Чӑваш Енӗн Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин, массӑллӑ коммуникацисен министерстви чӑвашла ҫыракан авторсен ал ҫырӑвӗсене конкурса йышӑнма тытӑнӗ.
Ҫулсерен иртекен пултарулӑх ӑмӑртӑвӗ пирки ведомство иртнӗ уйӑхӑн 11-мӗшӗнчех пӗлтернӗччӗ. Кӗҫех документсене йышӑнма пуҫлӗҫ. Ача-пӑчапа ҫамрӑксем валли ҫырнӑ ал ҫырусене ҫак уйӑхӑн 15--мӗшӗнчен тытӑнса ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗ таран пухӗҫ. Вӗсене Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин, массӑллӑ коммуникацисен министерствинчи 2-мӗш пӳлӗме (вӑл Шупашкарти Президент бульварӗнчи 10-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ) кӗртсе памалла. Ӗҫсене чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗччен пӗтӗмлетмелле.
Ал ҫырусене виҫӗ номинаципе хаклӗҫ. Шкул ҫулне ҫитмен тата кӗҫӗн классенче вӗренекенсем валли чи лайӑх хайлав ҫырнӑ автора 50 пин тенкӗ преми лекӗ, вӑтам шкул ҫулӗнчисем тата аслӑ шкул ҫулсенчисем валли ҫырнишӗн — 75 пиншер тенкӗ пӗрер преми. Ҫапла вара виҫӗ автора пурӗ виҫӗ преми тивӗҫӗ.
Кӑҫал ялсенче пурӑнакан 116 ҫын пурӑнмалли ҫурт-йӗре лайӑхлатӗ. Ҫак тӗллевпе, ЧР Ял хуҫалӑх министерствин сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, хыснаран 114,6 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ.
Ҫурт-йӗр тумашкӑн е хваттер туянмашкӑн паракан социаллӑ тӳлеве чи малтанах ялта пурӑнакан е ял хуҫалӑх предприятийӗсенче ӗҫлекен ҫамрӑк специалистсем тивӗҫӗҫ. Яла пурӑнма куҫакан, унта ӗҫлеме пуҫлакан ҫынсем те ҫак пулӑшӑва тивӗҫме пултараҫҫӗ.
Палӑртмалла: пӗлтӗр кунашкал пулӑшупа 6,68 пин тӑваткал метр ҫурт-йӗр тунӑ, 40 ҫын пурӑнмалли условисене лайӑхлатнӑ. Вӗсен йышӗнче 24-шӗ – агропромышленноҫ комплексӗн ӗҫченӗсем, 6-шӗ – медик, 7-шӗ – вӗренӳ тытӑмӗнче вӑй хуракансем, 3-шӗ – вӑй-хал культурипе спорт, культура тытӑмӗн ӗҫченӗ.
Шупашкарта, Ҫӗрпӳре тата Шупашкар районӗнче ача пахчисем хута яма палӑртнӑ. Ҫак тӗллевпе Чӑваш Енӗн резерв фондӗнчен 396,1 миллион тенкӗ уйӑрса парӗҫ. Документа ЧР премьер-министрӗ Иван Моторин алӑ пуснӑ.
Ҫӗрпӳ хулинче 240 шӑпӑрлан ҫӳремелӗх ача пахчи пулмалла. Ӑна тумашкӑн 162,1 миллион тенкӗ парӗҫ. Шупашкарта вара 160 шӑпӑрлан вырнаҫмалӑх ача пахчи хута ярасшӑн. Ку тӗллевпе 145,3 миллион тенкӗ тӑкаклӗҫ. Шупашкар районӗнчи Атайкасси ялӗнчи ҫӗнӗ ача пахчине вара 110 пепке ҫӳрӗ. Унти строительство валли 88,6 миллион тенкӗ уйӑрса парӗҫ.
Палӑртмалла: 2018-2019 ҫулсенче 17 ача пахчи тума Чӑваш Ен хыснинчен – 2,4 миллиард, федераци хыснинчен 1,8 миллиард тенкӗ ярӗҫ.
Пӗр арҫын пӗлтӗр раштав уйӑхӗн вӗҫӗнче Шупашкарти микрозайм офисне питне маска тӑхӑнса, ҫӗҫӗ йӑтса кӗнӗ. Хайхискере укҫа кирлӗ пулнӑ-мӗн – унта ӗҫлекен хӗрарӑма сейфа уҫса кӑтартма, нухрата кӑларса хума хушнӑ.
Анчах хӗрарӑм ҫухалса кайман: унӑн сейф уҫҫи ҫуккине пӗлтернӗ, кун вырӑнне арҫынна кредит илме сӗннӗ. Вӑрра кӗнӗ арҫын нимсӗрех тухса утнӑ. Микрозайм ӗҫченӗ вара арҫын пирки полицие часрах пӗлтернӗ.
20 ҫулти каччӑна темиҫе уйӑхран Ярославльте тытса чарнӑ, Чӑваш Ене илсе килнӗ. Ҫамрӑкскер ҫав кун савнийӗ патне урӑх хулана кайма тухнӑ-мӗн, анчах укҫи пулман. Ҫавӑнпа вӑл микрозайм офисне ҫӗҫӗ йӑтса кӗнӗ. Хӑй ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ку тӑрук пулса тухнӑ.
Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, каччӑна арестленӗ. Ӑна куншӑн 10 ҫул таран тӗрмене лартма пултараҫҫӗ.
2012 ҫултанпа Чӑваш Енре «Земство тухтӑрӗ» программӑпа 430 яхӑн тухтӑр яла ӗҫлеме кайнӑ. Пӗлтӗр «Земство фельдшерӗ» программа ӗҫлеме тытӑннӑ – 32 фельдшер ялта ӗҫ вырӑнӗ тупнӑ. Кӑҫалтан «Земство фельдшерӗ» программӑпа акушерсемпе медицина сестрисем те яла ӗҫлеме кайма пултарӗҫ.
Ҫакна ӗнер, ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, ЧР Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче йышӑннӑ. Тӳлеве тӗллевлӗ килӗшӳпе вӗреннӗ медицина ӗҫченӗсем те тивӗҫеҫҫӗ.
Палӑртмалла: кӑҫал РФ Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пирӗн республикӑран 65 тухтӑр тата 41 фельдшер заявкине ырланӑ. Каласа хӑварар: яла ӗҫлеме кайнӑ тухтӑрсене – 1 миллион тенкӗ, фельдшерсене (унта халӗ акушерсемпе медицина сестрисем те кӗреҫҫӗ) 500 пин тенкӗ параҫҫӗ.
Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене телефонпа тӳлевсӗр калаҫтарӗҫ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви «Ростелеком» компани хыпарлани тӑрӑх пӗлтернӗ.
Акцие компани Ҫӗнтерӳ кунӗ ҫывхарса килнӗ май пуҫарнӑ. Ҫӑмӑллӑх паянтан тытӑнса ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗ таран тӑсӑлӗ.
Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннисемпе вӑрҫӑ инваличӗсене ҫак вӑхӑтра стационар тата карас телефонӗ ҫине шӑнкӑравлама 100 тӳлевсӗр минут уйӑрса парӗҫ. Пулӑшупа усӑ курас тесен килти телефонпа усӑ курма май пур е — телеграмма йышӑнакан пунктсем урлӑ.
Ҫӑмӑллӑх пирки тӗплӗнрех ыйтса пӗлес тесен 8-800-100-0-800 тӳлевсӗр номерпе шӑнкӑравласа уҫӑмлатма юрать.
Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн лайӑх хыпар пӗлтерме васкатпӑр. РФ Президенчӗ Владимир Путин Тӑван ҫершывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене, сусӑрӗсене Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн укҫан хавхалантарасси пирки калакан саккуна алӑ пуснӑ. Тӳлев 10 пин тенкӗпе танлашать.
Ку Раҫҫейре, Латвире, Эстонире пурӑнакан ветерансене пырса тивет. Сӑмах май, пӗлтӗр те Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн ветерансене 10 пин тенкӗ панӑ. Кӑҫал вара ку тӳлеве ҫулсеренех пама йышӑннӑ.
Палӑртмалла: кӑҫалхи ака уйӑхӗн 9-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Енре Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ 377 ҫын тата 154 сусӑр пурӑнать.
Шупашкарта пурӑнакан 53 ҫулти хӗрарӑм паллашу сайтӗнче ют ҫӗршыв арҫыннипе паллашнӑ. Хайхискер генерал-майор имӗш.
Хӗрарам арҫынпа тӗнче тетелӗ урлӑ темиҫе уйӑх калаҫнӑ. Кайран хайхи савни Раҫҫее килессине пӗлтернӗ. Малтанах партнер программипе пирӗн ҫӗршыва багаж ҫитермелле пулнӑ, кайран савнийӗ те килме шантарнӑ.
Анчах генерал-майорӑн укҫа ҫук иккен. Вӑл хӗрарӑмран укҫа ыйтнӑ, ун патне ҫитсен йӑлтах парса татма шантарнӑ. Хӗрарӑм савнине шутсӑр кӗтнӗ пулмалла: багажшӑн, авиабилетшӑн, визӑшӑн укҫа куҫарса панӑ. Пӗтӗмпе – 11 пин доллар. Хӗрарӑмӑн хӑйӗн ун чухлӗ укҫа пулман, банкран кредит илнӗ.
Арҫын ҫыхӑнӑва тухма пӑрахсан тин хӗрарӑм тӑна кӗнӗ, полицие кайса йӑлтах каласа кӑтартнӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Чӑваш Енре ҫуралнӑ, Раҫҫей Геройӗ ята тивӗҫнӗ ҫынсене укҫан хавхалантарма йышӑннӑ. Ӗҫлӗ хута республика Элтеперӗ Михаил Игнатьева паян, ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Хушу официаллӑ майпа пичетленнӗ хыҫҫӑн вунӑ кунтан вӑя кӗрессине каланӑ. Ӑна, сӑмах май, Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче паянах пичетленӗ.
Хушура кӗскен калани тӑрӑх хакласан, ҫулсерен пама палӑртнӑ тӳлев Раҫҫей Федерацийӗн Геройӗсене социаллӑ пулӑшу кӳрессине ӳстерессипе ҫыхӑннӑ. Хушӑва Аслӑ ҫӗнтерӳ кунӗ ҫывхарса ҫитнине те халалланӑ.
Ҫапла вара Чӑваш Енре ҫуралнӑ, Раҫҫей Геройӗ ята тивӗҫнӗ ҫынсене кашнине 120-шер пин тенкӗ пама йышӑннӑ. Укҫа-тенке уйӑрассишӗн республикӑн Министрсен Кабинечӗ яваплӑ тесе палӑртнӑ.
«Асам» пӗтӗм чӑвашсен IV кинофестивалӗ иртнӗ май киносценарисен питчингне йӗркелеме йышӑннӑ. Кинофестиваль, аса илтерер, чӳк уйӑхӗн 11-15-мӗшӗсенче Шупашкарта пулӗ.
Ют ҫӗршыври тата хамӑр ҫӗршыври кинофестивальсене йӗркелекенсем питчингсене час-часах пуҫараҫҫӗ. Чӑвашсен ун пекки пулманччӗ-ха.
«Асам» питчинг вӑхӑтӗнче киносценари авторӗсен ӗҫӗсене хӑтлӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗ кинопроект авторне укҫа-тенкӗллӗ усламҫӑ е пӗр-пӗр организаци кино ӳкерме пулӑшӗ. Питч 5 минутран вӑрӑм пулмалла мар. Ӑна ирттерни чӑваш кинематографне аталанма пулӑшас тӗллевӗллӗ.
«Асам» питчингӑн мӗнпур условийӗпе Чӑваш Республикинчи кинематографсен пӗрлешӗвӗн сайтӗнче тӗплӗнрех паллашма пулать. Унта конкурсӑн положенине, регламентне, заявлени-анкетине вырнаҫтарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Моисей Фёдорович, литература критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Скворцов Михаил Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Михаил Васильевич, Чӑваш Енӗн иккӗмӗш президенчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ефейкин Аким Кузьмич, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор вилнӗ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |