Раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Кӳкеҫри Первомайски урамӗнчи лавккаран Ҫӗнӗ ҫулхи 4 парне ҫухални пирки полицие пӗлтернӗ. Ку кӑна мар, вӑл касса ещӗкне те йӑкӑртнӑ. Унта вара 5 пин тенкӗ пулнӑ.
Йӗрке хуралҫисем вӑрра часах тытса чарнӑ. Вӑл - Кӳкеҫре пурӑнакан 32 ҫулти арҫын. Унччен вӑл судпа пӗрре мар айӑпланнӑ. Халӗ вӑрланӑ япаласене каялла тавӑрса парас тӗлӗшпе ӗҫлеҫҫӗ.
Ҫак арҫынна тухса ҫӳреме юраманни пирки расписка ҫыртарнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе малалла тишкереҫҫӗ.
Чӑваш Енре пурӑнакансем банкра 150 миллиард тенкӗ ытла упраҫҫӗ. Кун пирки Наци банкӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗ пӗлтернӗ.
Чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне илсен уйрӑм ҫын вклачӗсен виҫи пӗлтӗрхи ҫав вӑхӑтринчен 13,2 процент тӳснӗ. Ҫапла вара банкра тытакан укҫа виҫи 153 миллиард тенке ҫитнӗ.
Пиӗн республикӑра пурӑнакансем Раҫҫейрисем пекех — укҫана тенкӗпе упрама кӑмӑллаҫҫӗ. Банка хунӑ «кӗмӗлрен» тенкӗллӗ вклад виҫи — 91,8 процент.
Банкри укҫана 1,4 миллион тенкӗ таран страхлаҫҫӗ. Ҫапах та вӑл е ку кредит учрежденине суйличчен банкӑн лицензи пуррипе-ҫуккипе кӑсӑкланмалла.
Чӑваш Енре пурӑнакан Елена Зубова лотерейӑра ҫурт выляса илнӗ. 48 ҫулта ывӑлне ҫуратнӑ хӗрарӑмшӑн ку питӗ пысӑк савӑнӑҫ пулнӑ. Вӑл машина туянма ӗмӗтленнӗ, ҫавӑнпа ҫурт вырӑнне укҫа илес тенӗ.
Ку ҫапла пулса иртнӗ. Елена пенси илме кайнӑ. Унта ӑна вак укҫа парайман, лотерея билечӗ илме сӗннӗ. Ҫапла вӑл виҫӗ билет туяннӑ. Вӗсем тӳрех ывалӗпе тупӑшӑва кайнӑ, билет пирки маннӑ та. Кайран аса илсен тӗрӗслеме шутланӑ. Ҫурт выляса илнӗ иккен! Тепӗр икӗ билечӗ 100 тата 500 тенкӗ выляса илнӗ.
Халӗ Елена лотерейӑра выляса илнӗ укҫапа машина туяннӑ. Унпа ывӑлне ӑмӑртусене илсе ҫӳрет.
Шупашкарта инфекци корпусӗ тума палӑртнӑ. Ку тӗллевпе, Чӑваш Ен правительстви пӗлтернӗ тӑрӑх, миллиарчӗ-миллиарчӗпе уйӑрӗҫ.
Чӑваш Енре инфекци корпусне тӑвас ыйтӑва РФ Сывлӑх сыхлавӗн тата Финанс министерствисенче сӳтсе яваҫҫӗ. Ведомствӑсем палӑртнӑ тӑрӑх, ӑна тумашкӑн 24 ытла миллиард тенкӗ кирлӗ. Проектпа смета докуменчӗсене хатӗрлемешкӗн кӑҫал республика хыснинчен 11 ытла миллион тенкӗ уйӑраҫҫӗ.
Аса илтерер: кӑҫал Шупашкарта ача-пӑча инфекци пульници ҫумӗнче ҫӗнӗ корпус уҫӑлнӑ.
Кӑҫалхи раштавӑн 2-мӗшӗнче Шупашкарти Калинин урамӗнчи пӗр киоска ҫаратнӑ. Кун пирки 72 ҫулти арҫын полицине пӗлтернӗ. Унта ҫав ҫын сувенир продукцине сутнӑ.
Киоскра ӗҫлекен патне палламан арҫын пырса укҫа ыйтнӑ. Лешӗ хирӗҫленӗ. Пуҫтах этем вӑрах шухӑшласа тӑман — сентре ҫинчи 10 тенкӗлӗх юбилейлӑ укҫасене илме тытӑннӑ. Сутуҫӑ ӑна чарса пӗтереймен. 20 тимӗр укҫана илсе вырӑнтан ҫухалнӑ.
Ҫаратакан ҫынна йӗрке хуралҫисем кӗҫех тупса палӑртнӑ. Вӑл судпа унччен темиҫе хут та айӑпланнӑ. Халӗ вӑл судран тарса ҫӳренӗ. Вӑрра тытса чарнӑ, ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарти «Благовещенский» микрорайонта та ача пахчи пулӗ. Ӑна 2021 ҫулхи чӳк уйӑхӗн вӗҫӗччен туса пӗтермелле. Патшалӑх закупкисен сайтӗнче аукцион ирттересси пирки пӗлтернӗ.
Пушкин урамӗнче Ял хуҫалӑх академийӗн инженери корпусне хирӗҫ тума палӑртнӑ ача пахчинче 240 шӑпӑрлан валли вырӑн пулӗ. Икӗ хутлӑ ҫуртра 12 ушкӑн пулӗ, вӗсенчен 4-шӗ – 2 уйӑхран пуҫласа 3 ҫул тултарнӑ ачасем валли. Кашни ушкӑнра 20 ачаран ытларах пулмӗ.
Хальхи йышши ытти ача пахчи евӗрех, унта та бассейн, апатланмалли блок, медицина блокӗ, буфет, ҫывӑрмалли пӳлӗмсем пулӗҫ. Кружок ирттермешкӗн те пӳлӗмсем уйӑрӗҫ.
Аукционра малтанхи хак – 265,5 миллион тенкӗ. Заявкӑсене раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Ҫав кунах ҫӗнтерӳҫе палӑртӗҫ.
Чӑваш Енри кафесемпе ресторансем икӗ миллиард тенкӗлӗх шар курнӑ. Ҫакӑн пирки республикӑн экономика аталанӑвӗн министрӗ Дмитрий Краснов кӑшӑлвируспа кӗрешес енӗпе ӗҫлекен оперштабӑн эрнекун иртнӗ ларӑвӗнче пӗлтернӗ.
Министр хӑйӗн сӑмахӗнче Чӑвашстатӑн цифрисемпе усӑ курнӑ. Кӑҫалхи кӑрлач-чӳк уйӑхӗнсенче обществӑлла апатлану предприятийӗсен тавар ҫаврӑнӑшӗ икӗ миллиард тенкӗ ытла чакнӑ. Ҫав вӑхӑтрах вӗсем налук тата ӗҫ укҫи тӳлесси унчченхинчен сахалланман.
Аса илтерер: кафесемпе ресторансем пӗр вӑхӑтра хупӑнчӗҫ, унтан вӗсене хатӗр апат-ҫимӗҫе киле парса сутма ҫеҫ ӗҫлеме ирӗк пачӗҫ. Ҫакӑ йӑлтах кӑшӑлвирус сарӑлнипе ҫыхӑннӑччӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 24 ҫулти хӗре ултавҫӑсем шӑнман пӑр ҫине лартса янӑ.
Экономистра ӗҫлекен 24 ҫулти хӗр патне ӗнер кӑнтӑрла палламан хӗрарӑм шӑнкӑравланӑ. Хӑйӗнпе банк ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ, кредит илмен-и тесе кӑсӑкланнӑ. Ҫук тесе хуравланине илтсен вӑл хӗрпе кредит уйрӑмӗн ӗҫченӗ ҫыхӑнассине, ыйтӑва татса пама пулӑшассине шантарнӑ.
Ултавҫӑ тӗрлӗ номертен 30 ытла хутчен шӑнкӑравланӑ. Юлашкинчен хӗр ӑна банк карттин номерне, банк карттин виҫӗ цифрӑллӑ кодне, унтан тата смс-ҫырупа килнӗ кода каланӑ.
Ҫапла вара палламан ҫынсем хӗр ячӗпе кредит илсе хӑйсен счечӗ ҫине 150 пин ытла тенке куҫарнӑ.
Улталаннине ӑнланнӑ хыҫҫӑн хӗр пакунлисенчен пулӑшу ыйтма пынӑ. Вӑл ҫынсене ҫапла майпа улталаҫҫӗ тенине илтнине, анчах хӑй ҫакланасса шутламаннине пӗлтернӗ.
Кӑшӑлвируспа чирлисене сиплекен тухтӑрсене кӑҫалхи чӳк-раштав уйӑхӗсемшӗн хушма укҫа тӳлӗҫ. Ҫакӑн пек хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев паян, раштав уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Укҫана республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствине пӑхӑнакан медицина организацийӗсенче ӗҫлекенсене тӳлӗҫ. Укҫа кӑшӑлвирус инфекцийӗпе чирлӗ ҫынсене палӑртакансене тата чирлисене сиплекенсене тивӗҫӗ.
Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн бригадисен врачӗсене пӗр сменӑшӑн 840 тенкӗ тӳлӗҫ, вӑтам тата кӗҫӗн медицина персоналне – 420 тата 213 тенкӗшер. Васкавлӑ пулӑшу машинин водителӗсене – 474 тенкӗ.
Чирлисене пульницӑра сиплекенсен врачсене 960 тенкӗ хушма укҫа парӗҫ, вӑтам тата кӗҫӗн медперсонала – 474 тата 268 тенкӗшӗр.
Шупашкарта пурӑнакан 39 ҫулти хӗрарӑм тӗнче тетелӗнче пӗр арҫынпа паллашнӑ. Кӑштахран вӑл ӑна водитель пулас ӗмӗтлине, анчах экзамен тытма йывӑррине пӗлтернӗ. Арҫын хӑйӗнпе патшалӑхӑн автоинспекцийӗнче ӗҫлекен ҫын тесе ӗнентернӗ. Чӑваш Енре ҫак тытӑмра ӗҫлекен ҫынпа паллаштарма шантарнӑ. Уншӑн 40 пин тенкӗ куҫарса пама ыйтнӑ. Хӗрарӑм килӗшнӗ. Ку вӑл кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Хӗрарӑм автоинспекцире ӗҫлекен ҫынна шырама тухса кайнӑ. Анчах тупайман. Ҫапла вӑл хӑй улталаннине ӑнланнӑ та йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ.
Хӗрарӑма улталанӑ арҫын Ӗпхӳре пурӑнать иккен. 38 ҫулти вӑйпитти унччен те ҫынсене улталанӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ ӗҫе суда ярса панӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Элмен Данил Семенович, Чӑваш автономи облаҫне йӗркелекенӗ политика ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Патмар Иван Анисимович, халӑх пултарулӑхне пухаканни ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |