Шупашкарта ретро-машинӑсен музейне тӑвасшӑн. Ӑна Трактор историйӗн музейне хирӗҫ, Мир проспектӗнчи скверта, вырнаҫтарасшӑн.
Музейра 30 машина пулмалла. Ҫак кунсенче Шупашкар хула администрацийӗ проектпа смета документацийӗсене тумашкӑн аукцион ирттерни пирки пӗлтернӗ. Хакӗ – 300 пин тенкӗ.
Аукцион ҫӗнтерӳҫин кӑҫал раштав уйӑхӗн 10-мӗшӗччен 80 метр тӑршшӗ, 12,5 метр сарлакӑш, 5,65 метр ҫӳллӗш павильон проектне кӑтартмалла.
Мэрире палӑртнӑ тӑрӑх, хальлӗхе музея хӑҫан уҫасси пирки калама иртерех, мӗншӗн тесен ӑна тӑвасси пирки татӑклӑ йышӑну ҫук-ха.
Вӑрнар районӗнчи Хапӑс ялӗнчи икӗ урама ҫул сарӗҫ. Ҫул начарришӗн пӑшӑрханса асӑннӑ ял ҫынни Эдуард Михайлов Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев патне ҫитнӗ. Республика ертӳҫи паян «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин регионти уйрӑмӗн йышӑну пӳлӗмӗнче ҫынсене йышӑннӑ.
Эдуард Михайлов тӑван ялӗнчи Тӗп тата Ҫырма урамӗсемшӗн кулянса калаҫнӑ.
Михаил Игнатьев ял ҫыннине ҫул пулассине шантарнӑ. Кӑҫалах мар. Килес ҫул. Ӗҫе пурнӑҫлама республика хыснинчен 11 миллион тенке яхӑн укҫа уйӑрӗҫ. Ҫулӑн пӗтӗмӗшле тӑршшӗ 1,15 километр пулӗ.
Вӑрнар районӗнчи ҫул-йӗре юсама тата сарма, ытти тӗрлӗ ӗҫе пурнӑҫлама кӑҫал хыснара 93,8 миллион тенкӗ укҫа пӑхса хӑварнӑ. Кун пирки Михаил Игнатьев Элтепер Хапӑс ҫыннине пӗлтернӗ.
Шупашкарти пӗр шкулта акӑлчан урокӗ пынӑ вӑхӑтра 10 ҫулти хӗрачана пӗрле вӗренекенӗсем пуҫӗнчен темиҫе хутчен ҫапнӑ. Амӑшӗ ку пӑтӑрмах ҫине куҫ хупман – Мускав районӗн судне заявлени кайса ҫырнӑ.
Заявленире ҫырнӑ тӑрӑх, хӗрарӑм хӗрне ҫапнӑ кашни ачаран 25 пин тенкӗ шыраса илесшӗн. Пӗтӗмпе – 50 пин тенкӗ.
Анчах суд кӑмӑл-сипет тӗлӗлшӗнчен сиен кӳнӗшӗн 5 пин тенкӗ ҫеҫ шыраса илмелле тунӑ. Ҫапла майпа шкулӑн, приговорпа килӗшӳллӗн, ача амӑшне 5 пин тенкӗ компенсаци тӳлемелле.
Кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗнче Ҫӗрпӳре пурӑнакан арҫын общество транспорчӗн чарӑнӑвӗнче суя укҫа тупнӑ. Хайхискер унпа усӑ курма шутланӑ – пасаралла утнӑ.
Вӑл хулари тӗп пасара кайса тупнӑ 1000 тенкӗ суя укҫапа япала туяннӑ. Анчах капла майпа сутуҫӑна улталама май килмен – ӑна часах полицейскисем тытса чарнӑ.
Арҫын судра хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Приговор ытлах ҫирӗп янӑраман. Ҫӗрпӳ районӗн сучӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫынна тӗрмен хупмасӑр икӗ ҫуллӑха айӑпланӑ. Хальлӗхе приговор саккунлӑ вӑя кӗмен-ха.
Чӑвашкиновне йӗркелесе янӑ Иаким Максимов-Кошкинскин пултарулӑхӗпе пурнӑҫӗ пирки фильм ӳкересшӗн. Малтанлӑха ӑна «Священная роща» чувашского кинематографа» (чӑв. «Чӑваш кинематографӗн «Сӑваплӑ рашчи») ят панӑ. Ятарласа аукцион ирттереҫҫӗ. Заказчикӗ – «Чӑвашкино».
Фильма ӳкермешкӗн федераци хыснинчен 2,7 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ, республика хыснинчен 1 миллион тенкӗ парӗҫ. Фильм 45 минута пырӗ. Унта Иаким Максимов-Кошкинский тата унӑн мӑшӑрӗ Тани Юн пирки каласа кӑтартӗҫ.
Палӑртмалла: Иаким Максимов-Кошкинский 1930 ҫулта ӳкернӗ «Священная роща» фильм «Чӑвашкиновӗн» юлашки пулнӑ темелле. Ҫав ҫулах кӗркунне киностуди Атӑл тӑрӑхӗнчи республикӑсенчи тата обаҫсенчи киностудисене пӗрлештерекен «Востоккино» йышне кӗнӗ.
Чӑваш Енӗн Экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӑн тата суту илӗвӗн министерстви эрех сутакансен ӗҫне тӗрӗсленӗ.
Эрех сутакансен рынокӗнчи лару-тӑрӑва паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Правительство ҫуртӗнче министерствӑсемпе ведмоствӑсен пуҫлӑхӗсемпе ирттернӗ канашлура сӳтсе явнӑ. Ку ыйтупа Экономика министерствин пуҫлӑхӗ Владимир Аврелькин тухса калаҫнӑ.
Министерство тӗрӗслевӗ вӑхӑтӗнче «Альфа Пенза» тулли мар яваплӑ общество (вӑл «Красное и белое» лавккасене тытса тӑрать) эрехе чи пӗчӗк пулмалла хакран йӳнетсе сутнине асӑрханӑ. Ҫакна паянхи канашлура Владимир Аврелькин пӗлтернӗ. Кӑлтӑк пирки материалсене Алкоголь рынокне йӗркелесе тӑрассипе ӗҫлекен федераци службин Атӑлҫи федераци округӗнчи регионсем хушшинчи управленине ярса панӑ.
Чӑваш Енри инноваци проекчӗсене Мускавран укҫа тивӗҫӗ.
Чӑваш Енӗн Экономика аталанӑвӗ, промышленность тата суту-илӳ министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Инновацисене пулӑшакан фонд пирӗн республикӑри тӑватӑ проекта ырланӑ. Конкурса иртнӗ эрнекун, ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, пӗтӗмлетнӗ.
Инноваци проекчӗсене хӳтӗлес кӑмӑллисен йышӗ ҫӗршывӗпе 970 таран пухӑннӑ, вӗсенчен 96-шне ҫеҫ суйласа илнӗ.
Пирӗн республикӑри тӑватӑ проектран пӗри — электричествӑпа ӗҫлекен пандуссем (2 тӗрли) тата хӑйсем тӗллӗн утайманнисем валли аппарель кӑларасси. Ӑна Антон Михеев ятлӑ ҫын хӳтӗленӗ. Нутриентсемпе пуянлатнӑ автономлӑ апат рационӗ хатӗрлеме Виктор Харнас сӗннӗ. Купӑстана ана ҫинчен тӗрлӗ мелпе пухса илекен комбайна тата унӑн технологине Алексей Алатырев шухӑшласа кӑларнӑ. Тепӗр проект — онкологи чирӗпе аптӑракансене эндоскопи тунӑ чух кирлӗ пулакан тытӑм. Унӑн авторӗ — Руслан Сарбаев.
Нумаях пулмасть Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм 130 пин тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ. Пӗррехинче халӑх тетелӗнче ун патне пӗр хӗр туссен йышне кӗме заявка янӑ. Ку хирӗҫлемен.
Кун хыҫҫӑн ҫак хӗр Нумаях пулмасть Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм 130 пин тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ. Пӗррехинче халӑх тетелӗнче ун патне пӗр хӗр туссен йышне кӗме заявка янӑ. Ку хирӗҫлемен.
Кун хыҫҫӑн ҫак хӗр iPhone X телефон выляттарни пирки ҫырса янӑ. Унта хутшӑннӑшӑн 450 тенкӗ тӳлемелле-мӗн. Хӗрарӑм ӑна ӗненнӗ. Ҫакна кура лешӗ пушшех те «хавхаланнӑ» ахӑртнех. Вӑл Ҫӗнӗ Шупашкар ҫыннине тӑватӑ тӗрлӗ счет ҫине укҫа куҫарттарнӑ. Пӗтӗмпе – 130 пин тенке яхӑн.
Хӗрарӑм палламан ҫынна мӗнле ӗненнӗ-ха? Ара, чи хаклӑ iPhone X телефон та 89 пин тенкӗ кӑна тӑрать.
Халӗ, ШӖМ, пӗлтернӗ тӑрӑх, ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев пырать.
Паян Шупашкарти Элкер урамӗнче ачасен ӳнер академийӗ уҫӑлнӑ. Вӑл Шупашкарти ача-пӑчан 2-мӗш ӳнер шкулӗн балансӗ ҫинче пулӗ. Академи ҫуртӗнче малтан Федерацин суд приставӗсен Чӑваш Енри управленийӗ вырнаҫнӑ. Тата маларах вара ача пахчи пулнӑ.
Ача-пӑча академине уҫма Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хутшӑннӑ. Ӑна-кӑна питех чухламан ачасем унран вӑл хӑш студине вырнаҫасшӑнни пирки чупса пырса ыйтнӑ. Республика ертӳҫи пӗчӗкскерсене кӳрентермен. Питех ыйтсан ҫырӑнма хирӗҫ мар тесе хуравланӑ.
Паян уҫӑлнӑ академире тӗрлӗ студи ӗҫлӗ. Тӗслӗхрен, хореографи ӑсталӑхне, бал ташшине хӑнӑхма май килӗ. Инженери, конструктор енӗпе те пултарулӑха аталантарма пулӑшӗҫ. Унтах — ал ӗҫ шкулӗсем.
Ӳнер академине уҫма 52 млн тенке хӑн уйӑрнӑ, вӗренӳ класӗсемпе залӗсене уҫма — тепӗр 13 миллион тенкӗ.
Чӑваш Енри 31 вӗрентекене ачасене Пӗтӗм Раҫҫейри олимпиадӑсене лайӑх хатӗрленӗшӗн хавхалантарӗҫ. Ку тӗллевпе 3 миллион та 550 пин тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Вӗсен вӗрентекенӗсем ҫӗршыв шайӗнчи олимпиадӑсенче ҫӗнтерӳҫӗ, призер ячӗсене тивӗҫнӗ.
Ача пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ тӑк вӗрентекене 250 пин тенкӗ преми парӗҫ, иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсемшӗн 150-шар пин тенкӗпе хавхалантарӗҫ. Призера икӗ вӗрентекен хатӗрленӗ пулсан вӗсене 75-шер пин тенкӗ парӗҫ.
Кӑҫал Шупашарти 5-мӗш гимнази педагогӗн Айрат Юрьевич Савинӑн (вӑл историпе обществознани предмечӗсене вӗрентет) вӗренекенӗ ҫеҫ олимпиадӑра пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. 21 ача призер ятне тивӗҫнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.01.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 739 - 741 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Макаров Ефим Макарович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Сарра Андрей Иванович, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Кураков Лев Пантелеймонович, Чӑваш патшалӑх университечӗн ректорӗ пулнӑ профессор, экономика ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мазуркин Петр Яковлевич, йывӑҫран касса кӑларакан паллӑ ӳнерҫӗ ҫуралнӑ. | ||
| Петров Виталий Егорович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |