Чӑваш Енри хӗр тӗнче тетелӗнче телефон туянас тенӗ те шар курнӑ. Кун пири ЧР ШӖМӗ пӗлтерет.
23 ҫулти хӗр тӗнче тетелӗнче 60 пин тенкӗпе Айфон сутнине курнӑ та сутуҫипе ҫыхӑннӑ. Лешӗ ӑна телефона илсе ҫитернӗшӗн тата курьер ӗҫӗшӗн укҫа тӳлеме ыйтнӑ.
Ҫамрӑкскер ултавҫӑсен серепине лекнине тӳрех ӑнланман-тӑр, сутуҫӑ ыйтнӑ счет ҫине укҫа куҫарнӑ та куҫарнӑ. Ҫапла майпа вӑл 172 пин тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ.
Халӗ кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарасси пирки шутлаҫҫӗ, ултавҫӑ кам пулнине уҫӑмлатас енӗпе ӗҫлеҫҫӗ.
Чӑваш Енри ҫула 600 миллион тенкӗ ытла парса юсӗҫ. Эпир ӑнланнӑ тӑрӑх, М-7 федераци трасси пӗр пайне — Вӑрмара пӑрӑнса каякан ҫул хӗресӗ патӗнчен Энтри Пасарӗ таран юсасшӑн.
Федераци тӗллевӗллӗ «Мускав – Улатимӗр – Чулхула – Хусан – Ӗпху» ҫула юсасси пирки RosTender.info пӗлтернӗ.
Ҫулӑн 698 километрӗнчен пуҫласа 705 киломтер таран лаптӑка юсама 642 миллион тенкӗ уйӑрмалла.
Ҫула ҫӗнӗрен сарма кӑҫалхи ака уйӑхӗн 15-мӗшӗ хысҫӑн тытӑнмалла. Чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗ тӗлне ӗҫе вӗҫлемелле.
Хальлӗхе юсамашкӑн подряд организацине шыраҫҫӗ. Яваплӑха хай ҫине илес текен ҫул-йе организацийӗсен заявкисене пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗччен йышӑнӗҫ, 28-мӗшӗнче ҫӗтерӳҫӗ ятне калӗҫ.
Ӗҫ заказчикӗ — Атӑл-Вятка регионӗнчи Автоҫулсен управленийӗ.
Канашри 1-мӗш шкул директорӗ тӗлӗшпе РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ ултӑ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл ӗҫ вырӑнӗпе ытлашши усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, 2013-2018 ҫулсенче хайхи директор хӑш-пӗр ӗҫчене, ыттисемпе танлаштарсан, преми ытларах парасси пирки хушусем кӑларнӑ. Кайран вара ҫавсенчен премин пӗр пайне хӑйӗн валли ыйтнӑ. Ҫапла майпа шкул ертӳҫи 390 пин тенкӗ ытла кӗсйине чикнӗ.
Директор тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫсене пӗр ҫӗре пухнӑ, следстви малалла пырать.
Чӑваш Енӗн Строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӑн «БОС» (чӑв. Биологилле тасатмалли сооружени) патшалӑхӑн унитарлӑ предприятийӗ (вӑл Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче вырнаҫнӑ) канма кайма путевкӑсем туянать. Кун пирки предприяти Патшалӑхӑн закупкисен сайтӗнче ӗнер пӗлтернӗ.
Предприяти хӑйӗ ӗҫченӗсене санаторипе курорта сиплеме ярасшӑн. Путевкӑсене вӑл конкурс ирттерсе туянать. Пурӗ 70 ҫын валли илесшӗн. Пӗр путевкӑшӑн 7 266,67 тенкӗ кӑларса хума хатӗррине пӗлтернӗ. Путевкӑсемшӗн предприяти пурӗ 508,6 пин тенкӗ ытларах кӑларса хума хатӗр.
Путевка сӗнекенсен хучӗсене пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗ таран йышӑнӗҫ. Тепӗр кунне конкурса пӗтӗмлетсе хӑш организацирен путевка илессине татса парӗҫ.
Кӑҫал Шупашкарти хӑш вырӑнсене хӑтлӑлатӗҫ? Ҫак ыйтӑва хулари ҫынсене уҫӑмлатма май панӑ. Сасӑлав «Уҫӑ хула» порталта иртнӗ. Ӑна халӗ пӗтӗмлетнӗ ӗнтӗ.
Ҫынсен Шупашкарти 15 вырӑнтан пӗрне суйлама ирӗк панӑ. Ытларахӑшӗ Карл Маркс урамӗнчи Христос ҫуралнӑ храм территорине, Мускав ҫыранне, Республика лапамӗнчи сквера, «Дорисс-парка» суйланӑ.
Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, «Хула таврашне хӑтлӑх кӗртесси» федераци программипе килӗшӳллӗн 179,1 миллион тенкӗ уйӑрмалла. Ҫак укҫапа ҫӳлерех асӑннӑ вырӑнсене хӑтлӑлатӗҫ.
Чӑваш Енре пухӑнса кайнӑ газ парӑмне, тата тӗрӗсрех каласан, ҫавна татассипе епле ӗҫленине, «Газпром» ертӳҫисем региона килсе тишкересшӗн. Ку шухӑша ӗнер ирттернӗ видеоселектор канашлӑвне ертсе пынӑ «Газпром» акционерсен обществин директорсен канашӗн ертӳҫи Виктор Зубков каланӑ.
Канашлура пирӗн республикӑри лару-тӑрӑва ҫеҫ мар, Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи ытти субъектри тӑрӑма та тишкернӗ. Пирӗн республикӑна илсен кӑҫалхи кӑрлачӑн 1-мӗш тӗлне парӑм 2 миллиард та 339,9 миллион тенке ҫитнӗ. Ҫак виҫен пысӑк пайӗ ӑшӑпа тивӗҫтерекен организацисене пырса тивет. Ҫав шутран 70 проценчӗ ытларах — Шупашкарти «Коммуналлӑ технологи» тулли мар яваплӑ обществӑна.
Республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев газ парӑмне татассипе регионта епле ӗҫлени ҫинчен доклад тунӑ. Виктор Зубков парӑма татассипе кӑҫалхи ҫур ҫулта епле ӗҫленине тишкерме республикӑна килсе канашлу ирттерес шухӑшлине пӗлтернӗ.
Елчӗ районӗнчи Елчӗк ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ ҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хайхискер ӗҫ вырӑнпе усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пуҫлӑх пулнӑ вӑхӑтра, 2016 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче, хайхи этем хӑйӗн паллаканнине ялта ҫурт тума е туянма хыснаран укҫа парасси ҫинчен йышӑну кӑларнӑ.
Хут, паллӑ ӗнтӗ, чӑтать. Кӗҫех хӗрарӑм кӗсйине 560 пин тенкӗ ытларах шӑкӑрт кӑна кӗрсе выртнӑ.
Ҫав вӑхӑтрах хӗрарӑмӑн апла тӳлеве илме нимле ирӗк те пулман. Маларах вӑл хӑйне эткерлӗхе куҫнӑ ҫурта сутса янӑ. Тепӗр майлӑ каласан, ҫурт-йӗр условине юри начарлатнӑ. Ун пеккисем патшалӑх пулӑшӑвне тепӗр пилӗк ҫултан ҫеҫ илейреҫҫӗ.
Суд хӗрарӑма укҫана тавӑрса памалла тунӑ. Елчӗк ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе вара тӗпчевҫӗсем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ автобус туянасшӑн. Э, ҫук-ха, илӗ. Туянма вӗсем унчченех ӗмӗтленнӗ. Автобус илесси пирки Патшалӑх закупкисен порталӗнче пӗлтернӗ. Автобусӑн чи пысӑк хакӗ 3,5 миллион тенкӗрен иртмелле маррине каланӑ.
Ку хыпара курсан театрӑн тӗп режиссерӗнче ӗҫленӗ Иосиф Дмитриев (йывӑр тӑпри ҫӑмӑл пултӑр) культура учрежденийӗн ҫӗнӗ сцени ҫинче автобус ыйтӑвне шӳтлесерех пек, анчах чӑнласах хускатни аса килчӗ. Шел те, автобуса хӑй кураймӗ. Анчах театр коллективне республикӑри районсемпе республика тулашне гастрольсене тухса ҫӳреме ал айӗнче транспорт пулӗ.
Аукцион документацийӗнче автобуса 10 ҫынтан кая мар вырнаҫмаллине пӗлтернӗ. Туянмалли куна кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 26-мӗшне палӑртнӑ.
Чӑваш Енре пурӑнакансем кредит илесси унчченхи ҫулхинчен пӗлтӗр палӑрмаллах ӳснӗ. Раҫҫейӗн Тӗп банкӗн Атӑл-Вятка тӗп управленийӗн Чӑваш Енри пайӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, 2018 ҫулта 167,1 миллиард тенкӗ кредит панӑ. Ку вӑл 2017 ҫулхинчен 26 процент нумайрах.
Ипотека илнин виҫи пӗлтӗр 40 процент нумайланнӑ. Ҫынсенчен кашни вӑтамран 1,6 миллион тенкӗ парӑма кӗнӗ. Ҫурт-йӗр тума е хваттер илме кивҫене кӗрекенсем ипотекӑна вӑтамран 16,5 ҫул хушшинче парса татма ӗмӗтленеҫҫӗ.
Цифрӑсен чӗлхипе каласан, 2018 ҫулта 18 пин хут ытла ипотека панӑ. Ипотека илекенсем банксен умӗнче 29 миллиард тенкӗ кивҫене кӗнӗ. Кредитӑн процент ставки вӑтамран 9,4 процентпа танлашнӑ. Виҫӗм ҫулхинчен вӑл 1 пункт пӗчӗкрех.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев вырӑнти пуҫарусемпе (тепӗр майлӑ каласан, укҫан пӗр пайне ҫынсем хӑйсем пухнӑ тупрана хушаҫҫӗ) ача-пӑча лапамӗсем, ҫулсем тума, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх объекчӗсене юсаса ҫӗнетме, территорие хӑтлӑх кӳме республика хыснинчен кӑҫал 207 миллион тенкӗ уйӑрассине паян Инстаграмра пӗлтернӗ. Кунсӑр пуҫне муниципалитетсен хыснинчен 59 миллион тенкӗ уйӑрассине каланӑ. Уйрӑм ҫынсемпе предприяти-организацисем ҫавӑн валли 52 миллион тенкӗ пухнӑ.
Ҫак хыпара вуланисенчен пӗри, mkrasota.ibresi, Йӗпреҫ районне хӑҫан мӗн те пулин уйӑрӗҫ тесе пӑшӑрханнӑ. Вӑл ӗнентернӗ тӑрӑх, Йӗпреҫ поселокӗ куҫ умӗнчех пӗтсе пырать имӗш. Ӗҫ те, ҫул та ҫук. Районта пурӑнакансен йышӗ чакса пырать, «выҫлӑхпа вилесрен» ҫынсем урӑх ҫӗре куҫса каяҫҫӗ имӗш. Поселокра ача-пӑча валли йӗркеллӗ лапам та ҫук тенӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Адрианов Константин Константинович, чӑвашсенчен пӗрремӗш ҫар тухтӑрӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Ефимов Юрий Филиппович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Владимиров Клементий Владимирович, чӑваш ӳкерӳҫи, графикӗ, Чӑваш Республикин халӑх ӳкерӳҫи вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |