Шупашкарта суд унччен ЧР спорт министрӗн ҫумӗ пулнӑ Борис Атамановӑн аппеляцине пӑхса тухнӑ. Аса илтерер: кӑҫал ҫулла чиновник руль умне ӳсӗрле ларнине кура ӑна йӗрке хуралҫисем тытса чарнӑ. Борис Атаманов тытса чарнӑ чухне хӑй айӑплӑ маррине пӗлтернӗ.
Анчах суд унӑн сӑмахӗсемпе килӗшмен. Унччен Атаманова 100 пин тенкӗлех штрафланӑ тата водитель правине туртса илнӗ. Экс-чиновник кунпа килӗшмесер суда аппеляци панӑ.
Суд ҫӑхава ҫур сехетре пӑхса тухнӑ. Суд Борис Атаманов майлӑ пулман. Экс-чиновник судья приговор вуласса кӗтмен – залран тухса утнӑ.
Ҫӗркаҫ Шупашкарти аэропортра чарӑнмалли полосаран самолет тухса кайнӑ. Пӑтӑрмахӗ «Победа» авиакомпанин самолечӗпе пулса иртнӗ. Бортри 184 ҫынтан, телее, пӗри те шар курман.
Самолет полосаран тухса кайнинче диспетчерсен е летчиксен айӑпӗ ҫук. Уншӑн ҫанталӑк айӑплӑ теме пулать — ӗнер ҫумӑр ҫунӑ хыҫҫӑн ҫул-йӗр калама ҫук пӑрланса ларчӗ. Ҫапах та паян Чӑваш Енӗн премьер-министрӗ ку пӑтӑрмаха республикӑн транспорт министрӗпе Михаил Резниковпа сӳтсе явнӑ чух аэропорт ӗҫлесе ҫитерейменнине палӑртнӑ. Вӑхӑтра реагентпа сапнӑ пулсан кӑлтӑк сиксе тухмӗччӗ.
«ЮТэйр» компанин кӑштахран Шупашкара ҫитмелли самолетне вара Хусана янӑ — Шупашкара килекен пассажирсене ҫапла вара кӳршӗлле регионта антарнӑ.
Пӑтӑрмаха тӗрӗслеме ятарлӑ комисси йӗркеленӗ.
Патӑрьел районӗнчи Кивӗ Ахпӳрт культура ҫуртӗнче ҫак кунсенче «Чӑваш пики – 2016» илемлӗх конкурсӗ иртнӗ. Тӗнче тетелӗнчисем вара ҫак ӑмӑрту опечаткӑпа иртнине асӑрханӑ. Ирттерекенсем конкурс ятне экран ҫине «Чёваш пики 2016» тесе ҫырса кӑларнӑ.
Илемлӗх конкурсне Туҫи ял тӑрӑхӗн хӗрӗсем хутшӑннӑ. Чи сумлӑ титула Кивӗ Ахпӳртри Кристина Козлова тивӗҫнӗ. Ҫавӑн пекех Стелла Курицнӑна (Кивӗ Ахпӳрт) «Пултаруллӑ пике», Валерия Николаевӑна (Тури Туҫа) «Ҫепӗҫ пике», Мария Митрофановӑна (Кивӗ Ахпӳрт) «Илӗртӳллӗ пике», Валентина Павловӑна (Анат Туҫа) «Сӑпайлӑ пике», Виктория Николаевӑна (Тури Туҫа) «Хӳхӗм пике» номинацисенче палӑртрӗҫ.
Каласа хӑварас пулать, чӑваш чӗлхинчи опечаткӑсем ҫине вырӑслисемпе танлаштарсан тӳре-шара пысӑках тимлӗх уйӑрмасть. Чылай чухне вӗсене кӑлтӑксен шутне те кӗртмеҫҫӗ, халӑх умне именмесӗр кӑларса тӑратаҫҫӗ. Туҫа ял тӑрӑхӗнче ӗҫлекен тӳре-шара та конкурс ятӗнче нимӗнле кӑлтӑка та асӑрхаман, хӑйсен хыпарӗнче сӑнсене пурне те курӑнмалла вырнаҫтарнӑ.
Раҫҫей Президенчӗн кадр резервне Чӑваш Енӗн премьер-министрӗ Иван Моторин кӗнӗ. Ҫӗнетнӗ ушкӑнра — 135 ҫын. Унчченхисенчен хӑшӗсем пысӑкрах должноҫ йышӑннӑ, теприсем РФ Патшалӑх Думине суйланнӑ — ҫапла вара резерва вӗсен вырӑнне урӑххисене илнӗ.
Маларах кадр резервӗнче пирӗн республикӑрисенчен Сергей Гапликов (ӑна пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче Коми Республикине ертсе пыма шаннӑччӗ), Михаил Игнатьев тата Надежда Прокопьева пулнӑ.
Сӑмах май, республика Правительствин пуҫлӑхне Иван Моторина Коми Республикин ертӳҫи Сергей Гапликов кӑҫал ҫуркунне ӗҫлеме чӗннӗччӗ, премьер-министр Сыктывкара кайса унти лару-тӑрупа паллашнӑччӗ, анчах кунтах юлма йышӑннӑччӗ.
Чӑваш Енри ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсенче тӑрӑшакан ҫамрӑксене малашне ӑспаруҫӑсем (наставниксем) пулӑшӗҫ.
Республикӑра ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсенче ӑспаруҫӑсен институтне йӗркелеме йышӑннӑ. Ятарлӑ Хушӑва алӑ пуснине республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче пӗлтернӗ.
Михаил Васильевич ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсенче кадрсем хальхи вӑхӑтра ҫамрӑкланса пынине палӑртнӑ. Унта тӑрӑшакансен 28 проценчӗ – 30 ҫултан ҫамрӑкрах. Кадр резервӗнче 250-а яхӑн ҫамрӑк тӑрать. Михаил Игнатьев влаҫ тытӑмӗнчисен пӗрре виҫҫӗмӗш пайӗ 30–35 ҫулсенче пулччӑр тесе шухӑшланине пӗлтернӗ. Ӑспаруҫӑсем патшалӑхӑн граждан служащийӗнче тимлеме тин кӑна пуҫланисене пулӑшса пырӗҫ. Кун пек опыта республикӑн Финанс министерствинче пурнӑҫа кӗртсе пӑхнӑ.
ЧР Министрсен Кабинечӗ чиновниксен ӗҫ укҫине ӳстернӗ: 7,7 процентран 10 процента ҫитнӗ.
Ку йышӑнӑва юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнчех ҫирӗплетнӗ. Халӗ ЧР Министрсен Кабинечӗн председателӗ Иван Моторин 50 496 тенкӗ окладсӑр пуҫне 2,25 мар, 2,46 поцент чухлӗ преми илӗ. Эппин, унӑн шалӑве 10 пин тенкӗ ӳснӗ.
Пӗчӗкрех должноҫ йышӑнакан тӳре-шаран та ӗҫ укҫи ӳснӗ: 7,7 процентран 9 процента ҫитнӗ.
Унччен ЧР Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн ӗҫ укҫи те ӳснине пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: 2015 ҫулхи пуш уйӑхӗнче Михаил Игнатьев тӳре-шаран шалӑвне 10 процент пӗчӗклетесси пирки алӑ пуснӑччӗ. Ку республика хыснине перекетлес тӗллевпе пулнӑ.
Паянхи ҫумӑрлӑ ҫанталӑк пирки республикӑри тӳре-шара селекторлӑ канашлӑва пухӑнса сӳтсе явнӑ. «Ҫанталӑк пирӗн ҫирӗплӗхе тӗрӗслет. Теветкеллӗхе чакарас тесе мӗнпур мера йышӑнмалла», — тенӗ унта республикӑри муниципалитетсен ертӳҫисене Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев. Республика тулашне тухса кайман пуҫлӑхсене (сӑмахӗ ҫулталӑкра пӗрре илекен кану пирки пырать) вӑл ӗҫе тухма чӗнсе каланӑ.
Асӑрхануллӑ пулма 2014 ҫулхи кӗркунне шар кӑтартнӑ пӑрлӑ ҫумӑр та хистет. Ун чухне республикӑри темиҫе ял электричество ҫутисӗр темиҫе кунлӑха тӑрса юлнӑччӗ. ЧР Министрсен Кабинечӗ Председателӗ Иван Моторин та канашлура электрохуҫалӑх тата ҫул-йӗр япӑхнине асӑнса хӑварнӑ. Лару-тӑрӑва вӑл вырӑна тухса тӗрӗслемеллине палӑртнӑ. Михаил Игнатьев вара ҫул-йӗре вӑхӑтра тасатмаллине аса илтернӗ.
Кӳкеҫри Николаев урамӗнче пурӑнакансем унта тӗпленнӗ пӗр усламҫӑ 300-е яхӑн тӑваткал метр ҫӗре ярса илни пирки «Правда ПФО» интернет-хаҫата евитленӗ.
Кӳкеҫри предприятисенчен пӗрин пуҫлӑхӗ муниципалитет ҫӗрӗ ҫинче бетон карта тытма пуҫлани пирки хӑшӗсем тӗрлӗ инстанцие ҫӑхавланӑ имӗш. Сооружение сӳтме хушса яваплӑ органсем предписани те ҫырса панӑ. Анчах усламҫӑ сӳтес вырӑнне бетон ҫинче тимӗр карта тытма пуҫланӑ.
Саккуна пӑхӑнман (тен, кам пӗлет, тавлашуллӑ ҫав ҫӗре усламҫӑ ҫак вӑхӑтра харпӑрлӑха илме ӗлкӗрмен-ши?) ҫын пирки кама тек ҫӑхавламаллине те пӗлмеҫҫӗ-мӗн. Урамри ҫӗре хапсӑнакан этемӗн ывӑлӗ нумаях пулмасть пысӑк вырӑн йышӑннӑ та, ҫынсем унта-кунта ҫӳренин усси пулас ҫук тесе шикленеҫҫӗ.
Шупашкарта пурӑнакансем ыран хӑйсен ыйтӑвне хулари тӳре-шара пулӑшнипе уҫӑмлатайӗҫ. Вӗсем валли ирхи 10 сехет те 30 минутран пуҫласа 12 сехетчен «тӳрӗ лини» ӗҫлӗ.
Республикӑмӑрӑн тӗп хулинче пурӑнакансене пӑшӑрхантаракан самантсене хулари район администрацийӗсен пуҫлӑхӗсем телефонпа сӳтсе явма килӗшнӗ.
Ленин район администрацийӗн пуҫлӑхӗпе Николай Петрович Прокопьевпа 23-44-53 номерпе ҫыхӑнма пулать. Калинин районӗнче пурӑнакансем 23-44-37 номерпе хӑйсен тӑрӑхӗшӗн яваплӑ Юрий Васильевич Афанасьевпа калаҫайӗҫ. Мускав районӗнче пурӑнакансен вара Елена Витальевна Романоваӑпа 23-52-25 номерпе ҫыхӑнмалла.
Хулари тӳре-шараран ҫурт-йӗрпе, сывлӑх сыхлавӗпе, шкулсемпе тата ытти кирек епле ыйтӑва та ыйтса пӗлме май килӗ.
ЧР спорт министрӗн ҫумӗ пулнӑ Борис Атаманов ӗҫри машина рулӗ умне эрех ӗҫнӗ хыҫҫӑн ларнӑ хыҫҫӑн ӗҫсӗр тӑрса юлнӑччӗ. Унӑн арӑмӗ вӗсене такамсем юри сӑтӑр тӑвасшӑн пулнӑ тесе тӗшмӗртнине, айӑплисем Коммунистсен партийӗ е «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» мар-ши тесе аптӑранине Чӑваш халӑх сайчӗ хӑй вӑхӑтӗнче пӗлтернӗччӗ.
Ӳсӗрле руль умне ларнӑ ҫын ӗҫне пӑхса тухасси самай тӑсӑлнӑ. Судра пилӗкрен кая мар лару ирттернӗ. Уррипе ӳсӗррине тӗрӗслеттерме килӗшменскере ҫулталӑк ҫурӑлӑха правасӑр хӑварнӑ тата 30 пин тенкӗ штраф тӳлеттермелле тунӑ. Кунпа килӗшмесӗр Борис Атаманов аппеляци ҫӑхавӗ ҫырнӑ. Шупашкарти Мускав районӗн судӗнче ӗнер пӑхса тухнӑ. Ҫитес ларӑва ҫак уйӑхӗн 14-мӗшӗнче пуҫтарӑнмалла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |