Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Пуриншӗн те пӗр хӗвел.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Сывлӑх

Сывлӑх
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти тухтӑрсем 14 ҫулти хӗрачан самай пысӑкланнӑ шыҫҫине касса кӑларнӑ. Операци вӑхӑтӗнче Мускаври специалистсем те пулнӑ.

Шыҫӑ 6 ытла килограмм тайнӑ. Ҫамрӑк пациентка операцие аванах чӑтса ирттернӗ. Халӗ вӑл больницӑра вӑй пухать.

Сӑмах май, Мускаври ача-пӑча хирургӗсем Республикӑри ача-пӑча клиника пульницинче ӑсталӑх класӗсем ирттереҫҫӗ. Тӑватӑ кунра хирургсем опытпа ылмашӑнаҫҫӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче каҫхине ҫамрӑксем мотоциклпа ярӑнса инкеке лекнӗ. Пӑтӑрмах Ҫӗмӗрле районӗнче пулса иртнӗ. Мотоциклист вӑрмантан чупса тухнӑ хир сысни ҫине пырса ҫапӑннӑ, ҫавӑн хыҫҫӑн транспорт тӳнсе кайнӑ. 14 ҫулти пассажир йывӑр суранланнӑ, ӑна пульницӑна ӑсатнӑ.

Ҫӗртме уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ирхи виҫӗ сехет тӗлӗнче Улатӑр районӗнчи «Шупашкар-Сурское» автоҫул ҫинче машина пӑшипе ҫапӑннӑ. Мускавра пурӑнакан 21 ҫулти ҫамрӑк «Хендай-Солярис» автомашинӑна тытса пынӑ. Водительпе 18 ҫулти хӗр-пассажир кӑштах суранланнӑ.

 

Сывлӑх
Стопкоронавирус.рф сайтри сӑн
Стопкоронавирус.рф сайтри сӑн

Чӑваш Енре тӑваттӑмӗш кун ӗнтӗ кӑшӑлвирусран пӗр ҫын та вилмест. Ҫапла пӗлтерет Стопкоронавирус.рф сайт.

Ҫӗртме уйӑхӗ пуҫланнӑранпа республикӑра 6 ҫын ҫак каварлӑ чире пула вилнӗ. Ӗнер 45 ҫын чирленине палӑртнӑ, паян - 39.

Хальхи вӑхӑтра республикӑра 430 ҫын кӑшӑлвируспа чирлет. Кунашкал пӗчӗк кӑтарту кӑҫал пулман-ха. Пандеми пуҫланнӑранпа 80445 ҫын чирленӗ, вӗсенчен 75372-шӗ сывалнӑ.

Нарӑсӑн 4-мӗшӗнче республикӑра ____коллектив иммунитечӗ 53 процентпа танлашнӑ пулсан халӗ - 25 процент.

 

Сывлӑх
tuapsevesti.ru сайтри сӑн
tuapsevesti.ru сайтри сӑн

Республикӑра 11 ҫулти ачана сӑпса сӑхнӑ. Унӑн аллерги пуҫланнӑ: пичӗ шыҫӑннӑ, йывӑррӑн сывланӑ. Арҫын ачана Хулари ача-пӑча клиника пульницине илсе ҫитернӗ.

Ачапа ашшӗ-амӑшӗ дачӑра пулнӑ. Пӗчӗкскере питӗнчен сапса сӑхнӑ. Амӑшӗ ӑна пӗрремӗш медпулӑшу панӑ, эмел ӗҫтернӗ. Анчах ачан пичӗ пурпӗрех шыҫнӑ, сасси ҫӗтнӗ, йывӑррӑн сывланӑ. Ачана больницӑра реанимаци уйрӑмне вырттарнӑ.

Арҫын ачан сывлӑхӗ тепӗр кунхинех йӗркеленнӗ, ӑна реанимацирен куҫарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/79597
 

Сывлӑх

Чӑваш Ене ачасемпе ҫамрӑксене кӑшӑлвирусран прививка тумалли вакцина ҫитнӗ. Ҫак кунсенче «Фармаци» аптека складне 2190 доза вакцина кӳрсе килнӗ.

«Спутник М» вакцинӑна медицина организацийӗсене валеҫӗҫ. Вӑл «Спутник V» пекех, анчах унти япала 5 хут сахалрах. Ӑна та икӗ тапхӑрпа пурнӑҫлаҫҫӗ: иккӗмӗш укола 3 эрнерен тӑваҫҫӗ

Палӑртмалла: ку прививкӑна наци календарьне кӗртнӗ.

 

Сывлӑх

Ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Шупашкарти Мускав районӗн сучӗн ҫуртне кӗнӗ арҫын картлашка ҫине ларнӑ та тӑнне ҫухатнӑ. Хуралҫӑ часрах васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Вӗсем ҫитиччен вӑл 56-ри арҫыннӑн чӗрине массаж тунӑ.

Килсе ҫитнӗ реанимаци бригади пациентӑн миокард инфаркчӗ пулнине палӑртнӑ. Бригада реанимаци туса пацинта клиника вилӗмӗнчен кӑларнӑ. Халӗ пациент Республикӑри клиника пульницинче выртать.

Реанимаци бригади йышӗнче Олег Косов тухтӑр, Владимир Матюшкин медбрат тата Елена Ефимова медсестра пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/79463
 

Сывлӑх
Стопкоронавирус.рф сайтри сӑн
Стопкоронавирус.рф сайтри сӑн

Юлашки вӑхӑтра кӑшӑлвирус пирки калаҫма пӑрахрӗҫ. Анчах статистика чир ҫухалманнине кӑтартать.

Ҫу уйӑхӗнче республикӑра кӑшӑлвирусран 30 пациент вилнӗ. Юлашки виҫӗ кунра пӗр ҫын та ку амака пула пурнӑҫран уйрӑлман.

Юлашки талӑкра 43 ҫын чирленине палӑртнӑ, 70 ҫын сывалнӑ. 58 ҫынна пульницӑна вырттарнӑ.

Ку таранччен республикӑра 80 пине яхӑн ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 74,7 пинӗшӗ сывалнӑ. Пандеми пуҫланнӑранпа 4637 ҫын кӑшӑлвируса парӑнтарайман.

 

Сывлӑх
sb-advice.com сайтри сӑн
sb-advice.com сайтри сӑн

2021 ҫулхи кӑтартӑва илес тӗк, Чӑваш Енре ҫынсен вӑтам пурнӑҫ тӑршшӗ пӗчӗкленнӗ. Кун пирки ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтерет.

Ведомство хатӗрленӗ докладра палӑртнӑ тӑрӑх, пӗлтӗр республикӑра вӑтам пурнӑҫ тӑршшӗ 69,99 ҫулпа танлашнӑ. 2020 ҫулта 71,03 пулнӑ, 2021 ҫулта - 73,44.

Пӗлтӗр ҫынсем ытларах юн ҫавранӑшӗн чирӗсене, усал шыҫҫа, нерв тытӑмӗн амакӗсене, сывлав тата апат ирӗлтерекен органӗсен чирӗсене пула вилнӗ. Сывлӑх сыхлавӗн министерствин пандеми пуҫланиччен шанчӑксем пысӑк пулнӑ: 2024 ҫул валли ҫынсен вӑтам пурнӑҫ тӑршшӗ 78 ҫула ҫитессе шаннӑ, 2030 ҫул валли - 80 ҫула.

 

Сывлӑх

Улатӑр районӗнчи пациенткӑн сывлӑхӗ питӗ начар пулнӑ. Чӗри минутра 20 хут ҫеҫ тапнӑ.

Хӗрарӑма санавиаци вертолечӗпе Республикӑри кардиологи диспансерне илсе ҫитернӗ. Тепӗр 10 минутран ӑна вӑхӑтлӑх электрокардиостимулятор лартнӑ. Тепӗр кунхине, сывлӑхӗ лайӑхлансан, стимулятора улӑштарнӑ.

Юнкун Елчӗк районӗнчи пациенткӑна вертолетпа Шупашкара илсе килнӗ. Ҫул ҫинче 40 минут ҫеҫ иртнӗ. Халӗ хӗрарӑма реаниматологсем пӑхса тӑраҫҫӗ, операци тума хатӗрленеҫҫӗ.

 

Сывлӑх
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре Республикӑн клиника больницин ҫӗнӗ комплексӗн проектне 2023 ҫул вӗҫӗнче туса пӗтермелле. Ӑна хатӗрлессине Раҫҫейӗн сывлӑх сыхлав министрӗ Михаил Мурашко ырланӑ.

Ырланӑ проектпа смета документацине 2023 ҫулхи раштав уйӑхӗнче хатӗрлесе ҫитерӗҫ. Раҫҫейӗн Сывлӑх сыхлав министерстви ҫӗршывӑн Стройминне асӑннӑ проекта 2023-2025 ҫулсенчи федерацин адреслӑ инвестици программине кӗртме сӗннӗ.

Ҫӗнӗ комплексра 1300 койка пулӗ. Проект валли бюджетра 174 миллион тенкӗ пӑхса хӑварнӑ.

Ҫӗнӗ комплекс Шупашкарти Солнечнӑй микрорайонта пулӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 34, 35, 36, 37, 38, 39, 40, 41, 42, 43, [44], 45, 46, 47, 48, 49, 50, 51, 52, 53, 54, ... 238
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылайăшĕн кăмăлĕ тăрук улшăнса тăрĕ. Прагматизм çиеле тухĕ. Ку эрнере харпăр пурнăçа йĕркене кĕртме, хăш-пĕр ĕçлĕ хутшăнăва романтикăна çавăрма май пулĕ.

Ака, 22

1870
155
Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ.
1981
44
Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын