Чӑваш Енре саниатри вертолетне тара илес енӗпе аукцион ирттересси пирки пӗлтернӗ. Малтанхи хак 46 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Кун пирки патшалӑх закупкисен сайтӗнче пӗлтернӗ.
Республикӑри катастрофа тата васкавлӑ медпулӑшу медицинин центрӗ аукицион ирттересси пирки пушӑн 5-мӗшӗнче пӗлтернӗ. Планпа килӗшӳллӗн, вертолетӑн ҫулталӑкра 53 хутчен вӗҫмелле. Пӗр сехет вӗҫевӗн 191 пин тенкӗрен ытларах пулмалла мар.
Ӑшӑ ҫанталӑкра шӑнкӑрав килнӗ хыҫҫӑн вертолетӑн ҫур сехетрен кая мар вырӑна кайма тухмалла. Хӗлле ку вӑхӑт 1 сехетпе танлашать.
Аукциона пушӑн 18-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ. Аса илтерер: пӗлтӗр авӑн уйӑхӗнче Чӑваш Ен Мари Элпе пӗрле санитари вертолетне тара илнӗ. Ун чухне 1 сехет вӗҫев 231 пин тенкӗпе танлашнӑ.
Чӑваш Енӗн Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви ӗҫсӗррисен йышне эрнесерен пӗтӗмлетет. Паянхи кун тӗлне илсен, ӗҫсӗрлӗх центрӗсенче шута илнисен йышӗ 11 пин те 529 ҫынпа танлашнӑ. Ку вӑл ӗҫлекенсен пӗтӗмӗшле йышӗн 1,9 проценчӗ тенине пӗлтерет.
Хальхи вӑхӑтра пирӗн республикӑра ӗҫсӗррисене тӳлекен пособин чи пысӑк виҫи 12 пин те 130 тенкӗпе танлашать, чи пӗчӗкки – 1500 тенкӗ. Кама миҫе тенкӗ тӳлесси ҫыннӑн шалӑвӗнчен килет. Малтанхи виҫӗ уйӑхра шалӑвӑн 75 поценчӗ чухлӗ (анчах чи пысӑк пособи виҫинчен ытла мар) тӳлесе тӑраҫҫӗ, тепӗр икӗ уйӑх – 60 процент (анчах 5 пинрен ытла мар).
Ӗҫсӗрлӗх пособине пирӗн ҫӗршывра 2020 ҫулхи пуш уйӑхӗнче, кӑшӑлвирус алхасма пуҫланнӑ вӑхӑтра, 8 пинрен 12 пин те 130 тенке ҫити ӳстернӗччӗ. Малтанласа вӑхӑтлӑх мера терӗҫ те, анчах кайран та вӑл виҫене чакамарӗҫ.
Пушӑн 6-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан42 ҫулти хӗрарӑм полицие пырса заявлени ҫырнӑ. Вӑл ултавҫӑсен аллине ҫакланнӑ.
Хайхи хӗрарӑм 2019 ҫулта брокер команийӗн счечӗ ҫине 400 пин тенкӗ куҫарнӑ, криптовалюта курсӗнчен тупӑш илме ӗмӗтленнӗ. Пӗлтӗр ҫавнашкал тепӗр фирма счечӗ ҫине 7 пин тенкӗ хунӑ. Анчах хӗрарӑм укҫана каялла тавӑрайман.
Нумаях пулмасть ун патне арҫын шӑнкӑравланӑ, хӑйӗнпе компани ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. Хайхискер унта хывнӑ укҫана тавӑрма пулӑшать-мӗн. Вӑл пулӑшма шантарнӑ, анчах хывнӑ укҫан10 процентне ыйтнӗ. Хӗрарӑм килӗшнӗ. Арҫын вара ултавҫӑ пулнӑ.
Ҫав арҫынна вӑл 325 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Лешсем ӑна унӑн счечӗ ҫинче 600 пин тенкӗ ытла пулнине ӗнентернӗ. Укҫана каялла илес тесен каллех нухрат хывмалла-мӗн. Хӗрарӑм амӑшӗнчен 250 пин тенкӗ кивҫен илнӗ. Ҫапла майпа вӑл ултавҫа 564 пин тенкӗ куҫарса панӑ.
Хӗрарӑм кун хыҫҫӑн ҫеҫ тӗнче тетелне кӗрсе ҫак компани пирки вуласа пӗлнӗ. Вара тин вӑл ултавҫӑсен аллине лекнине ӑнланнӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Чӑваш Енри хӑш-пӗр организаци-предприятире шалу вӑхӑтра тӳлемен тӗслӗхсем халӗ те тӗл пулаҫҫӗ. Ӗҫ укҫин парӑмне кӑҫалхи икӗ уйӑхра 3,5 миллион тенкӗ тӳлесе татнӑ. Республикӑн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, парӑма шыраса илессишӗн тӗрлӗ ӗҫ туса ирттерме тивет. Районсемпе хуласен администрацийӗсенчеларусем ирттереҫҫӗ. Республикӑра виҫӗ енлӗ комисси йӗркеленӗ, ведомствӑсем хушшинчи комисси Элтепер ҫумӗнче ӗҫлет.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 6 организацире, сӑмахран, «Шупашкарти промстройпроект» проект институтӗнче, «СУОР» ҫурт-йӗр тӑвакан комбинатра, Вӑрмарти кайӑк-кӗшӗк хапрӑкӗнче, парӑма 3,5 миллион тенкӗлех чакарнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 8 ҫулти ачана ашшӗсӗр юлнӑшӑн пенси пама пӑрахнӑ. Прокуратура пулӑшнипе ҫеҫ парӑма тавӑрма май килнӗ. Тӳлеве вара малалла тӑсаҫҫӗ.
Ҫакӑ паллӑ: 2018 ҫулта суд ачан ашшӗ ҫухалнине палӑртнӑ. Ҫавна май ӑна пенси тӳлемелле тунӑ. Анчах 2019 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче Пенси фончӗ пенсие куҫарса пама пӑрахнӑ. Ведомствӑна ачан ашшӗ ӗҫлени пирки хыпар ҫитнӗ-мӗн. Пенси фончӗ тӳлеве пӑрахӑҫлама ыйтса суда тавӑҫ тӑратнӑ. Анчах суд ӑна тивӗҫтермен.
Анчах кун хыҫҫӑн та пенси куҫарман. Кун хыҫҫӑн прокуратура Пенси фондне суда панӑ. Суд ӑна тивӗҫтернӗ. Халӗ ачашӑн пенчи куҫать, унчченхи парӑма та – 116 пин тенке – куҫарса панӑ.
Ӗнер Шупашкарти йӗрке хуралҫисенчен 28 ҫулти ҫамрӑк пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл ултавҫӑсен капкӑнне ҫакланнӑ.
Ҫамрӑк патне палламан ҫын шӑнкӑравласа хӑйӗнпе банк ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. Каччӑна вӑл такамсем ун ячӗпе кредит илесшӗн тесе ӗнентернӗ. «Банк ӗҫченӗ» каччӑна кредит илме, укҫана банк картти ҫине (номерне ултавҫӑсем хӑйсен каланӑ) куҫарма ӳкӗте кӗртнӗ. Каччӑ ултавҫӑсене ӗненнӗ. 870 пин тенке ют ҫынсене куҫарса панӑ.
Кайран ҫав ҫынсемех телефон номерне ылмаштармалли программӑпа усӑ курса йӗрке хуралҫисем евӗр шӑнкӑравланӑ, 870 пинсӗр юлни пирки полицие пӗлтерме сӗннӗ. Каччӑ шӑп та лӑп ҫавӑн чухлӗ укҫана куҫарса панӑ та.
ЧР Аслӑ сучӗ «Суор» строительство компанийӗн экс-директорӗ тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе пӑхса тухнӑ. Кун пирки «Коммерсантъ» пӗлтерет.
Пуҫиле ӗҫе Ермолаев тӗлӗшпе пуҫарнӑ. Вӑл пенисене тата штрафсене шута илсе пӗтӗмпе 108 миллион ытла тенкӗ парӑма татнӑ. Аслӑ суд ҫакна шута илнӗ, приговора ҫемҫетмелли сӑлтав вырӑнне йышӑннӑ.
Ермолаев Аслӑ судран айӑплава тӗрмене лартмасӑр пурнӑҫлама ирӗк ыйтнӑ. Анчах суд хирӗҫленӗ. Экс-директора колонире 2,5 ҫул лармалла тунӑ. Срокран ҫур ҫул катнӑ.
Аса илтерер: Ермолаева пӗлтӗр налук тӳлеменшӗн пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние ӑсатнӑ.
Социаллӑ пулӑшу илекенсен тӗрлӗ ҫӑмӑллӑхпа усӑ куракансем пӗр вӑхӑтра хутсемпе пӑрахнӑччӗ. Кӑшӑлвирус алхаснӑ вӑхӑтра ӑна хушма хутсем тӑратмасӑр, заявлени ҫырмасӑр паратчӗҫ. Халӗ йӗрке улшӑннӑ. Ҫӗнӗлӗх пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вӑя кӗнӗ.
«Сахал тупӑшлӑ ҫемьесене 6 уйӑхлӑха шута илеҫҫӗ. Регистраци вӑхӑчӗ пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн вӗҫленнисен тӳлеве малашне те илес тесен кирлӗ хутсене ҫӗнӗрен пухмалла, заявлени ҫырмалла», — ӑнлантарнӑ Чӑваш Енӗн ӗҫлевпе социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алена Елизарова брифингра.
Пӗрремӗш ачашӑн федераци бюджетӗнчен паракан тӳлеве ҫулталӑклӑха ҫирӗплетеҫҫӗ. Тӳлев вӑхӑчӗ пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн тухнисен заявление ҫӗнӗрен шӑрҫалама тивӗ.
Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тӳлевӗшӗн уйӑракан субсидие 2020 ҫулхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа кӑҫалхи ака уйӑхӗн 1-мӗшӗччен тивӗҫнисене тата тепӗр 6 уйӑхлӑха тӑсса парӗҫ. Уншӑн таҫта кайса хут ҫырма кирлӗ мар.
Улатӑр районӗнче пурӑнакан пӗр хӗрарӑм атӑ сутас тесе улталаннӑ. Пушмака вӑл тӗнче тетелӗнчи тӳлевсӗр пӗлтерӳсем вырнаҫтармалли сайтсенчен пӗринче асӑрханӑ.
51 ҫулти хӗрарӑм йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ тӑрӑх, пӑтӑрмах кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн вӗҫӗнче пулса иртнӗ. Сайтра вӑл атӑ сутасси ҫинчен пӗлтерӳ вырнаҫтарнӑ. Кӗҫех «туянас кӑмӑллӑ» ҫын та тупӑннӑ. Хӗрарӑмран вӑл укҫа ӑҫта куҫарса памалли пирки ыйтнӑ. Ют ҫынна ӗненсе хӗрарӑм счет ҫинчи 120 пин тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ.
Йӗрке хуралҫисем ултавҫӑна тупса палӑртнӑ. Вӑл Мускав облаҫӗнче пурӑнакан 18 ҫулти каччӑ иккен. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
90 ҫулти кинемейӗн юбилейне япӑх пулӑм тӗксӗмлетнӗ. Вӑл укҫасӑр тӑрса юлнӑ.
Нумаях пулмасть пӗр халӑх тетелӗнче ӑна социаллӑ тӳлев пама тивӗҫ тесе хыпарланӑ. Ку 2700 тенкӗпе танлашать-мӗн.
Анчах тӳлеве илес тесен банк карттин номерне, хыҫалти кодне, усӑ курмалли срокне калама ыйтнӑ. Кинемей япӑххи пирки шухӑшламан – йӑлтах пӗлтернӗ.
Ватӑскер тепӗр кунхине 90 ҫулхи юбилейне паллӑ тума хатӗрленнӗ. «Кӗтмен парне» уява тӗксӗмлетнӗ. Ултавҫӑсем унӑн картти ҫинчен 9 пин тенкӗ куҫарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Элмен Данил Семенович, Чӑваш автономи облаҫне йӗркелекенӗ политика ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Патмар Иван Анисимович, халӑх пултарулӑхне пухаканни ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |