пуҫланӗ те кӑрлачӑн 8-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Виҫӗ хутчен 4-шар кун канӑпӑр: ҫу уйӑхӗн 1-4-мӗшӗсенче, ҫу уйӑхӗн 8-11-мӗшӗсенче, ҫӗртмен 12-15-мӗшӗсенче. Унсӑр пуҫне чӳк уйӑхӗн 2-4-мӗшӗсенче ӗҫлемелле мар.
Юпа уйӑхӗн вӗҫӗнчи эрнере 6 кун ӗҫлеме тивӗ. Вӑл юпан 28-мӗшӗнче пуҫланӗ те чӳкӗн 2-мӗшӗнче, шӑматкун, вӗҫленӗ. Вӑл кӗске ӗҫ кунӗ пулмӗ.
6 кун ӗҫлесен те вырсарникунпа тунтикун кӑна канӑпӑр: чӳкӗн 3-4-мӗшӗсенче. Мӗншӗн тесен чӳкӗн 2-мӗшӗшӗн эпир ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче каннӑ.
Ҫапах савӑнӑҫли те пур: ун хыҫҫӑнхи эрне кӗске пулӗ: чӳкӗн 5-8-мӗшӗсенче ӗҫлӗпӗр.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (31.03.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |