Кӑрлачӑн 2-мӗшӗнчӗ Пӗрремӗш каналпа «Видели видео?» кӑларӑм эфира тухнӑ. Унта Чӑваш Енри ҫамрӑк фермера кӑтартнӑ.
Элӗк округӗнчи каччӑ эфира пӗччен килмен. Вӑл кӑҫал хӗлле урамра тупнӑ кушак ҫурипе Багирӑна тата кокинхин ӑратӗнчи чӑхха илсе килнӗ. Кирилл хӑйӗн хуҫалӑхӗнчи чӑхсем, павлинсем, страуссем пирки каласа кӑтартнӑ. Вӑл качакасем, кроликсем те усрать.
Мускавра «Раҫҫейри воспитательсем» Пӗтӗм Раҫҫейри конкурс ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ. Вӗсен йышне пирӗн ентеш те кӗнӗ.
Конкурса хутшӑнас тесе 4500 ытла ҫын заявка панӑ. Федераци тапхӑрне 500 ытла ҫын лекнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗ ятне вара 70 ытла педагог тивӗҫнӗ.
Шупашкарти 201-мӗш ача пахчин логопечӗ Вера Горелова «Инклюзивлӑ вӗренӳ» вӗренӳ организацийӗн чи лай ӑх воспитателӗ» номинацире мала тухнӑ.
Аналитиксем малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, 2025 ҫулта Раҫҫейре бензин хакӗ ӳсӗ, 1 литрӗ 120 тенкӗ таран тӑма пултарӗ. Топлива хакӗ 15-20 процент таран хӑпарӗ, тӗнчери хак патнелле ҫывхарӗ. Сӑмах май, тӗнчере 1 литр топливо 1,2 доллар тӑрать.
Бензин мӗншӗн хакланӗ? Акцизсем ӳсӗҫ, «Транснефтӗн» тарифӗ хӑпарӗ, тенкӗ деваляцийӗ пулӗ, инфляци пысӑкланӗ. Тата сӑлтавсен йышӗнче - пилотсӑр вӗҫекен аппаратсем тапӑнни.
ЧР Элтеперӗ Олег Николаев Раҫҫейӗн юрӑ- кӗвӗ карттине тӑвасси пирки ҫуркуннех каланӑччӗ. Нумаях пулмасть «Раҫҫейри хальхи юрӑ-кӗвӗ картти» Президент фончӗн пулӑшӑвне тивӗҫнӗ.
Проекта савӑнӑҫлӑ, лару-тӑрура Республика кунӗнче, Чӑваш автономи облаҫӗ йӗркеленнӗренпе 105 ҫул ҫитнӗ май, хӑтлама палӑртнӑ. Палӑртмалла: юрӑ-кӗвӗ карттине Раҫҫейӗн тӗрленӗ карттине тӗпе хурса хатӗрлӗҫ.
«Ростелеком Контакт-центр» Хӗл мучин тата унӑн цифра пулӑшуҫисен хӗрӳ линийӗ кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут ӗҫлесе кайнӑ. Унта ачасем 800 101-10-42 номерпе шӑнкӑравласа тупмалли юмахсене пӗлме, Юр пикене парнесем пирки каласа кӑтартма, Хӗл мучи валли ырӑ сӑмахсем хӑварма пултараҫҫӗ.
Шӑнкӑрав тӳлевсӗр, вӑл раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗнче ӗҫлеме пуҫлать. Проект «Раҫҫей почти» тата Аслӑ Устюгри Хӗл мучин резиденцийе пулӑшнипе пурнӑҫланать.
Кӑҫалхи юлашки эрне пуҫланчӗ. Хальхинче эпир 6 кун ӗҫлӗпӗр. Кайран каникул пуҫланӗ – 11 куна тӑсӑлӗ.
Шӑматкун кӗске ӗҫ кунӗ пулмӗ. Раштавӑн 29-мӗшӗнче канма пуҫлӑпӑр та кӑрлачӑн 8-мӗшӗнче ӗҫе тухӑпӑр. Кайран икӗ кун ӗҫлӗпӗр те каллех икӗ кун канӑпӑр.
2025 ҫулта вӑрӑма тӑсӑлакан канмалли кунсем пулӗҫ: ҫу уйӑхӗн 1-4-мӗшӗсенче, ҫу уйӑхӗн 8-11-мӗшӗсенче, ҫӗртмен 12-15-мӗшӗсенче, чӳкӗн 2-4-мӗшӗсенче.
Раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Пӗрремӗш каналпа «Народный ледниковый» проектӑн черетлӗ кӑларӑмӗ тухӗ.
Сюжетра Чӑваш Енри спорт пурнӑҫӗ пирки каласа кӑтартӗҫ. Шупашкарти «Новый город» микрорайонта уҫӑлнӑ ҫӗнӗ «Пӑр Арени» пирки те кӑтартӗҫ.
Аса илтерер: нумаях пулмасть Шупашкара тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ Илья Авербух килсе кайнӑ. Кӑларӑмра вӑл та комментари парӗ.
Кӑларӑм 18 сехет 20 минутра эфира тухӗ.
1 пин тенкӗллӗ банкнота ҫинче Шупашкарти Анне палӑкӗ пулма пултарассине, сасӑлав пыни пирки пӗлтернӗччӗ.
Ҫапаз Анне палӑкӗн ҫӗнӗ укҫа ҫине лекес шанчӑк пур. Вӑл 17348 сасӑ пухса чи нумай сасӑ пухнӑ 10 паллӑ вырӑн йышне кӗнӗ. Укҫа ҫине мӗн ӳкерессине Раҫҫей банкӗн тата Госзнӑкӗн ӳнӗрҫисем йышӑнӗҫ.
Сасӑлавра «Метеор» теплоход, Ҫӗр ӗҫченӗсен керменӗ, Сарӑтури Атӑл урлӑ хывнӑ автомобиль кӗперӗ малти вырӑнсене йышӑннӑ.
Ӗнер Пӗрремӗш каналпа пыракан «Ырӑ ир!» кӑларӑмра Чӑваш Енри сунар инспекторӗсем хӗлле вӑрманта тискер чӗрчунсемэне мӗнле апатлантарни пирки сюжет кӑтартнӑ. Ҫулла вӗсен ҫимелли нумай, хӗлле вара йывӑртарах килет.
Сунар инспекторӗсем вӑрманта утӑ, тырӑ, милӗксем, йӗкел, тымар ҫимӗҫсем хурса тухаҫҫӗ.
Кунсӑр пуҫне тискер чӗрчунсене тӑвар кирлӗ. Ӑҫа та хураҫҫӗ инспекторсем.
Пӗрремӗш каналпа телеканалпа Елена Малышева ертсе пыракан «Жить здорово!» кӑларӑмра Ҫӗнӗ ҫулхи сӗтел ҫинче чӑваш апачӗсене те курма май пулӗ.
Чӑваш Ен кӑларӑмри уяв сӗтелӗнче наци колоричӗпе паллаштарӗ. Унта вырӑнти продукци пулӗ: Шупашкарти 2-мӗш ҫӑкӑр савучӗн ҫӑкӑрӗ, шӑрттан, шӳрпе, тултармӑш, хуран кукли, пашалу, чӑкӑт, хуплу… Кӑларӑма чӑвашсен Хӗл Мучийӗ те хутшӑнӗ.
Палӑртмалла, каларӑмра 5 рубрика пур: «Пурнӑҫ пирки», «Апат пирки», «Медицина пирки», «Кил-ҫурт пирки», «Пӗр минутра – сӗнӳ».
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (31.03.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |