Атӑл тӑрӑх пӑрахутсем ҫӳреме пуҫлӗҫ. Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Инстаграмра пӗлтернӗ тӑрӑх, юханшыв навигацине ҫӗртме уйӑхӗн 20-мӗшӗнчен уҫӗҫ.
Пассажирсене пӑрахутпа «Шупашкар – Йӑлӑм – Шупашкар» тата «Шупашкар-Сулахай ҫыранти пляж» маршрутпа турттарӗҫ.
Пӑрахутсене ҫӳретме самай тӑкаклӑ. Ҫавна республика Правительствипе Шупашкар хула администрацийӗнче аван ӑнланаҫҫӗ. Пассажирсене турттарса тӑкакланнин пӗр пайне «Шупашкарти юханшыв порчӗ» акционерсен обществине хула хыснинчен саплаштарӗҫ. Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав тӗллевпе 7 миллион та 95 пин тенкӗ уйӑрӗҫ. Ҫапла пулӑшни юханшыв трамвайӗн хакне ҫынсемшӗн меллӗ тума пулӑшӗ.
Шупашкарти троллейбус управленине патшалӑх пулӑшӑвӗ тивӗҫнӗ. Кун пирки республикӑн тӗп хулин администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Инстаграмра ҫырнӑ. Троллейбус управленийӗ 2 процентлӑ кредит 167 миллион тенкӗлӗх илнӗ. Кивҫен укҫана предприятие кредит учрежденийӗсенчен пӗри пама килӗшнӗ.
Алексей Ладыков шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫӑмӑллӑхлӑ кредит 1700 ытла ҫын валли ӗҫ вырӑнне упраса хӑварма май парӗ. Тепӗр майлӑ каласан, республикӑн тӗп хулинчи троллейбус ҫыхӑнӑвне тӑнӑҫлӑ ӗҫлеттерме пулӑшӗ. Предприяти кунсерен 200-е яхӑн пин пассажира турттарать.
Сӑмах май каласан, вӑл укҫана трллейбуссен паркне ҫӗнетме уйӑрассине шарламан.
Чӑваш Енӗн спорт аэробикин федерацийӗ 4 ҫултан пуҫласа 90-а ҫитичченхисене спортӑн ҫак енӗпе туслаштарма шухӑшланӑ. Ҫавна май вӑл ятарлӑ проект ҫырса хатӗрленӗ. Унпа Раҫҫей Президенчӗн грантне тивӗҫнӗ.
Асӑннӑ федерацие Мускавран 2 миллион тенкӗ ытла укҫа парӗҫ. «Кӗмӗле» «Аэробика – это просто! От 4-х до 90-а!» (чӑв. Аэробика — вӑл ансат! 4-ран пуҫласа 90-а ҫитиччен!) проекта пурнӑҫлама тӑкаклӗҫ.
Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Ҫӗмӗрлери нумай хваттерлӗ ҫуртсен картишӗсенче тата Сӗнтӗрвӑрри, Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар ҫывӑхӗсенчи ялсенче аэробика занятийӗсем, семинарсем, ӑсталӑх сехечӗсем, «Ҫӑлтӑрпа зарядкӑсем», спорт фестивалӗсем йӗркелӗҫ. Вӗсене шӑпӑрлансенчен пуҫласа шур сухалсем таран хутшӑнайӗҫ. Сывлӑх тата кӑмӑл пулсан.
Чӑваш Енри хуласемпе районсене кӑшӑлвируспа кӗрешмешкӗн хыснаран уйӑрнӑ укҫа виҫи икӗ хут ӳснӗ. Ку тӗллевпе тепӗр 9,6 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Хушӑва ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев алӑ пуснӑ.
Ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче алӑ пуснӑ хушупа килӗшӳллӗн, хуласемпе районсене кӑшӑлвируспа кӗрешме 8,3 миллион тенкӗ пайласа панӑ. Шупашкара 1,5 миллион ытла тенкӗ лекнӗ. Ытти муниципалитет 1-шер миллион илнӗ.
Халӗ хуласемпе районсене тепӗр 9,6 миллион тенкӗ панӑ. Шупашкара – 3,2 млн, Ҫӗнӗ Шупашкара – 1,6 млн, Шупашкар районне – 1,4 млн, Канаша 1 млн тенкӗ лекнӗ.
Кӗҫалхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн ҫутӑ укҫи хакланӗ. Хаксем ҫулла хӑпарние хӑнӑхма ӗлкӗртӗмӗр ӗнтӗ. Ҫутӑ хакӗпе ҫыхӑннӑ ҫӗнӗ тарифсене унчченех, пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 19-мӗшӗнчех, йышӑннӑччӗ. Ӑна Чӑваш Республикин конкурентлӑ политика тата тарифсен патшалӑх служби ҫирӗплетнӗ.
Ялта пурӑнакансен ҫитес уйӑхран пӗр киловат сехетшӗн 2 тенкӗ те 44 пус тӳлеме тивӗ. Хулара пурӑнакансен хакӗ мӗнле ҫуртра пурӑннинчен килет. Ҫутӑ плитисемлӗ (нумай хутлӑ ҫуртсенче ҫавӑн пеккисене час-часах вырнаҫтараҫҫӗ) ҫуртсенче хак 2 тенкӗ те 44 пуспа танлашӗ, ун пек плиталлӑ мар ҫуртсенче пурӑнакансене пӗр киловат сехетшӗн 3 тенкӗ те 48 пус тӳлеттерӗҫ. Чӑвашэнергосбыт компанийӗ ҫутӑ укҫин парӑмне утӑ уйӑхӗччен тӳлеме сӗнет.
«Рейтинг» информаци агентстви Раҫҫейре пурӑнакан ҫемьесен тупӑшне тишкернӗ. Мӗнпур вычета шута илсен Чӑваш Енри пӗр ачаллӑ ҫемьен уйӑхри вӑтам тупӑшӗ 26 496 тенкӗ юлать. Икӗ ачаллӑ ҫӗмьесенче вӑтамран 15 484 тенкӗ юлать. Ку кӑтартупа пирӗн республика ҫӗршывра 55-мӗш вырӑн йышӑнать. Вӑл енӗпе вӑл Крымран, Мари Элтан, Мордва Республикинчен, Чӗмпӗр облаҫӗнчен тата ытти хӑш-пӗр субъектран иртейнӗ.
2019 ҫулхи ҫав танлаштарӑмра Ямал-Ненецк автономи округӗ чи малта. Унта мӗнпур вычет хыҫҫӑн пӗр ачаллӑ ҫемьесен тупӑшӗ 101,6 пин тенкӗпе танлашнине шутласа кӑларнӑ. Иккӗмӗш тата виҫҫӗмӗш вырӑнсенчеи – Сахалин облаҫӗ (86,2 пин тенкӗ) тата Мускав (76,1 пин тенкӗ).
Шупашкар хула администрацийӗ пассажирсене хулари икӗ маршрутпа турттаракансене шырать. Кӑмӑл пуррисен заявкисене ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗччен йышӑнӗҫ, вӗсене ҫӗртмен 25-мӗшӗнче суйласа илӗҫ.
20-мӗш номерлӗ маршрутпа контракта тӑхӑр ҫуллӑха алӑ пусӗҫ, 7-мӗш маршрутпа – ҫулталӑклӑха.
«Нефтебаза – Шупашкарти аш-какай комбиначӗ» 20-мӗш номерлӗ маршрутпа тӑвата пӗчӗк автобус ҫӳремелле, пӗрре саппас пулмалла. Эрне варринче маршрут тӳррӗн 41-мӗш рейс пурнӑҫламалла, каялла кайнӑ чух – 40; канмалли кунсемпе уявсенче – вуншар.
«Алькеш – Энергетиксен поселокӗ» 7-мӗш номерлӗ маршрутпа пӗчӗк 9 автобусран кая мар, анчӑх 10-ран ытла мар ҫӳремелле, саппасра 1 транспорт пулмалла. Ӗҫ кунӗсенче 60 рейс тумалла, канмалли кунсемпе уявсенче – 30-шар.
20-мӗш маршрутпа илсе ҫӳрекене хула мэрийӗ 4,5 миллион тенкӗ тӳлеме хатӗр, 7-мӗш маршрутшӑн – 269,6 пин тенкӗ.
Республикӑра ача-пӑча уйлӑхӗсем кӑҫал утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен ӗҫлеме тытӑнӗҫ. Кӑштах улшӑнусем пулӗҫ: сменӑсем кӗскелӗҫ, ашшӗ-амӑшне ачасем патне килсе курма чарӗҫ.
Уйлӑхри ачасене кӑшӑлвирусран хӳтӗлеме республикӑн резерв фондӗнчен 26 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ. Хушӑва ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев алӑ пуснӑ.
Резерв фондӗнчен уйӑрнӑ укҫа-тенке Спорт министерствине тата Вӗренӳ министерствине пайласа парӗҫ: пӗрремӗшне – 5,1 миллион тенкӗ, теприне 21,4 миллион тенкӗ лекӗ.
Етӗрне районӗнче пурӑнакан ҫынна пулла саккун пӑсса тытнӑшӑн пуҫиле майпа явап тыттарнӑ.
Асӑннӑ районти ялсенчен пӗринче пурӑнаканскере РФ Пуҫиле кодексӗн 256-мӗш статйин 1-мӗш пайӗн «б, в» пункчӗсемпе явап тыттарас тенине район прокуратури те ырланӑ.
Суд палӑртнӑ тӑрӑх, 62-ри арҫын 2020 ҫулхи пуш уйӑхӗн ҫурринче Сӑр юханшывӗнче тетӗл лартнӑ. Вӑл ҫапла мелпе пулӑ тытнин тӑкакне 7 пин ытла шутласа кӑларнӑ.
Арҫын хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Тӑкака саплаштарнӑ. Суд ӑна пуҫиле майпа 5 пин тенкӗ штраф хурса панӑ.
Чӑваш Ен прокуратурин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, суд йышӑнӑвӗ саккунлӑ вӑя хальлӗхе кӗреймӗн-ха.
Чӑваш Енри ялсене укҫа парасшӑн.
Паян республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев районсемпе хуласенчи старостӑсемпе тата территорири халӑх хӑй тытӑмлӑхӗн ертӳҫисемпе видеоконференци мелӗпе канашлу ирттернӗ. Ҫавӑнпа хӑш-пӗр муниципалитет Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнӗ ятпа хушма укҫа уйӑрма ыйтнӑ. Олег Николаев ку шухӑша ырласа йышӑннӑ.
«Сирӗн умӑртах Ял хуҫалӑх тата Финанс министерствисене ку укҫана епле уйӑрасси пирки шухӑшласа пӑхма хушатӑп. Кашни яла 100-шер пин тенкӗ уйӑрассине ырлатӑп. Ку цифра 100 ҫулхи юбилейпе ҫыхӑнӗ», – ҫак шухӑша пвлӑртнӑ Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев. Район центрӗсемпе хуласем валли укҫа виҫине урӑхларах шутласа памалла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Макаров Ефим Макарович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Сарра Андрей Иванович, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Кураков Лев Пантелеймонович, Чӑваш патшалӑх университечӗн ректорӗ пулнӑ профессор, экономика ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мазуркин Петр Яковлевич, йывӑҫран касса кӑларакан паллӑ ӳнерҫӗ ҫуралнӑ. | ||
| Петров Виталий Егорович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |