Шупашкарта куҫ микрохирургийӗн музейне уҫасшӑн. Вӑл С.Н. Фёдоров академикӑн «Куҫ микрохирургийӗ» МНТКн Шупашкарти филиалӗнче пулӗ. Музея уйрӑм вырнаҫнӑ нумай ӗҫ пурнӑҫлакан ҫуртра уҫӗҫ.
Музей уҫас пирки Чӑваш Енӗн экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Дмитрий Краснов телеграм-каналта пӗлтернӗ.
Асӑнна филиал — пысӑк шайри офтальмологи пулӑшӑвӗ кӳрекен ҫӗршыври тӗп центрсенчен пӗри. Пӗлтӗр унта 38 пин ытла операци тунӑ. Филиал 37 ҫул хушши ӗҫленӗ вӑхӑтра филиал тухтӑрӗсем пулӑшнипе 900 пин ытла ҫын лайӑхрах курма пуҫланӑ.
Дмитрий Краснов шухӑшланӑ тӑрӑх, микрохирурги музейӗ туристсене те илӗртме пултарӗ. Космонавтика тата трактор историйӗн музейӗсенчен халӑх татӑлмасть-ҫке.
Улатӑрти тухтӑрсем 92 ҫулти кинемей пурнӑҫне ҫӑлса хӑварнӑ. Пульницӑнӑ илсе ҫитерсе операци тунӑ хыҫҫӑн тепӗр икӗ сехетренех ватӑ палатӑра пулнӑ.
Ватӑ ҫынна ӗҫ кунӗ вӗҫленнӗ вӑхӑтра хырӑмӗн аял енчи пайӗ сулахай енчен хытӑ ыратнипе илсе пынӑ. Кинемее компьютер томографийӗ туса тӗрӗсленӗ те шыҫӑ (грыжа) тупса палӑртнӑ. Кинемее часрах операци сӗтеле ҫине вырттарнӑ.
Улатӑрти тухтӑрсем 92 ҫулти кинемей пурнӑҫне ҫӑлса хӑварнӑ. Пульницӑнӑ илсе ҫитерсе операци тунӑ хыҫҫӑн тепӗр икӗ сехетренех ватӑ палатӑра пулнӑ.
Ватӑ ҫынна ӗҫ кунӗ вӗҫленнӗ вӑхӑтра хырӑмӗн аял енчи пайӗ сулахай енчен хытӑ ыратнипе илсе пынӑ. Кинемее компьютер томографийӗ туса тӗрӗсленӗ те шыҫӑ (грыжа) тупса палӑртнӑ. Кинемее часрах операци сӗтеле ҫине вырттарнӑ.
Улатӑр округӗнчи Стемас ялӗнче ҫӗнӗ фельдшерпа акушкр пункчӗ тума палӑртнӑ. Ку ӗҫе «Вӑрӑм та хастар пурнӑҫ» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн пурнӑҫлаҫҫӗ.
ФАП ку тӑрӑзра пурӑнакан 1100 ҫынна медицина пулӑшӑвӗ парӗ. Вӑл тӗп урамра пулӗ. Ҫывӑхрах – почта, лавккасем, автобус чарӑнӑвӗ, ача-пӑча лапамӗ.
Ӗҫе пуҫӑннӑ ӗнтӗ. Паян строительсем вырӑна ҫитсе свайӑсем ҫапма тытӑннӑ.
Чӑваш Енре пурӑнакан пӗр хӗрарӑмӑн кӑкӑр ракӗ тупӑннӑ. Ӑна васкавлӑн операци тумалла пулнӑ. Пӗр амакӗ ҫитмен, тепри тупӑннӑ. Хӗрарӑм чӗре чирӗпе нушаланать иккен.
Республикӑри онкологи диспансерӗн тата Республикӑри кардиологи дсипансерен врачӗсем пӗр-пӗринпе тӗплӗн канашласа пӑхнӑ хыҫҫӑн икӗ операцие пӗр харӑс тума йышӑннӑ.
Операци тӑватӑ сехете яхӑн тӑсӑлнӑ. Малтан митраль клапанне ылмаштарнӑ, унтан мастэктоми текен операцие туса ирттернӗ.
Улатӑр районӗнчи пушарта икӗ ача пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Пӑтӑрмах тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Пушар нарӑс уйӑхӗн 16-мӗшӗнчи ҫӗрле тухнӑ. Атрать посёлокӗнчи йывӑҫ пӳртре инкек вӑхӑтӗнче 2 тата 2 ҫулти ачасем, вӗсен ашшӗ-амӑшӗ пулнӑ. Ҫунакан пӳртрен аслисем тухма пултарнӑ. Пиҫсе кайнӑскерсене пульницӑна ӑсатнӑ.
Паян, нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, 17 сехет те 35 минутра «Сӑр» ҫул ҫинче амӑшӗпе хӗрӗн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Талой ялӗ тӗлӗнче «ВАЗ-2115» автомобиль хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ та «Газель» машинӑпа пырса ҫапӑннӑ.
«ВАЗри» икӗ пассажир — 34 ҫулти хӗрарӑм тата 11 ҫулти хӗрача – вилнӗ. Инкек вӑхӑтӗнче хӗрарӑм малти ларкӑч ҫинче пулнӑ, ача — водитель хыҫӗнче. ВАЗӑн 32-ри водительне пульницӑна ӑсатнӑ.
Шупашкар хулинчи производство предприятийӗсенчен пӗринче рабочи пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Йывӑҫран сӗтел-пукан туса кӑларакан предприятире бункера пӑчкӑ кӗрпинчен пушатнӑ чухне арҫын пухмач ӑшне кӗрсе ӳкнӗ. Пӑчкӑ кӗрпи сывлав ҫулӗсене лекнине пула вӑл чыхӑнса вилнӗ.
Тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, предприятире ӗҫ сыхлавӗн требованийӗсене пӑснӑ. Халӗ ҫав пӑтӑрмахпа ҫыхӑннӑ пуҫиле ӗҫе тӗпчеҫҫӗ.
Улатӑр районӗн тӗп пульницин хирургӗсем ватӑ хӗрарӑма операци туса пурнӑҫне ҫӑлнӑ. Халӗ вӑл хӑйне аванах туять.
Галина Парфеновнӑн ӳт температури хӑпарнӑ, хырӑмӗ ыратнӑ, кӑмӑлӗ пӑтраннӑ. УЗИ тунӑ хыҫҫӑн унӑн ват хӑмпинчен чулсем пулни палӑрнӑ. Пациентӑн ӳсӗмне кура тухтӑрсем малтан ӑна сиплеме йышӑннӑ. Анчах ку пулӑшман, чул ват хӑмпинчех юлнӑ.
Теветкеллӗ пулсан та кинемее операци тума тивнӗ. Телее, вӑл ӑна чиперех чӑтса ирттернӗ, майӗпен утса ҫӳреме пуҫланӑ. Тухтӑрсем ӑна кӑшт сӑнанӑ хыҫҫӑн киле янӑ.
Кӑҫал Канаш округӗнче икӗ ҫӗнӗ фельдшерпа акушер пункчӗ пулӗ: Ҫӗнӗ Мамире тата Кӑшаруйра.
Ҫак икӗ ялта 500 яхӑн ҫын пурӑнать. Ҫӗнӗ ФАПсенче халӑха тивӗҫлӗ медицина пулӑшӑвӗ пама пӗтӗм услови пулӗ. Хальхи йышши оборудовани вырнаҫтарӗҫҫ, эмелсене упрамалли ятарлӑ вырӑн пулӗ. Унта вакцинаци тума, диспансеризацин малтанхи тапхӑрӗ витӗр тухма та условисем тӑвӗҫ.
ФАП сусӑрсене кӗрсе ҫӳремешкӗн те меллӗ пулӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |