Сывлӑх сыхлавӗ валли оборудованипе ытти хатӗр-хӗтӗр илнӗ чух регионсем епле тӑкакланнине тишкерекенсем танлаштармалла мар япаласене танлаштарнӑ. Ҫак шухӑша Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министрӗ Алла Самойлова палӑртнӑ.
Аса илтеретпӗр, «Коммерсантъ Деньги» журнал кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче пичетленӗ «Карта честности» статьяра сывлӑх сыхлавӗ валли регионсем оборудовани, ытти хатӗр-хӗтӗр туянма мӗн чухлӗ укҫа уйӑрма янине тишкернӗ. Перекетлисене тата укҫана шыв пек юхтаракансене уйрӑм список тусах палӑртнӑ. Чӑваш Ен те ҫав танлаштарӑмра пур. Ытлашши тӳленине процентпа пӑхнӑ чухне пирӗн тӑрӑх ҫӳлти йӗркене йышӑннӑ. Журналта илсе панӑ факта тӗрӗслеме Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хушнипе ятарлӑ комисси йӗркеленине эпир пӗлтернӗччӗ.
Район-хула администрацийӗсен пуҫлӑхӗсемпе Михаил Игнатьев Элтепер ӗнер видеоконференцире Алла Самойлова комисси малалла ӗҫленине пӗлтернӗ. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗр сывлӑх сыхлавӗ валли 4 миллиард та 885 миллион тенкӗлӗх патшалӑх закупки пулнӑ. Конкурс ирттерсе илнине пула хысна тухӑҫлӑхӗ 600 миллион тенкӗрен иртнӗ.
Йышӑнакан саккунсене ҫынсен малтанах пӗлмелле тесе шухӑшлать Раҫҫейӗн Патшалӑх Думине Чӑваш Енрен суйланнӑ Алена Аршинова. «Фейсбукра» вӑл республикӑри муниципалитетсен ертӳҫисемпе, чӑваш парламенчӗн депутачӗсемпе иртнӗ канашлура тухса калаҫнине пӗлтернӗ.
Ҫамрӑк та хастар депутат шухӑшланӑ тӑрӑх, саккун йышӑнма парламентарисен кӑна мар, районсемпе хуласен пуҫлӑхӗсен те, Депутатсен районти пухӑвӗсен ертӳҫисен те сӗнмелле.
2016 ҫулта республикӑн Патшалӑх Канашӗ 300 ытла саккун йышӑннӑ, ҫав шутран улттӑшне ҫеҫ муниципалитетсенчи Депутатсен пухӑвӗсем пуҫарнӑ.
Алена Аршинова кирек епле саккун проектне те, йышӑнӑва та ҫынсен малтанах пӗлмелле тесе шухӑшлать. «Халӑхӑн ыйтусем пулсан ытларах тӗл пулмалла, сӳтсе явмалла», — ҫырнӑ вӑл «Фейсбукра».
Шупашкарти тӳре-шара Мускав кӗперӗн карти епле пулассине палӑртнӑ. Ӑна чӑваш тӗрриллӗ тӑвӗҫ.
Хулашӑн пӗлтерӗшлӗ объекта юсасси епле пынине Шупашкарӑн сити-менеджерӗ Алексей Ладыков хакланӑ. Вӑл кӗпере ҫутатассин варианчӗсене пӑхса тухса ҫӗнетме хушнӑ.
Юсав графикпа килӗшӳллӗ пурнӑҫланса пырать иккен. Алексей Ладыков каланӑ тӑрӑх, укҫа-тенке вӑхӑтра уйӑрса парсан кӗпере Республика кунӗ валли уҫмалла. Сӑмах май, ку объекта маларах 2017-мӗш ҫул пуҫламӑшӗ тӗлнех хута ярас тенӗ, анчах кайран вӑхӑта куҫарнӑ.
Асӑннӑ кӗпере юсаса ҫӗнетме федераци хыснинчен укҫа килмелле. Кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче РФ премьер-министрӗ Дмитрий Медведев республикӑн транспорт тытӑмӗ валли 340 миллион тенкӗ уйӑрасси пирки хушу алӑ пусни паллӑ. Ҫав укҫана Мускав кӗперӗ тума ярасшӑн.
Шупашкар мэрӗн малашне икӗ ҫум пулӗ. Ӗнер депатут корпусӗ Ирина Клементьева сӗннӗ кандидатурӑсене ырланӑ.
Сасӑлавра пурте тенӗ пекех алӑ ҫӗкленӗ. Ҫапла майпа Ирина Клементьевӑн ҫумӗсем Виктор Горбунов тата Николай Владимиров пулӗҫ. Виктор Горбунов Шупашкар аталанӑвӗ, хула хуҫалӑхӗ тӗлӗшпе ӗҫлӗ. Николай Владимиров вара вырӑнти управлени, экономика тата социаллӑ политика ыйтӑвӗсемпе ӗҫлӗ.
Вӗсем те Ирина Клементьева пекех ӗҫ укҫисӗр ӗҫлӗҫ. Сӑмах май, унччен хула мэрӗн пӗр ҫум ҫеҫ пулнӑ. Халӗ Ирина Клементьева урӑх ҫӗрте те вӑй хунине шута илсе икӗ ҫум тума йышӑннӑ.
Владимировпа Горбуновсӑр пуҫне тепӗр кандидатура та пулнӑ. Анчах Александр Андреев хӑйӗн вырӑнне Дмитрий Евсеева йышӑнма сӗннӗ. Анчах лешӗ хирӗҫленӗ.
ЧР влаҫӗн официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарта малашне пӗр транспорт чарӑнӑвӗ сахалрах пулӗ. Нумаях пулмасть пӗр чарӑну вырӑнне пӗтернӗ.
Хулари «Хуҫалӑх тӑкӑрлӑкӗ» чарӑну кирлӗ марри пирки иртнӗ ҫулхи чӳк уйӑхӗнчех калаҫнӑ. Кун хыҫҫӑн Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков икӗ уйӑх мониторинг ирттерме хушнӑ.
Ҫав вырӑнта транспорт нумай ҫӳрет. Ҫав еннелле пассажирсем те сахаллӑн ҫӳреҫҫӗ. Чарӑнӑва ҫак сӑлтавсене пула пӗтернӗ те.
Ӗнертенпе чарӑну ҫук шутланать. Ҫакна та каламалла: ун ҫывӑхӗнчи ҫул урлӑ каҫмалли вырӑна та хупнӑ.
«Коммерсантъ Деньги» журнал кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче пичетленӗ «Карта честности» статьяра сывлӑх сыхлавӗ валли регионсем оборудовани, ытти хатӗр-хӗтӗр туянма мӗн чухлӗ укҫа уйӑрма янине тишкернӗ. Перекетлисене тата укҫана шыв пек юхтаракансене уйрӑм список тусах палӑртнӑ. Чӑваш Ен те ҫав танлаштарӑмра пур. Ытлашши тӳленине процентпа пӑхнӑ чухне пирӗн тӑрӑх ҫӳлти йӗркене йышӑннӑ. Тӑван республикӑмӑр хыҫҫӑнхисем — Брянск облаҫӗ, Алтай, Ханты-Мансийск тата Тутарстан.
Журналта илсе панӑ факта тӗрӗслеме Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хушнипе ятарлӑ комисси йӗркеленӗ. Экономика министерствин, Финанс министерствин, ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн Тӗрӗслевпе халӑх хӑрушсӑрлӑхӗн управленийӗн, Пурне те тивӗҫ медицина страхлав фончӗн территорири органӗн пайташӗсем хаҫат илсе кӑтартнине хаклӗҫ.
Шупашкарти строительство материалӗсен савучӗ Шупашкарти Ишлей проездӗнчи, М-7 федераци пӗлтерӗшлӗ автоҫул ҫывӑхӗнчи ҫӗре куҫ хывнӑ. Тӗллевне пурнӑҫа кӗртес тесе вӑл Чӑваш Енӗн инвестици климачӗн канашне сӗнӳпе тухнӑ.
Ыйтупа тухаканни — «Рециклинг» текен тулли мар яваплӑ общество. Ӗҫлӗ хутсенче вӑл ӑнлантарнӑ тӑрӑх, строительство хуҫалӑхӗсенче юлакан чул ванчӑкӗсене тирпейлесшӗн имӗш. Пӗлтӗрхи ҫу уйӑхӗнче регистрациленнӗ общество маларах асӑннӑ савутпа хӑш енчен ҫыхӑннӑ тесе тӗлӗнекенсене пӗлтерер: «Рециклинг» пурлӑхӗн 83 проценчӗ — «Чувашская топливная компания» предприятин. Юлашкинчен асӑнни вара эпир маларах асӑннӑ савутӑн иккен. Тулли мар яваплӑ обществӑн 17 процент пурлӑхне Герасимовсем (ку вӑл савут директорӗн ҫемйи пулать) тытса тӑнине Александр Иванов журналист «Правда ПФО» интернет-хаҫатра хыпарланӑ.
М-7 ҫул ҫывӑхӗнчи лаптӑка «Рециклинг» общество ҫав трассӑна юсаса ҫӗнетме тытӑнсан хаклӑ хакпа ярӑнтарассишӗн илме шутланӑ тесе тӗшмӗртеҫҫӗ. Шупашкарти Константин Иванов урамӗнче вырнаҫнӑ савут вырӑнӗнче вара ҫурт-йӗр хӑпартасшӑн, ун валли вырӑн пушатасшӑн.
Тӗш-тырӑ пяан-ыранах туса илеймӗҫ те, анчах ҫӳп-ҫап вырӑнне пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртесси пирки шухӑшлаҫҫӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата федераци ведомствисен территорири тытӑмӗсен ертӳҫисемпе тунти кунсерен ирттерекен черетлӗ канашлура ытти ыйтупа пӗрлех йӑлари хытӑ каяшсен Шупашкар районӗнчи Питтукасси ялӗ ҫывӑхӗнчи ҫӳп-ҫап вырӑнне рекультивацилессине пӑхса тухнӑ.
ЧР ҫутҫанталӑк ресурсӗсемпе экологи министрӗ Александр Коршунов каланӑ тӑрӑх, рекультивацие икӗ тапхӑрпа ирттермелле. Малтанхинче ҫӳп-ҫап вырӑнне хытарма, унта пулӑхлӑ ҫӗр сарма палӑртаҫҫӗ. Биологи тапхӑрӗ 2018 ҫултан пуҫланса тӑватӑ ҫула тӑсӑлмалла. Вӑл вӑхӑтра унта нумай ҫул ӳсекен курӑк акса ӳстермелле. Рекультиваци валли кӑҫал 122,5 миллион, 2018 ҫулта 267,9 миллион тенкӗ уйӑрмалла. «Ку проекта пурнӑҫа кӗртни тӑван тавралӑха кӳрекен сиенлӗ витӗме чакарать, 30 ытла гектар ҫӗре пусӑ ҫаврӑнӑшне тавӑрма пулӑшать», — тенӗ министр.
Нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа Раҫҫейре социаллӑ пособисемпе компенсацисем ӳсӗҫ. Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа вара студентсен стипендийӗн виҫи хӑпарӗ. Кун пирки РФ премьер-министрӗ Дмитрий Медведев пӗлтернӗ.
Социаллӑ тӳлевсем инфляци виҫипе килӗшӳллӗн ӳсӗҫ. Пособисем, компенсацисем 5,4 процент хӑпарӗҫ.
Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вара стипенди фончӗ пысӑкланӗ. Кӑҫал студентсен индексацийӗ 5,9 процент пулӗ. Пӗтӗмӗшле илсен, ку тӗлӗшпе 706 миллиард тенкӗ тӑкаланӗ.
Кӑрлачӑн 26–27-мӗшӗсенче Шупашкарта Промышленноҫа аталантарас енӗпе ӗҫлекен координаци канашӗ тӗрлӗ мероприяти ирттерессине пӗлтернӗччӗ. Чӑн та, унта РФ промышленноҫ тата суту-илӳ министрӗ Денис Мантуров килсе ҫитнӗ.
Икӗ кун хушшинче пысӑк хӑнасем, ҫав шутра тӗрлӗ регионти вице-кӗпернаттӑрсемпе экономика министрӗсем те, Чӑваш Енри самай предприятие ҫитсе курнӑ. Тӗслӗх вырӑнне «Чувашторгтехника», Шупашкарти электроаппаратура савутне, «АБС ЗЭиМ Автоматизация» обществӑна, «Экра», «Эльбрус», «Яхтинг», «Акконд», «Сеспель» ятлисене асӑнмалла.
Хевтесӗр Трактор савучӗ вара хаклӑ хӑнасене кӗтсе илеймен, мӗншӗн тесен визит вӑхӑтӗнче унта ҫитме палӑртман. Координаци канашӗ хыҫҫӑнхи лару хыҫҫӑн журналистсемпе тӗл пулсан та савут пирки калаҫман. Унпа ҫыхӑннӑ ыйтӑва калем ӑстисене хускатма сӗнменнине Андрей Иванов журналист пӗлтернӗ. Чӑваш Енри предприятисен куравӗнче вара Денис Мантуровпа Трактор савучӗсен концернӗн вице-президенчӗ Наталия Партасова «Агромаш» трактора пӗрле ларса пӑхнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |