Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +24.3 °C
Тиркекене тирӗк тӗпӗ лекет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Сывлӑх

Сывлӑх

Республикӑри 28 шкулта куҫ ҫивӗчлӗхне сыхлакан пунктсем ӗҫлеме пуҫлӗҫ. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлернӗ тӑрӑх, вӗсем ачасен куҫ ҫивӗчлӗхӗ чакнине тупса палӑртма, сиплеме пулӑшӗҫ.

Шкулсенчи медицина пӳлӗмӗнче офтальмомиотренажер-релаксатор, аккомодацие ҫирӗплетмелли аппарат, куҫлӑх-тренажер, Сивцев-Головин таблици вырнаҫтарӗҫ. Ачасем унашкал пунктра 10 кун сипленӗҫ. Вӑтамран 1 ҫынна валли ҫур сехет кирлӗ. Пӗр сехетре 5 ача сипленме пултарӗ.

Шкул ачисен куҫ ҫивӗчлӗхне тӗрӗслемелли проекта икӗ ҫул каялла пуҫарнӑ. Ҫак вӑхӑтра 4 пин ачан куҫне тӗрӗсленӗ, вӗсенчен ҫуррине сипленӗ.

 

Сывлӑх
Геннадий Онищенко
Геннадий Онищенко

Нумай пулмасть ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Викторов хӗрарамӑн ҫичӗ арҫын пулнӑ тӑк вӑл хӗсӗр юлассине пӗлтернӗччӗ. Кун пирки Чӑваш халӑх сайтӗнче те хыпарланӑччӗ. Министр каланине тӗнче тетелӗнче хӗрӳ сӳтсе явнӑ. Ҫак кунсенче Раҫҫейри тӗп санитари тухтӑрӗ пулнӑ Геннадий Онищенко Владимир Викторов каланине комментари панӑ.

Геннадий Онищенко чи малтан министра республикӑри сывлӑх сыхлавӗнчи ҫивӗч ыйтусем тӗлӗшпе ӗҫлеме сӗннӗ. Ҫапах вӑл министрӑн сӑмахӗнче тӗрӗссине те тупнӑ.

«Ку тӗслӗхре ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ каланин шухӑшӗ ҫапларах: хӗрарамӑн ҫичӗ арҫын пулнӑ тӑк хламидиозпа тата ытти инфекципе чирлес хӑрушлӑх пысӑк. Ку вара хӗрарӑм хӗсӗрлӗхӗн тӗп сӑлтавӗсенчен пӗри, - тенӗ Геннадий Онищенко. – Викторов господин каланинче тӗрӗслӗх кӑштах пур, анчах «ҫиччӗ» хисепе ӑҫтан илнӗ вӑл? Ахӑртнех, ку концепци чӑваш сывлӑх сыхлавӗн шӑпи пирки шухӑшланӑ чухне ҫуралнӑ. Урӑхла ӑнлантарма пултараймастӑп. Пӗтӗмӗшле илсен, арҫынсене час-часах улӑштарсан инфекци ерес хӑрушлӑх питӗ пысӑк».

 

Тӗнчере

Америкӑри Апат-ҫимӗҫпе эмел таврашне тӗрӗслекен управлени эксперчӗсем ҫыннӑн пуҫ мими чӗтреннине палӑртмашкӑн малашне юн илсе анализ тӑвассине пӗлтернӗ. Кун пирки «Вырӑс планети» (выр. «Русская планета») портал хыпарлать.

Паллӑ ӗнтӗ, темӗнле пулсан та, компьютерла томографи йышши тӗрӗслевсем этем организмӗшӗн сиенсӗр мар. Юна ҫӗнӗ меслетпе тӗрӗслени вара хӑш-пӗр чухне ҫителӗклӗ пулӗ, ҫавӑнпа радиоактивлӑ пайӑркасем органсене лекмӗҫ.

Ӑсчахсем нумаях пулмасть шухӑшласа кӑларнӑ анализ Banyan Brain Trauma Indicator (BTI) ятлӑ. Юна ҫак меслетпе тӗрӗсленӗ чухне икӗ белок шайне пӑхаҫҫӗ: пуҫ амансан вӗсем мимерен юна куҫаҫҫӗ иккен. Анализ пӗтӗмлетӗвӗ виҫ-тӑват сехетрен хатӗр пулать.

 

Сывлӑх

Ыран, нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Чӑваш Енри пилӗк сыватӑш Уҫӑ алӑксен кунне ирттерет. Хальхинче пациентсене Шупашкар хулинчи 2-мӗш ача-пӑча пульници, Республикӑри наркологи диспансерӗ, Республикӑри кардиологи диспансерӗ, Шупашкар хулинчи стоматологи поликлиники тата 1-мӗш клиника пульници йышӑнӗҫ.

Наркологи диспансерӗн специалисчӗсем халӑха Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта тата Ҫӗмӗрлере консультаци парӗҫ. Шӑл тухтӑрӗсем ҫынсене тӗп хулари 2-мӗш тата 7-мӗш поликлиникӑсенче йышӑнма палӑртнӑ. 1-мӗш клиника пульницинче пӗтӗмӗшле практика тухтӑрӗсенчен тата ытти врачран сӗнӳ-канаш ыйтма май пулӗ. 2-мӗш ача-пӑча больницинче вара педиатр, невролог, офтальмолог, кардиолог тата отоларинголог медицина пулӑшӑвӗ парӗҫ.

 

Сывлӑх

Красноармейски районӗнче ача пахчисенчен пӗрне хупса хунӑ. Анчах яланлӑхах мар. Ҫивӗч респираторлӑ вирус инфекцийӗ лӑпланиччен. Эпидемиологи тухтӑрӗсем шӑпӑрлансем пӗри хыҫҫӑн тепри чирленӗ хыҫҫӑн ача пахчине хупма йышӑннӑ.

Шупашкар тата Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче те чирлекенсем йышлӑ. Ҫавна пулах темиҫе шкулти хӑш-пӗр класра вӗрентмеҫҫӗ. Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн пресс-служби хӑйсен сайтӗнче нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗ тӗлнехи лару-тӑрӑва илсе кӑтартнӑ. Унта пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарти виҫӗ шкулти виҫӗ класа хупнӑ, Ҫӗнӗ Шупашкарта — пилӗк шкулти вунпӗр класа.

Пневмонипе чирлекенсене иртнӗ эрнере 233 тӗслӗх шута илнӗ. Унчченхи эрнеринчен ҫак цифра 9,3 процент пӗчӗкрех иккен. Пневмонипе чирлекенсенчен 47,2 проценчӗ — ачасем.

 

Сывлӑх

Ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, республикӑри онкологи диспансерӗнче ҫӑмарталӑхӑн муцинозлӑ шыҫҫипе чирлекен хӗрарӑма сакӑр сехет хушши операци тунӑ.

Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлавӗн министерстви хыпарланӑ тӑрӑх, тухтӑрсен хырӑм хӑвӑлӗнче калӑпӑшпех сарӑлнӑ шыҫӑсене касма тивнӗ. Унашкал кӑткӑс операцие Раҫҫейри темиҫе клиникӑра ҫеҫ тӑваҫҫӗ.

Онкодиспансерӑн тӗп тухтӑрӗн ҫумӗ Сергей Гамаюнов каланӑ тӑрӑх, кун пек операцие ҫак енӗпе куллен ӗҫлекен опытлӑ хирургсен ушкӑнӗ ҫеҫ тума пултарать. Пирвайхи хут вара капла операцие Шупашкарта пӗлтӗр Мускаври Н.Н. Блохин ячӗллӗ онкоцентр тухтӑрӗ Валентин Нечушкин тата Будапештри Ласло Унгар профессорсем темиҫе хут килсе кайнӑ хыҫҫӑн тунӑ. Паянхи кун тӗлне вунӑ ытла пациента Шупашкартах ҫак мелпе пулӑшу панӑ та ӗнтӗ.

 

Пӑтӑрмахсем

Ҫӗмӗрле хулинче уйӑх каялла вилнӗ виҫӗ ҫынна халь тупнӑ. Виҫӗ пӳлӗмлӗ хваттерте 81 ҫулти кинемей, унӑн 40-ри тата 42-ри ывӑлӗсем пурӑннӑ. Ҫемье кӳршӗ-аршӑпа хутшӑнман иккен. Вӗсене юлашки хут Ҫӗнӗ ҫулччен куракансем пулнӑ.

Ҫемье епле пурӑннипе паллашма ӗнер полицин участокри уполномоченнӑйӗ, социаллӑ ӗҫчен тата тухтӑр ҫитнӗ. Шаккасан та алӑка уҫмантан вӗсем ӑна ватса кӗнӗ.

Кил хуҫисем кашни расна пӳлӗмре выртнӑ. РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫемьене ирӗксӗрлесе вӗлернӗ теме сӑлтав ҫук. Малтанласа тӗшмӗртнӗ тӑрӑх, вӗсем уйӑх каяллах вилнӗ. Арҫынсенчен пӗри психиатр патӗнче шутра тӑнӑ.

Ҫемьен килӗнче укҫа-тенкӗ пулнӑ иккен-ха. Ҫапах та апат-ҫимӗҫ пулман-мӗн.

 

Сывлӑх

Шупашкар районӗнчи Мӑн Карачура ялӗнче паян пӗтӗмӗшле практика врачӗн офисне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Кӗске вӑхӑтра пулсан та пысӑк пахалӑхпа ҫӗкленине ӗнентереҫҫӗ строительсем.

Асӑннӑ офисӑн малтан хӑйне ята кӗтес пулман. Вӑл «Чӑвашавтодор» предприятин пӳлӗмӗнче вырнаҫнӑ. Предприятире укҫа-тенкӗ енчен йывӑрлӑх сиксе тухсан офис пӳлӗмӗсем пушанса юлнӑ, газпа парӑма кӗрсе кайнӑ организацине газовиксем «кӑвак ҫулӑмсӑр» хӑварнӑ. Кӑҫалхи кӗр ҫитсен пӗр вӑхӑт тухтӑрсем ҫутӑ обогревателӗсемпе ӑшӑнкаланӑ-ха, анчах апла ӗҫлеме май ҫуккине кура каярах врач Ишлейра йышӑнма пуҫланӑ.

Ҫине тӑрса тата васкавлӑ тухтӑр ҫурчӗ хӑпартнӑ Мӑн Карачурара. Паян ӑна уҫма республика Элтеперӗ, ытти тӳре-шара пуҫтарӑннӑ.

 

Сывлӑх

Паян республикӑри тата тепӗр вырӑнта, Ҫӗрпӳ районӗнчи Туҫи ялӗнче, фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлнӑ. Ӗнер модульлӗ ФАП Красноармейски районӗнчи Шывпуҫ ялӗнче пурӑнакансем валли ӗҫлесе кайнӑччӗ.

Хӗрлӗ хӑйӑва касма республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗ Алексей Кизилов, вырӑнти пуҫлӑхсем хутшӑннӑ.

Юлашки ҫулсенче ялсенчи кашни тӑваттӑмӗш ФАПа ҫӗнӗрен туса лартнӑ. Ҫӗнӗ ҫул ҫитиччен тухтӑр ҫурчӗсем ҫавӑн пекех Канаш районӗнчи Сиккасси ялӗнче, Красноармейски районӗнчи Шывпуҫ ялӗнче, Сӗнтӗрвӑрри районӗнче Аксарин ялӗнче, Вӑрнар районӗнчи Сӑкӑт ялӗнче, Шупашкар районӗнчи Карачурара уҫӑлмалла. Ҫӗрпӳ районӗнче ҫывӑх вӑхӑтра тата тепӗр тӑватӑ фельдшерпа акушер пункчӗ туса лартмалла. Вӗсене те хӑвӑрт тӑвакан мелпе хӑпартса лартӗҫ.

 

Республикӑра
Шывпуҫӗнчи ФАПа уҫни
Шывпуҫӗнчи ФАПа уҫни

2018—2019-мӗш ҫулсенче Чӑваш Енре тепӗр 50 фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлмалла. Ҫакна паян республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗ Алексей Кизилов пӗлтернӗ. Кун пирки вӑл Красноармейски районӗнчи Шывпуҫ ялне фельдшерпа акушер пунктне уҫма кайсан вырӑнти халӑха каланӑ.

Эпир пӗлнӗ тӑрӑх, ҫак кунсенче республикӑри хӑш-пӗр районта тухтӑр ҫурчӗсем тата уҫмалла. Вӗсенчен пӗри Шупашкар районӗнчи Карачурара пулӗ. Анчах фельдшерпа акушер пункчӗ мар, пӗтӗмӗшле практика врачӗн офисӗ. Хальччен те унта аслӑ пӗлӳллӗ тухтӑр ӗҫленӗ-ха. Анчах офисӑн хӑйне ята ҫурт пулман.

Ҫакна та пӗлтерер: 2013—2017 ҫулсенче ореспубликӑра 150 ФАП уҫнӑ. Маларах эпир асӑннӑ Красноармейски районӗнчи Шывпуҫӗнчи шучӗпе — 151-мӗш.

 

Страницӑсем: 1 ... 169, 170, 171, 172, 173, 174, 175, 176, 177, 178, [179], 180, 181, 182, 183, 184, 185, 186, 187, 188, 189, ... 238
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылайăшĕн кăмăлĕ тăрук улшăнса тăрĕ. Прагматизм çиеле тухĕ. Ку эрнере харпăр пурнăçа йĕркене кĕртме, хăш-пĕр ĕçлĕ хутшăнăва романтикăна çавăрма май пулĕ.

Ака, 22

1870
155
Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ.
1981
44
Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи