«...Как чувашская девушка Аталпи счастье чувашскому народу искала на земле Иркутской…» — ҫакӑн ятпа пӗлтернӗ чун ыратӑвне Иркутск тӑрӑхӗнчи чӑвашсен «Юлташ» наципе культура автономийӗн ертӳҫи Вероника Тимофеева Фейсбукра. Унта вӑл асӑннӑ тӑрӑхри кӗпӗрне пухӑвӗ ирттерекен социаллӑ пӗлтерӗшлӗ проектсен конкурсне кӑҫал та ӑнӑҫсӑр хутшӑннине хыпарланӑ.
Унта тӗрлӗ общество организацийӗ пурӗ 174 проект тӑратнӑ, вӗсенчен 55-шӗ ҫӗнтернӗ.
Ун пек конкурса «Юлташ» 2016 ҫулта пуҫласа хутшӑннӑ. Ҫавӑн чухне автономи Акатуй ирттерме ӗмӗтленнӗ. Анчах 300 пин тенкӗ вырӑнне 170 пин те 302 тенкӗ ҫеҫ уйӑрнӑ имӗш.
«Жюри пайташӗсемшӗн камсем вӗсем, чӑвашсем? Ну, халӑх. Ун пеккисем нумай кунта. Хайсен шучӗпе ташласа юрлаччӑр», — тенӗ курӑнать вӗсем», — ҫапларах пӗтӗмлетнӗ Вероника Тимофеева. 2017 ҫулта чӑваш чӗлхине упраса хӑварассипе проект хатӗрленӗ. Анчах ун чух та ӑнман. Кӑҫал вӗсем чӑвашсем пурӑнакан вырӑнта спорт лапамӗсене аталантарассипе ҫыхӑннӑ проект калӑпланӑ. Пӗрех ҫӗнтереймен.
2016 ҫулта «Раҫҫей Чӑваш пики» конкурсра ҫӗтернӗ Тутарстанри чӑваш хӗрне Ксения Романовӑна паян кун та укҫа паман имӗш. Тутарстанри чӑвашсен «Сувар» хаҫатӗнче Ирина Кузьмина ҫырнӑ тӑрӑх, хӗре сцена ҫинче 30 пин тенкӗлӗх сертификат тыттарнӑ, «анчах укҫи пике патне паянхи кун та ҫитмен».
Ксения Романова икӗ ҫул ӗнтӗ Чӑваш Конгресне ҫак ыйтупа шӑнкӑравлать, анчах кашнинче шантарнине кӑна илтет имӗш.
«Раҫҫей чӑваш пики» конкурса Шупашкарта ирттерме тытӑннӑранпа тӗлӗнтерекенни ҫулран ҫул ытларах та ытларах. Раҫҫей регионӗсенчи пикесене ку конкурсра питӗ юратманни, унран ытла – кӗтменни палӑрать. Ноябрӗн 30-мӗшӗнче иртнӗ «Раҫҫей чӑваш пики» конкурса та акӑ, «Чӑваш пики – 2016» титула хуҫинчен, Тутарстанри Ксения Романоваран, туртса илчӗҫ те Виктория Тихоновӑна (вӑл 2015 ҫулхи конкурсӑн ҫӗнтерӳҫи) пачӗҫ. Шӑпах ӑна 2016 ҫулхи конкурсӑн ҫӗнтерӳҫи тесе пӗлтерсе жюрие лартрӗҫ. Йӑнӑшнӑ кӑна пуль текен шухӑш та пулчӗ малтан, анчах та йӗркелӳҫӗсем ятарласах ҫапла тунинчен тунмарӗҫ: «Пӗлтӗр Романова жюриреччӗ-ҫке, кашни ҫул ӑна лартсан тӗрӗс мар. 2015 ҫул хыҫҫӑн 2016 ҫула асӑнмасӑр 2017 ҫине сиксе кайни хитре маррипе ҫапла турӑмӑр», – терӗҫ пӗр вӑтанмасӑрах», — ҫырнӑ «Суварта».
Шупашкар районӗн центрӗнче – Кӳкеҫре поселокӗнче – икӗ пӗлӳ ҫурчӗ: Кӳкеҫ лицейӗ тата 1-мӗш шкул. Анчах ачасем валли вырӑн ҫитмест, ҫавна май унта тепӗр шкул хута ярасшӑн.
Шупашкар районӗн хаҫачӗ «Тӑван Ен» пӗлтернӗ тӑрӑх, район депутачӗсен пухӑвӗн ларӑвӗнче ҫитес ҫул Кӳкеҫре шкул тумашкӑн хыснара укҫа пӑхса хӑварнине пӗлтернӗ. Проектпа килӗшӳллӗн, пӗлӳ ҫуртне 600 ача ҫӳремелле.
Проект ӗҫӗсене вӗҫлесен укҫа-тенкӗ уйӑмашкӑн заявка парӗҫ.
Шупашкарта тума пуҫланӑ «Амазани» этнокомплекса Чӑваш Ен Элтеперӗнчен сӑмах лекнӗ. «Этносла Чӑваш Ен» проекта ӗнер Правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура сӳтсе явнӑ.
«Федерацин Туризм агентствипе тата хулапа пӗрле эпир юлашки темиҫе ҫулта унта 1 миллиард та 357 миллион тенкӗ уйӑртӑмӑр. Хыснаран хывнӑ кашни 1 тенкӗ пуҫне усламҫӑсен 2 тенкӗ те 30 пус хывмаллаччӗ, нумайран та – 3 тенкӗ. Анчах, шел пулин те, вӗсем ҫапла тумарӗҫ», – палӑртнӑ республика ертӳҫи Михаил Игнатьев.
Михаил Игнатьев республика Правительстви инфраструктурӑна хатӗрлемелли хӑйӗн тивӗҫне пурнӑҫланӑ. 2013-2018 ҫулсенче этнокомплекса ҫутӑ кӗртнӗ, унта газ ҫитернӗ, шыв тата канализаци пӑрӑхӗсене хунӑ, ҫул сарса панӑ. Анчах унччен палӑртнӑ объектсене туса пӗтермен. Ҫавна май «ТРИгрупп» тулли мар явапла обществӑпа килӗшӗве татнӑ.
Элтепер администрацийӗн автобазине ҫӗнӗ машинӑсемпе пуянлатма палӑртнӑ. Хальхинче 5 ҫӑмал автомашина туянасшӑн. Сӑмах май, унччен виҫӗ машина илнӗ. Хальхи транспортпа танлаштарсан, унчченхи «тимӗр утсен» хакӗ пӗчӗкрех пулнӑ: виҫҫӗшне 4,5 миллион тенкӗпе туяннӑ.
Хальхинче администраци пилӗк машинӑна 8 миллион та 300 пин тенкӗпе туянасшӑн. Укҫа-тенке республика хыснинчен уйӑрӗҫ.
Аукцион раштав уйӑхӗн 13-мӗшӗнче иртӗ. Палӑртмалла: 2012 ҫулта Чӑваш Ен влаҫӗ 8,3 миллион тенкӗпе икӗ иномарка туяннӑ. Ун чухне ку халӑха самай калаҫтарнӑ.
Шупашкар хулинчи тӳре-шара хваттер тара паракансене тӗрӗсленӗ. Республикӑн тӗп хулинче кун пек акцисене тӑтӑшах ирттереҫҫӗ-ха. Черетлӗ рейда чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнче тухнӑ.
Тӗрӗслевҫӗсем патшалӑха налук тӳлемесӗр тупӑш куракансене палӑртас тӗллев лартнӑ. Чӑн та, ун пеккисем сахал мар. Пушӑ хваттерсене вӗсен хуҫисем ют ҫынсене укҫалла хваттере яраҫҫӗ, анчах тупӑшшӑн налук тӳлемеҫҫӗ.
Чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Шупашкар хулинчи мускав районӗнчи 45 хваттере ҫитнӗ, вӗсенчен 25-шӗнче хваттер алӑкне уҫса кӗртекен тупӑнман. Ҫапах та тӗрӗслевҫӗсем сакӑр хваттер хуҫи хӑйсен куҫман харпӑрлӑхне тара панине палӑртма пултарнӑ. Вӗсем налук тӳленипе тӳлеменнине налукҫӑсем тӗрӗслӗҫ. Тӳлемен пулсан налук хурса парӗҫ.
«РИА» Раҫҫейре пурӑнакан ҫынсем вӑтамран мӗн чухлӗ укҫа ӗҫлесе илнине шутланӑ. Ку хисеп 26,9 пин тенкӗпе танлашнӑ. Анчах пурте ун чухлех ӗҫлесе илеймеҫҫӗ. Чылайӑшӗ уйӑхне 15 пин тенкӗрен те сахалрах илет-мӗн.
Чӑваш Енре пурӑнакан кашни виҫҫӗмӗш ҫыннӑн шалӑвӗ 15 пин тенкӗрен пӗчӗкрех. Пирӗн регионта чи анлӑ сарӑлнӑ ӗҫ укҫин виҫи – 13-27 пин тенкӗ.
Шалу пысӑккипе Раҫҫейри 17 регион кӑна мухтанма пултарать. Чукоткӑра, Ямал-Ненец автономи округӗнче, Ненец автономи округӗнче пурӑнакансен 26-27 проценчӗ уйӑхне вӑтамран 100 пин тенкӗрен ытларах ӗҫлесе илет. Тӗп федераци округӗнче, Дагестанра, Карачай-Черекесире тӗпленнисен ӗҫ укҫи – чи сахалли.
Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа республикӑра пурӑнакансем ҫӳп-ҫап илсе тухнӑшӑн укҫа тӳлеме пуҫларӗҫ. Аса илтерер: ку тӳлев 1 ҫын пуҫне 74,44 тенкӗпе танлашать. Ку ҫӗнӗлӗх чылай ҫынна тавлаштарнӑ. Ара, чылай ялта ҫӳп-ҫапа пӗмешкӗн контейнер та ҫук-ҫке.
Контейнер лартман пулсан укҫа тӳлемелле мар, кун пек чухне ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн акт тумалла та ӑна регионти оператора памалла. Лешӗ куншӑн перерасчет тӑвать. Кун пирки «Экоцентр» МВК» тулли мар яваплӑ общество пӗлтерет.
Тӗрӗссипе, ку реформа пирки чылай маларах калаҫма пуҫланӑ. Апла пулин те пур ял тӑрӑхӗ те хатӗрленсе ҫитеймен, ялсенче контейнерсем лартман. Вырӑнти пуҫлӑхсен халӑхпа пуху ирттермелле, унта контейнер лартса ҫӳп-ҫапа хӑш вырӑна пӑрахассине татса памалла пулнӑ.
Регионти оператор пӗлтернӗ тӑрӑх, 291 ял тӑрӑхӗнчен 171-шӗ кӑна кун пирки сведени панӑ. Етӗрне, Ҫӗрпӳ, Канаш, Вӑрмар, Муркаш, Куславкка районӗсем васкамаҫҫӗ-мӗн.
Шупашкарта Совет Союзӗн Паттӑрне Алексей Романович Логинова халалласа палӑк лартӗҫ. Аса илтерер: нумаях пулмасть хулара унӑн ячӗпе урам хисепленме тытӑннӑ.
Пӑхӑр скульптурӑна А.Логинов урамӗнче вырнаҫтарӗҫ. Вӑл ЧР ШӖМӗпе ҫак ведомствӑн медсанчаҫӗ хушшинче пулӗ.
Палӑка тумашкӑн 9 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. «ЖКХ управленийӗ тата хӑтлӑх» организаци Петр Пупин скульпторпа килӗшӳ тунӑ. Шӑпах вӑл палӑк авторӗ. Скульптурӑна 2019 ҫулхи ака уйӑхӗн 15-мӗшӗччен вырнаҫтармалла.
Ултавҫӑсем телефонпа шӑнкӑравласа хӑйсемпе банк ӗҫченӗ тесе паллаштараҫҫӗ те ҫынна шӑнман пӑр ҫине лартса яраҫҫӗ. Кун пирки хаҫат-журналта пӗрмай ҫыраҫҫӗ, ҫапах ҫӑмӑл меслетпе пуякансен аллине пӗрех лекекенсем пур.
Чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Шупашкарти полици уйрӑмне 56 ҫулти хӗрарӑм пынӑ. Ун патне «банкӑн хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченӗ» шӑнкӑравланӑ-мӗн. Хайхискер хӗрарӑмӑн паспорт даннӑйӗсене те каланӑ. Ара, кун хыҫҫӑн ӑна мӗнле ӗненмӗн? Хӗрарӑм чӑнах та кредит организацийӗн ҫыннипе калаҫатӑп тесе шутланӑ. Ултавҫӑ СМС-ҫырупа килнӗ кода, картта реквизичӗсене калама ыйтнӑ. Тивӗҫлӗ канурискер пӗр шикленмесӗр пурнӑҫланӑ та… 9 пин ытла тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 39 ҫулти тепӗр хӗрарӑм та серепене ҫакланнӑ. Ун патне те «банк ӗҫченӗ» шӑнкӑравланӑ. Ку тӗслӗхре те ултавҫӑ унӑн паспорт даннӑйӗсене каланӑ. Хайхискер пластик карттӑна блокировкӑран илме май ҫуккине, ӑна ҫӗннипе улӑштармаллине пӗлтернӗ. Ҫакна тумашкӑн вара банк карттин реквизичӗсем тата СМС-ҫырупа килнӗ код кирлӗ-мӗн. Ырӑ ҫыннӑмӑрсем, миҫӗ хутчен каламалла сире: кода тата банк карттин реквизичӗсене никама та пӗлтерме юрамасть!
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.01.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Краснов-Асли Василий Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Синичкин Виссарион Вениаминович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Максимов Николай Николаевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |