Ӗнер, утӑн 22-мӗшӗнче, И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ умӗнче «Донор кунӗ» акци иртнӗ. Ӑна «МузАртерия» донор юхӑмӗ йӗркеленӗ.
Республикӑри юн илекен станцин трансфузиологӗ Алевтина Царева каланӑ тӑрӑх, ҫав кун 120 ытла ҫын юн пама пултарнӑ. Ытларахӑшӗ — шупашкарсем. Пӗтӗмпе 50 литр юн пухнӑ. Акцие концертсӑрах ирттернӗ.
ЧР Сывлӑх министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, 150 ытла ҫын юн пама килнӗ, анчах тухтӑрсем сывлӑхне кура пурне те йышӑнман. Акцие пӗрремӗш хут юн паракан ҫамрӑксем те, «Хисеплӗ донор» ята илнисем те хутшӑннӑ.
«МузаАртерия» донор юхӑмӗн ҫулне 20 хула кӗрет. Мускавран пуҫласа Владивосток таранах ҫӳрет вӑл. Шупашкар унӑн маршрутӗнчи виҫҫӗмӗш хула пулнӑ. Сӑмах май, Чӑваш Енре кӑҫал ҫур ҫулта 9 пин ытла ҫын юн пан.
ЧР Сывлӑх министерстви пӗтӗмлетӳ тунӑ. Савӑнмаллиех. Ведомство ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, Чӑваш Енри ҫынсем нумайрах пурӑнма тытӑннӑ.
ЧР Сывлӑх министерствин кӑтартӑвӗ тӑрӑх, республикӑра юлашки 5 ҫулта ҫыннӑн пурнӑҫӗ 2 ҫул вӑрӑмланнӑ. Нумай ҫул пурӑнакансен йышӗ вара 20 процент нумайланнӑ.
Палӑртма кӑмӑллӑ: Чӑваш Енри 64 ҫын 100 ҫула парӑнтарнӑ. ЧР сывлӑх министрӗн ҫумӗ Татьяна Богданова хӑйӗн «Республикӑри халӑхӑн сывлӑхӗ пирки» патшалӑх докладне тунӑ чухне сывлӑх тытӑмне ҫӗнетни пилӗк ҫулта ҫын вилеслӗхне 8 процент чакарма май панине палӑртнӑ.
Апла-и, капла-и — ҫапах республикӑра тухтӑрсем пурпӗрех ҫитмеҫҫӗ-мӗн.
Шупашкарти 1-мӗш ача-пӑча пульници Раҫҫейре чи лайӑххисен шутне кӗнӗ. Танлаштарӑмра вӑл Кисанти (Рязаньти) хыҫҫӑн ҫӳлтен иккӗмӗш картлашкара тӑрать.
Раҫҫейре пӗрремӗш звенора шутланакан 16,5 пин медицина организацийӗ шутланать. Ҫав шутра ведомствӑн тата патшалӑхӑн мар поликлиникӑсем 6,5 пин. Раҫҫейӗн Сывлӑх сыхлав министерстви ҫумӗнчи хаклавҫӑсем пин ытла поликлдиникӑна тишкернӗ. Аслисен поликлиникисен чи лайӑх вуннӑшне Мускаврсием виҫҫӗн лекнӗ, ача-пӑча валли ӗҫлекеннисем вара ҫӗршывӑн тӗп хулинчен пачах та кӗмен. Кун пирки РБК пӗлтерет.
Сӑнавҫӑсем уйрӑм юридици сӑпачӗллӗ учрежденисене — ача-пӑчан 325 поликлиникин, аслисен 422 поликлиникин тата аслисене те, ачасене те пулӑшу кӳрекен 536 поликлиникӑн ӗҫне тишкернӗ хыҫҫӑн танлаштарӑм хатӗрленӗ.
«Чӑваш Ен» ПТРКпа «Русфонд» чирлӗ ачасене малалла пулӑшать. Нумаях пулмасть тележурналистсем Ҫӗмӗрлери Андрей Иконников пирки сюжет кӑтартнӑ.
Андрей 10 ҫулта. Юлашки ултӑ ҫулта вӑл сахӑр шайне тытса пырать, диетӑна пӑхӑнать. Ӑна инсулинпа укол тӑваҫҫӗ. Чире пула юн тымарӗсем, пӗвер япӑх ӗҫлет. Ачана инсулин помпи лартмалла.
Андрей 4-ра чухне чирлеме пуҫланӑ. Вӑл вӑй пӗтнине туйнӑ, шыв нумай ӗҫнӗ. Арҫын ача начарланса кайнӑ, япӑх ҫинӗ. Тухтӑрсем вӑл наркӑмӑшланнӑ тесе ача-пӑча пульницине хунӑ. Анчах ача япӑхлансах пынӑ. Унӑн юнра сахӑр нумай пулнӑ-мӗн. Ача комӑна кӗрсе ӳкменни кӑна пулнӑ.
Халӗ Андрей сахӑр шайне хӑйех тӗрӗслеме вӗреннӗ. Хӑйех укол та тума пӗлет.
Андрея инсулин помпи лартмашкӑн тата катетера виҫӗ кунта пӗрре улӑштармашкӑн 199 пин те 676 тенкӗ кирлӗ. Ҫемьешӗн ку пысӑк укҫа. «Коммерсант» хаҫат тата «Русфонд» 114 пин те 679 тенкӗ пухӗҫ. Тепӗр организаци 50 тенкӗ парӗ. Тепӗр 35 пин тенкӗ ҫеҫ ҫитмест. Андрея 5542 кӗске номер ҫине «Дети» тесе СМС-ҫыру ярса пулӑшма пулать.
Пенза хулинче Шупашкарта ҫуралнӑ икӗ ачан пурнӑҫне ҫӑлнӑ. Ачасем чӗре чирӗпе аптӑранӑ, ҫавна май вӗсене операци пӗр тӑхтаса тӑмасӑр тумалла пулнӑ.
Телее, тухтӑрсем йывӑр ҫак ӗҫе йӗркеллех пурнӑҫлама пултарнӑ. Ачасен шӑпи вара ҫапларах килсе тухнӑ: ҫӗртме уйӑхӗнче Шупашкарти 1-мӗш хула пульницине тин ҫуралнӑ икӗ ачана, чӗре чирӗпе йывӑр чирлекенскерсене, илсе пынӑ. Вӗсене ҫӑлас шанчӑк пысӑк пулман. Педиатрсем вӗсене ҫула илсе кайма хатӗрленӗ.
Пензӑна кайнӑ чухне, унта ҫитме 7 сехет кирлӗ, ачасемпе пӗрле реаниматолог тухтӑрсем пулнӑ. Пензӑри чӗрепе юн тымарӗсен хирургийӗн федераци центрӗнче пӗчӗк пациентсене операци тунӑ.
Халӗ ачасем хӑрушлӑхра мар. Пӗрне Шупашкара илсе килнӗ ӗнтӗ. Тепри хальлӗхе Пензӑрах-ха.
Утӑ уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Шупашкарти пульницӑсенче уҫӑ алӑксен кунӗ иртӗ. Хальхинче шӑматкун кардиологи тата наркологи диспансерӗсем, хулари 1-мӗш клиника пульници тата Кӑнтӑр поселокӗнчи хула пульници пациентсене йышӑнӗ.
Пульницӑсене пыракансен хӑйсемпе пӗрле паспорт, полис пулмалла. Тӗплӗнрех телефонпа шӑнкӑравласа пӗлме пулать. Кардиологи диспансерӗ — 62-00-25, наркологи диспесерӗ — 23-41-68, хулари 1-мӗш клиника пульници — 26-03-03, хулари 7-мӗш пульница — 23-49-90.
Ҫак телефонсемпе регистратурӑна шӑнкӑравласа тӗплӗнрех пӗлме май пур.
Чӑваш Енре пульницӑсенчи чи лайӑх регистратурӑна суйланӑ. Унӑн пӗтӗмлетӗвӗ нумаях пулмасть паллӑ пулнӑ.
Конкурса сасӑлав мелӗпе ирттернӗ. Вӑл тӑватӑ уйӑха тӑсӑлнӑ. Тӳресен вырӑнӗнче пациентсем хӑйсем пулнӑ. Вӗсене ятарлӑ анкетӑна ҫырма сӗннӗ. Унта регистратура хӑтлӑхне, унта ӗҫлекенсен ыркӑмӑллӑхне, пахалӑхне палӑртмалла пулнӑ.
Ҫавӑн пекех пациентсене анкетӑра тухтӑрсемпе кӑмӑллӑ е кӑмӑллӑ маррине палӑртма ыйтнӑ. Тухтӑрсен графикӗ пурнӑҫланса пырать-и? Участковӑйне киле чӗнме ҫӑмӑл-и? Йӑлтах анкетӑра палӑртнӑ.
Сасӑлав пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн районсенчи чи лайӑх регистратура - Канашри тӗп пульницӑра. Хула регистратурисен йышӗнче Хулари 1-мӗш клиника пульници ҫӗнтернӗ. Республика шайӗнче Президент пепкелӗх центрне ҫитекенни пулман.
Ҫак кунсенче тухтӑрсен пӗтӗм Раҫҫейри конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Унтан Чӑваш Ене лайӑх хыпар ҫитнӗ. Чи лайӑх онколог тухтӑр Чӑваш Енре пурӑнать-мӗн.
ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Сергей Агафонкин чи лайӑх онколог ятне тивӗҫнӗ. Конкурс виҫӗ тапхӑрпа иртнӗ. Пӗрремӗшӗнче ӗҫ коллективӗсенчи ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртнӑ. Иккӗмӗш тапхӑра ирттерме конкурс комиссине йӗркеленӗ. Виҫҫӗмӗш тапхӑрта иккӗмӗшӗнче ҫӗнтернӗ 577 ӗҫ тупӑшнӑ. Вӗсем Раҫҫейӗн 43 субъектӗнчен тата патшалӑх влаҫӗн ултӑ федераци органӗ хутшӑннӑ.
Чи лайӑх онколог ятне тивӗҫнӗ Сергей Агафонкин республикӑри клиника онкологи диспансерӗнче пай заведеующийӗнче ӗҫлет.
Тухтӑрсем скайппа йышӑнма тытӑнӗҫ. Паян-ыранах мар та, анчах тепӗр икӗ ҫултан тӗнче тетелӗ май паракан ҫак меслетпе тухтӑрсем те усӑ курма тытӑнма пултараҫҫӗ. Ҫӗнӗлле ӗҫлес шухӑша Раҫҫейӗн сывлӑх сыхлав министрӗ Вероника Скворцова каланӑ.
Скайп компьютер программипе чирлисене йышӑнтарас шухӑш патне ҫӗршывӑн тӗп сывлӑх ведомстви ахальтен килсе тухман иккен. Скворцова министр 100-тен сахалтарах ҫынлӑ ялсем Раҫҫейре 83 пин иккенне палӑртнӑ. Шурӑ халатлисем ҫитменнипе (тата укҫа-тенке перекетлес килни те пурах-тӑр) вӗсене тухтӑрпа тивӗҫтерме ҫӑмӑл мар-мӗн. Никама та айккинче тӑратса хӑварас мар тенипе шур халатлисене скайппа та пулин ҫынсемпе калаҫтарма тытӑнасшӑн. Интернетне ҫав пӗчӗк ялсене те ҫитересшӗн.
Чӑваш Енри кӑҫалхи кӑрлач–ака уйӑхӗсенче 5442 ача ҫуралнӑ. Ҫакна пӗр пин ҫын пуҫне куҫарса хакласан 13,4 тӗпренчӗк тивет. Раҫҫейре ку кӑтарту 12,7-пе, федерацин Атӑлҫи округӗнче 12,8-па танлашать.
Виҫҫӗмӗш тата тӑваттӑмӗш ача ҫуратакансем йышланаҫҫӗ иккен. Ҫак уйӑх пуҫламӑшӗ тӗлне Чӑваш Енре нумай ачаллӑ ҫемьесем 10 455 шутланаҫҫӗ. Вӗсенче 33 пин те 833 ача ӳсет. Шӑп та лӑп ҫулталӑк каялла нумай ачаллисем 9709 ҫемьепе танлашнӑ, вӗсенче 31 502 ача пулнӑ. Кашни 15-мӗш ҫемьере виҫӗ е ытларах ача ӳстереҫҫӗ.
Ҫапах та кӑҫалхи тӑватӑ уйӑхра, кӑрлач-ака уйӑхӗсенче, 100 ача сахалтарах ҫуратнӑ. Специалистсем ҫакна паян 1990-мӗш ҫулсенче ҫуралнисем ӗҫлеме тата ача ҫуратма пуҫӑннипе сӑлтавлаҫҫӗ. Вӑл вӑхӑтра вара ача ҫуратакансем сахал пулнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.01.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуларнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |