Ӗнер, пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Шупашкарти Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 46-мӗш ҫурт патӗнче пӗр водитель машинӑпа ҫын ҫине пырса кӗнӗ.
«Ауди Q5» водителӗ машинӑна чакарса пынӑ чухне ҫуран утакан ватӑ ҫын ҫине пырса кӗнӗ. 78 ҫулти кинемее темех пулман, пульницӑра тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн ӑна килне янӑ.
Ют ҫӗршыври машина рулӗ умӗнчи 43 ҫулти арҫын урах пулнӑ. Ҫул-йӗр правилине пӑҫнӑшӑн ӑна администартивла майпа ҫулталӑкра 75 хутчен явап тыттарнӑ.
Кӑҫал Шупашкар округӗнчи Ҫатракасси ялӗнче ҫӗнӗ фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлмалла. Ӑна «Вӑрӑм та хастар пурнӑҫ» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн хута ярӗҫ.
ФАП тума 30 миллион ытла тенкӗ уйӑрнӑ. Хальхи вӑхӑтра аукцион иртет. Унта ҫӗнтернӗ подрядчикӑн ФАПа кӑҫал юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗччен туса пӗтермелле. Ҫавӑн пекех унӑн инженери тытӑмне хута ямалла, ҫывӑхри территорие хӑтлӑлатмалла.
Елчӗк округӗнчи Аслӑ Таяпа ялӗнче хальхи йышши тухтӑр амбулаторийӗ уҫӑлнӑ. Ӑна «Сывлӑх сыхлавӗ» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн хута янӑ.
Амбулатори 11 ялти 1800 ҫын сывлӑхне тӗрӗслесе тӑрать. Унта терапевт, педиатр ӗҫлеҫҫӗ, диспансеризаци тӑваҫҫӗ, вакцинацилеҫҫӗ. «Кунта питӗ хӑтлӑ», – тет ял старости Елена Еникова.
Сӑмах май, юлашки ҫулсенче Елчӗк округӗнче 16 ФАП тата 2 тухтӑр амбулаторийӗ хута кайнӑ
Республика больницине юна тасатмалли ҫӗнӗ аппарат вырнаҫтарнӑ. Вӑл – анестезиологипе реанимаци уйрӑмӗнче.
Ку техника организма токсинсенчен тасатма, пулӑшать, йывӑр чирлӗ ҫынсен шалти органӗсен ӗҫӗ-хӗлне йӗркелет. Уйрӑм заведующийӗ Дмитрий Рыжов пӗлтернӗ тӑрӑх, аппарат юн япӑх кӗвелнипе аптӑракан ҫынсене те тухӑҫлӑ сиплеме май парать. Ҫак оборудованипе тухӑҫлӑ усӑ курма тытӑннӑ ӗнтӗ.
Шупашкарти парксенчен пӗринче арҫын выртнине ҫулпа иртсе пыракан ҫын асӑрханӑ. Вӑл васкавлӑ пулӑшу машинине часрах чӗнсе илнӗ, хӑй вара бригадӑна кӗтсе илнӗ.
Тӑнне ҫухатнӑ арҫынна васкавлӑ пулӑшу машининчех пӗрремӗш пулӑшу пама тытӑннӑ, унтан ӑна Хулари клиника пульницине илсе кайнӑ. Арҫын юн тымарӗсен чирӗпе аптӑрать иккен.
Иртсе пыракан ҫын васкавлӑ пулӑшу тухтӑрӗсене чӗнсе илмен пулсан вӑл вӑрмантах вилсе каятчӗ.
Николай Ытарай сӑвӑҫӑн кӗнекине куҫ начар куракан ачасем валли пичетлесе кӑларнӑ. Унпа Л.Н. Толстой ячӗллӗ вулавӑшра паллашма пулать.
Кӗнекери сӑвӑсене брайлер шрифчӗпе пичетленӗ. Кӑларам ячӗ — «Чӗр чунсем – пирӗн туссем» = «Животные – наши друзья». Ӑна ҫыравҫӑ ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа кун ҫути кӑтартнӑ. Сӑмах май каласан, Николай Васильевичӑн кӗнекине унччен апла шрифтпа пичетлесе кӑларман.
Шупашкарта ҫӗнӗ больница тӑвасшӑн. Ҫак темӑна республика Элтепере Олег Николаев Мускавра пулнӑ чухне Раҫҫейӗн строительство министрӗпе Ирек Файзуллинпа тӗл пулсан хускатнӑ.
Шупашкарта Республикӑн клиника больницин ҫӗнӗ комплексне тӑвасшӑн. Проектпа пӑхҫа хӑварна тӑрӑх, больницӑн корпусне, Президент перинаталь центрне, Васкавлӑ пулӑшу больницине тата Республикӑн судпа медицина бюровӗн экспертизин тата Инкексен тата васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн медицинин республикӑри центрӗн окрпусӗсене тӑвасшӑн. Комплексӑн пӗтӗмӗшле хӑвачӗ 1424 койкӑпа танлашӗ.
Шупашкарта пурӑнакан пӗр хӗрарӑма пӗрле пурӑнакан арҫын вӗлернӗ.
Кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче хайхисен хваттерӗнче пӑтӑрмах сиксе тухнӑ. 47 ҫулти кил хуҫи ӳсӗр пулнӑ, унпа пӗрле пурӑнакан хӗрарӑм хайхине кӗвӗҫнипе харкашма пуҫланӑ-мӗн.
Арҫын хӗрарӑма пуҫӗнчен пӗр хутчен ҫапнӑ. Лешӗ тӑн ҫухатнӑ, 5 кун пульницӑра тӑна кӗмесӗр выртнӑ, унтан нарӑс уйӑхӗн 25-мӗшӗнче куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ.
Арҫын тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 111-мӗш статйин 4-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Улатӑрта ӳтпе венерологи диспсансерӗ хупӑннӑ. Ҫуртӑн алӑкӗ ҫине вӑл ӗҫлеменни пирки пӗлтерӳ ҫакса хунӑ иккен. Ҫынсен е Ҫӗмӗрлене, е Шупашкара каймалла-мӗн.
«Мы из Чувашии» пабликра тӑрӑхласа ҫырнӑ тӑрӑх, ҫынсем ҫавӑншӑн кама тав тумаллине пӗлмеҫҫӗ: те республика Элтеперне Николаева, те сывлӑх сыхлав министрне Степанова.
«Тен, вӗсен, тӳре-шаран, хӑйсен Улатӑртан Ҫӗмӗрлене е Шупашкара общество транспорчӗпе кайса килсе пӑхмалла», — тесе ҫырнӑ маларах асӑннӑ пабликра.
Раҫҫӗйӗн Следстви комитече Чӑваш Енре пулса иртне пӑтӑрмаха тӗрӗслет.
Халах тетелӗнче пӗлтерне тӑрӑх, кӑҫалхи карлач уйӑхӗнче 33 ҫулти арҫын вырӑнти поликлиникӑна хырам ыратнӑран кайна. Вал спортсмен пулнӑ. Анчах футболист сывлӑхне тухтӑрсем тӗрӗслемен иккен. Тепӗр уйӑх ҫурӑран ҫеҫ унӑн сывлӑхне компьютер томографийӗ туса тӗрӗсленӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн ӑна васкавлӑн пульницӑна вырттарнӑ. Анчах ҫамрӑк арҫынна йӗркеллӗ сиплемен-мӗн, вӑл вилнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |