Дмитрий Абрамов ятлӑ ҫын тӗнче тетелӗнчи «Контактра» халӑх ушкӑнӗнче пульницӑри пӑтӑрмаха ҫырса кӑтартнӑ.
Дмитрий ачипе Шупашкарӑн Кӑнтӑр-Хӗвеланӑҫ районӗнчи Энтузиастсен урамӗнчи 28-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ ача-пӑча пульницине кайнӑ иккен.
«Вӑл вырӑн пирки япӑх калаҫнине унччен те
чылай илтнӗччӗ. Ҫав учреждение тарӑхнипе уйрӑм ҫын клиникисене каякансем пуррине те пӗлетӗп», — тенӗ пост авторӗ.
Вӑтам ҫулсенчи врач ӗҫ вырӑнӗнче чылай вӑхӑт пулман хыҫҫӑн: «Мӗншӗн кая юлса килетӗр?» — тесе кӗтсе илнӗ-мӗн. «Хӑй вӑл ӑҫта ҫӳрет?» — тӗлӗннӗ Дмитрий.
Пост авторӗ тухтӑра ун пек сасӑпа калаҫмалла марри пирки малтан лӑпкӑн асӑрхаттарнӑ иккен, кайран тавлашасси патне ҫитнӗ. Унтан тухтӑр йышӑнмассине пӗлтернӗ, кайма сӗннӗ.
Нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнчен республикӑри организацисенче тата объектсенче карантин пулнине пӗлтернӗ. Ку грипп тата ОРВИ чирӗсем сарӑлнипе ҫыхӑннӑ. Постановление Чӑваш Республикин тӗп санитарӗ Надежда Луговская алӑ пуснӑ.
Карантин вӑхӑтӗнче пульница стационарӗнче выртакансем патне тӑванӗсене кӗртмӗҫ. Шкулсенче ачасен сывхлӑхне куллен тӗрӗслеме хушнӑ. Директорсене ҫак тапхӑрта пӳлӗмсенче массӑллӑ мероприятисем ирттермелле марри пирки асӑрхаттарнӑ. Класри ачасен 20 проценчӗ чирлесен 7-10 кунлӑха вӗренӗве чармалла.
Палӑртмалла: кӑҫал 180 ҫын гриппа чирленӗ. ОРВИ анлӑ сарӑлнӑ май республикӑри 33 шкулта 73 класс карантина кайнӑ, 3 шкул вара вӑхӑтлӑха хупӑннӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Ҫирӗклӗ ялӗнче пурӑнакан Станислав Ильин ирхи 9 сехетре васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Унӑн амӑшӗн ӳт температури 40 градуса яхӑн хӑпанӑ.
Станислав тухтӑрсене 103 номерпе шӑнкӑравласа чӗннӗ. Диспетчер шӑнкӑрава йышӑннӑ, анчах тепӗр икӗ сехетрен васкавлӑ медпулӑшу килмессине пӗлтернӗ. Тухтӑрсем мӗншӗн ҫитеймессине ӑна ӑнлантарман.
Амӑшӗ пысӑк температурӑпа пӗр талӑк выртнӑ. Тепӗр кунхине кӑна ун патне район пульницинчен терапевт килнӗ, эмелсем ҫырса панӑ.
«Ҫын вилме пуҫласан? Анне калать: «Юрать, эпӗ ватӑ, анчах васкавлӑ медпулӑшу ачана кирлӗ пулсан?» Пирӗн районта унашкалли, васкавлӑ медпулӑшу килменни, пулкалать», - палӑртнӑ Славӑн пиччӗшӗ Сергей.
ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, диспетчер йышӑннӑ ҫак шӑнкӑрава Красноармейски районӗн тӗп пульницине янӑ.
Чӑваш Енри тӳре-шара ялта пурӑнакан ватӑсене илсе ҫитермешкӗн 30 транспорт туянасшӑн. Кун валли федераци хыснинчен 43,6 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ. Хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, кунашкал машинӑсене ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗччен туянӗҫ.
Ҫак ятарлӑ транспортпа мобильлӗ бригада ҫӳрӗ. Камӑн усал шыҫӑ аталанас, сахӑр диабечӗпе, гипертонипе аптӑрас, психика чирӗпе нушаланас хӑрушлӑх пур – вӗсем ҫавсем патне килӗҫ.
Кунашкал социаллӑ пулӑшупа 65 ҫултан иртнӗ ҫынсем усӑ курма пултарӗҫ. Тухтӑрсем вӗсене медицина организацийӗсене тӗрӗслев витӗр тухмашкӑн илсе кайӗҫ.
Мобильлӗ бригадӑсем 2020 ҫулта ӗҫлеме пуҫлӗҫ. Программа 4 ҫул пурнӑҫланӗ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Вӑрманкас Пайкилт ялӗнче пысӑк инкек пулса тухнӑ. Унти пӗр фермерӑн икӗ овчарки килтен тухса кайнӑ та урампа иртсе пыракан 76 ҫулти хӗрарӑма тапӑннӑ. Инкеке асӑрхаса хӗрарӑма пулӑшма чупса ҫитнӗ 70-ти тата 60 ҫулти арҫынсене те шеллемен ҫавсем. Иккӗшне те пульницӑна лекмеллех ҫыртса пӗтернӗ.
Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн тӗпчевҫисем ку инкек тӗлӗшпе ҫийӗнчех пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Йытӑ хуҫине РФ Пуҫиле кодексӗн 109-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе айӑплама пултараҫҫӗ. Ку статья — асӑрханмасӑр ҫынна вӗлерни пирки. Усал йытӑсене персе пӑрахма йышӑннӑ.
Пуҫиле ӗҫе тӗпченӗ май хаяр овчаркӑсем урама епле тухса кайнине, хуҫи вӗсене епле усранине тата ыттине тӗпчӗҫ.
Чӑваш Енри тухтӑрсем Чечняри ачасене кӑткӑс операци тунӑ. Ача-пӑча тухтӑрӗ Анатолий Павлов тата Дмитрий Лукоянов анестезиолог-реаниматолог унта пӗр эрне пулнӑ. Кун пирки «Грозный-Информ» информаци агентстви пӗлтерет.
Чӑвашри тухтӑрсем ҫуралнӑ чухнех кӑкӑр шӑмми сусӑр пулнӑ ҫичӗ ачана тӳлевсӗрех операци тунӑ. Ку ӗҫе Чечня Республикинчи ӗҫтешӗсем те хутшӑннӑ. Ҫак тухтӑрсем палӑртнӑ тӑрӑх, кунашкал кӑткӑс операцисене Раҫҫейри темиҫе пульницӑра кӑна тӑваҫҫӗ.
Палӑртмалла: унччен Америка тухтӑрӗсем Чӑваш Енри ҫынна операци тунӑ.
Чӑваш Енре гриппа тата ОРВИпе чирлекенсем нумайланнӑ. Ҫавна май республикӑри хӑш-пӗр шкулти классене карантина янӑ. Виҫӗ шкулта вара ачасем пачах вӗренмеҫҫӗ. Кун пирки Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ хыпарлать.
Нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Енри 3 шкулта – Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи 2 пӗлӳ ҫуртӗнче тата Вӑрмар районӗнчи 1 шкулта – 505 ача вӗренмест, карантинра.
Шупашкарта вара вӑхӑтлӑха 1492 ача парта хушшинче лармасть. Хулари 25 шкулта 55 класа карантина янӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарта – 815, Ҫӗмӗрлере 58, Хӗрлӗ Чутай районӗнче 22 ача вӗренме ҫӳремест.
Чӑваш Енри икӗ пульницӑна юсамашкӑн федераци хыснинчен укҫа-тенкӗ уйӑрӗҫ. Субсидие пайласси пирки ҫырнӑ хушӑва РФ премьер-министрӗ Дмитрий Медведев алӑ пуснӑ. Ку документпа Раҫҫей правительствин сайтӗнче паллашма пулать.
Хушура палӑртнӑ тӑрӑх, 2019-2021 ҫулсенче ҫӗршыври 45 регионти 53 пульницӑна юсамашкӑн тата ҫӗннисене тумашкӑн федераци хыснинчен 70,71 миллиард тенкӗ уйӑрӗҫ. Палӑртма кӑмӑллӑ: ҫак субъектсен йышӗнче Чӑваш Республики те пур.
Федераци хыснинчен уйӑрнӑ укҫапа Хулари тӗп пульницӑн нумай профильлӗ поликлиникине тӑвӗҫ. Кун валли 161 миллион тенкӗ кайӗ. 208 миллион тенкӗпе вара Хулари 2-мӗш ача-пӑча пульницин стационар ҫуртне юсаса ҫӗнетӗҫ.
Кӑрлач уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Ҫӗмӗрлере васкавлӑ медпулӑшу подстанцине официаллӑ майпа уҫнӑ. Халӗ вӑл ҫӗнелнӗ, унта юсав ӗҫӗсем ирттернӗ.
Подстанцие 2003 ҫулта хӑпартнӑ, унтанпа халь тин юсав тунӑ. Унччен шалти ӗҫсене ҫеҫ пурнӑҫлакаланӑ. Пӗлтӗр икӗ хутра та пӳлӗмсене ҫӗнетнӗ. Кунсӑр пуҫне алӑк блокӗсене ҫӗнетнӗ, электропралуксене, сантехникӑна улӑтарнӑ, картлашкана та юсанӑ. Ку тӗллевпе республика хыснинчен 2,5 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Ку кӑна мар, кӑҫал подстанцири бригадӑсене планшетпа тивӗҫтерӗҫ. Ҫапла майа вӗсем пациентсен карттине, усӑ курнӑ эмелсене электронлӑ майпа ҫырӗҫ. Ҫапла майпа тухтӑрсен вӑхӑчӗ те перекетленӗ.
Чӑваш Енре «Земство фельдшерӗ» патшалӑх программи пурнӑҫланса пырать. Пӗлтӗртенпе 30 ытла ҫамрӑк специалист республикӑри ялсене ӗҫлеме кайнӑ. Куншӑн вӗсене ҫур миллион тенкӗ компенсаци параҫҫӗ.
Тӗслӗхрен, Улатӑр районӗнчи Анютино ялӗнче ҫамрӑк фельдшер вӑй хурать. Унти фельдшерпа акушер пунктне тӑхӑр ялтан ҫӳреҫҫӗ. Ҫамрӑкскер ӗҫлеме килнӗренпа 8 уйӑх кӑна иртнӗ, апла пулин те ял ҫыннисем ӑна хӑнӑхнӑ.
Пӗлтӗр 19 ҫамрӑк специалист ялсенчи медпункта «Земство фельдшерӗ» программӑпа килӗшӳллӗн ӗҫлеме кайнӑ. Ҫапла майпа ялсенче медицина кадрӗсем халӗ ҫителӗклех. Кӑҫал ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви тепӗр 26 ФАП хута ярасшӑн. Эпин, ялсенче ҫамрӑк фельдшерсем тата кирлӗ пулӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |