Шупашкарта пурӑнакан 28 ҫулти арҫын А4 форматлӑ хут туяннӑ чухне шӑнман пӑр ҫине ларса юлнӑ. Вӑл тӗнче тетелӗнче 2 пин пачка хут саккас панӑ, сутуҫӑ куншӑн малтанлӑха ҫур хакне – 130 пин тенкӗ – куҫарса пама ыйтнӑ. Арҫын укҫана кӑтартнӑ счет ҫине куҫарнӑ, анчах хут килмен.
Шупашкарта пурӑнакан 24-ри каччӑ диван сутни пирки тӗнче тетелӗнче пӗлтерӳ тӑратнӑ. Анчах сутас вырӑнне хӑй укҫа ҫухатнӑ: ултавҫӑсене 1800 тенкӗ куҫарса панӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 37-ри хӗрарӑм вара тӗнче тетелӗнче тест тухса банк бонусӗсем выляса илнине ӗненнӗ. Унӑн счечӗ ҫинчен 4900 тенкӗ ҫухалнӑ.
Ҫӗмӗрлере пурӑнакан 80-ри кинемей вара «банк ӗҫченне» пула 40 пин тенке яхӑн ҫухатнӑ.
Куратӑр пулӗ: ултавҫӑсем ҫын шанчӑкне кӗрсе пуйма хӑтланаҫҫӗ. Унашкал тӗслӗх нумай, полицейскисем кун пирки кашни кун тенӗ пекех пӗлтереҫҫӗ. Ҫапах ултавҫӑсен аллине ҫакланакансем тупӑнсах тӑраҫҫӗ. Асӑрхануллӑ пулӑр!
Канаш хулинче пурӑнакан арҫын алимент тӳлемен – парӑм 200 пин тенкӗрен те иртнӗ. Суд йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн, ашшӗн ачисене укҫан пулӑшмалла.
Приставсем ӑна уголовлӑ майпа явап тыттарасси пирки асӑрхаттарнӑ, анчах кӑлӑхах. Ӗҫпе тивӗҫтерекен центра та янӑ – усси пулман. Арҫынна 2018 ҫул вӗҫӗнче административлӑ майпа явап тыттарнӑ: 60 сехет ӗҫлеттермелле те тунӑ. Ҫапах кун хыҫҫӑн та вӑл парӑма татма васкаман.
30 ҫулти арҫыннӑн ҫапла майпа пысӑк парӑм пухӑннӑ. Нумаях пулмасть ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫакӑ ҫеҫ ӑна вырӑнтан хускатнӑ. Темиҫе кунтан ҫакскер районти уйрӑма пынӑ та суд приставӗсене парӑма пӗтӗмпех татнине ӗнентерекен хут кӑтартнӑ.
Чӑваш Енри районсенче урамри спорт лапамӗсем пулӗҫ. Кӑҫал вӗсене тӑхӑр районта йӗркелеме палӑртнӑ.
Чӑваш Енӗн Спорт министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ лапамсене ГТО (чӑв. Ӗҫпе хӳтӗлеве хатӗр) комплексӑн нормативӗ валли хатӗрленме тӑвасшӑн. Ҫавсене «Спорт – норма жизни» (чӑв. Спорт — пурнӑҫ йӗрки) проектпа килӗшӳллӗн уҫӗҫ.
Спорт лапамӗсене Йӗпреҫ, Комсомольски, Красноармейски, Хӗрлӗ Чутай, Пӑрачкав, Шупашкар, Елчӗк, Тӑвай районӗсенче йӗркелесшӗн.
Тепӗр икӗ ҫулта яллӑ тата тепӗр сакӑр районта йӗркелесшӗн.
Укҫа-тенке илсен, спорт лапамӗсене кӑҫал тума федераци хыснинчен Чӑваш Ене 26,4 миллион тенкӗ укҫа килмелле. Регионти бюджетран тӑкакӑн 1 проценчӗ чухлӗ — 267,4 пин тенкӗ — уйӑрмалла.
Республикӑри шырав отрячӗсем ҫулсеренех ЧР Элтеперӗн грантне тивӗҫеҫҫӗ. Кӑҫал субсидисене камсем илнӗ-ха?
Шупашкарти 37-мӗш шкул «Ку вилнисене мар, чӗррисене кирлӗ» проектшӑн 100 пин тенке тивӗҫнӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарти 9-мӗш шкул вӗренекенӗсем «Историе пӗрле ҫыратпӑр: Ҫар Мухтавӗн музейӗ» проект хатӗрленӗ. Куншӑн вӗсене те 100 пин тенкӗ грант панӑ.
Шӑмӑршӑ районӗнчи Карапай Шӑмӑршӑ шкулӗнчи ачасем те хастар: вӗсем те 100 пин тенке тивӗҫнӗ. Ачасемпе вӗрентекенсем «Раҫҫейре паттӑр ҫитӗнтермен ҫемье ҫук» проект хатӗрленӗ. И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУ студенчӗсем «Чӗррисем, пире ан манӑр!» проектшӑн 75 пин тенкӗ илнӗ. «Студентсен канашӗ» «Георги хӑйӑвӗ» проектшӑн 75 пин тенке тивӗҫнӗ. «Хӗрлӗ мӑкӑнь» шырав пӗрлешӗвӗ «Манӑн ҫӗршыв паттӑрӗсем» проект ҫырса 75 пин тенкӗ илнӗ.
Ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан 26 ҫулти каччӑ полицие пынӑ та пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче банк карттине ҫухатнине, унӑн счечӗ ҫинчен 17 пин тенкӗ ҫухалнине пӗлтернӗ.
Полицейскисем ҫав карточкӑна тупнӑ ҫын йӗрӗ ҫине ӳкнӗ. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗр хӗрарӑм Шупашкарти Трактор тӑвакансен проспектӗнчи пӗр апат-ҫимӗҫ лавккинче ют карточкӑпа тӳленӗ, вӑл унта 17 пин тенкӗлӗх япала туяннӑ.
Ҫак хӗрарӑм камерӑсем ҫине лекнӗ. Вӑл капюшонлӑ куртка, ҫыхнӑ калпак тӑхӑннӑ пулнӑ. Ведомство пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна халӗ шыраҫҫӗ. Ҫак хӗрарӑма пӗлетӗр тӗк кун пирки полицие хыпарлӑр: 24-07-02, 34-18-40 е номерпе шӑнкӑравлӑр.
Йӑршу юханшывне Шупашкар районӗнчи «Чӑваш бройлерӗ» кайӑк-кӗшӗк хапрӑкӗнчен каяш шывӗ лекнишӗн айӑплине тупнӑ. Ҫав ҫын ятне асӑнман-ха. Анчах вӑл унта ӗҫленӗскер пулни паллӑ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын кайӑк-кӗшӗк тислӗкӗ тӑракан вырӑншӑн 2018 ҫулхи нарӑс-ҫӗртме уйӑхӗсенче яваплӑ пулнӑ. Тӗпчевҫӗсем тата суд яваплӑ специалист хранилищӗн бетон карти шанчӑксӑр пулнине пӗлсе тӑрсах нимӗн те туман тесе палӑртнӑ. 2018 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче тислӗк шывӗ юхса тухса Йӑршӑва лекнӗ. Унта пулӑ вилсе пӗтнӗ. Тӑкака 2 миллион та 200 пин тенкӗ тесе хакланӑ.
Шупашкар районӗнчи суд хапрӑк ӗҫченне 300 сехет ӗҫлеттерме йышӑннӑ. Суд йышӑнӑвӗ хальлӗхе вӑя кӗмен-ха.
Ҫӗнӗ Шупашкарта чечек сутакан усламҫӑ патне такамсем шӑнкӑравланӑ та ЧР прокуратурине чечексем илсе килме ыйтнӑ. Палламанскер Мускавран тӗрӗслевпе ҫынсем килессине, вӗсемпе мероприяти иртессине пӗлтернӗ. Ҫула май хайхискере хаклӑ йышши эрех туянма, комисси пайташӗсен телефон счечӗсем ҫине укҫа хума ыйтнӑ. Усламҫӑ «прокуратура ӗҫченӗсене» ӗненсе йӑлтах пурнӑҫланӑ.
Усламҫӑ ҫула май эрехне те туяннӑ, «комисси пайташӗсен» телефон номерӗсем ҫине укҫа та хунӑ (пӗтӗмпе 95 пин тенкӗлӗх). Хайхискер прокуратурӑна ҫитсе тӑнӑ. Анчах унта нимӗнле чечек те саккас паман иккен, телефон номерӗсем ҫине те укҫа хума никам та ыйтман-мӗн! Ведомство ӗҫченӗсем ӑна ултавҫӑсен аллине лекнине ӑнлантарнӑ.
Халӗ кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарасси пирки шутлаҫҫӗ.
Ҫичӗ ҫынтан тӑракан ушкӑн ӳт сутса пурӑнма килӗшекен хӗрарӑмсем валли Шупашкарта притон уҫнӑ. Притона массаж салонӗ тесе каланӑ.
Преступлени ҫулӗ ҫине тӑнӑ ушкӑн тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе Чӑваш Енӗн прокуратури республикӑн тӗп хулинчи Калинин районӗнчи судне ярса панӑ.
Ҫичӗ ҫынлӑ йыша РФ Пуҫиле кодексӗн 241-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе (ӳт сутассине йӗркеленӗшӗн тата ҫавӑн валли притон тытса тӑнӑшӑн) тата 240-мӗш статьян 3-мӗш пайӗпе (проституципе аппаланма явӑҫтарнӑшӑн) явап тыттарасшӑн. Вӗсем пурӗ 18 преступлени тунӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Массаж салонӗ текеннине ушкӑн 2015 ҫултанпа 2018 ҫулччен тытса тӑнӑ. Унта ӗҫлекен хӗрарӑмсем массаж туман, арҫынсемпе укҫалла выртса тӑнӑ.
Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-служби преступниксен ушкӑнӗн пайташӗсене 10 ҫул таран хупма пултарнине пӗлтерет.
Канашри 6-мӗш шкула тӗпрен юсама палӑртнӑ. Патшалӑх закупкисен сайтӗнче аукцион ирттерессине пӗлтернӗ. Вӑл ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче пулӗ.
Килӗшӗвӗн малтанхи хакӗ – 31 114 540 тенкӗ. Тӗллевлӗ субсидисене республика тата муниципалитет хыснисенчен уйӑрӗҫ. Тӗпле юсава кӑҫал ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа ҫурлан 18-мӗшӗччен тума палӑртнӑ: урая, стенасене, маччана, алӑксене, тӑррине, фасада, сантехникӑна, электроҫутӑсене улӑштармалла.
Палӑртмалла: шкула 1976 ҫулта хӑпартнӑ, унта 1280 ача вӗренме пултарать. Паянхи кун тӗлне пӗлӳ ҫуртне 1 пин ытла ача ҫӳрет.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи арҫыннӑн 13 ҫулти ывӑлӗшӗн алимент тӳлемелле. Анчах вӑл амӑшӗн ҫуртӗнче пропискӑра тӑнӑ, унта вара пурӑнман, ниҫта та ӗҫлемен. 48 ҫулти парӑмҫа приставсем шыранӑ, анчах ҫур ҫул иртсен те тупайман.
Нумаях пулмасть приставсем тепӗр парӑмҫӑ патне ҫул тытнӑ. Утнӑ чухне хайхискерсем чарӑнура пӗр арҫын тӑнине, вӗсене курсан вӑл ҫаврӑнса урӑх еннелле утнине, пӑшӑрханса ӳкнине асӑрханӑ. Ҫав арҫын шӑп та лӑп шыравра пулни иккен!
Ӑна суд приставӗсен уйрӑмне илсе ҫитернӗ, алимент тӳлеменшӗн административлӑ протокол ҫырнӑ. Суд вӑл айӑплӑ тесе йышӑннӑ, 40 сехет ӗҫлеттермелле тунӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Адрианов Константин Константинович, чӑвашсенчен пӗрремӗш ҫар тухтӑрӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Ефимов Юрий Филиппович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Владимиров Клементий Владимирович, чӑваш ӳкерӳҫи, графикӗ, Чӑваш Республикин халӑх ӳкерӳҫи вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |