Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +26.3 °C
Ӗни хура та — сӗчӗ шурӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Сывлӑх

Пӑтӑрмахсем

Паян, чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, ирхи 7 сехетре Канаш районӗнче икӗ ҫӑмӑл машина пырса ҫапӑннӑ.

Пӑтӑрмах «А-151» ҫул ҫинче пулса иртнӗ. «Лада-Приора» тата «Рено-Логан» пырса ҫапӑннӑ. Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, «Приора» машина водителӗ хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ. 35 ҫулти водитель Вӑрнар районӗнчен пулнӑ. Йывӑр сурансене пула вӑл вырӑнтах вилсе кайнӑ.

«Рено» машинӑн рульне тытса пынӑ ҫын тата салонти пассажир, ҫавӑн пекех «Приора» пассажирӗ суранланнӑ.

 

Сывлӑх
daytimenews.ru сайтри сӑн
daytimenews.ru сайтри сӑн

Раҫҫейре кӑшӑлвирусран хӳтелӗнмелли вакцинӑна сӑмсаран яма пуҫланӑ. Кун пирки сайтра пӗлтернӗччӗ. Унпа Чӑваш Енре те усӑ курма тытӑннӑ.

Укол туса янӑ вакцина хыҫҫӑн организмра пӗтӗмӗшле иммунитет пулать, сӑмсаран ярсан вара – клетка иммунитечӗ. Тухтӑрсем иккӗмӗш мелпе ревакцинаци тума сӗнеҫҫӗ.

Ҫак мелпе вакцинациленсен икӗ сехет ҫиме, ӗҫме юрамасть. Кунсӑр пуҫне йывӑр ӗҫлеме сӗнмеҫҫӗ. Кӑштах сӑмса питӗрӗнме пултарать, вӑй чакать. Ку иммунитет йӗркеленнине систерет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/82925
 

Сывлӑх
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре ӳпке шыҫҫипе чирлекен ачасен йышӗ ӳснӗ. Иртнӗ эрнере васкавлӑ медпулӑшу ҫак чирпе аптӑранӑ 53 ача патне ҫитнӗ. Ун умӗнхи эрнере вара 30 шӑпӑрланӑн ӳпке шыҫҫи пулнине палӑртнӑ.

Пневмонипе чирлекен ачан ӳт температури 39 градус ытла хӑпарать, 3 кунран ытларах ҫапла тӑрать. Малтан типӗ ӳслӗк аптӑратать, кайран ҫемҫелет. Сывлама йывӑрланать, чӗри хӑвӑрттӑн тапать.

Тухтӑрсем ашшӗ-амӑшне хӑйсем тӗллӗн сиплеме сӗнмеҫҫӗ, васкавлӑ медпулӑшу чӗнмелле.

 

Сывлӑх
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Вӑрнар районӗнче 65 ҫултан аслӑрах ҫынсене пульницӑна ятарлӑ машинӑпа илсе ҫӳреҫҫӗ. Ара, ватлӑхра пульницӑна ҫӳресси ҫӑмӑлах мар вӗт. Транспорта сывлӑх енчен хавшак ҫынсен те ларма май пур. Кӳмепе ҫӳрекенсем те унта вырнаҫма пултараҫҫӗ.

Специалистсем ял ҫыннисене транспорта лартаҫҫӗ те пульницӑра пӳлӗмсене кӗртсех яраҫҫӗ. Кайран киле ӑсатаҫҫӗ.

"Пурӑннӑ чухне кун пек асамлӑх курасси пирки шутламан та. Пирӗншӗн, пирӗн сывлӑхшӑн тӑрӑшакансене пысӑк тав сӑмахӗ", - савӑннине палӑртнӑ 78 ҫулти Дарья Степанова.

 

Сывлӑх
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Юпа уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Президент пепкелӗх центрӗнче 3420 грамм таякан, 55 сантиметр тӑршшӗ хӗрача ҫуралнӑ. Пиллӗкмӗш кунхине тӑрук унӑн сывлӑхӗ япӑхланма пуҫланӑ. Унӑн чӗре чирӗ пулнӑ иккен.

Чӑваш Енри тухтӑрсем ҫӗршыври пысӑк квалификациллӗ тухтӑрсемпе канашланӑ. Икӗ эрне сиплесен пӗчӗк ачана ИВЛ аппаратпа сывлаттарма пӑрахнӑ, тин ҫуралнӑ ачасен патологи уйрӑмне куҫарнӑ.

Хӗрача кӑкӑр сӗчӗпе часах ӳт хушма пуҫланӑ. 3900 грамм тайма пуҫласан, сывлӑхӗ лайӑхлансан амӑшӗпе ачине киле янӑ.

 

Сывлӑх
moydiagnos.ru сайтри сӑн
moydiagnos.ru сайтри сӑн

Роспортебнадзор палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫал сифилиспа чирлесси 2,1 хут чакнӑ, гонорейӑпа вара - 2 хут. Статистикӑна 9 уйӑха кӗртнӗ.

Чесоткӑпа чирлекенсем те сахалланнӑ - кӑтарту 27,8 процент пӗчӗкрех. Уҫӑ туберкалезпа аптӑракансен йышӗ 6,1 процент чакнӑ. ВИЧ-инфекциленнисен хисепӗ вара пысӑкланнӑ - 2,7 процент ытларах.

 

Сывлӑх
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Республикӑра кӑшӑлвирусран вакцинаци тӑвас ӗҫ малалла пырать. Юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнчи даннӑйсене илес тӗк, 610 пин ытла ҫын прививка тутарнӑ. Апла Чӑваш Енре пурӑнакансен ҫурри вакцинациленнӗ.

Вакцинациленнисенчен 605,9 пинӗшӗ – аслӑ ӳсӗмри ҫынсем, ыттисем – ачасем. 18 ҫул тултарман 4,3 пин ача кӑшӑлвирусран прививка тутарнӑ.

Вакцинацилес ӗҫ Шупашкарта, Канашра, Патӑрьел, Комсомольски, Сӗнтӗрвӑрри, Хӗрлӗ Чутай, Канаш, Красноармейски районӗсенче аван пырать.

 

Сывлӑх
Стопкоронавирус.рф сайтри сӑн
Стопкоронавирус.рф сайтри сӑн

Юлашки вӑхӑтра кӑшӑлвирус пирки ытлах калаҫмаҫҫӗ. Анчах ку чир ҫухалнине пӗлтермест. Юпа уйӑхӗнче пирӗн республикӑра ҫак амака пула 12 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ.

Иртнӗ талӑкра 39 ҫын кӑшӑлвируспа инфекциленнӗ, пӗрне те пульницӑна вырттарман. Юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче те больницӑна лекмеллех чирлекенсем пулман. Юпан 29-мӗшӗнче стационара 15 пациента вырттарнӑ.

Пандеми пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 102,1 пин ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ, вӗсенчен 96,9 пинӗшӗ сывалнӑ. 4,7 пин ҫын ҫак амакран сывалайман.

 

Сывлӑх

Республикӑра санавиаци валли ҫӗнӗ лапамсем тума палӑртнӑ. Унашкалли кӑҫал Патӑрьелте пулмалла. Ҫитес ҫул вара Етӗрнере хута яма палӑртнӑ.

Аса илтерер: санавиаци пирӗн регионта 2020 ҫултанпа ӗҫлет. Вертолета тара илеҫҫӗ. Ӑна анса лармашкӑн Шупашкарта, Улатӑрта, Канашра, Ҫӗмӗрлере лапамсем пур. Кашни ҫула йывӑр чирлӗ вун-вун ҫынна санавиаци больницӑна илсе ҫитерет.

Патӑрьелте вертолет анса лармалли лапама пӗчӗккӗн туса пӗтереҫҫӗ ӗнтӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
t.me/chuv_prok каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
t.me/chuv_prok каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Ҫӗмӗрлере пӗр ачана йытӑ ҫыртнӑ. Ҫавӑн пирки ача амӑшӗ прокуратурӑна ҫул тытнӑ.

Прокуратура тӗрӗсленӗ май ҫакна палӑртнӑ. Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ача шкултан килне таврӑннӑ, ҫавӑн чухне ӑна килсӗр-ҫуртсӑр йытӑ ҫыртнӑ.

Ачана амӑшӗ больницӑна илсе кайнӑ. Унтан вӑл надзор органне ҫӑхавланӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн прокуратура суда тавӑҫпа тухнӑ. Унта Ҫӗмӗрле хула администрацийӗнчен ачана кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗшӗн саплаштарма ыйтнӑ.

Суд ачана майлӑ пулнӑ — администрацирен 10 пин тенкӗ шыраса илме йышӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuv_prok/706
 

Страницӑсем: 1 ... 15, 16, 17, 18, 19, 20, 21, 22, 23, 24, [25], 26, 27, 28, 29, 30, 31, 32, 33, 34, 35, ... 230
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.07.2024 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере япăх сунакансем ура хума пултарĕç, сирĕн тавра элек явăнас хăрушлăх та пур. Асăрханмалла, тимлĕхе çухатмалла мар. Ĕçре ытлашши нумай вăхăт ирттермелле мар. Чылай ĕç валли ăнăçлă вăхăт мар ку. Ĕç хыççăн çемье патне васкамалла, пĕченлĕхре пулмалла мар.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та