Чӑваш Енри тата тепӗр муниципалитет пуҫлӑхӗ хӑйӗн пуканне ӗҫ контракчӗ вӗҫленичченех пушатма шухӑш тытнӑ. Официаллӑ ҫӑлкуҫсем ӗнентернӗ тӑрӑх, Сӗнтӗрвӑрри район администрацийӗн пуҫлӑхӗ ҫемҫе вырӑна хӑй кӑмӑлӗпех пушатнӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри район администрацийӗнчи Депутатсен пухӑвӗ ларӑва пуҫтарӑннӑ. Унта пурӗ виҫӗ ыйту пӑхса тухнӑ. Виҫҫӗшӗ те сити-менеджер ыйтӑвӗпе ҫыхӑннӑскерсем пулнӑ.
Район администрацийӗн сайтӗнчи хыпарта Анатолий Мясников (сӑнӳкерчӗкре сылтӑмри) ятне асӑнман. Райадминистраци пуҫлӑхӗ ӗҫрен каяс ыйтӑва пӑхса тухнине пӗлтернипех ҫырлахнӑ.
Район администрацийӗн пуҫлӑхӑн тивӗҫне пурнӑҫлама вӑхӑтлӑха Владимир Мустаева шаннӑ. пурнӑҫлӗ. Вӑл район администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ – экономика тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен пайӗн пуҫлӑхӗнче тӑршать.
Ача-пӑча уйлӑхӗсене утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче уҫасшӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ _/news/25090.html|пӗлтернӗччӗ-ха__. Уйлӑхсенчи лару-тӑрӑва Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаевпа Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков тӗрӗсленӗ.
Пуҫлӑхсем «Березка» уйлӑхра пулнӑ. Унти пӳлӗмсене, столовӑя юсаса ҫӗнетнӗ. Территорие тата занятисем валли лапамсене ачасене йышӑнма хатӗрленӗ.
«Республикӑри уйлӑхсене ачасене утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен йышӑнма пуҫламалла. Пирӗн муниципалитетӑн виҫӗ уйлӑхӗ: «Березка», «Бригантина», «Волна» – ачасене йышӑнма хатӗр», – тесе хыпарланӑ Алексей Ладыков тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчи пӗринчи страницӑра.
Шупашкар хула администрацийӗн уйлӑхӗсем кану программине хатӗрленӗ, персонала вӗрентнӗ, вожатӑйсене пухнӑ.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев районсемпе хула администрацийӗсен пуҫлӑхӗсемпе видеоҫыхӑну мелӗпе канашлу ирттернӗ. Унта хӑтлӑх кӗртессипе ҫыхӑннӑ программӑна епле пурнӑҫланине тишкернӗ. Пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче пирӗн республикӑра пӗтӗмпе 1,5 миллиард тенкӗ укҫа уйӑрнӑ, ҫав суммӑран 146 миллион тенкӗлӗх ҫеҫ контракт алӑ пусса ӗлкӗрнӗ.
«Мӗн те пулин пурнӑҫлайман чухне эсир республика тата федераци правительстви ҫине йӑвантарма питӗ юрататӑр. Ку лару-тӑрура йӑлтах сирӗн алӑра пулнӑ. Халӗ сире эпӗ кашни ҫын патне ҫитсе халӑха ӑнлантарса пама ыйтатӑп. Мӗншӗн эсир укҫа пур ҫинчех картишсене хӑтлӑлтма пултараймарӑр?» — ҫакӑн пекрех ҫивӗч каланӑ Олег Николаев.
Чӑваш Ен Элтеперӗ пулнӑ Михаил Игнатьева ӗҫрен кӑларнине унӑн пресс-секретарӗ пулнӑ Михаил Вансяцкий ырламан. Кун пирки вӑл «Коммерсант» хаҫата панӑ интервьюра каланӑ.
Вансяцкий шухӑшланӑ тӑрӑх, Михаил Васильевич Раҫҫейӗн Аслӑ судне тавӑҫпа ҫитни ӗҫ вырӑнне таврӑнас тенипе ҫыхӑнман. Пушар сӳнтерекен машина уҫҫи панӑ чух Михаил Игнатьев, чӑн та, килӗшӳсӗр тытнӑ. Анчах никама та кӳрентерес темен вӑл.
Михаил Вансяцкий шухӑшланӑ тӑрӑх, Михаил Игнатьев тӑрӑшӑвне ним вырӑнне хуман. Вӑл халӗ никама та кирлӗ. Президент шанӑҫӗнчен тухнӑ теме Михаил Игнатьев экс-Элтепер коррупуципе ҫыхӑннӑ пӑтӑрмаха лекмен тенӗ Михаил Вансяцкий.
Чӑваш Ен Элтеперӗ пулнӑ Михаил Игнатьев пирки Раҫҫейри МИХсем ҫак кунсенче тепӗр хутчен ӑмӑртмалла тенӗ пек ҫырма пуҫларӗҫ. Ку вӑл, вӑрттӑнлӑх мар ӗнтӗ, экc-Элтепер хӑйне Владимир Путин Президент отставкӑна яни тӗрӗс маррине ҫирӗплетме Аслӑ суда тавӑҫ тӑратнӑ хыҫҫӑн пуҫланса кайрӗ. Кун пирки Чӑваш халӑх сайчӗ хыпарланӑччӗ.
Михаил Игнатьев ӗҫлӗх центрӗ урлӑ ӗҫ шырать текенсем те тупӑннӑ. Анчах ку хыпара Михаил Васильевичӑн пресс-секретарӗ пулнӑ Михаил Вансяцкий йышӑнман.
«Михаил Васильевич пирки халӗ темле сӑмах та сараҫҫӗ. Ку вӑл — ниме тӑман япала. Вӑл Питӗрте нарӑс уйӑхӗнчепе сипленет, ун апла япаласемпе хӑтланма вӑхӑт ҫук», — тенӗ «Коммерсант» журналиста Михаил Вансяцкий.
Етӗрне район администрацийӗн пуҫлӑхне Андрей Софронова ӗҫрен кӑларассине эпир маларах пӗлтернӗччӗ-ха. Халӗ вара Етӗрне хула администрацийӗ пуҫлӑхӗ Павел Бажайкин та ҫемҫе пуканпа сывпуллашассине пӗлтӗмӗр.
«Чӑваш Ен» наци телекуравӗ хыпарланине ӗненсен, хула пуҫлӑхне те республика ертӳҫисенчен кӑшӑлвирусшӑн сӑмах лекнӗ.
Кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ лару-тӑрӑва, чӑн та, республикӑри оперативлӑ штабӑн нумаях пулмасть иртнӗ ларӑвӗнче тишкернӗ, ӗнер Правительство ҫуртӗнчи канашлура сӳтсе явнӑ. Етӗрнере тата Етӗрне районӗнче вирус вӑйлӑ сарӑлнине яваплисем ӗҫлесе ҫитерейменнипе сӑлтавлаҫҫӗ. Паян асӑннӑ тӑрӑхра республикӑран кайнӑ ятарлӑ ушкӑн лару ирттернӗ, Етӗрне хулинче вӑл рейда тухнӑ.
«Ҫыхӑнура» портал пӗлтернӗ тӑрӑх, ЧР промышленноҫ министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Сергей Лекарев кӑшӑлвируспа чирленине палӑртнӑ. Халӗ вӑл больничнӑй илнӗ-мӗн. Ҫакна портала ЧР Пуҫлӑхӗн администрацийӗн пресс-служби ҫирӗплетнӗ.
Ведомствӑра тӑрӑшакансем 2-3 кун каялла анализ панӑ. Пӗтӗмлетӗве паллӑ: вӗсен кӑшӑлвирус ҫук.
Сӑмах май, Чӑваш Енри граждан хӳтӗлевӗпе инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗн пуҫлӑхӗн Вениамин Петровӑн та кӑшӑлвирус пуррине палӑртнӑччӗ. Вӑл килте сипленнӗ. Иртнӗ эрнере ӗҫ вырӑнне таврӑннӑ.
Чӑваш Енӗн спорт тата физкультура министрӗн ҫумне Эльвира Матренинӑна ӗҫрен кӑларнӑ. Кун пирки калакан хушӑва республика ертӳҫи Олег Николаев алӑ пуснӑ. Хушӑва республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Эльвира Матренинӑна спорт министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулма 2017 ҫулхи пуш уйӑхӗнче шаннӑ. Кӑҫалхи пуш уйӑхӗнче Олег Николаев ӑна пӗрремӗш ҫумран заместитель должноҫӗнче хӑварнӑ.
Спорт министрӗн ҫумӗ пулма ЧР Ял хуҫалӑх министерствинчи специалиста Татьяна Рябинӑна куҫарнӑ. Татьяна Рябинина Ял хуҫалӑх министерствинче министр ҫумӗнче тӑрӑшнӑ. Унти ӗҫрен ӑна кӑҫалхи ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Паян Чӑваш Ен транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗн ҫумне ҫирӗплетнӗ. Ку пукана Юрий Арлашкин йышӑннӑ.
Хушӑва республика ертӳҫи Олег Николаев паян алӑ пуснӑ.
Министерство сайтӗнче министр ҫумӗн биографийӗ ҫак самантра ҫукчӗ. «Ҫыхӑнура» порталта ҫырнӑ тӑрӑх, 2006 ҫулта Юрий Арлашкин Чӑвашавтотранс гендиректорӗ пулса ӗҫлеме тытӑннӑ, 2010 ҫулта – пуҫлӑхӑн ҫумӗнче. 2011 ҫулта ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе явап тыттарасшӑн пулнӑ. Анчах вӑл преступлени туман тесе ӗҫе чарса лартнӑ. Хӑйне пустуйран «турткаланӑшӑн» патшалӑхран 10 пин тенкӗ шыраса илнӗ. Кайран Юрий Арлашкина РФ Ял хуҫалӑх министерствин автобазин пуҫлӑхӗ пулма шаннӑ. Юлашки вӑхӑтра ЧР Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗн Владимир Осиповӑн пулӑшуҫи пулса ӗҫленӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн Ертӳҫин тивӗҫӗсене пурнӑҫлама ҫӗнӗ ҫынна шаннине Чӑва халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Ку тилхепене Вячеслав Борисова тыттарнӑччӗ. Анчах ун чухне Вячеслав Борисова Администраци Ертӳҫин тивӗҫне пурнӑҫлама шаннӑччӗ. Халӗ ӑна ҫӗнӗ должноҫре ҫирӗплетнӗ.
Вячеслав Борисов Федерацин монополипе кӗрешекен службин республикӑри управленийӗн пуҫлӑхӗнче 2008 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗнченпе ӗҫлерӗ. Вӑл 1972 ҫулта Хӗрлӗ Чутай районӗнче ҫуралнӑ. Виҫӗ хутчен аслӑ пӗлӳ илнӗ, ҫав шутран пӗри — юридици. Экономика наукисен кандидачӗ. Чӑваш Ен пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн ҫумӗ, Федерацин Финанс енчен сыватакан тата панкрутлӑх енӗпе ӗҫлекен службӑн Чӑваш Енри органӗн ертӳҫи, транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ пулнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |