Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Пӑчӑрӑн пырши тухсан та виҫӗ кун пурнасшӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Сывлӑх

Сывлӑх

Раштав уйӑхӗн 12-мӗшӗнче каҫхине, 17 сехет те 45 минутра, «Атӑл» М-7 ҫул ҫинче, Ҫӗрпӳ районӗнче, виҫӗ машина ҫапӑннӑ.

«Рено-Дастер» автомобиль малтан «Ман» фура ҫине пырса кӗнӗ, унтан — «Дэу-Нексиа» машинӑпа тӑрӑннӑ.

Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, «Рено» автомобиль тӗп ҫул ҫине тухнӑ чухне грузовика ирттерсе яман. Инкекре ҫӑмӑл машинӑн водителӗн 38 ҫулти арӑмӗ йывӑр суранланнӑ, ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. Вӑл водительпе юнашар ларнӑ. Машина хӗрарӑм ларнӑ енчен пырса ҫапӑннӑ.

«Рено» водителӗ, Ҫӗрпӳ районӗнчи 39 ҫулти арҫын, ӳсӗрри палӑрнӑ. Каярах ӑна хӑйне те тухтӑр пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ. Ҫул-йӗр правилине пӑснӑшӑн, ҫав шутра хӑвӑртлӑха ӳстернӗшӗн те, пӗлтӗр ҫак водителе административлӑ майпа 5 хутчен явап тыттарнӑ.

 

Сывлӑх

Чӑваш Ене лайӑх хыпар ҫитнӗ. Пирӗн республикӑна тин кӑна 53 санитари машини илсе килнӗ: «Лада Ларгуссем» тата «Нивӑсем». Ку хыпара ЧР Элтеперӗ Олег Николаев халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.

Мӗн тӗллевпе усӑ курӗҫ-ха ҫак машинӑсемпе? Ватӑ пациентсене пульницӑна тӗрӗслеме илсе кайӗҫ. Тухтӑрсем те пациентсем патне киле ҫакнашкал машинӑпах ҫитӗҫ. Сӑмах кӑшӑлвируспа чирлӗ пациентсем пирки пырать.

53 машинӑран 36-шне районсене парӗҫ, тепӗр 17-шӗ Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта юлӗ.

 

Сывлӑх
tourprom.ru сайтри сӑн
tourprom.ru сайтри сӑн

Кӑшӑлвируспа статистика кашни кун тенӗ пекех пӗрешкел. Чирлекенсен тата вилекенсен йышӗ ӳссех пырать. Паянхи кун тӗлне тепӗр 7 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Ку таранччен вирусран 370 ҫын сывалайман.

Паянхи кун тӗлне 14177 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 12722-шӗ сывалнӑ. Пӗр талӑкра 131 ҫын чирленӗ, 90 ҫын кӑна сывалнӑ.

Аса илтерер: шкул ачисем дистанци мелӗпе вӗренме пӑрахнӑ. Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ техникумсемпе колледжсенче ӑс пухакансене те «дистанционкӑран» кӑларма сӗннӗ.

 

Сывлӑх
medikforum.ru сайтри сӑн
medikforum.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енре кӑшӑливируспа чирлисен йышӗ 14 пинрен те иртнӗ. Пӗтӗмпе паянхи кун тӗлне 14046 ҫын инфекциленнӗ. Юлашки талӑкра кӑна 130 ҫыннӑн кӑшӑлвирус пуррине палӑртнӑ.

Ку таранччен 12632 ҫын сывалнӑ. 363 ҫын вилнӗ. Юлашки талӑкра 7 ҫын каварлӑ вируса пула сывлама пӑрахнӑ, 93 ҫын сывалнӑ.

Федераци информаци центрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, хальхи вӑхӑтра пирӗн республикӑра кӑшӑлвирусран 1051 ҫын сипленет. Кусем – «кӑшӑлвирус» диагноз лартисем. Пульницӑсенче ӳпке шыҫҫинчен сипленекенсем те нумаййӑн.

 

Сывлӑх

Нефтеюганск хастар чӑваш, Сергей Андреев, 53 ҫулта пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Ӑна, вӑйпитти арҫынна, хальхи вӑхӑтри амак — кӑшӑлвирус — ернӗ. Виҫӗ эрне чирлесе выртнӑ хыҫҫӑн Сергей Васильевич пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Вӑл хулари думӑн депутачӗ пулнӑ, Ханты-Манси автономи округӗн-Югран каҫару комиссийӗн ертӳҫин пулӑшуҫи, хула пуҫлӑхӗн предпринимательлӗхе аталантарас енӗпе ӗҫлекен координаци канашӗн пайташӗ, Нефтеюганскри бокс федерацийӗн вице-президенчӗ, «Юграна ҫӑласси» общество организацийӗн пайташӗ, «Раҫҫей офицерӗсем» регионти уйрӑмӗн ӗҫтӑвкомӗн ертӳҫи пулнӑ. Вӑл Пушкӑртстанри Ҫирӗклӗре 1968 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнче ҫуралнӑ.

Ентешӗмӗр вилни ҫинчен «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Это Юганск, детка Нефтеюганск» пабликра хурланса пӗлтернӗ. Усал хыпара пӗлнисем «Чӑн-чӑн ҫынччӗ», «Чӑваш халӑхӗн тивӗҫлӗ ывӑлӗччӗ» йышши комментарисем ҫырнӑ.

 

Сывлӑх
progorodsamara.ru сайтри сӑн
progorodsamara.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енре паян тепӗр 7 ҫын кӑшӑлвируса пула пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Ку таранччен 356 ҫыннӑн пурнӑҫӗ вируса пула вӑхӑтсӑр татӑлнӑ.

Паянхи кун тӗлне 13916 ҫын инфекциленнӗ, вӗсенчен 12539-шӗ сывалнӑ. Пӗр талӑкра 132 ҫын чирленӗ, 45 ҫын кӑна сывалнӑ.

Хальхи вӑхӑтра 1021 ҫын килте амбулатори мелӗпе е пульницӑра сипленет. Сӑмах май, оперативлӑ штаб ларӑвӗнче техникумсемпе колледжсенче ӑс пухакансене дистанционкӑран кӑларма йышӑннӑ.

 

Вӗренӳ

Юлашки темиҫе эрнере пирӗн республикӑра аслӑ шкулсенче тата ятарлӑ пӗлӳ паракан учрежденисенче вӗренекенсем килте вӗреннӗччӗ.

Халӗ техникумсемпе колледжсенче вӗренекенсен хушшинче чирлекенсем палӑрмаллах сахалланнине палӑртаҫҫӗ.

Республикӑн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн ҫумӗ Алексей Лукшин кӑшӑлвирус сарӑлнипе кӗрешекеноперштабӑн черетлӗ ларӑвӗнче сӑмах илнӗ. Вӑл виҫӗ студентпа икӗ преподаватель ҫеҫ чирленине пӗлтернӗ. Вӗсем хутшӑннӑ ҫынсен йышӗ — 50-ран ытла мар.

Ятарлӑ вӑтам пӗлӳ паракан заведенисенче ҫамрӑксене куҫӑн мар вӗрентме тытӑнасшӑн. Анчах маска тӑхӑнса ҫӳремелле. Студентсен те, педагогсен те.

Аслӑ шкулсенчи студентсен хальлӗхе дистанци мелӗпех вӗренме тивӗ.

 

Сывлӑх
msk.mosreg.ru сайтри сӑн
msk.mosreg.ru сайтри сӑн

Шупашкарта инфекци корпусӗ тума палӑртнӑ. Ку тӗллевпе, Чӑваш Ен правительстви пӗлтернӗ тӑрӑх, миллиарчӗ-миллиарчӗпе уйӑрӗҫ.

Чӑваш Енре инфекци корпусне тӑвас ыйтӑва РФ Сывлӑх сыхлавӗн тата Финанс министерствисенче сӳтсе яваҫҫӗ. Ведомствӑсем палӑртнӑ тӑрӑх, ӑна тумашкӑн 24 ытла миллиард тенкӗ кирлӗ. Проектпа смета докуменчӗсене хатӗрлемешкӗн кӑҫал республика хыснинчен 11 ытла миллион тенкӗ уйӑраҫҫӗ.

Аса илтерер: кӑҫал Шупашкарта ача-пӑча инфекци пульници ҫумӗнче ҫӗнӗ корпус уҫӑлнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/68530
 

Сывлӑх
m.progorodsamara.ru сайтри сӑн
m.progorodsamara.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енре кашни кунах кӑшӑлвирусран вилеҫҫӗ. Паян ав тепӗр 9 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Пӗтӗмпе ку таранччен 349 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ.

Паянхи кун тӗлне 13784 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 12494-шӗ сывалнӑ. Пӗр талӑкра 130 ҫын чирленине палӑртнӑ. Сывалакансем 79-ӑн пулнӑ.

Хальхи вӑхӑтра «кӑшӑлвирус» диагноз лартнӑ 941 пациент килте е пульницӑра сипленет. Палӑртмалла: республикӑра чӳк уйӑхӗнче кӑшӑлвирусран вилекенсем нумаййӑн пулнӑ. Ку уйӑхра вара – пушшех те.

 

Сывлӑх
like29.ru сайтри сӑн
like29.ru сайтри сӑн

Паян кӑшӑлвирусран 12 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Ку таранччен республикӑри 340 ҫын каварлӑ вируса пула вилнӗ. Кун пирки федераци информаци центрӗ пӗлтерет.

Юлашки талӑкра 123 ҫын инфекциленнӗ. Ку таранччен 13654 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ, вӗсенчен 12415-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 36 ҫын чире парӑнтарнӑ. Хальхи вӑхӑтра «кӑшӑлвирус» диагноз лартнӑ 899 ҫын килте амбулатори мелӗпе е пульницӑра сипленет.

Палӑртмалла: раштав уйӑхӗ пуҫланнӑранпа пирӗн республикӑра 62 ҫын кӑшӑлвируспа чирлесе вилнӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 90, 91, 92, 93, 94, 95, 96, 97, 98, 99, [100], 101, 102, 103, 104, 105, 106, 107, 108, 109, 110, ... 238
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылайăшĕн кăмăлĕ тăрук улшăнса тăрĕ. Прагматизм çиеле тухĕ. Ку эрнере харпăр пурнăçа йĕркене кĕртме, хăш-пĕр ĕçлĕ хутшăнăва романтикăна çавăрма май пулĕ.

Ака, 22

1870
155
Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ.
1981
44
Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй