Хулари иккӗмӗш пульницӑна тата Осипов ячӗллӗ хула пульницине Хулан 1-мӗш клиника пульници ҫумне пӗрлештересси пирки пӗлтернӗччӗ. Ҫакна тусан тӳре-шара медицина пулӑшӑвӗ парассин пахалӑхӗ ӳсессине каланӑ.
Реоргаризаци хыҫҫӑн 68 штата кӗскетӗҫ. Ҫав шутра - икӗ тӗп тухтӑр, 5 ҫум, 2 тӗп медсестра. Ытти, 59 ставки, - администраципе хуҫалӑх пайӗнчи штатсем.
Штатсене кӗскетсе ҫитес 5 уйӑхра 16,4 миллион тенкӗ перекетленессине пӗлтернӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Андрей пӗрмаях юн плазмине панӑ. Вӑл – донор. Ҫавӑн пекех арҫын шӑмӑ сӑссин донорӗсен регистрӗнче тӑнӑ.
Пӗлтӗр ҫӗртме уйӑхӗнче ун патне Кироври гемотологи тӗпчев институтӗнчен шӑнкӑравланӑ та реципиент тупӑннине пӗлтернӗ. Андрей пӗтӗм процедура витӗр тухнӑ, унӑн юнне тӗрӗсленӗ. Ҫапла вӑл шӑмӑ сӑссин донорӗ пулса ҫын пурнӑҫне ҫӑлнӑ.
Андрей палӑртнӑ тӑрӑх, май пулсан вӑл каллех ҫавӑн пек донор пулӗччӗ. «Вӑхӑтпа – 6 сехет, ним хӑрушши те ҫук, ыраттармасть», - тенӗ вӑл. Ӑна «Донор юхӑмне аталантарма пулӑшнӑшӑн» медальпе чысланӑ.
Шупашкар хулинчи йӗрке хуралҫисене паян, ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, ирхи 6 сехетре хулара ӳсӗр водителе асӑрхани пирки систерекенсем тупӑннӑ.
«Mерседес» автомобиле тытса пыракан водитель пакунлисем чарӑнма ыйтнине итлемен, вӗсенчен тарса ӳкме хӑтланнӑ. Етӗрне шоссипе Университет урамӗсем хӗресленнӗ вырӑнта машина светофор тӗлӗнче чарӑннӑ «Форд Фокус» автомобиль ҫине пырса кӗнӗ. Инкекре «Фордӑн» 28 ҫулти водителӗ тата салонти пассажир аманнӑ, вӗсене больницӑсене ӑсатнӑ.
«Mерседес» машинӑна тытса пынӑ 33 ҫулти арҫынна руль умне ӳсӗрле ларнӑшӑн 2020 ҫулта явап тытарнӑ иккен-ха, ун чухне хайхин водитель правине туртса илнӗ.
Шупашкарта пурӑнакан ватӑсем хатха-йога занятине пуҫтарӑнаҫҫӗ. Ӑна хулари халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрекен комплекслӑ центрӑн «Манӑн социаллӑ центр» клубӗнче йӗркеленӗ.
Занятие тава тивӗҫлӗ канури Валентина Горычева ирттерет.
«Хатха-йогӑна ватӑ ҫынсем те тума пултараҫҫӗ. Вӑл ҫулланнисемшӗн те питӗ усӑллӑ», – тет тренер.
Хатха-йога кӑмӑл-туйӑма та лайӑхлатма пулӑшать. Ҫакна занятие хутшӑнакан ватӑсем те ҫирӗплетсе параҫҫӗ. «Хатха-йога хыҫҫӑн шӑм-шак ҫӑмӑллансах каять, чунра савӑнӑҫ хуҫаланма тытӑнать», – тет 82 ҫулти Мария Сироткина.
Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлекенсем сахалланнӑ. Кун пирки Стопкоронавирус.рф сайт пӗлтерет.
Ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче чи пӗчӗк кӑтарту пулнӑ: 7 ҫын кӑна чирленӗ. Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче – 9, ӗнер 8 ҫын ку инфекципе аптӑранӑ.
Пандеми пуҫланнӑранпа республикӑра 114085 ҫын чирленӗ. Вӗсенчен 4732-шӗ чире парӑнтарайман.
Ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче санавиаци вертолечӗ Улатӑрти икӗ пациента Республикӑри клиника пульницин регионти сосуд центрне илсе ҫитернӗ.
Малтан 43 ҫулти арҫынна пулӑшу кирлӗ пулнӑ. Унӑн пуҫ мимине юн кайнӑ. Кайран 64-ри арҫынна япӑх пулнине пӗлтернӗ. Унӑн миокард инфаркчӗ пулнӑ.
Аса илтерер: санавиаци вертолечӗ нумаях пулмасть, ҫу уйӑхӗнче, вӗҫме тытӑннӑ.
Кӗҫех Шупашкарти 3 пульницӑна пӗрлештерӗҫ. Кун пирки ЧР сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтерет.
Ку улшӑну Шупашкарти Осипов ячӗллӗ пӗрремӗш хула пульницине, Иккӗмӗш хула пульницине пырса тивет. Вӗсем Хулан 1-мӗш клиника пульниципе пӗрлешӗҫ. Ведомство улшӑнӑвӑн лайӑх енӗсене палӑртнӑ. Пациентсем унччен хӑйсем патӗнче пулман специалистсенчен пулӑшу ыйтма пултарӗҫ.
Пульницӑсене пӗрлештересси пирки ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче 11-13 сехетсенче халӑх итлевӗ пулӗ.
Кӑҫал санавиаци вертолечӗн ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче вӗҫме пуҫламалла пулнӑ. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл ҫу уйӑхӗнче тин пациентсене илсе ҫӳреме пуҫлӗ.
Кӑҫал респулика санавиаци вертолечӗ валли 36 пин тенке яхӑн илнӗ. Аса илтерер: вӑл пӗлтӗр уйӑрнӑ укҫа пӗтсен, ҫурла уйӑхӗнче, вӗҫме пӑрахнӑ.
Ҫу уйӑхӗнчи канмалли кунсенче пульницӑсем мӗнле ӗҫлесси паллӑ. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви график хатӗрленӗ.
Акан 30-мӗшӗнче тата ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче медпулӑшу 8-13 сехетсенче параҫҫӗ. Ҫу уйӑхӗн 2-5-мӗшӗсем – ӗҫ кунӗсем. Ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнче 8-13 сехетре медпулӑшу илме май пур. Ҫу уйӑхӗн 7-9-мӗшӗсенче те ҫак графикпех ӗҫлӗҫ.
Муркашри поликлиникӑна тӗпрен юсаса ҫӗнетнӗ.
Чӑваш Енӗн патшалӑх тетелрадиокомпанийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, «1981-мӗш ҫулта хут янӑ ҫурта пуҫласа тӗплӗ юсанӑ.Пӗчӗк пациентсем валли пӗрремӗш хутра ятарлӑ уйрӑм йӗркеленӗ.
Аслисем валли кӗрсе тухмалли уйрӑм алӑк. Пырса кӗрсен тӳрех ҫӗнӗ регистратурӑна лекетӗн. Унчченхи вырӑнӗнче хывӑнса тӑхӑнмалли пӳлӗм тунӑ. Картотека валли те пысӑк кабинет уйӑрнӑ. Коридорсем ҫутӑ та анлӑ».
Больница хитри аван-ха, анчах кирлӗ тухтӑрсем вырӑнта пулсан тата лайӑхрах. Унччен хӗрарӑмсен маммографи тӗпчевӗ витӗр тухма Шупашкара кайма тивнӗ. Халӗ вырӑнтах диагностика уйрӑмӗ ҫынсене йышӑнать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуларнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |