Чӑваш Енре миллиардерсем ҫук. Вӗсем пирӗн пӗчӗк регионта унччен те пулман-ха, пӗлтӗр те пӗр миллионер та миллиардера ҫаврӑнайман.
Ҫак кунсенче налук инспекцийӗсенче иртнӗ ҫулшӑн деклараци йышӑнаҫҫӗ. Паян Федерацин налук службин Чӑваш Енри управленийӗнче ирттернӗ ирттернӗ пресс-конференцире деклараци кампанийӗ епле пынине тишкернӗ. Управлени пуҫлӑхӗн ҫумӗ Алексей Краснов журналистсене каланӑ тӑрӑх, иртнӗ ҫул 1 миллионран тытӑнса 10 миллион тенкӗ тупӑш илнисем — 1923-ӗн, 10-ран пуҫласа 100 миллион тенкӗ таран тупӑш илнисем — 23-ӗн, 100-500 миллион тупӑшлисем — тӑваттӑн, 500 миллионран ытларах ӗҫлесе илни — пӗр ҫын. Миллиардерсем ҫук.
Деклараци кампанийӗ кӑҫал ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗччен тӑсӑлӗ.
Чӑваш Енре ачасемпе ҫамрӑксем валли чӑвашла ҫыракан авторсем хушшинче конкурс ирттереҫҫӗ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне республикӑн Информаци политикипе масӑллӑ коммуникацисен министерстви ирттерет.
Аса илтерер, Ачасем валли чӑвашла хайлавсем ҫыракансене пирӗн республикӑра кӑҫал та хавхалантарассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Ку ыйтӑва пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче иртнӗ Чӑваш Ен Правительствин ларӑвӗнче пӑхса тухнӑ. Ятарлӑ хушӑва Иван Моторин премьер-министр алӑ пуснӑччӗ.
Конкурс материалӗсене ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ.
Шкул ҫулне ҫитменнисем тата кӗҫӗн шкул ҫулӗнчисем валли шӑрҫаланӑ автора 50 пин тенкӗ парӗҫ, вӑтам тата аслӑ ҫулсенчи шкул ачисем валли ҫыракансене — 75-шер пин тенкӗ.
К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче туй ирттерме май пур. Ҫук-ха, туях мар. Мӑшӑрланакансене сӑн ӳкерӗнме тата ҫырӑнма ирӗк параҫҫӗ.
«Хисеплӗ фотографсем тата ҫамрӑк мӑшӑрсем! Пирӗн театрта фотосессисем ирттерме вырӑна тухса ҫырӑнма пӳлӗмсем ҫулталӑкӗпех тара параҫҫӗ. Туй кунӗнче ҫанталӑк начар пулсан сире пирӗн пата чӗнетпӗр, пирӗн патра хитре тата хӑтлӑ!» — тесе ҫырнӑ театрӑн халӑх тетелӗсенчен ушкӑнӗсенчен пӗринче. Унта кампа тата мӗнле номерпе ҫыхӑнмаллине пӗлтерсе телефон номерӗсене кӑтартнӑ.
Мӗн тӑвас, хысна предприятийӗсен, ҫав шутра культура учрежденийӗсен те, укҫа мӗнле ӗҫлесе илмелли пирки пуҫ ватма тивет. Пӳлӗмсене тара парас шухӑш патне театр ахальтен ҫитменнине ҫавӑнпа ӑнланма пулать.
Хальхи вӑхӑтра иртнӗ ҫулхи тупӑшсене кӑтартмалли вӑхӑт, РФ Патшалӑх Думине суйланнӑ депутатсем те декларацисем хатӗрленӗ. Чӑваш Енӗн РФ Патшалӑх Канашӗнчи «халӑх тарҫисенчен» Николай Малов ыттисенчен сахалтарах ӗҫлесе илнӗ: унӑн ҫулталӑкри тупӑшӗ — 3,5 миллион тенкӗ. Мӗншӗн ӑна ыттисенчен катӑкрах тӳленӗ тесе пӑшӑрханма кирлӗ мар — депутат тивӗҫне вӑл ыттисенчен каярах кӳлӗннӗччӗ.
Ҫав вӑхӑтрах Николай Малов хӑйӗн мӑшӑрӗпе чӑннипех мухтанма пултарать. Вӑл иртнӗ ҫул 17,6 миллион тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. 2016 ҫулхи деклараципе танлаштарсан Маловӑн арӑмӗн харпӑрлӑхӗнче техобслуживани станцийӗ те, ҫул хӗрринчи сервиспа тивӗҫтерекен машинӑсен чарӑнӑвӗ те, магазинлӑ кафе тата унччен пулнӑ тепӗр кафе те юлман. Малтан шыв алтмалли икӗ скважина пулнӑ, халӗ вӗсем те, хуралҫӑ ҫурчӗ те ҫук.
РФ Федераци Канашӗн ҫӳлти палатин пайташӗсем иртнӗ ҫул мӗн чухлӗ ӗҫлесе илнине кӑтартнӑ. Официаллӑ сайтра Чӑваш Енӗн ҫӳлти палатӑн элчисен Николай Федоровӑн тата Вадим Николаевӑн тупӑшӗ те пур.
Николай Федоров пӗлтӗр 5 412 000 тенке яхӑн ӗҫлесе илнӗ. Унӑн мӑшӑрӗ вара – 596 пин тенкӗ. Николай Васильевичӑн харпӑрлӑхӗнче хваттер тата пурӑнмалла мар ҫурт пур. Арӑмӗ ҫинче вара – икӗ лаптӑк ҫӗр, пӳрт, виҫӗ хваттер. Николай Федоровӑн тата ГАЗ М-21 машина пур.
Вадим Николаев пӗлтӗр 4 644 000 тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. Арӑмӗ вара – 7 009 000 тенкӗ. Сенаторӑн виҫӗ лаптӑк ҫӗр, пӳрт, виҫӗ хваттер тата гараж, BMW 740LixDrive машина, юр ҫийӗн ҫӳремелли икӗ транспорт пур. Мӑшӑрӗ ҫинче вара - автомобиль тата трактор.
HeadHunter компани аналитикӗсем Раҫҫейре чи нумай укҫа ӗҫлесе илекен професси ҫыннисене палӑртнӑ. Хӑш специалистем нумайрах ӗҫлесе илнине пӗлес килет-и?
Кӑҫалхи пӗрремӗш квартала пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх, программистсен шалӑвӗ чи пысӑкки пулнӑ. Ҫавӑн пекех услама аталантаракан менеджерсем, система администраторӗсем, шалти аудиторсем сахал мар укҫа илеҫҫӗ.
Мускаври программистсем уйӑхсерен 100-100 пин тенкӗ ӗҫлесе илеҫҫӗ, регионсенче вара – 60-70 пин тенке яхӑн. Услама аталантаракан менеджерсен шалӑвӗ 70-80 пин тенкӗпе танлашать. Регионта вара – 60-70 пин тенкӗ.
Шупашкарти почтамт экс-пуҫлӑхӗ судра явап тытнӑ. Кун пирки РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн сайтӗнче пӗлтернӗ.
Шупашкарти почтамтӑн экс-пуҫлӑхӗ почта ҫыхӑнӑвӗн федераци управленине 260 пин ытла тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ. Следовательсем тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, 2012 ҫулхи ака уйӑхӗнчен пуҫласа пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗччен хайхискер фирмӑна, вӑл унта учредительсенчен пӗри пулнӑ, хулари электричество сечӗ патне Ҫӗнӗ Шупашкарти почта ҫыхӑнӑвӗн щичӗ урлӑ ҫыхӑнтарнӑ.
Экс-пуҫлӑх хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Вӑл кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен кӳнӗ тӑкака, 75 пин тенке, йӑлтах саплаштарма шанатарнӑ.
Ресторанти туя кайса персе аннӑ хӗрарӑма апатлану предприятийӗн ҫур миллиона яхӑн тенкӗ тӳлемеллине маларах эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, пӑтӑрмахлӑ ӗҫ-пуҫ ЧР Аслӑ сучӗн экс-судйипе ҫыхӑннӑччӗ.
Юлташӗсен мӑнукӗн туйне кайнӑскер ресторан картлашки ҫинче ӳксе пуҫ мимине чӗтретнӗ, аллине хуҫнӑ. Шупашкарти Мускав район сучӗ хӗрарӑм ыйтнине тивӗҫтерсе кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗшӗн ресторантан 300 пин, тӑкака кӑмӑлпа саплаштарман тесе 150 пин тенкӗ штраф шыраса илмелле тунӑччӗ. Сарӑмсӑр пӗр-пӗр сӑлтава пула ҫывӑх ҫыннисене ҫухатакансене те ун чухлӗ укҫа шыраса паманран укҫа сумми ҫак ӗҫпе паллашнисене хытах тӗлӗнтернӗ.
Пӗрремӗш инстанцири йышӑнупа килӗшмесӗр ресторан ЧР Аслӑ судне ҫитнӗ. Паян лару иртнӗ. Анчах унти тӳресем ӗҫе пӑхса тухма килӗшмен. Ҫапла ку ӗҫе РФ Аслӑ сучӗ тишкерӗ.
Улатӑр хула пухӑвӗн депутачӗ тӗлӗшпе ЧР Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл пысӑк укҫа вӑрланӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Следовательсем тӗпченӗ тӑрӑх, ҫак арҫынна 2015 ҫулта тулли мар яваплӑ обществӑн конкурс директорӗн тивӗҫӗсене шанса панӑ. Фирма Байкал тӑрӑхӗнче вырнаҫнӑ, кӑмрӑк кӑларас енӗпе ӗҫлет. Депутат 2016 ҫулхи ҫурларан пуҫласа 2017 ҫулхи ҫу уйӑхӗччен Улатӑрта пулнӑ, ҫав вӑхӑтра банк пулӑшӑвӗн тытӑмӗпе усӑ курса панкрута тухнӑ организацирен хӑйӗн счечӗ ҫине 4,5 миллион тенкӗ куҫарнӑ.
Налук служби тӗрӗслесен йӑлтах тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Кайран Арбитраж сучӗ ӑна ку тивӗҫрен кӑларнӑ. Пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ.
Чӑаш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствин хысна учрежденийӗ шутланакан Шупашкар район пульницинче ӗҫ саккуне пӑснӑ. Унсӑр пуҫне хӑш-пӗр право акчӗсенче те кӑлтӑк тупӑннӑ. Ҫитменлӗхе республикӑн Патшалӑх ӗҫ инспекцийӗ палӑртнӑ. Тӗрӗслевҫӗсем шурӑ халатлисем патне ушкӑнпа ҫырнӑ ҫырӑва илнӗ хыҫҫӑн персе ҫитнӗ.
Инспекторсем тӗплӗн тишкернӗ хыҫҫӑн пульницӑра ӗҫ саккуне пӑснине тата хӑш-пӗр правӑпа норматив хучӗсенчи кӑлтӑка асӑрханӑ.
Яваплисем тӗлӗшпе Чӑваш Енӗн Патшалӑхӑн ӗҫ инспекцийӗ РФ Административлӑ майпа правӑна пӑсни ҫинчен калакан кодексӗн 5,27-мӗш статйин 1-мӗшӗ пайӗпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Пульницӑна 30 пин тенкӗлӗх штраф хурса панӑ, тӗп врачӑн тивӗҫне пурнӑҫлакана — пӗр пинлӗх.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Хапӑсри икӗ класлӑ чиркӳ прихучӗн шкулӗ уҫӑлнӑ. | ||
| Григорий Кели, чӑваш ҫыравҫи, литература критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Хрисанова Марина Акимовна, халӑха вӗрентес ӗҫӗн отличникӗ ҫуралнӑ. | ||
| Станьял Виталий Петрович, чӑваш публичисчӗ, литература тӗпчевҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Кириллова Людмила Ефремовна, паллӑ чӑх-чӗп ерчетекен ҫуралнӑ. | ||
| Чернова Вера Иосифовна, чӑваш спортсменӗ ҫуралнӑ. | ||
| Артемьев Николай Лазаревич, чӑваш сӑрӑ ӑсти ҫуралнӑ. | ||
| Макарова Светлана Ильинична, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Емельянова Альбина Витальевна, чӑваш чӗлхе тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Филиппов Николай Кондратьевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ юрисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Максимов Геннадий Аркадьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Гурьева Маргарита Валентиновна, чӑваш журналисчӗ, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Малгай Иван Григорьевич, чӑаш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |