Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Икӗ куяна хӑвалакан пӗрне те тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Сывлӑх

Сывлӑх
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫӗнӗ ҫулхи канмалли кунсенче те кӑшӑлвирусран прививка тумалли пунктсем ӗҫлӗҫ. Ҫав кунсенче ЧР Элтеперӗ Олег Николаев та ревакцинаци тума палӑртнӑ.

ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнче вакцинаци пункчӗсем ирхи 8 сехетрен ӗҫлӗҫ. Пациентсене 13 сехетчен йышӑнӗҫ. Раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, кӑрлачӑн 1, 2, 7 тата 9-мӗшӗсенче те ҫак графикпех ӗҫлӗҫ. Кӑрлачӑн 3, 4, 5, 6 тата 8-мӗшӗсенче вакцинаци пункчӗсем 8-19 сехетсенче ӗҫлӗҫ.

Канмалли кунсенче вакцинациленмелли пунктсем суту-илӳ центрӗсенче те ӗҫлӗҫ.

 

Сывлӑх

Паянхи куна илес тӗк, республикӑра кӑшӑлвируспа чирленӗ кашни 12-мӗш ҫын вилет. Раштав уйӑхӗнче 4 эрнере 521 пациент пурнӑҫран уйрӑлнӑ.

Юлашки талӑкра 16 ҫын вилнӗ. Пандеми пуҫланнӑранпа 3827 ҫын кӑшӑлвируса парӑнтарайман. Пневмоние тата чир хыҫҫӑнхи йывӑрлӑхсене пула вилнисем ку статистикӑна кӗмеҫҫӗ.

Паянхи куна республикӑра 46322 ҫын чирленӗ. Вӗсенчен 40415-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 72 ҫын инфекциленнӗ, 51 ҫын сывалнӑ. Хальхи вӑхӑтра 2080 ҫын кӑшӑлвирусран сипленет.

 

Сывлӑх
Ria сӑнӳкерчӗкӗ
Ria сӑнӳкерчӗкӗ

Кӑшӑлвирусран прививка тутарасран хӑшӗсем пӑрӑнса ҫӳренӗ, теприсене хистесерех тума ыйтнӑ вӑхӑтра виҫҫӗмӗшӗсем хӑйсен кӑмӑлӗпех тухтӑр патне каяҫҫӗ. Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев та вакцинаци тутарнӑ ҫеҫ мар, вӑл ревакцинаци витӗр тухма хатӗрленет.

«Вакцинаци тунӑранпа ҫур ҫул иртнисене ҫак мелпе пурне те усӑ курма сӗнетӗп. Вӑрӑм канмалли кунсенче кун валли питех те меллӗ тесе шухӑшлатӑп», — тенӗ республика ертӳҫи.

Вакцинӑн пӗрремӗш компоненчӗпе вӑл кӑҫалхи ака уйӑхӗнче прививка тутарнӑ, иккӗмӗшне — ҫу уйӑхӗнче.

 

Сывлӑх

Чӑваш Енре виҫҫӗмӗш кун ӗнтӗ 20 ҫын кӑшӑлвирусран вилет. Кун пирки федераци информаци центрӗ пӗлтерет.

Ҫапах лайӑх хыпар пур: чирлекенсен йышӗ куллен чакса пырать. Ку таранччен республикӑра 46250 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 40364-шӗ сывалнӑ. Ку 87,3 процентпа танлашать.

Паянхи куна 3811 ҫын чире парӑнтарайман. Юлашки талӑкра 77 ҫын чирленӗ, 59 ҫын сывалнӑ. Хальхи вӑхӑтра республикӑра 2057 пациент кӑшӑлвирусран сипленет.

 

Сывлӑх
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Раштав уйӑхӗн 20-26-мӗшӗсенче республикӑра 132 ҫын кӑшӑлвируса пула вилнӗ, 628 ҫын инфекциленнӗ. Ун умӗнхи эрнере 129 пациент вилнӗ, 867 ҫын чирленӗ. Ҫапла чирлекенсен йышӗ 38 процент чакнӑ. Вилекенсен йышӗ вара 2,3 процент ӳснӗ.

Ку таранччен 46173 ҫын чирленӗ. Раҫҫейӗпе илес тӗк, Чӑваш Ен танлаштарӑмра 67-мӗш вырӑнта, Атӑлҫи федераци округӗнче вара – 10-мӗшӗнче. Паянхи куна пандеми пуҫланнӑранпа 40305 ҫын сывалнӑ, 3791 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Юлашки талӑкра 59 ҫын чирленӗ, 20 ҫын чире парӑнтарайман. Хальхи вӑхӑтра республикӑра 2077 ҫын кӑшӑлвирусран сипленет.

 

Сывлӑх

Пӗлтӗрхи ака уйӑхӗнченпе Шупашкарти Гладков урамӗнче вырнӑҫнӑ ача-пӑча инфекци пульници кӑшӑлвируспа чирлӗ ачасене йышӑнать.

Унта пӗчӗк пациентсем, ҫав шутра йывӑр чирлекенсем те, лекеҫҫӗ. Тухтӑрсем вӗсен пурнӑҫӗшӗн кӗрешеҫҫӗ. Тӗслӗхрен, раштавӑн 10-мӗшӗнче реанимаци уйрӑмне икӗ ача лекнӗ. Пӗри ҫулталӑк та тултарман. Иккӗшӗн те – карланкӑ стенозӗ. Кун пек чухне ИВЛпа сывлаттараҫҫӗ. Юрать, халӗ ачасем хӑйсене лайӑхах туяҫҫӗ.

Сӑмах май, кунти «хӗрлӗ зонӑна» уйӑхсерен 100 ытла ача лекет.

 

Сывлӑх

Раштав уйӑхӗн пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 408 ҫын кӑшӑлвируса пула вилнӗ. Вӗсенчен 17-шӗ – юлашки талӑкра.

Паянхи кун тӗлне республикӑра 45834 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 40026-шӗ сывалнӑ. 3714 ҫын кӑшӑлвируса парӑнтараймасӑр пурнӑҫран уйрӑлнӑ.

Юлашки талӑкра 96 ҫын чирленине палӑртнӑ. 77 ҫын сывалнӑ. Хальхи вӑхӑтра стационарсенче тата килте амбулатори мелӗпе 2094 ҫын кӑшӑлвирусран сипленет

 

Сывлӑх

Ҫӗнӗ Республика пульницинче Шупашкарти «Солнечный» микрорайонта тума палӑртнӑ. Унӑн строительстви валли ҫитес ҫулти бюджетран укҫа уйӑрнӑ. Кун пирки ЧР Патшалӑх Канашӗн сессийӗнче ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ пӗлтернӗ.

Ҫӗнӗ пульницӑра 1400 койка пулмалла. Хальлӗхе проектированин техника заданине РФ Сывлӑх сыхлавӗн министерстви ҫирӗплетмен-ха.

Аса илтерер: малтанах пульницӑна «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта, унтан «Садовый» микрорайонта тума палӑртнӑ. Кайран Васкавлӑ медпулӑшу пульници хыҫӗнчи вӑрман вырӑнне тӑвасшӑн пулнӑ. Халӗ палӑртнӑ тӑрӑх, пульница «Солнечный» микрорайонта вырнаҫӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр ялӗнче пурӑнакан 35 ҫулти каччӑна ашшӗне вӗлернӗ тесе тытса чарнӑ.

Пӑтӑрмах кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Икӗ арҫын, аслипе ҫамрӑкки, тепӗр майлӑ каласан, ашшӗпе ывӑлӗ, малтан пӗрле ларса эрех ӗҫнӗ. Киккирикӗсем самай хӗрсен харкашма тытӑннӑ. Ҫамрӑкки ҫӗҫӗ ярса илнӗ, 52-ри ашшӗне кӑкӑр тӗлнчен ҫӗҫӗпе чикнӗ. Вырӑна васкавлӑ пулӑшу тухтӑрӗсене чӗнсе илнӗ-ха, анчах шар курни машинӑра вилсе кайнӑ.

25 ҫулти ҫамрӑк ҫывӑх вӑхӑтра суд тенкелӗ ҫине ларӗ.

 

Сывлӑх
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫӗнӗ Шупашкарти хула пульници 60 ҫултан аслӑрах пациентсен хушшинче конкурс ирттерт. Анчах унта кӑшӑлвирусран вакцинациленнисем ҫеҫ хутшӑнаяҫҫӗ.

Конкурса хутшӑнас тесен пульницӑн кирек хӑш прививка тумалли пунктӗнче пӗрремӗш компонентпа вакцинациленмелле. Кайран вӗсене код ҫырнӑ флаер параҫҫӗ.

Конкурса кашни тунтикун пулӗ, ӑна пульницӑн Инстаграмри страницинче тӳрӗ эфирта ирттерӗҫ. Ҫынсен тонометр, дезинфекци тумалли хатӗр, ытти япала выляса илме шанчӑк пур. Конкурс кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗччен пырӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 43, 44, 45, 46, 47, 48, 49, 50, 51, 52, [53], 54, 55, 56, 57, 58, 59, 60, 61, 62, 63, ... 233
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.10.2024 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Йывăртарах вăхăт малалла пырать. Хирĕçес хăрушлăх пысăк пулни, ăнланманлăх таврари çынсемпе хутшăнăва пăсма пултарать. Ырăрах, чăтăмлăрах пулма тăрăшăр, ытти çынсене илтĕр. Сирĕншĕн ку çăмăлах пулмĕ, анчах лайăх кăтартусем пулĕç - вĕсем пуласлăхра палăрĕç.

Юпа, 05

1947
77
Родионов Виталий Григорьевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ.
2005
19
Александров Вячеслав Александрович, ЧАССР тата РСФСР тава тивӗҫлӗ агрономӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ