Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Ӑслӑ ҫын нихҫан та ҫынна ухмах темест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Сывлӑх

Сывлӑх

Шупашкар районӗнчи тӗп пульницӑра кӑшӑлвируспа чирлисене стационарта сиплеме пӑрахӗҫ. Тӗрӗсрех каласан, унчченхи ӗҫ режимӗ патне таврӑннӑ май пульница малтанхилле ӗҫлеме тытӑнӗ. Кун пирки паян иртнӗ кӑшӑлвируспа кӗрешес енӗпе ӗҫлекен оперштабӑн ларура республикӑн сывлӑх сыхлав ӗҫ министрӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Алексей Кизилов пӗлтернӗ.

«Ҫӗнӗ кӑшӑлвирус инфекцийӗпе Шупашкар район пульницине вырттарассине паян вӗҫлӗпӗр», — тенӗ вӑл.

Кӑшӑлвируспа чирлекенсене йышӑнма маларах Ҫӗнӗ Шупашкарти медицина центрӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарти хула пульницинче, Канашри тӗп район пульницинче, Вӑрнар районӗнчи пульницӑра пӑрахнӑ.

Хальхи вӑхӑтра 14 медицина организацийӗнчее кӑшӑлвируслисем валли 2400 ытларах койка пӑхса хӑварнӑ.

 

Сывлӑх
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Шупашкарта «Мега Молл», «Каскад», «Мадагаскар» суту-илӳ центрӗсенче кӑшӑлвирусран прививка тума май пулӗ. Кун пирки кӑшӑлвирус сарӑлассипе кӗрешекен оперштаб ларӑвӗнче ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Алексей Кизилов пӗлтернӗ.

Палӑртмалла: Чӑваш Енре вакцинаци тумалли 35 пункт ӗҫлӗ. Ку эрне вӗҫӗччен тепӗр 10 уҫма палӑртнӑ. Ҫав шутра – ҫӳлерех асӑннӑ суту-илӳ центрӗсенче те.

Вакцинаци тумалли пунктсем йӗркелес тӗлӗшпе Чӑваш Ен Атӑлҫи федераци округӗнче 12-мӗш вырӑн йышӑнать. Паянхи кун тӗлне Чӑваш Енре 6698 ҫын кӑшӑлвирусран прививка тунӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Нарӑс уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ҫурҫӗр тӗлӗнче Шупашкар районӗнче ҫул ҫинчи инкек пулса иртнӗ. Унта юрҫӳренпе автомобиль ҫапӑннӑ.

Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче малтанласа пӗлтернӗ тӑрӑх, юрҫӳрен хирӗҫ пыракан ҫул ҫине астумасӑр тухса кайнӑ. Унта вӑл «Лада Веста» машинӑпа ҫапӑннӑ. Шупашкар хулинче пурӑнакан 36 ҫулти арҫын инкек вырӑнӗнчех вилнӗ, унӑн пассажирне, Шупашкар районӗнче пурӑнакан 36-ри арҫынна, пульницӑна ӑсатнӑ. Ҫапӑннӑ хыҫҫӑн юрҫӳрен хыпса илнӗ.

Ҫӑмӑл автомобилӗн 22 ҫулти водителӗ аманман. Вӑл Вӑрнар районӗнчен пулни паллӑ. Вӑл хӑрушсӑрлӑх пиҫиххипе ҫыхӑннӑ. Ҫул-йӗр правилине пӑснӑшӑн пӗлтӗр ӑна темиҫе хут та явап тытарнӑ.

 

Вӗренӳ

Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ Шупашкар хулин хавшак сывлӑхлӑ ачасене пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан 2-мӗш шкулӗпе пӗрле «Хавшак сывлӑхлӑ ачасене чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентес уйрӑмлӑхсем» ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ ирттерӗ. Вӑл нарӑс уйӑхӗн 19-мӗшӗнче пулӗ. Конференцие Тӗнчери халӑхсен тӑван чӗлхе кунне халаллӗҫ.

Конференци программине ҫак ыйтусемпе докладсем кӗртме палӑртнӑ: «Хавшак сывлӑхлӑ ачасене чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентмелли майсемпе мелсем»; «Хавшак сывлӑхлӑ ачасен этнокультура компетецине йӗркелесси»; «Хавшак сывлӑхлӑ ачасене вӗрентмелли хальхи технологисем».

Конференцие хутшӑнма тӗпчевҫӗсене, аслӑ тата вӑтам шкул преподавателӗсене йыхравлаҫҫӗ.

 

Сывлӑх
yandex.ru/turbo/vz.ru сайтри сӑн
yandex.ru/turbo/vz.ru сайтри сӑн

Паян тепӗр 6 ҫын кӑшӑлвирусран вилнӗ. Ӗнер ку хисеп 5-пе танлашнӑччӗ. Ку таранччен республикӑра 905 ҫын кӑшӑлвируса пула пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Кӑҫал кӑна вирус 348 ҫыннӑн пурнӑҫне татнӑ.

Юлашки талӑкра 88 ҫын чирленӗ. Сывалакансем 77-ӗн пулнӑ. Ку таранччен пӗтӗмпе 19817 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 17884-шӗ сывалнӑ.

Палӑртмалла: кӑшӑлвируса пула ҫын вилесси нарӑс уйӑхӗн 2-мӗшӗнче чакма пуҫланӑ. Унччен талӑксерен 9-13 ҫын вилнӗ.

 

Сывлӑх

Вӑрнарти васкавлӑ медпулӑшу фельдшерӗсем 68 ҫулти арҫыннӑн пурнӑҫне ҫӑлнӑ. Вӑл чӗрепе аптӑраса ӳкнӗ, 01 номерпе шӑнкӑравласа пӗлтернӗ.

Фельдшерсем вырӑна ҫитсен арҫыннӑн миокард инфаркчӗ пулнине палӑртнӑ. Пӗрремӗш медпулӑшу панӑ вӑхӑтра пациент тӑнне ҫухатнӑ, сывлама пӑрахнӑ.

Фельдшерсем чӗрине реанимаци тума тытӑннӑ, дефибрилляци тунӑ. Кӗҫех вӗсем тӑрӑшнипе пациент тӑна кӗнӗ, сывласа янӑ. Арҫынна Шупашкарти кардиологи диспансерне илсе ҫитернӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/69623
 

Сывлӑх

Чӑваш Ене кӑшӑлвиурсран хӳтӗленмелли вакцинӑн тепӗр патийӗ ҫитнӗ. Хальхинче 12 пин ытла доза илсе килнӗ.

Вакцина ятарлӑ морозильниксенче упранать, унта 18 градус сивӗ. Сӑмах май, республикӑра кӑшӑлвирусран прививка тумалли 35 объект хатӗрленӗ. Ку ыйтупа кашни районтах больницӑна ҫитме май пур, унта прививка тӑвӗҫ. Е вакцинацие 112 номерпе шӑнкӑравласа, Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталне кӗрсе ҫырӑнма пулать. Е регистратурӑна шӑнкӑравласа ҫитмелле.

Кӳрсе килнӗ вакцина «Фармаци» патшалӑх предприятийӗнче упранать. Ҫитес кунсенче ӑна пульницӑсене валеҫӗҫ.

 

Сывлӑх
baikal24.ru сайтри сӑн
baikal24.ru сайтри сӑн

Кӑштах та пулин савӑнтаракан хыпар: республикӑра кашӑлвируспа чирлисем сахалланса пыраҫҫӗ. Ӗнер 6 ҫын ҫак вируса пула вилнӗ, Паян тата сахалланнӑ – 5 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.

Паянхи кун тӗлне 19729 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 17807-шӗ сывалнӑ. Вилекенсем 900 кӑшт ҫеҫ ҫитеймен – 899 ҫын чире парӑнтарайман.

Юлашки талӑкра 90 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Сывалакансем нумайрах пулнӑ – 96 ҫын.

Палӑртмалла: кӑрлач уйӑхӗнче кашни кунах 9-13 ҫын кӑшӑлвируспа пула вилнӗ. Нарӑсӑн 2-мӗшӗнче ку кӑтарту чакма пуҫланӑ.

 

Сывлӑх

Кӑҫалтан «Земство фельдшерӗ» программӑпа Фельдшерпа акушер пункчӗсенче ӗҫлекен акушеркӑсемпе медсестрасем те усӑ курайӗҫ. ЧР Минстрсен Кабинечӗн йышӑнӑвӗн проектне ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви ҫумӗнчи Общество канашӗн ларӑвӗнче пӑхса тухнӑ.

Пӗлтӗр ФАПсене 18 фельдшер ӗҫлеме кайнӑ. Вӗсенчен 10-шӗ инҫетре, кӗрсе ҫӳреме йывӑр тӑрӑхра, вырнаҫнӑ ФАПра тӑрӑшать. Программа пурнӑҫланма тытӑннӑранпа Чӑваш Енре 81 фельдшер ӗҫе вырнаҫнӑ.

Палӑртмалла: земство фельдшерӗсене йышӑнас тӗлӗшпе Патӑрьел, Канаш тата Патӑрьел районӗсем малта.

 

Сывлӑх
ok.ru сайтри сӑн
ok.ru сайтри сӑн

Паян кашӑлвирус статистики кӑштах савӑнтарать. Юлашки талӑкра республикӑра 6 ҫын кӑшӑлвируса пула вилнӗ. Аса илтерер: юлашки уйӑхра ку кӑтарту кунсерен 10-12 ҫынпа танлашнӑ.

Паянхи кун тӗлне 19639 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 17711-шӗ сывалнӑ. Вилекенсем сахал мар – 894 ҫын.

Юлашки талӑкра кӑшӑлвируспа чирлекенсем 86 ҫын пулнӑ. 89-ӑн сывалнӑ. Палӑртмалла: чирлекенсен йышӗ майӗпен чакса пырать.

Сӑмах май, ҫитес эрнере Ҫӗнӗ Шупашкар хула пульници ахаль режимпа ӗҫлеме пуҫлӗ, кӑшӑлвируспа чирлисене йышӑнма пӑрахӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 81, 82, 83, 84, 85, 86, 87, 88, 89, 90, [91], 92, 93, 94, 95, 96, 97, 98, 99, 100, 101, ... 238
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылайăшĕн кăмăлĕ тăрук улшăнса тăрĕ. Прагматизм çиеле тухĕ. Ку эрнере харпăр пурнăçа йĕркене кĕртме, хăш-пĕр ĕçлĕ хутшăнăва романтикăна çавăрма май пулĕ.

Ака, 22

1870
155
Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ.
1981
44
Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть