Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртамри тӗп стадионта ӗнер Республикӑри ача-пӑча сабантуйӗ иртнӗ. Ӑна Чӑваш Енри мӑсӑльмансен тӗн управленийӗ йӗркеленӗ.
Уяв ячӗпе саламлакансен хушшинче Патӑрьел район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Рудольф Селиванов, Альбир хазрат Крганов муфти тата ыттисем пулнӑ. Уява республикӑри культура министрӗн ҫумӗ Вячеслав Оринов та ҫитнӗ.
Республика кунне тата Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкне халалласа Шупашкарта «Ача-пӑча Акатуйӗ» фестиваль-конкурс иртессине эпир пӗлтернӗччӗ. Ӑна ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Шупашкарти А.Г. Николаев ячӗллӗ паркра йӗркеленӗччӗ. Уяв программине чӑваш юррин тата ташшин конкурсне, «Ӗҫ ҫыннине мухтатпӑр» ӳкерчӗксен конкурссене, «Шупашкар хула паттӑрӗ» ятпа 9–10 ҫулти арҫын ачасем хушшинче вӑй виҫмелли ӑмӑртӑва тата ыттине кӗртнӗччӗ.
Утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ЧР Министрсен Кабинечӗ ирттернӗ ларура ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Алла Самойлова доклад вуланӑ. Вӑл «Чӑваш Республикинче пурӑнакансен сывлӑхӗ пирки» ятлӑ, кӑтартусем — 2015 ҫулхисем.
Пӗлтӗр ҫынсем ытларах юн ҫаврӑнӑшӗн чирӗсемпе, усал шыҫӑпа, апат ирӗлтерекен тытӑм тата сывлав органӗсен чирӗсемпе нушаланса вилнӗ. Атӑлҫи федераци округӗнче Чӑваш Ен ҫын вилеслӗхне чакарас енӗпе малтисен ретӗнче.
2014 ҫултанпа республикӑра ҫын вилеслӗхӗ 293 тӗслӗх чакнӑ. Ӗҫлекен ҫынсен хушшинче ку ытларах палӑрнӑ (9,9 процент чакнӑ).
Ҫав вӑхӑтрах пӗлтӗр усал шыҫӑпа вилекенсен йышӗ ӳснӗ. Ку кӑтарту 9 процент хӑпарнӑ. Тата палӑртса хӑвармалла: юлашки ҫулта республикӑра пурнӑҫ тӑршшӗ вӑрӑмланнӑ. Паян республикӑра вӑтамран 71,3 ҫул пурӑнаҫҫӗ.
Чваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ҫак кунсенче республикӑри тӗрлӗ районта пулса унти лару-тӑрупа паллашать. Ӗнер вӑл Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Владимир Димитриевпа курнӑҫнӑччӗ. Паян республика ертӳҫи Вӑрмар районне ҫитсе Александр Тихонов сити-менеджерпа тӗлпулнӑ.
Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ шкулсене ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне епле хатӗрлени пирки каласа кӑтартнӑ. Александр Тихонов Элтепере ӗнентернӗ тӑрӑх, юсав планпа килӗшӳллӗн пулса пырать. Икӗ шкулта спорт залӗсене ҫӗнетеҫҫӗ. Спорт оборудованине туянма вырӑнти хыснаран та укҫа уйӑраҫҫӗ.
Нумай хваттерлӗ ҫуртсене тӗплен юсани пирки калаҫнӑ май юсав валли халӑхран укҫа пухассине лайӑхлатмалли пирки те сӑмах хускатнӑ. Вӑрмарсене Элтепер газ укҫипе вӑхӑтра татӑлса пымалли ҫинчен те аса илтернӗ.
Шупашкар районӗнчи харӑсах икӗ предприяти нумай хваттерлӗ ҫуртсенче пурӑнакансене ӑшӑ шывсӑр хӑварнӑ.
Котельнӑйсене тата пӑрӑхсене юсаса ҫӗнетнӗ вӑхӑтра хӑш-пӗр ырлӑхсӑр юлма тивнинчен пит тӗлӗнмеллех те мар пулӗ. Анчах ҫӑпатан кантри пур, япалан йӗрки тенешкел, кунта та хӑйӗн йӗрки пур. Унтан та ытларах: ҫакна саккунпах ҫирӗплетнӗ.
Ӑшӑ шывсӑр чылайлӑха хӑварнӑ тӗслӗхсем пирки хастар та хӑюллӑ ҫынсем прокуратура таранах евитлеҫҫӗ. Ун пекки, сӑмахран, Ҫӗктер ялӗнчен тата Кӳкеҫрен ҫитнӗ. Ӑшӑ шывпа тивӗҫтерессишӗн яваплисем кӑлтӑка юсав ӗҫӗпе сӑлтавлама пӑхнӑ-ха.
Шупашкар район прокурорӗ Зелфинас Карама юсав вӑхӑтӗнче ӑшӑ шывсӑр хаварма юранипе килӗшет, анчах — 14 кунтан ытла мар. Яваплӑ пуҫлӑхсене ҫитменлӗхшӗн штрафлама йышӑннӑ.
Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутатне Петр Краснова Куҫма Турхан ячӗллӗ премипе чысланӑ. Кун пирки Комсомольски район администрацийӗн тата республика парламенчӗн официаллӑ сайчӗсем хыпарлаҫҫӗ.
Тивӗҫлӗ йышӑнӑва Каҫал район администрацийӗн пуҫлӑхӗ утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнчех аллӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Ку премие вӑл тӑрӑхри йӑла-йӗркене аталантарма чылай тӳпе хывнӑшӑн панӑ.
Сӑмах май каласан, Петр Краснов та, чӑваш литературин классикӗ Куҫма Турхан та Каҫал тӑрӑхӗнчи сывлӑшпа вӑй илсе амаланнӑ-аталаннӑ: Петр Степанович 1956 ҫулта Кӗҫӗн Каҫалта ҫуралнӑ, паллӑ ҫыравҫӑ — 1915 ҫулта Вӑрманхӗрри Шӑхальте.
Тӗрлӗ ҫулта республикӑн пичет министрӗнче те, социаллӑ политика министрӗнче те, культура министрӗнче, ЧР Президент Администрацийӗн ертӳҫинче тата ытти сумлӑ вырӑнта тӑрӑшнӑ Петр Краснов хӑйӗн юбилейне Шупашкарти «Мега Гэлакси» кану центрӗнче уявланине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Чӑваш Енри Гостехнадзора 13 ҫул ытла ертсе пынӑ Владимир Димитриева Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама шаннине эпир маларах пӗлтернӗччӗ. Ҫак тивӗҫе вӑл утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнченпе пурнӑҫлать. Вырӑнти, районти Депутатсен пухӑвӗнче, Владимир Димитриева тилхепене шанса панӑ хыҫҫӑн вунӑ кунтан, паян, утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, В. Димитриевпа Михаил Игнатьев Элтепер тӗл пулнӑ.
Шупашкар район аталанӑвӗшӗн яваплӑ ҫын унти лару-тӑрупа паллаштарнӑ. Сӑмахран, котельнӑйсенчи лару-тӑрупа. Ҫӗктер поселокӗнчи нумай хваттерлӗ ҫуртсенче пурӑнакансем маларах Шупашкар район прокуратурине та ҫитнӗччӗ. Вӗсем ӑшӑ шыв ҫуккишӗн пӑшӑрханнӑччӗ. Унта халӗ ӑшӑ трассине юсаса ҫӗнетеҫҫӗ.
Владимир Димитриев Михаил Игнатьев Элтепере тивӗҫе таса чунпа пурнӑҫлама шантарнӑ.
Утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Шупашкарта маунтинбайк енӗпе олимпиецсене хатӗрлекен регион шайӗнчи центр хута кайнӑ.
Ӑна уҫма тӗрлӗ шайри тӳре-шара: Чӑваш Ен Элтеперӗнчен Михаил Игнатьевран пуҫласа РФ Патшалӑх Думин Вӗренӳ енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫин ҫумӗ Алена Аршинова таранах хутшӑннӑ. Спортсменсем те, паллах, пулнӑ. Хӗрлӗ хӑйӑва касма маунтинбайк енӗпе тӗнчен икӗ хут чемпионки Ирина Калентьева, маунтинбайк енӗпе Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командин тӗп тренерӗ Вячеслав Устинович та ҫитнӗ.
Тин ҫеҫ уҫнӑ маунтинбайк центрӗнче хальхи йышши тренажерсем вырнаҫтарнӑ. Вӗсемпе спортсменсем кӑна мар, спорта юратакансем те усӑ курма пултараҫҫӗ тесе ӗнентереҫҫӗ.
Утӑ уйӑхӗн 23–24-мӗшӗсенче вара пирӗн республикӑра велоспорт енӗпе Раҫҫей чемпионачӗ иртнӗ.
Улатӑр районӗнчи тӗп пульница шутланнӑ ҫурт Вырӑс православи чиркӗвӗн унти епархине куҫнӑ.
«Тем тӑвакан та пур пуль. Рейдерсем-тӗр...» — тесе ассӑн сывласа кулянма тытӑнакансене лӑплантарар: пульница ҫуртне чиркӳ ҫыннисем сӗмсӗррӗн тапӑнса ярса илмен.
Патшалӑх пурлӑхӗ шутланнӑ ҫурта чиркӗве куҫарса парас тесе Чӑваш Енӗн Правительствин пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Владимир Аврелькин йышӑннӑ. Ҫак тӳре-шара республикӑн экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӑн тата суту-илӗвӗн министрӗнче ӗҫлет.
Патшалӑх пурлӑхӗнчи ҫурта чиркӗве куҫарасси пирки Владимир Аврелькин ӗнер, утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, 508-р номерлӗ йышӑну кӑларнӑ. Эпир калакан пӗр хутлӑ кирпӗч ҫуртра малтан пульницӑн администрацийӗ вырнаҫнӑ.
Хӗрарӑм тени йӑпӑр-япӑр парӑнасшӑн маррине пӗлетпӗр-ха. Теприсем упӑшкисенчен кӑна мар, прокуратура ӗҫченӗсенчен те шикленсех лармаҫҫӗ иккен.
Ку тӗслӗх Канаш хулинче пулса иртнӗ. Унти прокуратура коррупципе ҫыхӑннӑ саккунсене тӳре-шара епле пӑхӑннине тӗрӗсленӗ те муниципалитет валли тавар туяннӑ чух йӗркене пӑснине тупса палӑртнӑ. Кӑлтӑк пирки пакунлисем яваплисене пӗлтернӗ, ҫитменлӗхе пӗтерме сӗннӗ. Лешсем прокуратура асӑрхаттарӑвӗпе килӗшменнине кура прокуратура тепӗр хутчен асӑрхаттарнӑ. Анчах яваплӑ должноҫри хӗрарӑм хальхинче хуравласа та аппаланман, прокуратура ярса пама ыйтса ҫырнӑ хутсене те унта ҫитермен.
Хӑй тӗллӗнех ҫавӑн пек кутӑнлашман пулӗ-ха хӗрарӑм. Ҫӳлтисем хушнипе пулӗ. Анчах явапне унӑн хӑйӗнех тытма тивӗ: прокурор ыйтнине пурнӑҫламаншӑн ӑна 2 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ.
Муркаш районӗнчи Ҫатракасси ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ йывӑҫ саккуна пӑсса каснӑ. Пӗтӗмпе 192 йывӑҫа йӑвантарнӑ вӑл.
Ку ӗҫре ӑна ял халӑхӗ пулӑшнӑ. Анчах халӑха улталанӑ вӑл. Йывӑҫсене касни саккунлӑ пулнине, унта йӗлтӗр йӗрӗ тумаллине каланӑ вӑл. Ҫапла пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнче халӑх кар тӑрса 192 йывӑҫа — хыр, ҫӑка, вӗрене, юман — каснӑ. Вӗсене вӑл ял халӑхне пама шантарнӑ.
Халӗ должноҫри ҫыннӑн явап тытма тивӗ. Вӑл Ильинкӑри вӑрман хуҫалӑхне сиен кӳнӗ. Пӗтӗмпе 1,5 миллион тенкӗ тӑкак кӑтартнӑ. Следовательсем 30 кӳнтеленрен ыйтса пӗлнӗ. Халӗ пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |