Хула урамӗсенче ҫеҫ мар, пахчасенче те ҫуркунне эпир йывӑҫ вуллине шурататпӑр.
Анчах кӑҫал ҫуркунне Шупашкарта вӗсене тӗкӗнмӗҫ. Ҫакӑн пирки хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Фейсбукра пӗлтернӗ. Вӑл ҫырнӑ тӑрӑх, Варламов блогер «100 советов мэру» кӗнекере «Ҫуркунне йывӑссене шуратмалла-и? Ҫук!» — тенӗ иккен.
«Кӗнекене вулатӑп та хӑш шухӑшпа килӗшетӗп, хӑшӗнпе — ҫук», — палӑртнӑ Алексей Ладыков. Йывӑҫ вуллине шуратмалла мар тенине вӑл ырласа йышӑннӑ.
Йывӑҫ вуллине шуратма уйӑракан укҫана йывӑҫ-тӗм лартма уйӑрас тесе йышӑннӑ. Кун валли ҫулсерен 290 пине яхӑн тенкӗ тӑкакланӑ.
Чӑваш Енре шалу вӑхӑта тӳлемен предприятисем ҫав-ҫавах пур-ха. Республикӑн Ӗҫ инспекцийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ака уйӑхӗн 5-мӗшӗ тӗлне республикӑри 23 организацире 1 пин те 279 ҫын умӗнче ӗҫ укҫи парӑмӗ 45,45 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Кӑсалхи кӑлач пуҫламӑшӗнчипе танлаштарсан парӑм виҫи 5,78 миллион тенкӗ чакнӑ-ха.
Шалу вӑхӑтра илеймен пирки республикӑн Ӗҫ инспекцийӗнчен ака уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне 234 ҫын пулӑшу ыйтма ҫитнӗ.
Ӗс укҫин парӑмне ведомствӑсем хушшинчи республикӑри ларура тишкернӗ. Унта «АЗНХ» конкурс управляющийӗ, «СУОР» ДСК тата ытти хӑш-пӗр предприяти пуҫлӑхӗ парӑма татас енӗпе мӗн туса ирттерни пирки тухса калаҫнӑ.
Куславкка районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан арҫын тӗнче тетелӗнче паллашнӑ хӗре 1,7 миллион тенкӗ куҫарса панӑ. Вӑл 560 пин доллар илессе шанса ҫапла хӑтланнӑ. Анчах ҫурӑк валашка умӗнче тӑрса юлнӑ.
52 ҫулти арҫын пӗлтӗр тӗнче тетелӗнче хӗрпе паллашнӑ, унпа ҫырӑннӑ. Хайхи савни ӑна качча тухма шантарнӑ, ҫакна ҫирӗплетсе вӑл 560 пин доллар упрама ярса панӑ-мӗн.
Пысӑк укҫа арҫыннӑн пуҫне те, чӗрине те ҫавӑрса янӑ. Унччен те пулман – укҫана илсе ҫитерес тӗлӗшпе йывӑрлӑхсем тухнине пӗлтернӗ. Авланма хатӗрленнӗ арҫын ним шухӑшламасӑр 1,7 млн тенкӗ кредит илнӗ, юпа-чӳк уйӑхӗсенче тӗрлӗ счет ҫине куҫарнӑ.
Кун хыҫҫӑн вӑл долларсем килессе кӗтнӗ. Анчах укҫа ҫитеймен. полицие кайса пулӑшу ыйтма тивнӗ.
Арҫын тӗнче тетелӗнче хӗрпе паллашнӑ та укҫасӑр тӑрса юлнӑ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтерет.
Ака уйӑхӗн 6-мӗшӗнче полицие арҫын пынӑ та инкекӗ пирки каласа кӑтартнӑ. Вӑл паллашу сайтӗнче паллашнӑ хӗрпе ҫырӑннӑ. Хайхискер пике ӑна чӑнах та килӗштернине ӗненнӗ. Лешӗ сипленме укҫа кирли пирки пӗлтернӗ. Арҫын ӑна шеллесе 400 пин тенке яхӑн кредит илнӗ те хӗре куҫарса панӑ.
Ҫӗмӗрлери полици уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ ҫав хӗрӗн страници ҫинчи аватарка ҫинче палланӑ сӑна курнӑ. Вӑл – Ҫӗмӗрле хулинче пурӑнакан 26 ҫулти хӗр. Унран ыйтса пӗлнӗ, вӑл хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Кӑҫал Шупашкар районӗнчи Ишлейра физкультурӑпа сывлӑх комплексӗ хута ямалла.
Асӑннӑ сооружени пирки вӑл тӑрӑхисем тахҫанах ӗмӗтленме тытӑннӑ. Кӳкеҫре ФОК хӑпартса лартсанах калаҫма пуҫланӑ. Хӑйсем патне тӗрлӗ тӳре-шара пухӑва пырсан та вӑл ыйтӑва тӑтӑшах хускатнӑ. Унран та ытларах – Янӑшри шкула тӑвиччен Ишлейра физкультурӑпа сывлӑх кмопелксӗ тумалла пулнӑ тесе ӑмсанакансем те пур.
Халӗ ФОКа тума аукцион иртессине пӗлтернӗ. Ӗҫ хакӗ – 180 миллион тенкӗ. Объекта кӑҫалхи раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗ тӗлне туса пӗтермелле. Спорт сооруженийӗ Совет урамӗнче пулӗ.
Ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Канаш хулинчи Разин урамӗнчи 10-мӗш ҫуртра тухнӑ пушар ҫивиттие сиенленине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: вут-ҫулӑм тӑватӑ подъездлӑ пилӗк хутлӑ ҫуртра ирхи 3 сехет те 30 минут тӗлӗнче алхасма тытӑннӑ. Килсӗр-ҫуртсӑр юлнисене вӑхӑтлӑх вырӑн тупса панӑ. Вырӑнти хыснаран ҫемьесене 10-шар пин тенкӗ уйӑрса панӑ. Халӗ вара вӗсене республика хыснинчен те пулӑшӗҫ. Ҫав тӗллевпе Чӑваш Ен резерв фондӗнчен 3 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Пушар хыҫҫӑн «Таса хула» муниципалитетӑн унитарлӑ предпиятийӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Асӑннӑ организаци ӗҫченӗсем ҫурта тивӗҫлипе тытса тӑман тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан 38 ҫулти хӗрарӑм полицие пырса хӑй ултавҫӑсен аллине ҫакланни пирки каласа кӑтартнӑ. Хайхискер палламан ҫынпа калаҫса 450 пин ытла тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ.
Хӗрарӑм каланӑ тӑрӑх, пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ун патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ. Вӑл банк ӗҫченӗ имӗш. Хайхи юптарма тытӑннӑ: такам хӗрарӑм ячӗпе кредит илме хӑтланать-мӗн.
Унтан «банк ӗҫченӗ» ку лару-тӑруран мӗнле тухмаллине каланӑ: кредит илмелле те саплаштармалла. Хӗрарӑм 250 пин тенкӗ кредит илнӗ те ӑна банкомат урлӑ телефон номерӗсем ҫине куҫарса панӑ. Ҫапла вӑл 18 операци пурнӑҫланӑ.
Пушӑн 31-мӗшӗнче лешӗ каллех шӑнкӑравланӑ. Каллех кредит илме хӑтланаҫҫӗ-мӗн. Хӗрарӑм ӑна ӗненсе ҫав ӗҫсенех пурнӑҫанӑ. Хальхинче 200 пин ытла тенкӗ куҫарнӑ.
Канашра нумай хваттерлӗ пӗр ҫурт пушара пула шар курнине эпир ӗнер пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: вут-ҫулӑм Разин урамӗнчи тӑватӑ подъездлӑ пилӗк хутлӑ ҫуртра ӗнер ирхи 3 сехет те 30 минут тӗлӗнче алхасма тытӑннӑ. «Хӗрлӗ автан» 900 тӑваткал метр лаптӑк ҫивиттие сиенленӗ.
«Ҫурт та хытах сиенленнӗ. Унта газ, шыв тата ҫутӑ сӳнтернӗ», — пӗлтернӗ Канаш хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Виталий Михайлов. Ҫынсене вырӑнти хыснаран 5-шер пин тенкӗ, анчах ҫемьесене 10 пинрен ытла мар парӗҫ.
Ҫуртра пурӑннисене вӑхӑтлӑх вырӑн тупса панӑ, хӑшӗсем аванӗсем патӗнче тӗпленнӗ.
Ҫурта юсама республика хыснин резерв фондӗнен укҫа уйӑрӗҫ.
Нигери ҫынни Шупашкар хӗрарӑмне улталанӑ. Вӗсем тӗнче тетелӗнче ҫырӑннӑ.
Пӗррехинче ют ҫӗршыв ҫынни Шупашкар хӗрарӑмне хаклӑ йышши парне ярса паратӑп тесе укҫа куҫарса пама ыйтнӑ – посылкӑна хатӗрленӗшӗн тата илсе ҫитернӗшӗн расхута саплаштарма имӗш. Ку япӑххи пирки шутламасӑрах 600 пин тенкӗ куҫарса панӑ.
Кун хыҫҫӑн арҫын пач ҫухалнӑ. Хӗрарӑм вара вӑл улталанине ӑнланнӑ, полицие пӗлтернӗ. Арҫынна тупнӑ. Вӑл – Нигери ҫынни, вӑхӑтлӑха Мускав ҫывӑхӗнче пурӑннӑ. Ӑна Чӑваш Ене илсе ҫитернӗ.
Кӑҫал санавиаци вӗҫменччӗ. Паян вара республикӑра пациента пульницӑна хӑвӑрт илсе ҫитерме тивнӗ.
Канашран пациента санитари вертолечӗпе 35 минутра илсе килнӗ. Унӑн пуҫӗ суранланнӑ. Анчах япӑх ҫанталӑка пула вертолета пульница территорийӗнче мар, аэропортра антарса лартма тивнӗ. Унтан пациента васкавлӑ медпулӑшу машинипе пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Палӑртмалла: санавиаци вертолечӗ Чӑваш Енре раштав вӗҫӗччен ӗҫлӗ. 100 ытла хутчен вӗҫеве тухма планланӑ. Пӗр сехечӗ 190 пин тенке ларӗ. Килӗшӗве 46 миллион тенкӗлӗх алӑ пуснӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Васильев Степан Васильевич, вӗрентӳ ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |