Тӑвай районӗнче пурӑнакан 27 ҫулти арҫын трактор туянма палӑртнӑ. Ҫак тӗллевпе вӑл тӗнче тетелӗнче пӗлтерӳсем шыранӑ. Хӑйне килӗшекен транспорта тупсан кӑтартнӑ номерпе шӑнкӑравланӑ.
Телефона «посредник» тытнӑ. Хайхи ҫын укҫана ӑна тӳлемелли пирки каланӑ. Тӑвай районӗн арҫынӗ техникӑна хуҫи патӗнчех, Шупашкар районӗнче, пӑхнӑ. Сутуҫӑ патне вара «посредник» маларах туянакан ҫын килесси пирки шӑнкӑравласа пӗлтернӗ, клиент тупса панӑшӑн кӑштах процент ыйтнӑ.
Сутуҫӑпа туянакан хак пирки калаҫса татӑлнӑ. Тӑвай районӗн ҫынни укҫана «посредник» кӑтартнӑ счет ҫине куҫарнӑ. Анчах сутуҫӑ патне пӗр пус та ҫитмен.
Ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче улталаннӑ икӗ арҫын полицие кайса заявлени ҫырнӑ. Халӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарасси пирки шутлаҫҫӗ.
Пӗр арҫын Шупашкарти Раҫҫей почтин уйрӑмне кӗрсе унти ӗҫченсене тортпа хӑналани, унтан сейфран 800 пин тенкӗ вӑрлани пирки ӗнер кӑна пӗлтернӗччӗ. Вӑрра тытса чарнӑ ӗнтӗ. Ӑна Мӑкшӑ Республикинчи хӑна комплексӗнче ярса илнӗ.
Ҫак арҫын 1961 ҫулта ҫуралнӑскер, Мускав облаҫӗнче пурӑнать. Хайхискер почтӑран кӑна мар укҫа йӑкӑртнӑ иккен. Вӑл Саранскри пӗр патшалӑх учрежденийӗнчен те сумка йӑкӑртнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Сумкӑра вара 113 пин тенкӗ пулнӑ.
Арҫын сумка вӑрланине йышӑннӑ. Вӑл почта уйрӑмӗнчен 800 пин тенкӗ йӑтса тухса кайнине те палӑртнӑ. Ӗҫе следовательсем малалла тишкереҫҫӗ.
Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташӗ Владимир Михайлов темиҫе хваттерлӗ пулни ҫинчен «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫатра пӗлтернӗ.
Владимир Михайловӑн харпӑрлӑхӗнче — Йӗпреҫ районӗнче пиллӗк, Ҫӗрпӳ тата Етӗрне районӗсенче икшер, Канаш районӗнче тата Мари Элти Козмодемьянск хулинче пӗрер хваттер. Хуласенче депутатӑн хваттерӗсем тата нумайрах-мӗн: Ҫӗнӗ Шупашкарта — 5 хваттер, Шупашкарта — 31 хваттер. Шупашкартисем, сӑмахран, Мате Залка, Граждан, Пролетарски, Николаев космонавт, Богдан Хмельницкий урамӗсенче, Мир, Максим Горький, 9-мӗш пилӗкҫуллӑх, Трактор тӑвакансен проспекчӗсенче иккен.
«Халӑх тарҫи», «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫатра ҫырнине ӗненсен, ҫынсене пысӑк процентпа укҫа парса пурӑннӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти маршруткӑсенчен пӗрне арестленӗ. Ҫакӑн пирки «За рулем» (чӑв. Руль умӗнче) автопортал паян пӗлтернӗ.
«101-с» маршрут автобусӗн хуҫин 304 пин тенкӗлӗх парӑм пулнӑ. Штрафсене вӑхӑтра тӳлеменшӗн ӑна темиҫе хут та явап тыттарнӑ. Вӑл вара ним пулман пекех ҫула тухнӑ. Яваплӑх пирки маннӑ машинӑна курсан патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем суд приставӗсене чӗнсе илнӗ. Лешсем пӗчӗк автобуса арестлесе штрафстоянкӑна иле кайнӑ.
Парӑмлӑ ҫыннӑн машинине Ҫӗнӗ Шупашарта «Автобус» рейд ирттернӗ чух тытса чарнӑ.
«За рулем» (чӑв. Руль умӗнче) автопортал патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем пӗлтерни тӑрӑъ пассажирсене турттарканӑн маршрутки юсавсӑр та пулнине те хыпарланӑ.
Чулхулари «Парӑмсене пӗтерекен агентство» тулли мар яваплӑ обществӑран 200 пин тенкӗ шыраса илнӗ. Организацие парӑма кӗнӗ ҫын тата унӑн тӑванӗсем патне хӑратса шӑнкӑравланӑшӑн штрафланӑ.
Чӑваш Енре пурӑнакан 31 ҫулти арҫын микрозаймран укҫа илнӗ, анчах парса татайман – парӑма кӗнӗ. Кун хыҫҫӑн ун патне коллекторсем шӑнкӑравлама, хӑратма тытӑннӑ. Ҫитменнине, тӑванӗсене те тапӑннӑ. Арҫын суд приставӗсенчен пулӑшу ыйтнӑ.
Приставсем тӗрӗслев ирттернӗ. Чӑнах та, коллекторсем йӗркене пӑснӑ. Вӗсем шӑнкӑравсен лимитне те пӑхӑнман – ытлашшипех шӑнкӑравланӑ. Агентствӑна штрафлама йышӑннӑ. Унччен те ҫакнашкал йӗркене пӑснине шута илсе организацие 200 пин тенкӗлӗх штрафланӑ.
Ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Шупашкарти Гузовски урамӗнчи Раҫҫей почтин уйрӑмне арҫын торт йӑтса кӗнӗ. Хайхискер унти ӗҫченсене савӑнтарассишӗн мар, усал шухӑшпа пынӑ иккен.
Арҫын почтӑна кӗрсен унта ӗҫлекенсене тортпа хӑналанӑ. Хӑй вара сейф уҫҫи ҫавӑнтах пулнине куҫ хӗррипе асӑрханӑ. Вӑт ҫапла арҫын шанчӑка кӗнӗ, унтан почта ӗҫченӗсем сиссе юличчен сейфран 800 пин тенкӗ йӑкӑртса тухса кайнӑ.
ШӖМ пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын почта уйрӑмне унччен те кӗркеленӗ, хӑйӗнпе пысӑк компани ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. Халӗ ҫав арҫынна йӗрке хуралҫисем шыраҫҫӗ.
Ку пӑтӑрмах почта уйрӑмӗн ӗҫне витӗм кӳмен, вӑл ҫаплипех ӗҫлет.
Нарӑс уйӑхӗн вӗҫӗнче Шупашкарта пурӑнакан 28 ҫулти арҫын тӗнче тетелӗнче юсав ӗҫӗсем туни пирки пӗлтерӳ панӑ. Ун патне кӗҫех «полици ӗҫченӗ» шӑнкӑравланӑ, Б.Хмельницкий урамӗнчи ҪҪХПИ ҫуртӗнче юсав ӗҫӗсем ирттерме ыйтнӑ.
Хайхи «полици ӗҫченӗ» ҫав арҫынна кӗсье телефонӗн счечӗ ҫине укҫа хума, ӗҫтешӗсем валли коньяк, канфет туянма ыйтнӑ, ҫакна патшалӑх автоинспекцийӗн дежурнӑй чаҫне илсе пыма каланӑ. 28-тискер ҫаксене туянса 5 пин тенке яхӑн тӑкакланӑ.
Анчах патшалӑх автоинспекцийӗнче ӑна никам та кӗтсе илмен. Унчченхи номерпе шӑнкӑравланӑ – телефона сӳнтернӗ. ҪҪХПИре ӑна ултавҫӑ аллине лекни пирки ӑнлантарнӑ.
Ҫак ултавҫӑ Шупашкар ҫыннисене нумай улталанӑ-мӗн. Ку тӗслӗх хыҫҫӑн вара ӑна тытма май килнӗ. Ултавҫа Краснодар крайӗнче тытса чарнӑ, ӑна акан 8-мӗшӗнче Шупашкара илсе ҫитернӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
24 ҫулти Денис Авакумов Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗнче виҫҫӗмӗш курсра вӗренет. Ҫамрӑк-ха, анчах вӑл Вӑрнар районӗнче хӑйӗн фермине ертсе пырать.
Денис пӗлтӗр ЧР Ял хуҫалӑх министерствин грантне – 3 миллион тенкӗ – ҫӗнсе илнӗ. Ку укҫапа студент ӗне ферми ҫӗкленӗ, выльӑх-чӗрлӗхпе аппаланма пуҫланӑ. Халӗ каччӑ беснес-плана пӑхӑнса ӗҫлет: ферма тунӑ, трактор туяннӑ, икӗ ентешне официаллӑ мелпе ӗҫе илнӗ. Чылай ӗҫе хӑйӗн тума тивет, анчах ака вӑхӑтӗнче ҫамрӑк фермер тепӗр икӗ пулӑшуҫа илесшӗн.
Халӗ Денисӑн ферминче 50 пуҫ ӗне, вӗсенчен 26-шӗ – сумалли. Икӗ кунра 1 тонна сӗт параҫҫӗ. Кунпа кӑна ҫырлахасшӑн мар студент – ӗне шутне ӳстересшӗн.
Денис Авакумов ашшӗн ӗмӗтне пурнӑҫланӑ тесен те йӑнӑш мар. Ашшӗ ҫамрӑк чухне кунашкал услам пирки шутланӑ. Шӑпах вӑл ывӑлне ҫемье ферми уҫма, грант илме документсем тӑратма сӗннӗ.
«РЖД» (чӑв. Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсем) холдинг Ҫӗнтерӳ кунӗ тӗлне Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗсемпе инваличӗсем валли кӑҫал та хӑйне евӗр парне хатӗрленӗ. Асӑннӑ категорие уяв тӗлӗнчи вунӑ кун хушшинче ҫеҫ мар, ҫу уйӑхӗпех тӳлевсӗр илсе ҫӳреме шантараҫҫӗ. Ытти ҫул, астӑвасса, тӳлевсӗр илсе ҫӳремелли тапхӑр пӗр уйӑхах тӑсӑлмастчӗ.
Ветерансен пур йышши вакуна суйлама ирӗк пур. Ҫав шутра — СВ тата Люкс шутланаканнисенче те. Ҫӑмӑллӑхпа Раҫҫей тӑрӑх хутлакан пуйӑссенче усӑ курма юрать. Инҫе ҫула хӑвӑрт ҫӳрекен «Сапсан» тата «Ласточка» пуйӑссенче те тӳлеттермӗҫ. Сӑмах май, ҫу уйӑхӗнче вӑрҫӑ ветеранӗсем темиҫе хут та тӳлевсӗр хутлайӗҫ. Вӗсемпе пӗрле пӗр ҫыннӑн ҫула тӳлевсӗр тухма ирӗк пур.
Шупашкарти следовательсем пӗр коммерци фирмин директорӗ тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ. Ҫак пуҫлӑх подшипниксем сутас тӗлӗшпе ӗҫленӗ.
Директор налук тӳлемен тесе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, 2014 ҫулхи виҫҫӗмӗш кварталтан пуҫласа 2016 ҫулхи тӑваттӑмӗш кварталччен вӑл налук декларацийӗнче суя цифрӑсем кӑтартса налук тӳлессинчен хӑтӑлнӑ. Ҫапла майпа вӑл хыснана 15,5 миллион тенкӗ тӑкак кӳнӗ.
Следстви пуҫлансан усламҫӑн тата организацин пурлӑхне арестленӗ. Кун хыҫҫӑн директор тӑкака, пенисемпе штрафсене – пӗтӗмпе – 20 миллион тенкӗ ытла – саплаштарнӑ. Ҫапла пуҫлӑх явап тытман, ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ ӗҫе чарса лартнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Адрианов Константин Константинович, чӑвашсенчен пӗрремӗш ҫар тухтӑрӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Ефимов Юрий Филиппович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Владимиров Клементий Владимирович, чӑваш ӳкерӳҫи, графикӗ, Чӑваш Республикин халӑх ӳкерӳҫи вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |