Ҫак эрнере, раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствинче «Зимнее содержание дорог» (чӑв. Хӗлле ҫула тытса тӑрасси) темӑпа отрасльти тӳрӗ лини ӗҫлӗ. Вӑл 16 сехетре пуҫланӗ. Онлайн-трансляцие итлес тесен тӗнче тетелӗнчи ҫак каҫӑпа http://video.cap.ru/video/live кӗмелле.
Хӗллехи вӑхӑтра ҫул-йӗре юр хӳсе лартасран, ҫулсем пӑрлакланасран камӑн тата мӗн тумаллине, юра вӑхӑтра тасатса тӑрассишӗн кам яваплине республикӑн транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ Владимир Иванов ӑнлантарӗ.
Хӗллехи вӑхӑтра ҫул-йӗре тытса тӑрассипе ҫыхӑннӑ ыйтусене mintrans@cap.ru электрон пуштӑпа маларах ярса пама та, онлайн трансляци вӑхӑтӗнче 8 (8352) 56-50-60 номерпе шӑнкӑравлама та май пур.
Чӑваш Енри шкулсенче 11-мӗш класра вӗренекен 5,4 пин ытла шкул ачи раштав уйӑхӗн 6-мӗшӗнче пӗтӗмлетӳ сочиненине ҫырнӑ, вӑл шутран сусӑрсем 80 ача пулнӑ.
Аса илтерер, патшалӑхӑн пӗтӗмлетӳллӗ аттестацийӗ умӗн ҫырнӑ сочинени темисем тӗрлӗрен, ҫав вӑхӑтра кӑштах калаҫтаракан та, пулнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Ҫамрӑксен 47,8% «Ҫыннӑн мӗнле пахалӑхӗсем вӑл тӳрӗ кӑмӑллине кӑтартаҫҫӗ?» темӑна килӗштернӗ. Шкултан кӗҫех вӗренсе тухакансен 24,3% — «Ҫывӑх ҫын юттипе улталанине хӑҫан каҫарма пулать?», 13,1% «Хӑюлӑх ӑссӑрлӑхран мӗнпе уйрӑлса тӑрать?» ыйтусене суйланӑ тенӗччӗ ун чух.
Чӑваш Енӗн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Юрий Исаев сочинени темине экзаменччен 15 минут маларах ҫеҫ пӗлтернине паян республика Элетперӗ Правительство пайташӗсемпе ирттернӗ канашлура пӗлтернӗ.
Элӗк районӗнчи Чӑваш Сурӑмӗ ялӗнче пушар машини валли гараж хута янӑ. ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗ – ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов ҫӗнӗ гаражпа паллашнӑ. Тӗлпулӑва таврари ялсенчи ҫынсем те пухӑннӑ.
Ял ҫыннисем хӑтлӑ гаража тивӗҫлипе хакланӑ. Унта пушарнӑйсем валли пӳлӗм, котельнӑй пур. Ку проекта хута яма 1 миллион тенкӗ патнелле тӑкакланӑ. Укҫан 60 процентне республика хыснинчен уйӑрнӑ. Ял ҫыннисем те гараж строительствине тӳпе хывнӑ, пӗтӗмпе 215 пин тенкӗ пухнӑ.
Ял ҫыннисем самантпа усӑ курса министрпа хӑш-пӗр ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Ҫынсене ытларах сӗт хакӗ пӑшӑрхантарнӑ. Сергей Артамонов сӗт рынокӗнчи лару-тӑру пирки каласа кӑтартнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, республикӑра сӗт хакӗ тивӗҫлӗ шайра тытӑнса тӑрать. Унӑн хакӗ пахалӑхӗнчен килнине палӑртнӑ.
Паян, раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев «Чувашиякурорт» санатори ӗҫӗпе паллашнӑ. Учрежденийӗн хуҫипе, «Чӑвашкабель» савут гендиректорӗпе Игорь Кортуновпа тата санаторин тӗп врачӗпе Алла Самойловӑпа сывлӑх учрежденине малашнехи тапхӑрта юсаса ҫӗнетессине сӳтсе явнӑ, ҫӗнӗ инвестици проекчӗсене пурнӑҫа кӗртесси пирки те сӑмах пулнӑ.
2017-мӗш ҫулта ҫурла уйӑхӗнчен пуҫласа сиплев учрежденийӗнче кӑнтӑрлахи уйрӑм хута кайнӑ. Пурӗ 190 ҫын унта хӑйӗн сывлӑхне ҫирӗплетнӗ. Чӗмпӗи облаҫӗпе тата Мари Элпа килӗшӳ хучӗсене алӑ пуснӑ, унтан санаторие канма час-часах килсе ҫӳренӗ.
Михаил Игнатьев Элтепер санаторине канма пынисемпе тӗл пулса калаҫнӑ, вӗсен шухӑш-кӑмӑлӗпе паллашнӑ.
Раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкар администрацийӗн экс-пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе суд пулнӑ. Приговорпа килӗшӳллӗн, Олег Бирюковӑн влаҫ органӗсенче икӗ ҫул ӗҫлеме юрамӗ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, Олег Бирюков администраци пуҫлӑхӗ пулнӑ чухне ҫӗр тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен управленийӗн экс-пуҫлӑхне Елена Егоровӑна судпа айӑпласан унран тӑкака шыраса илес тесе нимӗн те туман. Ҫӗнӗ Шупашкар хулин сучӗ палӑртнӑ тӑрӑх, 2016 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче ҫав хӗрарӑм Ҫӗнӗ Шупашкар хыснине 3,1 миллион тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ. Ҫав тӑкака шыраса илес тесе Бирюков нимӗн те туман.
Олег Бирюков 2016 ҫулхи ака уйӑхӗнче ӗҫрен кайнӑ. Ҫӗртме уйӑхӗнче вара администрацире ухтару пуҫланнӑ.
Паян ЧР Министрсен Кабинечӗ 2018 ҫулта тӗплӗ юсавшӑн мӗн чухлӗ тӳлемеллине пӑхса тухма палӑртнӑ. Постановлени проекчӗпе килӗшӳллӗн, тӳлеве 6,08 тенкӗрен 6,30 тенке (1 тӑваткал метршӑн) хӑпартма сӗннӗ.
Капла пӑхсан хак нумаях ӳсмест пек: 22 пус ҫеҫ. Ҫапах пысӑк хваттершӗн кашни уйӑхра тӳлес пулсан ку, ахӑртнех, сисӗнет. Тӗслӗхрен, 40 тӑваткал метрлӑ хваттершӗн уйӑхне 243,2 тенкӗ мар, 252 тенкӗ тӳлеме тивӗ. 70 тӑваткал метрлӑ хваттершӗн вара 441 тенкӗ кӑларса хумалла (унччен 425,6 тенкӗ пулнӑ).
Аса илтерер: Раҫҫейре тӗплӗ юсавшӑн 2014 ҫулхи раштав уйӑхӗнче пухма пуҫланӑ. Пирӗн республикӑра ку укҫана пухас кӑтарту 78 процентпа танлашнӑ. Кӑҫал юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗ тӗлне пӗтӗмпе 2,4 миллиард тенкӗ шутласа панӑ, вӗсенчен 1,9 миллиард тенкине пухнӑ.
Паян, Конституци кунӗнче, ҫӗршывӗпех Пӗрлехи йышӑну кунӗ ирттерчӗҫ. Чӑваш Енӗн Правительствин ертӳҫи Иван Моторин паян Муркаш районӗнчи Кашмаш ялӗнче пулнӑ. Унта пурӑнакансем премьер-министрпа шкул ыйтӑвне хускатнӑ. Аса илтерер, кивӗскере кӑҫал хупнӑччӗ. Ачасене шкул автобусӗпе ҫывӑхри Муркаш тата Ҫатракасси шкулӗсене автобусӗпе турттараҫҫӗ.
Кашмашсене республика Правительствин ертӳҫи 2022—2023-мӗш шкулсенче тума палӑртнине пӗлтернӗ. Анчаз кашмашсем унчсен кӗтесшӗн мар иккен, вӗсем шкула ҫитес ҫул тутарасшӑн. Республикӑран кайнӑ тӳре-шарана 1931 ҫулта хӑпартнӑ шкул вӗренме юрӑхлӑ тесе каласа ӗнентерме хӑтланакансем те тупӑннӑ.
Иван Моторин кашмашсене яла пырса шкула тепре хаклама шантарнӑ.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков ӗнер хула ҫыннисемпе «тӳрӗ лини» ирттернӗ. Халӑха мӗн пӑшӑрхантарнӑ-ха?
Шупашкарти Ленин Комсомолӗн урамӗнчи ҫӗнӗ ҫуртра пурӑнакан ҫынсем лифт мӗнле ӗҫленипе кӑмӑлсӑр-мӗн. Палӑртмалла: ҫынсем унта Богдан Хмельницкий урамӗнчи авариллӗ ҫуртран куҫнӑ.
Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, управляющи компанийӗ лифта сехетсерен ӗҫлеттернӗшӗн укҫа пухать. Алексей Ладыков ку ыйтӑва тишкерме, сӑнаса тӑма шантарнӑ.
Сӑмах май, ҫынсене авариллӗ ҫуртсенчен куҫарас программӑн тӑваттӑмӗш тапхӑрӗ юпа уйӑхӗнче вӗҫленнӗ. Кивӗ ҫуртсенче пурӑнакансем валли Богдан Хмельницкий, Париж Коммунин, Магницки, Соляное урамӗсенче ҫӗнӗ кӗтес уйӑрнӑ. Унта 900 ытла ҫемье пурӑнма куҫнӑ.
2018 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен муниципалитет ӗҫченӗсен ӗҫ укҫи ӳсет. ЧР Финанс министерстви хатӗрленӗ постановлени проектне республикӑри норма право акчӗсен порталӗнче пичетленӗ.
Документра палӑртнӑ тӑрӑх, муниципалитет ӗҫченӗсен оклачӗ 1,04 хут ӳсет. Ку хула, район, ял администрацийӗсен пуҫлӑхӗсене, вӗсен ҫумӗсене, администраци пайӗсен пуҫлӑхӗсене тата специалистсене пырса тивет. Оклада республика хыснинчи укҫапа ӳстерӗҫ.
Тӗслӗхрен, Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн оклачӗ 33,1 тенкӗпе танлашӗ. Уйӑхсерен хавхалантаракан укҫана шута илес тӗк – 39,7 пин тенкӗ. Пӗлтӗрхи декларацие пӑхас тӑк, хула пуҫлӑхӗ 1,3 миллион тенкӗ ӗҫлесе илнӗ.
100-450 пин ҫын пурӑнакан хула е район администрацийӗн пуҫлӑхӗн оклачӗ 22,1 пин тенке ҫитӗ. Премисене шута илсен – 26,5 пин тенкӗ.
Паян, раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Мускавра ҫӗршывӑн транспорт министрӗ Максим Соколов ирттернӗ ирхи ӗҫлӗ апатланӑва хутшӑннӑ. Мероприятине «Транспорт эрнелӗхӗ – 2017» пулӑма халалланӑ.
Ӗҫлӗ тӗл пулӑва РФ тата регионсенчи ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсенче тӑрӑшакансем, саккун кӑларакан тытӑмра ӗҫлекенсем, инвесторсем, консультантсем, финанс пайӗнче вӑй хуракан ертӳҫӗсем пуҫтарӑннӑ.
Форум вӑхӑтӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийӗн Правительствин Председателӗн ҫумӗпе — спорт, туризм, ҫамрӑксен ыйтӑвӗпе ӗҫлекен Виталий Муткопа тӗл пулнӑ, Чӑваш Республикинче пурнӑҫа кӗрекен «Этническая Чувашия» (чӑв. Этносла Чӑваш Ен) проекта сӳтсе явнӑ тесе хыпарлать республикӑри влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |