Ҫӗнӗ Шупашкарти стоматологи поликлиникин врачӗ Наталья Термышева «Стоматологи отличникӗ» медальпе чысланӑ. Наградӑна Чӑваш Енӗн стоматологӗсен ассоциацийӗн президенчӗ, вӑл «Шупашкарти стоматологи поликлиники» автономи учрежденийӗн тӗп врачӗ, Владимир Викторов тыттарнӑ. Ку медале Раҫҫейӗн стоматологӗсен ассоциацийӗ парать иккен. Чыслав ӗнер, Стоматологсен обществин ларӑвӗ вӑхӑтӗнче иртнӗ.
Шӑл тухтӑрӗсем медаль парассишӗн кӑна пухӑнман-ха. Ӗнерхи лару вӗсемшӗн — йӑлана кӗнӗскер. Чӑваш Енӗн шӑл тухтӑрӗсем стоматологи тытӑмне аталантармалли планпа ӗҫлеҫҫӗ иккен.
Республикӑри стоматологи поликлиникинче иртнӗ ларура шурӑ халатлисем сиплевпе кӑна мар, ӗҫ йӗркелӗвӗпе ҫыхӑннӑ самантсене те хускатнӑ. Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствин штатра тӑман тӗп стоматологӗ Вячеслав Бычков, сӑмахран, «Тухӑҫлӑ килӗшӳ» темӑпа доклад тунӑ. Ӗҫ килӗшӗвне епле тусан ӗҫе лайӑхрах йӗркелеме май пуррине вӑл ӑнлантарса панӑ.
Тухса калаҫакан ытти стоматологсем вара шӑл чирӗсене сиплемелли ҫӗнӗ меслетпе тата янах кӑлтӑкне епле майпа пӗтермелли пирки каласа кӑтартнӑ.
Етӗрне пульницинче арҫын вилнӗ. Ку — тухтӑрсене пула теҫҫӗ. Арҫыннӑн диагнозне вӑхӑтра тӗрӗс палӑртман, сиплев курсӗ ҫырса паман.
Ҫавна май следовательсем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, юпан 27-мӗшӗнче «Сӑрҫи» вӑй-халпа спорт комплексӗнче хусканусем тунӑ чухне 31 ҫулти арҫынна япӑх пулса кайнӑ. Ӑна госпитализациленӗ, анчах васкавлӑ медпулӑшу фельдшерӗ диагноз тӗрӗс мар лартнӑ.
Медперсонал электрокардиограмма туман, сиплев палӑртман. Тепӗр икӗ сехетрен арҫын вилнӗ. Унӑн миакарда инфаркчӗ пулнӑ-мӗн.
Халӗ ку ӗҫ-пуҫа тишкереҫҫӗ. Судпа медицина тӗрӗслевӗ тума палӑртнӑ. Ҫакна курнисенчен, медерсоналтан ыйтса пӗлеҫҫӗ.
Чӑваш Енре чӳкӗн 5-мӗшӗнчен пуҫласа раштавӑн 5-мӗшӗччен «Донор уйӑхлӑхӗ» донор акцийӗ иртнӗ. Унта ытларах ҫамрӑксене хутшӑнтарма тӑрӑшнӑ.
Акцие Республикӑри юн илекен станципе «Сывлӑхлӑ наци» ирттернӗ. Уйрӑмах И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн, Шупашкарти медицина колледжӗн тата ытти вӗренӳ организацийӗн студенчӗсем хастар пулнӑ.
Пӗр уйӑхра акцие 600 ытла ҫамрӑк хутшӑннӑ. Вӗсенчен 500-шӗ донор пулса тӑнӑ. Ҫапла майпа 260 ытла литр юн хатӗрленӗ. Юн панӑ студентсене Юн служби сувенирсеме чысланӑ.
ЧР Сывлӑх министерстви тунӑ пӗтӗмлетӳпе килӗшӳллӗн, кӑҫал 11 уйӑхра 16 пин ытла ҫын донор пулнӑ. Вӗсем пулӑшнипе 13 пин ытла литр юн хатӗрленӗ. Ҫак тапхӑрта Юн служби тӗрлӗ ҫӗрте 279 донор кунӗ тата акци йӗркеленӗ.
Дворниксемпе сантехниксене медицина кӗнеки тума йышӑнтараҫҫӗ. Кун пирки хушу РФ Ӗҫ министерствинче выртать.
ЖКХ ӗҫченӗсемшӗн кунашкалли пӗрремӗш хут йышӑнасшӑн. Специалистсем ку кирлине палӑртаҫҫӗ. ЖКХ тытӑмӗнче производствӑра аманас хӑрушлӑх пысӑк-мӗн.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Раҫҫейре ӗҫ вырӑнӗнче 30 ытла коммунальщик вилмелле аманнӑ. Ку производствӑра вилнисен 4 проценчӗ.
Ӗҫ сыхлӑхӗн ҫӗнӗ правилисем чи малтанах управлящи компанисенчи электриксене, сантехниксене, дворниксене пырса тивет.
Документра пурнӑҫламалли ӗҫӗн вӑрттӑнлӑхӗсене ҫырнӑ. Тӗслӗхрен, дворникӑн ҫул айккинче шӑлнӑ чухне ятарлӑ жилет тӑхӑнмалла, ӗҫ вырӑнне ятарлӑ паллӑсемпе хӳтӗлемелле. Ҫурт тӑррисенчи юра йывӑҫ кӗреҫепе ҫеҫ хырма юрать. Пӑр тумламӗсене ятарлӑ хатӗрпе ҫеҫ катмалла ав. Тротуара кун пек чухне хӑюпа кармалла. Унтах шӑхличлӗ, хӗрлӗ сарӑ жилет тата каска тӑхӑннӑ дежурнӑй тӑмалла.
РФ Ӗҫ министерстви дворниксемпе сантехниксене медтӗрӗслев тухмалла тӑвасшӑн. Управляющи компани ҫакна шута илмесен ӑна 50 пин тенкӗ таран штраф тӳлеттерме пултарӗҫ. Анчах ку йышӑнусем ҫитес ҫул ҫеҫ вӑя кӗме пултарӗҫ.
Сывлӑхлӑ пуласси тӗрлӗ хӑнӑхтару-хускану тунинчен кӑна мар, сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑннинчен те тӗрӗс апатлануран та килет тесе шухӑшлаҫҫӗ Комсомольскинчи тӗп вулавӑшра.
Ҫак кунсенче унта «Сывлӑх» клуб ӗҫлеме пуҫланӑ. Пӗрремӗш занятие пуҫитарӑннисене А.А. Волкова библиограф клубӑн кун йӗркипе паллаштарнӑ. А.П. Андреева тухтӑр тӗрӗс апатланмалли мелсем ҫинче чарӑнса тӑнӑ, сӑмахне тӗслӗхсемпе ҫирӗплетнӗ. З.А. Галкина врач вара «Хускану вӑл — пурнӑҫ» тесе тӗплӗн ӑнлантарса панӑ. Вӑл ирпе вӑрансан мӗнлерех хускану тумаллине вӗрентнӗ. Вӑл кӑтартнӑ хусканусене пухӑннисем ҫавӑнтах туса пӑхнӑ. З.А. Галкина пухӑннисен ыйтӑвӗсене хуравланӑ. А.А. Волкова библиограф вара «Сывлӑх тата апат-ҫимӗҫ» темӑпа калаҫу ирттернӗ.
«Сывлӑх клубне» пухӑннисем унтан пурте пӗрле курӑк чейӗпе сӑйланнӑ.
Малашне клуб членӗсем икӗ эрнере пӗрре тӗл пулма калаҫса татӑлнӑ.
Юлашкинчен вӗсем физкультурӑпа спорт комплексне бассейна кайнӑ.
Федераци шайӗнче йышӑннӑ ҫак программа 2012 ҫултанпа пурнӑҫланма тытӑнчӗ. Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев ертсе пынипе ӗнер правительство пайташӗсемпе ирттернӗ канашлура ку программа республикӑри ялсене епле пулӑшнине те сӳтсе явнӑ.
Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав тата социаллӑ аталану министрӗн ҫумӗ Татьяна Богданова ялсене ҫавӑнтанпа 239 врач ӗҫлеме кайнине пӗлтернине эпир ӗнер хыпарланӑччӗ. Аса илтеретпӗр, ялти сиплев учрежденийӗсене специалистсемпе комплектлассине 16,6 процент таран ӳстерме май килнӗ-мӗн. Тухтӑрсенчен чылайӑшӗ Канаш, Патӑрьел, Шупашкар тата Муркаш районӗсенчи сиплев учрежденийӗсем тӑрӑх сапаланнӑ. Вӗсем хӑш-хӑш районта ҫитменни пирки те эпир пӗлтернӗччӗ.
Тӗллевлӗ вӗрентме кӑҫал 9 интернпа килӗшӳ алӑ пуснӑ. Интернатура пӗтернӗ хыҫҫӑн вӗсен ялти сиплев учрежденийӗсенче ӗҫлеме тивӗҫ. Тӗллевлӗ вӗренекенсем яла таврӑнмасан вӗсене ӑс парса тӑкакланнине каялла тавӑрса илмеллине палӑртса хӑварнӑ.
Шупашкарта вырнаҫнӑ Травматологин, ортопедин тата эндопротезированин федераци центрӗ Раҫҫей правительствин пахалӑх премине тивӗҫнӗ. Ҫакӑн пирки калакан йышӑнӑва ҫӗршыв премьер-министрӗ Дмитрий Медведев алӑ пуснӑ.
Продукци тата пулӑшу кӳрессипе самай ҫитӗнӳ тунисене паракан ҫак премие кама уйӑрассине палӑртнӑ чух пахалӑх менеджменчӗн меслечӗсене тухӑҫлӑн пурнӑҫа кӗртнине те шута илеҫҫӗ. Травматологи центрӗсӗр пуҫне Шупашкарта тата 9 компани наградӑна тивӗҫнӗ.
Аса илтеретпӗр, ку премие РФ праивтельствин 1996 ҫулхи ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнчи йышӑнӑвӗпе ҫирӗплетнӗ.
Мускавра сывлӑх сыхлав системинче пулса иртекен реформӑсем пирки илтнех пулӗ. Ак иртнӗ канмалли кунсенче те унта халӑх чылайӑн пухӑнса митинг ирттернӗ. Ку лару-тӑру Чӑваш Ене пулӑшасса шанаҫҫӗ иккен — сывлӑхпа социаллӑ аталану министрӗн ҫумӗ Татьяна Богданова планерка вӑхӑтӗнче ӗҫсӗр тӑрса юлнӑ тухтӑрсем тӑван тӑрӑха таврӑнасса кӗтет.
Чӑваш Енре тухтӑрсем ҫитменни вӑрттӑнлӑх мар ӗнтӗ. Пысӑк шалу шыраса сахал мар ӑста Мускавпа Мускав облаҫне тухса кайнӑ, унта тӑрӑшаҫҫӗ. Вӗсем таврӑнсан Чӑваш Енри пульницасенче ҫитмен тухтӑрсен йышне 30% таран пӗтерме пултарӗҫ имӗш. Хальхи вӑхӑтра вара пирӗн сывлӑх системинче тухтӑрсен йышӗ кирлинчен 60,3% кӑна иккен. Уйрӑмах район пульницисенче кирлӗ ӑстасем ҫук.
Сӑмах май, «Земство тухтӑрӗ» программа республикӑри лару-тӑрӑва кӑшт лайӑхлатма пулӑшнӑ теҫҫӗ. Унпа усӑ курса ялти сывлӑх учрежденийӗсене 239 тухтӑр вырнаҫнӑ (11-ӗшӗ кӑна каярах килӗшӗве татса программӑран тухнӑ пулать). Татьяна Богданова каланӑ тӑрӑх пирӗн пульницасене тата пӗр 100 тухтӑр патнелле кирлӗ. Вӗсем уйрӑмах Улатӑр, Вӑрнар, Йӗпреҫ тата Канаш районӗсенче ҫителӗксӗр.
Пирус сиенӗ пирки ҫынсене асӑрхаттарас, унран пистерес тесе республикӑра тӗрле акци иртет. Ахӑртнех, кун пек мероприятисен усси пурах.
Хӗрлӗ Чутай район администрацийӗнче вара пируспа кӗрешмелли хӑйне евӗр мел шухӑшласа кӑларнӑ. Администрацире ӗҫлекен арҫын ҫулталӑкӗпех пирус туртмасть-тӗк ӑна отпуск ҫумне тепӗр пӗр кун хушса параҫҫӗ.
Администрацире пӗлтернӗ тӑрӑх, ку мел тухӑҫ парать. Кӑтартӑвӗ куҫкӗрет. Кунта вӑй хуракансенчен чылайӑшӗ сиенлӗ йӑлана пӑрахнӑ. Ҫапла майпа вӗсем канмалли хушма кунпа киленеҫҫӗ.
Ку шухӑша Анат Ҫӗрпӳкасси ялӗнче, «Свобода» колхозра, ырланӑ. Вӗсем те ӑна пӑхӑнма тытӑннӑ. Колхозра ӗҫлекен виҫӗ ҫын ав пирус туртма пӑрахнӑ.
ЧӲК | 29 |
ЧР Сывлӑх министерстви 6 пине яхӑн эмел тӗлӗшпе кашни уйӑхра мониторинг тӑвать. Ку препаратсем ҫын сывлӑхӗпе пурнӑҫӗшӗн питӗ кирлӗ шутланаҫҫӗ.
Тӗрӗслев акӑ мӗн палӑртнӑ: кӑҫалхи кӑрлач-юпа уйӑхӗсенче хаксем вӑтамран 1,95% ӳснӗ. Атӑлҫи федераци окургӗнче ку кӑтарту 3,56% танлашнӑ.
ЧР Сывлӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, эмел кӑларакан савут палӑртнӑ хак патне 25,8-30,0 процент хушнӑ. Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗпе танлаштарсан, 20 препаратӑн хакӗ ӳснӗ. Вӗсенчен 60 проценчӗ — импорт.
Вӑтамран хаксем 8 процент ӳснӗ. Анчах валидолӑн тата гепарин маҫӗн хакӗсем уйрӑмах ҫыртма пуҫланӑ-мӗн. Ҫавӑн пекех, яланхи пекех ӗнтӗ, шӑнса пӑсӑлнинчен сипленмелли эмелсем хакланнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.01.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуларнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |