Чӑваш Енре ҫул ҫинчи хӑрушсӑрлӑха сӑнаса тӑракан камерӑсем йышлӑ, апла пулин те ҫын вилмеллех пулса иртекен аварисем пулаҫҫӗ. Ҫавна май республика Элтеперӗ Олег Николаев республикӑн тӗп хулин тата Ҫӗнӗ Шупашкарӑн тӳрешарине фотовидеофиксаци камерисемпе тухӑҫлӑ усӑ курмастӑр тесе хурланӑ.
Кӑҫал пирӗн республикӑра ҫӗнӗрен 83 комплекс вырнаҫтарнӑ. Вӗсем — инкек уйрӑмах пулса иртекен вырӑнсенче. Статистикӑна ӗненсен, асӑннӑ хатӗрсем пур ҫӗрте инкексем сахалтарах пулса иртеҫҫӗ.
Чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне пирӗн республикӑара 282 стационар комплексӗ ӗҫленӗ, ҫав шутран 32-шӗ — куҫса ҫӳрекеннисем, 4-шӗ — мобильлӗ.
Камерӑсен шучӗ нумайланнӑ пулин те кӑҫалхи 10 уйӑхра ҫул ҫинчи инкексенче вилнисен шучӗ пӗлтӗрхи ҫав тапхӑртинчен чӗрӗк чухлӗ ӳснӗ, 29-тан 36-а ҫитнӗ. Ҫав вӑхӑрах инкексен шучӗ 12,1 процент чакнӑ.
Паян, чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Шупашкар хулинче автобус ачана ҫапса кайнӑ.
Инкек ирхи 10 сехет те 30 минутра «Чебоксарец» магазин тӗлӗнче пулса иртнӗ.
Патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекцийӗнче малтанласа пӗлтернӗ тӑрӑх, ачапа унӑн тӑванӗ ҫул урлӑ каҫнӑ. 41-мш маршрутпа ҫӳрекен автобус ҫавӑн чухне ачана ҫапса кайнӑ.
Пуҫне суранлатнӑ ачана пульницӑна илсе кайнӑ.
Етӗрне районӗнчи пӗр ялта арҫын иккӗмӗш хута хӑпармалли картлашкаран ӳкнӗ те пуҫне амантнӑ. Юн кӳлленчӗкӗнче выртаканскере тӑванӗсем асӑрханӑ та часрах васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ.
Арҫын тӑнпах пулнӑ, анчах юн нумай ҫухатнӑ, ҫавна май юн пусӑмӗ те анса ларнӑ. Кунсӑр пуҫне унӑн шок пулнӑ.
Тухтӑрсем юн циркуляцине йӗркене кӗртес тесе тӑрӑшнӑ, анчах венӑна шыраса тупайман. Ҫапла вӗсем шӑмӑ ӑшӗнчи инфузие тума шутланӑ. Пациент сывлӑхӗ кӑшт лайӑхлансан вӗсем ӑна пульницӑна тӗрӗс-тӗкел илсе ҫитернӗ.
Нумаях пулмасть Шупашкарти Васкавлӑ медпулӑшу пульницине хӑраса ӳкнӗ хӗрарӑм пынӑ. Вӑл йӗп ҫӑтса янӑ-мӗн.
Хайхискер ҫӗленӗ чухне йӗппе ҫӑвара хыпнӑ та ӑнсӑртран ҫӑтса янӑ. Унӑн хырӑмлӑхӗпе апат ҫулне эндоскопи тӗпчевӗ тунӑ. Анчах унта йӗп курӑнман. Вӑл пӗвер таранах ҫитме ӗлкӗрнӗ иккен.
Хӗрарӑма часрах операци тума йышӑннӑ. Йӗп пӗвере тӑрӑнса ларнӑ.
Пирӗн республикӑра ҫурла-авӑн уйӑхӗсенче кӑшӑлвирусран вилекен пулман. Утӑ уйӑхӗнче ку чире пӗр пациент парӑнтарайман. Юпа уйӑхӗнче вара 3 ҫын кӑшӑлвируса пура пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Иртнӗ эрнере 28 ҫынна пульницӑна вырттарнӑ. Унчченхи эрнере унашкаллисем 25 ҫын пулнӑ.
Иртнӗ эрнере 291 ҫын кӑшӑлвирусран сывалнӑ. Чирлекенсем вара 285-ӗн пулнӑ.
Чӑваш Енри организаци-предприятисенче ҫынсем ӗҫе кайсан сусӑрланаҫҫӗ тата вилеҫҫӗ. Ӗҫри инкексене тата вӗсен сӑлтавне паян республика Правительствин ҫуртӗнчи канашлура сӳтсе явнӑ.
Кӑрлач-юпа уйӑхӗсенче производствӑра 17 ҫын йывӑр суранланнӑ, 8 ҫын вилмеллех аманнӑ.
Республикӑн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алёна Елизарова палӑртнӑ тӑрӑх, инкексен иккӗ-виҫҫӗмӗш пайӗ ӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗ енӗпе ҫителӗклӗ ӗҫлесе ҫитерейменрен пулнӑ. «Кун пекки, шел пулин те, нумай сферӑра сисӗнет», – тенӗ министр.
Ларура инкексем пулнӑ предприятисен представителӗсене итленӗ. Вӗсен шутӗнче — «Шупашкар алӑкӗсем», «Панулми», «Честрой ЖБК» обществӑсем, «Труд» ял хуҫалӑх предприятийӗ, «Чӑвашэнерго» филиалӗ.
Улатӑр хулинче Мордва Республикинчи тухтӑр ӗҫлеме тытӑннӑ.
Асӑннӑ тӑрӑхри Наталия Панина педиатр ҫав ӗҫе ачасене юратнипе суйласа илнӗ. Халӗ Вӑл Улатӑрти васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн бригадинче ӗҫлет.
Ҫамрӑк хӗрарӑм ют региона «Земство тухтӑрӗ» патшалӑх программипе килӗшӳллӗн килнӗ май ӑна патшалӑх миллион тенкӗлӗх пулӑшу панӑ.
Шупашкарта пурӑннӑ ҫамрӑк хӗрарӑма 8,5 ҫуллӑха кирпӗч шутлама ӑсатнӑ. 27 ҫултискер тепӗр ҫын пурнӑҫне татнӑ. Ӑна вӑл ҫӗҫӗпе чиксе пӗтернӗ.
Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче кӑнтӑрла ӳсӗр ҫамрӑк хӗрарӑм Шупашкарти нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗрин картишӗнче хӑйӗн пӗлӗшӗпе хирӗҫме тапранса кайнӑ. Ҫавӑн чухне вӑл хайхине ӑҫтан май килнӗ ҫавӑнтан ҫӗҫӗпе чиксе пӗтернӗ. Йывӑр суранланса пӗтнӗ арҫын вырӑнтах вилсе кайнӑ.
Хӗрарӑма суд пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 8,5 ҫулӑха ӑсатма йышӑннӑ.
Паян, юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Шупашкар муниципаллӑ округӗнче ҫул ҫинче инкек пулса иртнӗ. Унта арҫын пунӑҫӗ татӑлнӑ.
«Кӳкеҫ-Тутаркасси-Ҫӗнӗ Шупашкар» ҫулпа пынӑ чухне Тренккасси ялӗ тӗлӗнче «ВАЗ-2107» тата «Урал» автомашинӑсем пырса ҫапӑннӑ. Инкек ирхи 7 сехет те 20 минутра пулнӑ.
Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, «ҫиччӗмӗшӗн» водителӗ руле пӑрса янӑран хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ. Унта вӑл пысӑк машинӑпа пырса ҫапӑннӑ.
52 ҫулти арҫын (Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин сайтӗнчи хыпарта хӑш машина водительне палӑртман. Сӑнӳкерчӗк тӑрӑх хакласан, ҫӑмӑл машина лапчӑнсах ларнӑ. Апла пусан унӑн водителӗн пурнӑҫӗ сарӑмсӑр татӑлнӑ тесе пӗтӗмлетмелле-тӗр) инкек вырӑнӗнчех вилсе кайнӑ.
Улатӑр районӗн пульницине 1955 ҫулта ҫуралнӑ арҫынна илсе килнӗ. Вӑл монтаж кӑпӑкӗ ҫунма тытӑнсан шар курнӑ. Унӑн пичӗ, аллисем пиҫсе кайнӑ. Кунсӑр пуҫне унӑн шок пулнӑ.
Улатӑрти тухтӑрсем шока ирттерсе ярсан, сывлӑхне кӑшт лайӑхлатсан пациента Республикӑри клиника пульницине илсе кайма шутланӑ. Санавиаци вертолечӗ ӑна часах Шупашкара илсе ҫитернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуларнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |