Чӑваш Енри ҫичӗ районти ҫул-йӗре кӑҫалпа килес ҫул «ДорТех» предприяти тытса тӑрӗ. Аукцион пӗтӗмлетӗвӗпе «Правда ПФО» интернет-хаҫат паллаштарнӑ. Аукциона пӗртен-пӗр предприяти хутшӑннӑ-мӗн. Контракт хакӗ — 252,6 млн тенкӗ. Тепӗр майлӑ каласан, ҫул-йӗре тытса тӑма тивӗҫнӗ организацие ик ҫулта хыснаран ҫавӑн чухлӗ укҫа уйӑрӗҫ.
«ДорТех» Улатӑр, Элӗк, Хӗрлӗ Чутай, Муркаш, Пӑрачкав, Ҫӗмӗрле, Етӗрне районӗсенче регион тата муниципалитет пӗлтерӗшлӗ ҫулсемшӗн яваплӑ пулӗ.
«ДорТех» предприятин устав капиталӗн 51 проценчӗ Александр Волков аллинче-мӗн. Вӑл хӑй вӑхӑтӗнче «Чӑвашавтодор» предприятин гендиректорӗ пулнӑччӗ. Ӑна предприяти укҫине вӑрланӑшӑн судпа айӑпласа виҫ ҫуллӑха хупса хумалла тунӑччӗ.
Шупашкар район центрӗнчи Кӳкеҫ поселокӗнче пурӑнакансем урамра йытӑсем йышлӑ чупса ҫӳренишӗн пӑшӑрханаҫҫӗ. Этем тусӗ текен ҫав чӗрчунсене унта, чӑн та, час-часах курма пулать.
«Кам кама тытнӑ унта? Ҫак йытӑсене-и? Мӗн кӗтетпӗр? Шкултан килнӗ чух ман ачана кӗрт йыттисем тапӑнсан кам явап тытӗ?» — тесе ҫырнӑ «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Общественный совет поселка Кугеси» (чӑв. Кӳкеҫ поселокӑн халӑх канашӗ) ушкӑнра.
Кӗрт йыттисем иртӗхнишӗн тарӑхакансем поселок администрацийӗн пуҫлӑхӗ ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 33 йытӑ тытнӑ тенине шанмаҫҫӗ иккен.
Калаҫӑва хутшӑннисенчен тепри тата: «Ку вӑл пайталлӑ услам. Кашни йытта тытма хыснаран 2 пин тенкӗ уйӑраҫҫӗ. Тытнӑ хыҫҫӑн вакунӗ-вакунӗпе тепӗр парти йытӑ илсе килсе яраҫҫӗ-им?» — тенӗ.
Ҫак самантра Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче «Ҫӗнӗ сывлӑш — Ҫӗнӗ варкӑш — Кӗтрет» уяв каҫӗ пырать. Мероприятие культура учрежденийӗ ҫӗнӗ ҫуртри (пӗлтӗртенпе вӑл «Ҫеҫпӗл» кинотеатрта тӗпленчӗ) ҫӗнӗ сценӑна уҫнӑ ятпа йӗркеленӗ.
Уяв пуҫланиччен театрӑн ӗҫченӗсем сӑн ӳкерӗннӗ, театрӑн халӑхпа ҫыхӑну тытакан специалисчӗ Надежда Андреева: «Кӗҫех уяв пуҫланать», — тесе Фейсбукри хӑйӗн страницинче нумаях пулмасть ҫырнӑ.
Аса илтерер, театра йӗркеленнӗренпе кӑҫал 85 ҫул ҫитет. Сумлӑ юбилее вӑл юсаса ҫӗнетнӗ 375 ҫынлӑх ҫӗнӗ сценӑпа кӗтсе илет. Ӑна юсама, ҫутӑ хатӗр-хӗтӗрӗ, кирлӗ ытти оборудовани туянма республика хыснинчен пӗлтӗр 12 миллион тенкӗ ытла уйӑрнӑ.
Чӑваш Республикин Арбитраж сучӗ Шупашкарти икӗ пысӑк промышленность предприятийӗн шӑпине каярах татса парӗ. Ҫакӑн пирки «Правда ПФО» интернет-хаҫат паян пӗлтернӗ.
Кунта сӑмах Внешэкономбанк (чӑв. Тулашэкономбанк) кредит учрежденийӗ «Промтрактор» предприятин Шупашкарти промышленность тракторӗсен савутне тата «Промтрактор-Вагон» акционерсен обществине панкрута кӑларма ыйтни пирки пырать. Пӗрремӗш тӗлӗшпе суд пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче иртӗ, тепринпе — ыран, нарӑс уйӑхӗн 16-мӗшӗнче.
Маларах эпир Чӑваш Енӗн энергетикӗсем Шупашкарти промышленность тракторӗсен савутне ҫутӑсӑр хӑварма суда тавӑҫпа тухнине пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, суд тавӑҫа тишкернӗ май мӗнпур материала пӑхса тухнӑ та ҫапларах пӗтӗмлетнӗ: савута ҫутӑсӑр хӑварсан предприятин парӑмпа татӑлма ниепле те май пулмӗ.
Алексей Лапин – Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗн КПРФ партин экс-депутачӗ. 35 ҫулти «халӑх тарҫи» тӗп хулари 4-мӗш гимнази ҫывӑхӗнче «Икӗ капитан» пурӑнмалли комплекс тума тытӑннипе «чапа» тухнӑ. Анчах ӗҫ котлован чавнинчен малалла каяйман.
2016 ҫулхи ака уйӑхӗнче экс-депутата пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 5 ҫуллӑха ӑсатнӑ. Халӗ вара ӑна ҫӗнӗ преступленисемшӗн те айӑпланӑ.
Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 2011 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчен пуҫласа 2015 ҫулхи раштавччен Алексей Лапин 13 ҫынна Шупашкарта хута каякан ҫуртсенче хваттер пама шантарнӑ. Вӗсемпе займ тата пая кӗнине кӑтартакан килӗшӳсем туса пӗтӗмпе 16 миллион тенкӗ илнӗ. Анчах «халӑх тарҫи» шантарнӑ сӑмахне тытман, мӗншӗн тесен вӑл ертсе пыракан организацин пурӑнмалли ҫурт-йӗр тумашкӑн ирӗк пулман. Укҫа-тенке вара хӑй пӗлнӗ пек тӑкакланӑ.
Суд унчченхи айӑплава шута илсе Алексей Лапина пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 8 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ.
Хулара транспортпа ҫӳреме туса панӑ ПТК (чӑв. Пӗрлехи транспорт картти) унпа усӑ куракансемшӗн йывӑрлӑх кӑларса тӑратни пирки Чӑваш халӑх сайтӗнче Аҫтахар Плотников кӑмӑлсӑрланнине вулакансем астӑваҫҫӗ те пулӗ. Унта вӑл ҫак тытӑмӑн кӑлтӑкӗсем пирки асӑнса хӑварнӑччӗ. Онлайн мелпе укҫа хума ҫукран та йывӑрлӑх пурччӗ.
Халӗ вара Перекет банкӗ онлайн мелпе куҫармалла йӗркене ӗҫлеттерсе янӑ. Сӑнавлӑ меслет тенӗ ун пирки. «Товары и услуги» (чӑв. Тавар тата пулӑшу) уйрӑмра «Транспорт» текенни пур.
Сӑмах май, карттӑ ҫине укҫа хурсан ҫав самантрах ҫитсе выртмасть. Тепӗр икӗ талӑкран куҫать. Ҫӗнӗ пулӑшупа, эпир пӗлнӗ тӑрӑх, хальлӗхе пурте усӑ кураймаҫҫӗ.
Вӗткеленмесӗр укҫа хурас тесен «Автотӳлев» пулӑшупа та усӑ курма май пур.
Паян иртнӗ Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче республикӑра кашни ҫынна пӗр уйӑх пурӑнма пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк укҫа виҫине пӑхса тухнӑ.
Кварталта пӗрре йышӑнакан ҫак цифра иртнӗ ҫулхи IV кварталшӑн палӑрмаллах чакнӑ. Кашни ҫынна пурӑнма уйӑхсерен кирлӗ укҫа виҫи 6,2 процент сахалланнӑ. Вӑтамран вӑл 8236 тенкӗпе танлашать. Тепӗр майлӑ каласан, 543 тенкӗ пӗчӗкленнӗ.
Вӑйпиттисене кирлӗ чи пӗчӗк укҫа виҫи 8719 тенкӗ тесе йышӑннӑ, пенсионерсене — 6716 тенкӗ, ачасене — 8365 тенкӗ.
ЧР Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче тухса калаҫнӑ Чӑваш Енӗн Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Сергей Димитриев федерацин Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи мӗнпур регионта ҫак укҫа виҫи сахалланнине пӗлтернӗ. Ҫав шутра, ӑнлантӑмӑр ӗнтӗ, Чӑваш Ен те пур.
Республикӑри ҫуртсӑр ҫынсен социаллӑ адаптаци центрӗн экс-директорӗ Андрей Мякишев тӗлӗшпе тепӗр пилӗк пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Аса илтерер: унччен сӗтев илнӗшӗн (пӗтӗмпе 120 пин тенкӗ ытла) ун тӗлӗшпе икӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑччӗ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, 2015–2017 ҫулсенче вӑл хӑйӗн тӑватӑ ӗҫченӗнчен 170 пин тенкӗ сӗтев ыйтнӑ. Унсӑрӑн хайхискерсен ӗҫ укҫине пӗчӗклетессипе е должноҫран кӑларассипе хӑратнӑ. Приют ӗҫченӗсем, паллах, хӑраса ӳкнӗ, хуҫа ыйтнине пурнӑҫланӑ.
Кунсӑр пуҫне 2016 ҫулхи ҫу уйӑхӗнчен пуҫласа пӗлтӗрхи ҫӗртмеччен вӑл пӗр ҫынна суя майпа ӗҫӗ илнӗ, ӑна пӗтӗмпе 66 пин тенкӗрен кая мар шалу тӳленӗ. Ҫав укҫаран ҫурри хуҫа кӗсйине кӗнӗ.
Следователь ыйтнипе экс-директора арестленӗ. Унӑн машинине те арест хунӑ. Пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ.
Чӑваш парламенчӗн депутатне Сергей Семенова кӑмӑл-сипет енчен сиен кӳнишӗн саплаштармалла тунӑ. Укҫана Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн тӳлемелле. Ҫапла йышӑнӑва ЧР Аслӑ сучӗ кӑларнӑ. Хыпара Игорь Михайлов юрист Фейсбукра пӗлтернӗ.
Аса илтерер, пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче Шупашкар хулин Ленин район судӗнче чӑваш парламенчӗн депутачӗн Сергей Семеновӑн тавӑҫне пӑхса тухнӑччӗ. «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗ ЧР Патшалӑх Канашӗпе судлашни ӑна парламентри тӳлевлӗ вырӑна хӑйӗнчен ыйтмасӑр лартнипе ҫыхӑннӑччӗ. Пӑтӑрмахӗ асӑннӑ партин парламентри фракцин ертӳҫине Игорь Молякова ЧР Патшалӑх Канашӗнче ӗҫ вырӑнӗпе тивӗҫтерес теменнипе ҫыхӑннӑччӗ. Анчах Сергей Семенов укҫаллӑ вырӑна кӗрсе ларма килӗшмерӗ, ку йышӑну саккуна пӑсни пулать тесе суда ҫитрӗ.
Сергей Семенов саккунсӑр йышӑнупа хӑйне кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗ тесе 200 пин ыйтнӑччӗ. Суд депутатӑн ыйтӑвне тивӗҫтернӗ. Анчах укҫа виҫине палӑрмаллах чакарса 10 пин тенкӗ хӑварнӑччӗ.
Енсенчен пӗри малтанхи суд йышӑнӑвӗпе килӗшмесӗр ЧР Аслӑ судне аппеляци ҫӑхавӗпе тухнӑ. Унтисем те Шупашкарти Ленин район сучӗн йышӑнӑвӗпе килӗшнӗ.
Чӑваш Ене федераци хыснинчен 450 миллион тенкӗ килӗ. Ку укҫа-тенкӗпе кӗперсене юсӗҫ.
Раҫҫейри 11 региона укҫа-тенкӗ уйӑрса парӗҫ. Пирӗн республика ҫав йыша кӗнӗ. Хушӑва РФ премьер-министрӗ Дмитрий Медведев ҫак кунсенче алӑ пуснӑ.
ЧР транспорт министрӗ Владимир Иванов ку укҫапа хӑш кӗперсене юсанине ӑнлантарса панӑ. 320 миллион тенкипе Шупашкарти Мускав кӗперне юсӗҫ. 130 пин тенки вара Пӑрачкаври кӗпере юсама кайӗ. Аса илтерер: 2016 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче Сӑр урлӑ хывнӑ кӗперӗн бетонӗ йӑтӑнса аннӑ. Ун чухне ӑна йӗркене кӗртнӗ, йывӑр тиевлӗ машинӑсене ҫӳреме чарнӑ, асфальт сарнӑ. Пӗлтӗр вара ку кӗпере юсама 565 миллион тенкӗ кирлӗ тесе пӗлтернӗччӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Элмен Данил Семенович, Чӑваш автономи облаҫне йӗркелекенӗ политика ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Патмар Иван Анисимович, халӑх пултарулӑхне пухаканни ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |