Чӑваш Енпе Челепи (Челябинск) облаҫӗ килӗштерсе ӗҫлесшӗн. Кун пирки ӗнер пирӗн республика Элтеперӗпе облаҫ кӗпӗрнаттӑрӗ Борис Дубровский икӗ енлӗ килӗшӗве алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.
Чӑваш Енри делегаци Челепири икӗ кунлӑх визита ӗнер пуҫланӑ. Унта пирӗннисем хамӑр мӗнпе пуянни пирки паллаштарас тӗллевпе тухса кайнине влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче хыпарлаҫҫӗ.
Челепи облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ пирӗн электротехника отраслӗ вайлине палӑртнӑ. Унта вара металлурги аталанать. Челепи тӑрӑхӗнчи металлургсен продукцийӗнчен 27–28 процентне пирӗннисем туянаҫҫӗ иккен.
Облаҫри предприяти-организацисемпе паллашассине паян пирӗн делегаци (йыша Михаил Игнатьев Элтеперсӗр пуҫне правительство пуҫлӑхӗ Михаил Резников, экономика министрӗ Владимир Аврелькин тата ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов кӗнӗ) малалла тӑснӑ.
Ӗнер Шупашкар районӗнче районти Депутатсен пухӑвӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта пӑхса тухнӑ ыйтусенчен пӗри — муниципалитета ертсе пыракана палӑртассипе ҫыхӑннӑ.
Аса илтеретпӗр, Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхне Георгий Егорова ҫак уйӑхра арестленӗ. Георгий Егоров тӗлӗшпе тӗпчев пынӑ вӑхӑтра ӑна суд килте лармалла тунӑ.
Депутатсен пухӑвӗн ӗнерхи ларӑвӗнче район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама администраци пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗнче тӑрӑшакан, экономика пайне ертсе пыракан 52 ҫулти Зоя Маслована шаннӑ.
Район администрацийӗн шайӗнче карьера тума пуҫличчен ҫак хӗрарӑм асӑннӑ районти казначействӑна ертсе пынӑ.
Ял хуҫалӑх отраслӗшӗн хальхи вӑхӑт яваплӑ тапхӑрсенчен пӗри. Вӑрлӑха ака кондицине лартмалла, ҫитменнине туянмалла, ҫунтармалли-сӗрмелли материал, техника валли саппас пайсем, удобрени илмелле.
Шӑмӑршӑ районӗнчи «Колос» тулли мар яваплӑ хуҫалӑх акана тухма хатӗр темелле. Унта вӑрлӑх та йӑлтах кондициллӗ, бензин-топливо та ҫителӗклех туянса хатӗрленӗ, удобрени кӳрсе килесси малалла пырать. Ҫураки валли кирлӗ техникӑна ҫак уйӑх вӗҫлениччен юсаса пӗтермелле.
Хуҫалӑхӑн учредителӗпе Юрий Павелкинпа паян Шӑмӑршӑ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Денисов тӗл пулнӑ. Юрий Павелкин — «СимбирскМука» учредителӗ, «Симбирка» суту-илӳ ҫурчӗн тӗп директорӗ. Район ертӳҫине ҫав ҫын кӑҫал ҫуртрисем 1300 гектар йышӑнассине пӗлтернӗ, ҫав шутран 400 гектарне сахӑр кӑшманӗ йышӑнӗ.
Пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Правительство ҫуртӗнче ачасен ҫуллахи канӑвне пырса тивекен ыйтӑва сӳтсе явнӑ.
Кӑҫал сывлӑха ҫирӗплетмелли кампание 900 организаци хутшӑнӗ. Вӗсенче 99 пин ытла шӑпӑрлан канмалла. Вӗсенчен 48 пинӗше — йывӑр лару-тӑрура пурӑнакан ачасем.
Компание пурнӑҫламашкӑн 491 миллион тенкӗ тӑкаклама палӑртнӑ. Ҫуллахи кану вӑхӑтӗнче ачасем чирленипе чирлеменнине сӑнаса тӑрассине палӑртнӑ ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Алла Самойлова. Инфекци ерет-и, ача апат-ҫимӗҫпе наркӑмӑшланать-и, суранланать-и — пур тӗслӗхе те Республикӑри катастрофа медицинин центрӗн дежурнӑйне пӗлтерӗҫ.
Шупашкартан Ҫӗнӗ Шупашкара тухса кайнӑ тӗлте ҫӗкленекен ҫӗнӗ микрорайонта поликлиника тума йышӑннӑ. Маларах унта ача пахчи тӑвасси пирки калаҫнӑ, тӗмсӗлнӗ пулсан, унта пурӑнакансем хула влаҫӗсемпе нумаях пулмасть курнӑҫнӑ чух ача пахчи мар-тӑк халӑх усӑ курмалли епле те пулин урӑх ҫурт пирки ӗмӗтленнине пӗлтернӗ-мӗн.
Чирлемесӗр-мӗнсӗр, пульницӑна хутламсӑр никам та пурӑнмасть, тухтӑр ҫурчӗ ҫывӑхра пулнине мӗн ҫиттӗр.
Хулан тӗп архитекторӗ Вениамин Мамуткин яваплисемпе канашлу ирттернӗ, унта Ҫӗнӗ хулан пӗрремӗш микрорайонӗнче тума йышӑннӑ. Ҫав вырӑнта тӗпленнисем калама ҫук хӗпӗртенӗ, пульница тума йышӑннӑшӑн хула влаҫӗсене чунтан тав тунӑ тесе республикӑн тӗп хулин администрацийӗ пӗлтерет.
Чӑваш Енӗн Правительствин пуҫлӑхӗ Иван Моторин Чӑваш Енрех юлассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, И. Моторин Коми Республикине тухса каять текен хыпара интернет-кӑларӑмсенчен пӗринче, «Правда ПФО» ятлинче, хытах сӳтсе явнӑччӗ. Анчах премьер-министр ӑна унта чӗннине йышӑннӑ, анчах кунтах юлма йышӑннине пӗлтернӗ.
Ҫав вӑхӑтрах Чӑваш Енрен Коми Республикине кайма килӗшекен тупӑннӑ. Вӑл — Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, Елчӗк районӗнче ҫуралнӑ Анатолий Князев. Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл Шупашкар район администрацине чылай ҫул ертсе пынӑччӗ. Район пуҫлӑхне лариччен райадминистрацире ял хуҫалӑх пайӗн пуҫлӑхӗнче тата маларах Апаш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑччӗ. Чӑваш парламентӗнче ӑна спикер ҫумӗ пулма та пӗр вӑхӑтра шаннӑччӗ.
Ӗнер Чӑваш Республикинчи кинематографсен пӗрлешӗвӗ ҫавра сӗтел ирттерчӗ, «Чӑваш кинематографӗн пуласлӑхӗ. Мӗн тумалла?» ятлинче чӑваш кино ӑсталӑхне мӗнле майпа малалла аталантармаллине сӳтсе яврӗ.
Пӗрлешӳ пайташӗсен шухӑшӗпе тӗп вырӑнта патшалӑх пулӑшӑвӗ пулмалла. Ку — кино ӳкерес культури аталаннӑ ытти республикӑсенче лайӑх палӑрнине каларӗҫ. Чӑваш киновне тӗрек паракан саккунсем йышӑнма сӗнчӗҫ. Тӗслӗх пек Якути, Пушкӑрт, Тутар республикисене илсе пачӗҫ — саккунсем ҫине таянса вӗсем хӑйсен кино ӑсталӑхне аталантарма сахал мар укҫа уйӑраҫҫӗ. Пушкӑрт Республикинче, сӑмахран, 40–80 миллион ҫулталӑкне параҫҫӗ, анчах вырӑнтисемшӗн ку та ҫителӗксӗр, ытла сахал тесе калаҫҫӗ. Пирӗн республикӑна илес пулсан кино ӑсталӑхне пӗтӗмпех тенӗ пекех уйрӑм хастарсем аталантараҫҫӗ. Кунта «Аксар» студине тата ыттисене илсе кӑтартма пулать.
Ҫавра сӗтелте ҫавӑн пекех ҫамрӑксене ятарлӑ вӗрентме яма сӗнчӗҫ. Кунта Якути тӗслӗхӗпе ҫирӗплетрӗҫ. Вырӑнта вӗрентме пултараканнисем пуррине те палӑртрӗҫ, анчах кино ӳкерес ӑсталӑха укҫалла ӑса хывас текеннисем сахалли чӑрмантарни ҫинчен каларӗҫ.
Чӑваш Енӗн Правительствин пуҫлӑхӗ Иван Моторин Коми Республикине тухса каять текен хыпара интернет-кӑларӑмсенчен пӗринче, «Правда ПФО» ятлинче, хытах сӳтсе яврӗҫ. Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшакан ҫак ҫын нумаях пулмасть ҫав региона ӗҫпе кайнӑ хыҫҫӑн ку сӑмах пушшех те вӑйланса амаланчӗ-аталанчӗ.
Мӗншӗн Коми Республики пирки сӑмах-юмах ҫӳрени пирки каласан, вӑл региона хӑй вӑхӑтӗнче Чӑваш Енре Правительство пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ Сергей Гапликов ертсе пынипе ҫыхӑннине палӑртмалла.
Иван Моторин Коми Республикине тухса каяссипе каймассине уҫӑмлатма Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗнер ЧР Патшалӑх Канашӗн фракцийӗсен пайташӗсемпе ирттернӗ тӗлпулура ыйтнӑ-мӗн. Пирӗн республикӑн Министрсен Кабинечӗн пуҫлӑхӗ хӑйне Коми Республикин правительствине ертсе пыма виҫӗ хутчен сӗннине, Сыктывкара кайса унти лару-тӑрупа паллашнине, анчах кунтах юлма йышӑннине пытарман.
Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн ертӳҫине республикӑн премьер-министрне пулӑшма шаннӑ. Кун пирки Хушӑва Михаил Игнатьев Элтепер паян алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.
Политикӑри тата влаҫ органӗсенчи улшӑнусене сӑнаса пыракансем вице-премьер должноҫне кама шанасси пирки пуҫ ватма иртнӗ ҫул вӗҫӗнче тытӑнчӗҫ. Шӑпах ҫав вӑхӑталла Чӑваш Ен Элтеперӗ пысӑк шайри должноҫсене вице-премьер портфельне тыттарма ирӗк паракан йышӑну кӑларчӗ.
Юрий Васильев 1968 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ҫуралнӑ. 1989 ҫулта вӑл Ленинградри аслӑ зенит ракета училищине вӗренсе пӗтернӗ. 2003 ҫулта Шупашкарти И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче «Историпе политологи» специальноҫа алла илнӗ. Тепӗр пилӗк ҫултан Патшалӑх службин Атӑлҫи академине вӗренсе пӗтернӗ, унта вӑл патшалӑхӑн тата муниципалитетӑн управленине ӑша хывнӑ. 2010–2012 ҫулсенче Тӑвай район администрацине ертсе пынӑ. 2012 сӳлхи чӳк уйӑхӗнче ӑна Чӑваш ен Элтеперӗн Администрацийӗн ертӳҫин пӗрремӗш ҫумне лартнӑ, 2014 ҫулхи раштавра асӑннӑ Администрацине ертсе пыма шаннӑ.
Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхрисен ӗҫӗ ал тупанӗ ҫинчи пек те, вӗсен кӑлтӑкӗ те, чуна парса тӑрӑшни те ҫынсен куҫӗ умӗнче. Паян вӗсем хӑйсен професси уявне палӑртаҫҫӗ.
Календарьпе вырсарни куна лекнӗрен пулӗ, уява Шупашкар районӗнче эрнекунах палӑртнӑ. Асӑннӑ тытӑмра ӗҫлекенсене чыслама-саламлама республика шайӗнчи пуҫлӑхсем иккӗн тан: Тариф енӗпе ӗҫлекен патшалӑх службин пуҫлӑхӗ Альбина Егорова тата пичет министрӗ Александр Иванов килсе ҫитнӗ. Республика шайӗнчисем терӗм те, ҫапли-ҫаплах-ха, анчах иккӗшӗ те вӗсем Шупашкар районӗнчи ҫынсемех. Иккӗшӗ те Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗнче чылай ҫул тӑрӑшнӑскерсем.
Тӗрлӗ шайри чыслава ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхра тӗрлӗ должноҫре тӑрӑшакан ҫын тивӗҫнӗ. Вӑл шутра ку отрасльте нумай ҫул ӗҫлекенсем те пур. Ҫавсен йышӗнче, тӗслӗхрен, «Теплоэнергосети» тулли мар яваплӑ общество пуҫлӑхӗ Николай Елагин та пур.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |