Шупашкарти «Каскад» суту-илӳ центрӗнче вакцинаци пункчӗ ӗҫлени пирки эпир хыпарланӑччӗ. Ун чухне пӗр кунра 100 ҫын ытла кӑшӑлвирусран прививка тунӑччӗ.
Вакцинаци пункчӗ тепӗр хутчен уҫӑлӗ. Халӗ унта иккӗмӗш хут та прививка тӑвӗҫ. Пункт пуш уйӑхӗн 4-6-мӗшӗсенче ӗҫлӗ. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пункт 14-19 сехетсенче уҫӑ пулӗ.
Прививка тума килекенсен ҫумра паспорт, СНИЛС, страхлав полисӗ пулмалла. 21 кунран, пушӑн 25-мӗшӗнче, пункт каллех уҫӑлӗ, унта иккӗмӗш прививкӑна тума май пулӗ.
Каллех 6 ҫын вилнӗ. Паллах, сӑмах кӑшӑлвирус пирки пырать. Ҫапла майпа ку таранччен республикӑра каварлӑ вирус 1040 ҫыннӑн пурнӑҫне татнӑ.
Юлашки талӑкра 54 ҫын инфекциленнӗ. 50 ҫын вара сывалнине палӑртнӑ. Ку таранччен республикӑра 21452 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 19643-шӗ сывалнӑ. Ку 91,6 процентпа танлашать.
Хальхи вӑхӑтра республикӑра 769 ҫын стационарта тата килте амбулатори мелӗпе кӑшӑлвирусран сипленет. Аса илтерер: Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирленӗ пӗрремӗш ҫынна тупса палӑртнӑранпа кӗҫех, пушӑн 19-мӗшӗнче, ҫулталӑк ҫитет.
Юлашки талӑкра кӑшӑлвирусран 6 ҫын вилнӗ. Ҫапла, каварлӑ вирус кашни кунах ҫынсен пурнӑҫне татать. Анчах малтанхи уйӑхсемпе танлаштарсан лару-тӑру питӗ ҫивӗчех мар. Паянхи кун тӗлне республикӑра 1034 ҫын кӑшӑлвирусра парӑнтарайман.
Юлашки талӑкра 55 ҫын инфекциленнине палӑртнӑ. Ку таранччен пӗтӗмпе 21398 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 19593-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 49 ҫынна тухтӑрсем сывалнӑ тесе палӑртнӑ.
Паянхи кун тӗлне стационарта тата килте амбулатори мелӗпе 771 ҫын кӑшӑлвирусран сипленет.
Иртнӗ талӑкра Чӑваш Енре 54 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Лару-тӑру лайӑх енне улшӑнса пырать темелле. Нарӑсӑн 18-мӗшӗнченпе кунсерен кӑшӑлвируспа 60 ҫынран ытларах чирлеменнине палӑртнӑ.
Юлашки талӑкра 4 ҫын вилнӗ. Ку таранччен 1028 ҫын вируса пула пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Инфекциленнисен йышӗ 21343 ҫынна ҫитнӗ. Вӗсенчен 19544-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 47 ҫын вируса парӑнтарнӑ.
Паянхи кун тӗлне стационарта тата килте амбулатори мелӗпе 771 ҫын сипленет.
Чӑваш Ене кӑшӑлвирусран вакцинӑн черетлӗ партийӗ килсе ҫитнӗ. Ӑна «Фармаци» патшалӑхӑн унитарлӑ предприятине кӳрсе килнӗ.
«Гам-КОВИД-Вак» (сутлӑхри унӑн марки — «Спутник-V») вакцинӑна Чӑваш Ене пурӗ 4100 доза илсе ҫитернӗ.
Вакцинӑна яталӑ условире упрамаллине кура ӑна вӑрах тӑхтамасӑр медицина организацийӗсене тата вакцинаци пукнчӗсене валеҫсе парӗҫ. Аса илтерер: хальхи вӑхӑтра пирӗн республикӑра вакцинацин 41 пункчӗ ӗҫлет.
Привикӑна икӗ хутчен пурнӑҫламалла. Иккӗмӗш укола 21 кунтан тепре тумалла.
Чӑваш Енри ветерансем сывлӑха «Вега» социаллӑ сиплев центрӗнче ҫирӗплетӗҫ. Асӑннӑ центр аслӑ ҫулхисемпе сусӑрсене йышӑнать.
Ветерансем паянтан пуҫласа пуш уйӑхӗн 14-мӗшӗччен 18 кунлӑх курсра пулӗҫ.
«Вега» центрта канма ирӗк пуррисен категорине ҫак йыш кӗрет: вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче тылhа ӗҫленисем; ӗҫ ветеранӗсем; политика репрессине лекнӗ, кайран реабилитациленнисем; сусӑрсем; ватлӑха пула пенси илекен пенсионерсем.
«Вега» центра лекес тесен Чӑваш Республикин «Социаллӑ пулӑшу парас енӗпе ӗҫлекен центрӗ» хысна учрежденине заявлени ҫырса памалла. Кунсӑр пуҫне паспорт копийӗ, сывлӑх пирки тухтӑрсем панӑ справка, ҫӑмӑллӑхпа усӑ курма ирӗк пуррине ҫирӗплетекен справка, полис, сусӑрсен хӑйсен статусне ҫирӗплетекен справка тӑратмалла.
Путевкӑна юлашки икӗ ҫулта «Вегӑра» канманнисене параҫҫӗ.
Республикӑра кӑшӑлвируспа чирлекенсем сахалланса пыраҫҫӗ. Вилекенсем те, чӳк-кӑрлач уйӑхӗнчисемпе танлаштарсан, сахалрах. Ҫапах каварлӑ вирус кунсеренех ҫынсен пурнӑҫне татать.
Юлашки талӑкра 7 ҫын вилнӗ. Ҫапла паянхи кун тӗлне кӑшӑлвирусран вилекенсен йышӗ 1 пинрен иртнӗ – 1006. Хальхи вӑхӑта илес тӗк, республикӑра 21125 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 19339-шӗ сывалнӑ.
Юлашки талӑкра 55 ҫын чирленине палӑртнӑ. Сывалакансем 41 ҫын пулнӑ. Хальхи вӑхӑтра кӑшӑлвирус диагнозӗ ҫирӗпленнӗ 780 пациент стационарта е килте амбулатори мелӗпе сипленет.
Нарӑс уйӑхӗнче кунашкалли пулманччӗ-ха. Юлашки талӑкра кӑшӑлвирусран 8 ҫын вилнӗ. Ҫапла ку уйӑхра вируса пула 123 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Ку таранччен кӑшӑлвируса пула 999 ҫын вилнӗ. Пӗтӗмпе 21070 ҫын инфекциленнӗ, вӗсенчен 19298-шӗ сывалнӑ.
Юлашки талӑкра 55 ҫын чирленӗ. 46 ҫын вара сывалнӑ. Паянхи куна илес тӗк, республикӑра стационарта тата килте амбулатори мелӗпе 773 ҫын сипленет. Вӗсен кӑшӑлвирус диагнозӗ ҫирӗпленнӗ.
Нарӑс уйӑхӗ пуҫланнӑранпа республикӑра 115 ҫын кӑшӑлвирусран вилнӗ. Кӑрлач уйӑхӗнче вара виҫӗ эрнере 232 пациент вилнӗ. Кун пирки федераци информаци центрӗ пӗлтерет.
Ку таранччен 21015 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 19252-шӗ сывалнӑ. Паянхи кун тӗлне 991 ҫын вируса пула вилнӗ. Вӗсенчен 5-шӗ юлашки талӑкра сывлама пӑрахнӑ.
Кӑшӑлвируспа чирлекенсен йышӗ чаксах пырать. Юлашки талӑкра 56 ҫын инфекциленнӗ, 49 ҫын сывалнӑ.Танлаштармашкӑн: юпа уйӑхӗнче 56 ҫын вилнӗ, чӳк уйӑхӗнче – 135, раштавра – 254, кӑрлачра – 350.
Ӗнер Шупашкарти «Каскад» суту-илӳ центрӗнче кӑшӑлвирусран хӳтӗленмелли прививка тумалли пункт уҫӑлнӑ. Вӑл нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗччен 14-19.30 сехетсенче ӗҫлӗ.
Паянхи кун тӗлне ку пунктра 100 ытла ҫын прививка тунӑ. Ытларахӑшӗ – 60 ҫултан аслӑраххисем. Пунктра Роспотребнадзор ыйтакан условисене тунӑ, медицинӑра усӑ курмалли морозильник вырнаҫтарнӑ. Унта пырса кирек кам та прививка тума пултарать.
Пациента малтан тухтӑр пӑхать. Ҫумра паспорт, СНИЛС, полис пулмалла. Тепӗр 21 кунран «Каскадра» пункт каллех уҫӑлӗ. Ун чухне иккӗмӗш прививкӑна тӑвӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуларнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |