Нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Шупашкарта 101С маршрутка хутлакан общество транспорчӗ ҫул урлӑ каҫакан ҫамрӑк хӗрарӑма ҫапса хӑварнӑ. Ҫапла, ҫапса хӑварнӑ. Шупашкарти «Пир-авӑр комбиначӗ» чарӑну тӗлӗнче светофорӑн хӗрлӗ ҫутипе вирхӗннӗ машина чарӑнса тӑман, инкек вырӑнӗнчен тапса сикнӗ. Ҫапах та ҫул-йӗр инспекторӗсем ӑна тупса палӑртнӑ. Вӑл — 51 ҫулта арҫын.
Урине хуҫнӑ хӗрарӑма Республикӑн клиника пульницине илсе кайнӑ. Хӗрарӑмпа «ProГород» портал корреспонденчӗсем ҫыхӑннӑ. Аманнӑ ҫын вӗсене ӗнер пӗлтернӗ тӑрӑх, маршрутка водителӗ те, маршрут хуҫи те унпа ҫыхӑнман.
Юлашки талӑкра 102 ҫын сывалнӑ. Чирлекенсем сахал пулнӑ: 79 ҫын инфекциленнӗ.
Паянхи кун тӗлне 20388 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 18559-шӗ сывалнӑ. Ку таранччен 941 ҫын вируса парӑнтараймасӑр вилнӗ. Юлашки талӑкра 6 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Республикӑра кӑшӑлвируспа чирленисен 91 проценчӗ сывалнӑ. 4,6 проценчӗ вилнӗ. Хальхи вӑхӑтра стационарта тата килте амбулатори мелӗпе 888 пациент сипленет.
Чӑваш Енре пандеми пуҫланнӑранпа «хӗрлӗ зонӑра» 123 ача кун ҫути курнӑ. Вӗсене пурне те кӑшӑлвирус инфекцийӗллӗ хӗрарӑмсем ҫуратнӑ.
Шупашкарти ача ҫуратмалли 5-мӗш ҫуртра кӑшӑлвируспа чирлӗ хӗрарӑмсене, ача ҫуратма хатӗрленекенсене, йышӑннӑ. Ҫак тапхӑрта унта 309 ҫын сипленнӗ, 123 ача кун ҫути крунӑ. Вӗсен кӑшӑлвирус пурри ҫирӗпленнӗ-и е ҫук-и – пӗлтермен.
Аса илтерер: республикӑра кӑшӑлвирусран хӳтӗленмелли прививка тума тытӑннӑ. Хальлӗхе пӗтӗмпе 35 пункт ӗҫлет.
Кӑшӑлвируспа чирлекенсен йышӗ чаксах пырать. Ку – лайӑх хыпар. Вилекенсен йышӗ те пӗчӗкленет. Паян тепӗр 6 ҫыннӑн пурнӑҫӗ кӑшӑлвируса пула татӑлнӑ.
Ку таранччен 20154 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 18251-шӗ сывалнӑ. Вилекенсен йышӗ 1 пине ҫывхарать: 926 ҫын вируса парӑнтарайман.
Юлашки талӑкра 79 ҫын чирленӗ. Ку кӑтарту майӗпен пӗчӗкленсе пырать. Сывалакансем нумайланнӑ: пӗр талӑкра 108 ҫын чире парӑнтарнӑ.
Аса илтерер: Чӑваш Ене кӑшӑлвирусран хӳтӗленмелли вакцинӑн тепӗр партийӗ килнӗ. Пӗтӗмпе прививка тумалли 35 пункт йӗркеленӗ. Шупашкарта виҫӗ суту-илӳ центрӗнче вакцинаци пункчӗ тӑвасшӑн.
Республикӑна кӑшӑлвирусран хӳтӗленмелли вакцинӑн 12600 дозине илсе ҫитернине, прививка тумалли 35 пункт йӗркеленине пӗлтернӗччӗ.
Чӑваш Ене кӳрсе килнӗ вакцинӑна республипе пайланӑ ӗнтӗ. Нарӑсӑн 5-мӗшӗнче ӑна чи аякри районсене илсе ҫитернӗ.
Кӑшӑлвирус сарӑлассипе кӗрешекен оперштабӑн ларӑвӗнче ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Алексей Кизилов пӗлтернӗ тӑрӑх, ялта пурӑнакансене вакцинаци тума меллӗ пултӑр тесе пульницӑна санитари автотранспорчӗпе илсе ҫитереҫҫӗ. Хальлӗхе ялти 66 ҫынна пульницӑна прививка тума илсе ҫитернӗ, каялла илсе килнӗ.
Паянхи кун тӗлне республикӑра 20075 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 18143-шӗ сывалнӑ. Ку 90 процентпа танлашать.
Шел те, 920 ҫын каварлӑ вируса парӑнтараймасӑр пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Юлашки талӑкра 4 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Сӑмах май, кун пек пӗчӗк статистика тахҫантанпах пулман.
Пӗр талӑкра 80 ҫын инфекциленнӗ. Сывалакансем нумайрах пулнӑ – 103 ҫын. Хальхи вӑхӑтра стационарта тата килте амбулатори мелӗпе кӑшӑлвирус диагнозӗ ҫирӗпленнӗ 1012 ҫын сипленет.
Чӑваш Енри шкулсенче кӑшӑлвируспа чирлекенсем тупӑнсах тӑраҫҫӗ. Иртнӗ эрнере 40 ҫынна палӑртнӑ, ку эрнере – 37.
ЧР вӗренӳ министрӗ Алла Салаева пӗлтернӗ тӑрӑх, шкулсемпе ача пахчисенче вӗрентекенсем чирлеҫҫӗ. Паянхи кун тӗлне Элӗк районӗнчи Тени ялӗнчи шкул дистанци мелӗпе вӗренет. Унта 40 ача вӗренет, вӗсен – карантин. Унти икӗ ӗҫчен кӑшӑлвируспа чирленӗ.
Республикӑри 16 шкулти 24 класра карантин пырать. Ҫавна май халӗ 540 ача дистанци мелӗпе вӗренет.
Юлашки вӑхӑтра ҫакӑ савӑнтарать: кӑшӑлвирусран пӗр талӑкра чирлекенсем те, вилекенсем те майӗпен сахалланса пыраҫҫӗ. Паян валли тепӗр 5 ҫын вируса парӑнтараймасӑр пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Ку таранччен республикӑра пурӑнакан 19995 ҫын кӑшӑлвируспа инфекциленнӗ. Вӗсенчен 18040-шӗ сывалнӑ. Паянхи кун тӗлне 916 ҫын кӑшӑлвируса пула вилнӗ. Инфекциленнисен 4,6 проценчӗ каварлӑ чире парӑнтарайман.
Юлшки талӑкра 87 ҫын инфекциленнӗ. Сывалакансем 81 ҫын пулнӑ. Аса илтерер: республикӑра кӑшӑлвирусран хӳтӗленмелли прививка тума пуҫланӑ, пӗтӗмпе 35 пункт йӗркеленӗ. Шупашкарти виҫӗ суту-илӳ центрӗнче вакцинаци тума палӑртнӑ.
Ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, 16 сехет те 30 минутра, «Шупашкар-2» станци тӗлӗнче, «М-7» ҫул ҫинче икӗ автомашина ҫапӑннӑ.
Чӑваш Ен Шалти ӗҫсен министерствин пресс-службинче малтанласа пӗлтернӗ тӑрӑх, «ВАЗ-2110» автомобиль Мускав енне кайнӑ. Тахӑш самантра вӑл руле пӑрса янӑ та автомобильсем хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ. Унта вӑл «Нива» машинӑпа ҫапӑннӑ.
«Вуннӑмӗшӗн» водителӗпе пассажирӗ, ҫавӑн пекех «Нивӑн» икӗ пассажирӗ суранланнӑ. «Нивӑн» водителӗ тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтман.
Ҫул ҫинчи инкек сӑлтавне специалистсем палӑртӗҫ.
Кӳршӗ регионсен чиккине ҫывӑх пурӑнакансем 112 номерпе шӑнкӑравласан Мари Эле лекни пирки ҫынсем каланӑ. Ҫавна май васкавлӑ медпулӑшу чӗнмелли тепӗр номер пирки пӗлтереҫҫӗ. Вӑл – 41-98-60.
Кунашкал номере астуса юлма йывӑртарах. Ҫавӑнпа васкавлӑ медпулӑшӑвӑн пресс-служби ӑна телефон ҫине ҫырса хума сӗнет. Районтан шӑнкӑравлас тӑк 8(8352) номере хушмалла.
112 номерпе шӑнкӑравласа кӳршӗ региона тухни пирки унччен ЧР Элтеперӗ Олег Николаев та каланӑ. Ку ыйтӑва вӑл ЧР информполитика министрне татса пама хушнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |