Паян «Хыпар» издательство ҫуртӗнче Раҫҫей Федерацийӗн улттӑмӗш суйлаври Патшалӑх Думин депутачӗ Алена Аршинова пулнӑ. Кун пирки хыпарланинче хаҫатҫӑсем Алена Аршинова Вӗренӳ комитечӗн ертӳҫин ҫумӗ, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин тӗп канашӗн президиумӗн пайташӗ пулнине те палӑртса хӑварнӑ.
Хыпарҫӑсем хӑйсем каланӑ тӑрӑх, Алена Аршинова издательство ҫурчӗн директорне-тӗп редакторне Михаил Арланова пуҫлӑха ларнӑ ятпа саламлама килнӗ.
Аса илтеретпӗр, ку должноҫе ӑна тинтерех лартнине эпир пӗлтернӗччӗ.
Михаил Арланов Алена Аршиновӑна «Хыпар» хаҫат 2016 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче 110 ҫул тултарассине пӗлтернӗ. Издательство ҫурчӗ хальхи вӑхӑтра федерацин Атӑлҫи округӗнчи чи пысӑк медиахолдингсенчен пӗри пулнине, пӗтӗмпе 15 хаҫат-журнал кӑларса тӑнине каласа кӑтартнӑ. Депутат хаҫатҫӑсен ыйтӑвӗсене хуравланӑ.
Чӑваш Енӗн Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗн комитечӗ Ҫӗнӗ Шупашкарти «Грани» издательство ҫурчӗ» акционерсен обществӑн директорӗ — тӗп редакторӗ ӗс вырӑнӗ пирки сӗнӳсем йышӑнма пуҫланине пӗлтернӗ.
Асӑннӑ обществӑн устав капиталӗнче республика тӳпи 100 проценчӗпех иккен.
Издательство ҫуртне пырас шухӑшлӑ ҫыннӑн гражданла тата ӗҫ законодательствине пӗлмелле. Тата бухгалтер учетне те тӗшмӗртмелле. Аслӑ пӗлӳллӗ пулнине, ертсе пыракан должноҫре 5 ҫултан кая мар тӑрӑшни кирлӗ.
Ку пукан пирки тӗмсӗлекенсен хучӗсене кӑрлачӑн 11-мӗшӗ таран йышӑнӗҫ.
Маларах «Хыпар» издательство ҫурчӗн директорӗн — тӗп редакторӗн пуканне те ҫӗнӗ ҫын йышӑннине эпир пӗлтернӗччӗ.
Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев республика правительствин тытӑмне черетлӗ хутчен улшӑну кӗртме шухӑшланӑ. Кун пирки калакан Указа Элтепер виҫӗм кун алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.
Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнчи Указра Михаил Игнатьев Элтепер правительство тытӑмне Министрсен Кабинечӗн председателӗн икӗ ҫумне кӗртесси пирки пӑхса хӑварнӑччӗ, анчах вӗсем министр пулаймастчӗҫ.
Халӗ вара Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн ертӳҫин ҫумӗ тата министрсен, Чӑваш Енӗн Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчи икӗ ятлӑ пулайрассине палӑртса хӑварнӑ. Кунсӑр пуҫне правительство пуҫлӑхне пулӑшса пыракансен йышне те ылмаштарма пултараҫҫӗ. Виҫӗм кунхи Указ хайхи портфельлисен йышне ӳстерме май парать.
Паян «Чӑваш Республикин чи лайӑх патшалӑх служащийӗ» тата «Чӑваш Республикин чи лайӑх муниципалитет служащийӗ» конкурссене пӗтӗмлетнӗ.
Чи лайӑх муниципалитет служащийӗ — Шупашкар районӗнчи Янӑш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Ольга Смирнова. Ку должноҫре Ольга Геннадьевна чылай ҫул ӗҫлет.
Иккӗмӗш вырӑна Елчӗк район администрацийӗн ӗҫсен управляющийӗ Евгения Михайлова тухнӑ, виҫҫӗмӗшӗнче — управляющий делами Канаш район администрацийӗн тӗп специалисчӗ-эксперчӗ Елена Леонтьева.
Патшалӑхӑн чи лайӑх служащийӗ — ЧР Финанс министерствин оргпайӗн тӗп специалисчӗ Александра Соболева. Иккӗмӗш вырӑна ЧР Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен патшалӑх комитечӗн пайӗн пуҫлӑхӗ Анастасия Волкова ҫӗнсе илнӗ, виҫҫӗмӗшӗнче — Вӗренӳ министерствин пай пуҫлӑхӗ Светлана Сырмолотова тата Экономика аталанӑвӗн министерствин пай пуҫлӑхӗ Надежда Столярова.
Сӑнсем (38)
Раҫҫейре 2015 ҫула пӗтӗмлетсе хула пуҫлӑхӗсен списокне хатӗрленӗ. Унпа килӗшӳллӗн, Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков чи лайӑххисен шутне кӗнӗ. Кун пирки russia-rating.ru портал пӗлтерет.
Танлаштарӑма федераци эксперчӗсен шухӑшне, уҫӑ ҫӑлкуҫсенчи материалсене шута илсе хатӗрленӗ, хула мэрӗсем ҫулталӑк тӑршшӗпе мӗн тунине тишкернӗ.
Алексей Ладыков хула пуҫлӑхӗсен пӗрремӗш ушкӑнне кӗнӗ. Вӑл 19-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Списокра пӗрремӗш вырӑнсене Хусан, Белгород, Краснодар мэрӗсем йышӑннӑ. Петрозаводск, Чита, Киров хулисен мэрӗсем чи начаррисен йышне лекнӗ.
Юпа уйӑхӗнченпе Чӑваш Енре Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви ӗҫлеме пуҫланине эпир пӗлтернӗччӗ.
Аса илтеретпӗр, ку министерство тилхепине республикӑн Ӗҫлӗх службине 2010 ҫулхи раштавран пуҫласа 2015 ҫулхи нарӑсчен (кайран ӑна Ҫурт-йӗр инспекцийӗн пуҫлӑхне лартнӑччӗ) ертсе пынӑ Сергей Димитриева шанса пачӗҫ. Хальхи вӑхӑтра ку министерствӑра вакансиллӗ вырӑнсене ҫынсене ӗҫе илесси малалла пырать темелле. Унччен Чӑваш Енӗн Патшалӑхӑн ӗҫлӗх службине ертсе пынӑ Сергей Викторова асӑннӑ министерствӑра министр ҫумне лартни пирки те эпир пӗлтернӗччӗ. Халӗ министрӑн тата тепӗр ҫумне ҫирӗплетнӗ. Ку должноҫе РФ Пенси фончӗн Шупашкарти управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумне Елена Сапаркинӑна лартнӑ. Ӗҫлӗ хута ЧР Правительство пуҫлӑхӗ Иван Моторин ӗнер алӑ пуснӑ.
Чӑваш Енӗн Элтеперӗн администрацийӗ Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе корпоратив ирттермӗ. Кун пирки ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн ертӳҫи влаҫ органӗсенче Юрий Васильев «Правда ПФО» интернет-кӑларӑма пӗлтернӗ. «Раштавӑн 26-мӗшӗнче ирттерме палӑртнӑччӗ, анчах пӑрахӑҫларӑмӑр. Кун пек тусан лайӑхрах пулать тесе шухӑшларӑмӑр», — тенӗ Элтепер Администрацийӗнчи тӳре-шара.
Ҫапах та Юрий Васильев корпоратив ирттернӗ чух ытти ҫул та хысна шучӗпе ӗҫсе-ҫисе савӑнманнине пӗлтернӗ. ЧР Элтепер Администрацийӗнче пысӑк вырӑн йышӑнакан ҫав тӳре-шара Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе йӗркелекен бала пыракансен билета хӑйсен кӗсйинчен тӳлеме тивнине ӗнентернӗ. Пӗр билет хакӗ 5 пин тенкӗ таран ларнине каланӑ вӑл. Кӑҫал, ав, уяв туса ларас темен.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков халӑх валли «хӗрӳ лини» ирттернӗ. Ҫав вӑхӑтра Ладыковӑн пӳлӗмӗнчи телефон пӗр минутлӑха та шӑпланман.
Ку ыйту кӗтмен ҫӗртен пулнӑ пулӗ те… Вӑл шаурмапа политика пирки пулнӑ.
— Пирӗн хулара шаурма тӑвакан точка нумай. Чылайӑшӗ ҫине: «Шаурма — турккӑлла» тесе ҫырнӑ. Эпӗ вывескӑна илсе урӑххипе улӑштармашкӑн предписани пама сӗнетӗп. «Шаурма — хӗвелтухӑҫла» тесе ҫырмалла ҫеҫ. Эсир мӗн шухӑшлатӑр? — ыйтнӑ пӗр ҫын шӑнкӑравласа ҫитсен.
Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ хальхи лару-тӑрура ку тӗрӗс йышӑну пулнине пӗлтернӗ. Ку ыйтӑва Ҫӗнӗ ҫулччен татса пама шантарнӑ.
«Хӗрӳ линире» Алькешре ача пахчи тӑвас ыйтӑва та хускатнӑ. Ладыков ку ыйту малта пулнине палӑртнӑ. Хута яракан тепӗр садик шӑпах Алькешра пулӗ.
Алексей Ладыков 3 сехетре ҫынсен 50 ытла ыйтӑвне хуравланӑ.
Пиллӗк ҫул хушшинче Чӑваш Енре «шкул ыйтӑвне пӗтӗмпех татса» парасшӑн. Кун пирки республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев ачасен интересӗсене тӗпе хурса наци стратегине пурнӑҫламалли координаци канашӗн ларӑвӗнче каланӑ.
«2016 мӗш ҫул валли бюджетра ҫӗнӗ шкулсем тума укҫа-тенкӗ пӑхса хӑварнӑ. Пилӗк ҫул хушшинче регионта шкул ыйтӑвне пӗтӗмпех татса пама тӗллев лартнӑ. Вунӑ ҫул хушшинче регионти 30 шкула тӗпрен модернизацилеме те палӑртса хунӑ», — тесе пӗлтернӗ Чӑваш Ен Элтеперӗ пухӑннисене.
Сӑмах май каласан, Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи ачасен прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑй хатӗрленӗ танлаштарӑмра пирӗн республика ачасене пурӑнма чи лайӑх 10 регион шутне кӗнӗ. Шкулсемпе ача пахчисене черет пӗтсен, тен, пӗрремӗш йӗркене те лекӗ-и?..
Лондонти Аслӑ суд Раҫҫей журналистӗнчен Ольга Романоваран Чӑваш Енӗн сенаторӗ пулнӑ Владимир Слуцкер валли 110 пин фунт шыраса илмелле тунине эпир ҫулла пӗлтернӗччӗ.
Аса илтеретпӗр, Сенатор пулнӑ ҫын журналиста вӑл ун пирки суя сӑмах сарнӑ тесе кӳреннӗ иккен.
Суда тавӑҫпа Слуцкер 2012 ҫултах тухнӑ. Журналист шухӑшланӑ тӑрӑх, унӑн мӑшӑрӗ Алексей Козлов улталанӑ тенипе ҫыхӑннӑ пуҫиле ӗҫе Слуцкер улталаса пуҫарттарнӑ пулать. Слуцкерпа Козлов пӗрле ӗҫленӗ-мӗн.
Лондонри суд Владимир Слуцкера майлӑ пулнӑ, Романова суя сӑмах сарнӑ тесе палӑртнӑ. Журналист суя сӑмаха массӑллӑ информаци хатӗрӗнче пичетленӗ май ку сӑмаха нумай ҫын илтме пултарнӑ, тавӑҫпа тухакана самай шар кӑтартма пултарнӑ тесе шухӑшланӑ иккен Лондонри суд.
Капла йышӑнупа килӗшмесӗр журналистка апелляци искӗпе тухнӑ. анчах Лондонри аппеляци сучӗ ӑна йышӑнман.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |