ЧР прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх, Патӑрьелте пурӑнакан 46 ҫулти арҫын Мускав ҫывӑхӗнчи предприятире ҫӳп-ҫап уйӑрнӑ ҫӗрте ӗҫленӗ чухне АПШн суя 100 долларне 10 штук тупнӑ. Хайхискер ҫак укҫана Патӑрьеле таврӑнсан тенкӗпе улӑштарма хӑланнӑ. Анчах ӗҫӗ ӑнман.
Укҫа улӑштарма вӑл банка кӗнӗ. Анчах кассир доллар суя пулнине асӑрханӑ, ҫавӑнтах полици ӗҫченӗсене чӗннӗ.
Ҫак арҫынна суд тунӑ. Судра вӑл айӑпне йышӑннӑ. Судья приговор вуланӑ: арҫынна тӗрмене хупмасӑр икӗ ҫуллӑха айӑпланӑ. Приговор саккунлӑ вӑя кӗмен-ха.
Хӗрлӗ Чутай район администрацийӗ машина туянасшӑн. Унти тӳре-шара куҫ хывнӑ автомобиль мӗнле маркӑллӑ пуласси те паллӑ. «Kia Sorento» текеннине кӑмӑллаҫҫӗ вӗсем. Ӑна валли вӗсем хыснаран 1,8 миллион тенкӗ уйӑрма хатӗр.
Тулли приводлӑ кроссовер туянасси пирки хыпарланинче илес машинӑн пуҫламӑш хакне ҫеҫ, 1,796 млн тенкӗ тесе кӑтартнӑ. Тата... калӑпӑшне. Вӑл 4685x1885x1735 мм калӑпӑшлӑ пулмалла-мӗн. Пӗлтерӳпе паллашнӑ «За рулем» (чӑв. Руль умӗнче) портал журналисчӗсем ку машина «Kia Sorento» тесе тӗшмӗртнӗ.
Машинӑна район хысни шучӗпе илӗҫ. Аукцион пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче иртмелле. Ӑна сутаканнипе тепӗр вунӑ кунтан контракт ҫырса алӑ пусӗҫ. Автомобиль района 30 кунта ҫитмелле. Унӑн пӗр ванмасӑр икӗ ҫул ӗҫлемелле.
Шупашкарта суд приставӗ пулса тӑрӑшнӑ хӗрарӑма ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе айӑпласшӑн. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн тӗпчевҫисем пристав тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫавна прокуратура та ырланӑ.
Пӑтӑрмахӗ 2017 ҫулхи пуш уйӑхӗнчен пуҫласа 2018 ҫулхи пуш уйӑхӗччен тӑсӑлнӑ. Ҫав вӑхӑтра суд приставӗ патӗнче исполнительнӑй ӗҫ выртнӑ. Парӑмлин банк счечӗ ҫинче шыраса илмешкӗн укҫа пулнӑ. Апла пулин те пристав татӑклӑ мера йышӑнман.
Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, пристав юри ҫавӑн пек хӑтланнӑ. Ӗҫленӗҫи туса вӑл хӑш-пӗр хута илемлетнӗ. Укҫа кӗтекенни ҫапла вара 11 миллион та 800 пин тенке ниепле те шыраса илеймен.
Суд приставӗ ӗҫлесе ҫитерейменнине РФ Следстви комитечӗн, Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин тата Федерацин суд приставӗсен службин республикӑри управленийӗсем пӗрле пулса палӑртнӑ.
Паянтан пуҫласа Алексей Шурчанов депутат мар. Депутатсем куншӑн пӗр саслӑн сасӑланӑ.
Ҫакӑ Алексей Шурчанов ҫынна ултланипе ҫыхӑннӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарни пирки пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: 2018 ҫулхи раштавӑн 27-мӗшӗнче Шупашкарти Ленин районӗн сучӗ ӑна айӑплӑ тесе палӑртнӑ, 200 пин тенкӗ штаф тӳлеттерме йышӑннӑ. Шурчанов приговорпа килӗшмесӗр Аслӑ суда та ҫитнӗ, анчах кӑлӑхах.
Следстви тата суд акӑ мӗн палӑртнӑ ун чухне: 2015 ҫулхи кӗркунне Шурчанов кӗҫӗнни «Благодать» фирма директорне Игорь Нарышкина Патшалӑх Канашӗн депутатсен суйлавӗпе тӗп списока кӗртме шантарнӑ, унран 574 пин тенкӗ ыйтнӑ. Анчах хӑй шантарнине пурнӑҫламан.
Палӑртмалла: Алексей Шурчанов РФ Патшалӑх Думин депутачӗн Валентин Шурчановӑн ывӑлӗ.
Пуш уйахӗн 10-мӗшӗнче Вӑрмар районӗнчи Аслӑ Чак ялӗнче шкул йӑтӑнса аннине эпир пӗлтернӗччӗ. Ҫавӑн чухне канмалли кун пулнине кура вӗренӳ заведенийӗнче хуралҫӑ кӑна ӗҫленӗ. Ачасем те, вӗрентекенсем те шкула пыман — Турра шӗкӗр, никам та шар курман.
Шкул ишӗлсе аннине кура РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри тӗпчевҫисем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ умӗн шкула ятарлӑ комисси хак парать, тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн вӗренӳ ҫулне хатӗррине палӑртать. Тӗпчевҫӗсен шучӗпе ҫавсен кӑлтӑка асӑрхмаллах пулнӑ. Шкула йӗркеллӗ тытса тӑрассишӗн патшалӑх, муниципалитет органӗсенче, тӗрӗслевпе надзор органӗсенче ӗҫлекенсенчен кам тата мӗншен яваплӑ пулнине те палӑртӗҫ. Татӑклӑ пӗтӗмлетӳ тӑвиччен тӗрлӗ экспертиза ирттерӗҫ.
Шкул ишӗлнипе Вӑрмар район хыснине 7,3 миллион тенкӗлӗх шар кӑтартнӑ иккен.
Улатӑр хулинче пурӑнакан 16-ри тата 17-ри, ҫавӑн пекех Улатӑр районӗнчи Алтышевӑри 22 ҫулти ниҫта ӗҫлемен каччӑ иртнӗ ҫулхи юпа уйӑхӗн 4-мӗш каҫхине 19-ти ҫамрӑка вӑрмана лартса кайнӑ. Унта ҫитсен вӗсем унӑн алли-урине ҫыхса хурса хӗненӗ. Шар курнинчен вӗсем 300 пин тенкӗ тапӑннӑ, пӗр эрнере тупса пама ыйтнӑ, вӗлерессипе хӑратнӑ. 16-ри каччӑ ҫамрӑкӑн телефонне ҫаратнӑ.
Суд 17-ри тата 22-ри пуҫтахсене хупса хумасӑр 2 ҫуллӑха ирӗкрен хӑтармалла тунӑ. 16-рине 18 тултариччен ятарлӑ хупӑ вӗренӳ заведенине ӑсатнӑ.
Кӗҫӗнни унччен те харсӑрланнӑ. Вӑл уголовлӑ-исполнительнӑй инспекцире учетра тӑнӑ. Унсӑр пуҫне ӑна тата 17-ри тусне шалти ӗҫсен пайӗн ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен подразделенийӗ шута илнӗ. Асӑннӑ надзор органӗсене тата хайхисем вӗренекен заведенисене профилактика енӗпе ҫителӗклӗ ӗҫлеменнине асӑрхаттарса, тивӗҫлӗ мера йышӑнма сӗнсе тӗпчевҫӗ хутсем ярса панӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 36 ҫулти арҫын кӑҫал кӑрлач уйӑхӗнче тӗнче тетелӗнче Крымри пансионатра канмашкӑн путевка сутнине курнӑ. Вӑл унта кӑтартнӑ номерпе шӑнкӑравланӑ та ҫемьепе канмашкӑн путевка «туяннӑ». Хайхискер сутуҫӑн счечӗ ҫине 37 пин тенкӗ куҫарнӑ.
Ҫак арҫын ҫемйипе Крымра канаять тетӗр-и? Ҫук ҫав, вӑл ултавҫӑ серепине ҫакланнӑ. Укҫа куҫарнӑ хыҫҫӑн вӑл пансионат сайтне тепре кӗрсе пӑхма шутланӑ, анчах вӑл пулман ӗнтӗ.
Хӑйне улталанине вӑл каярахпа пӗлнӗ: пӗр халӑх тетелӗнче ҫак фирма ултавҫӑ пулнине асӑрханӑ. Чӑнах та ҫапла иккен: телефон номерӗсемпе шӑнкӑравласа ҫитеймен, электронлӑ почтӑна блокировка тунӑ.
Халӗ ЧР ШӖМӗ кун тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерет.
РФ премьер-министрӗ Дмитрий Медведев Раҫҫейри 11 регионта культура ҫурчӗ тумашкӑн 282,9 миллион тенкӗ уйӑрасси пирки хушу алӑ пуснӑ. Документра палӑртнӑ тӑрӑх, ку укҫапа 16 культура ҫурчӗ ҫӗклӗҫ.
Ҫӗнӗ клубсем Адыгея, Алтай, Кабарда-Балкар, Карачай-Черкесск, Чӑваш республикисенче, Хабаровск крайӗнче, Архангельск, Астрахань, Воронеж, Курган, Чулхула облаҫӗсенче пулӗҫ.
Пирӗн республикӑра ку укҫапа Канаш районӗнчи Шӑхасан ялӗнче культура ҫурчӗ хӑпартӗҫ. Вӑл 300 вырӑнлӑ пулӗ. Ку тӗллевпе 40 миллион та 170 пин тенкӗ килӗ.
Пуш уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан арҫын патне палламан хӗрарӑм шӑнкӑравланӑ та укҫа-тенке страхлама сӗннӗ. Арҫыннӑн карточки ҫинчен 2 пин тенкӗ ҫухалнӑ имӗш, ҫавна май ытти нухрата упраса хӑвармалла.
Ҫак хӗрарӑм сӗннипе арҫын ҫывӑхри банкомат патне пынӑ, лешӗ каласа пынипе темиҫе операци ирттернӗ.
Арҫын ултавҫӑ аллине ҫакланнине чухламан – хӗрарӑма шанса вӑл мӗн каланине йӑлтах тунӑ. Кун хыҫҫӑн унӑн карточки ҫинчен 50 пин тенкӗ ҫухалнӑ.
Укҫа-тенке ҫухатсан Шупашкар ҫынни полицие кайса заявлени ҫырнӑ.
Ӗнер Ҫӗнӗ Шупашкарти полици уйрӑмне 64-ри арҫын пулӑшу ыйтма пынӑ. Вӑл ултавҫӑсене 878 пин тенкӗ куҫарса панӑ-мӗн.
Кӑҫал нарӑс варричне ун патне темӗнле арҫын шӑнкӑравланӑ та хӑйӗнпе Мускаври йӗрке хуралҫи тесе паллаштарнӑ. Хайхискер ватӑ арҫын унччен 5 пин тенкӗ тӑракан эмел туяннине тӗпчесе пӗлнӗ, халӗ куншӑн 8 миллион тенкӗ компенсаци параҫҫӗ имӗш. Анчах ӑна илес тесен унӑн малтан 4900 тенкӗ куҫарса памалла-мӗн, унтан ултавҫӑ каллех укҫа ыйтнӑ. Ҫапла вӑл унран хӑпман – шӑнкӑравласах тӑнӑ.
Ватӑскер 39 пин тенкӗ патшалӑх пошлинишӗн, 89 пин медицина карточкишӗн, укҫана хӑвӑртрах илесе тесе черете хӑвӑрталтмашкӑн 330 пин тӳленӗ, 450 пин тенкӗ электронлӑ укҫана тенке куҫарма ярса панӑ… Юлашкинчен 180 пин тенкӗ ыйтсан тин ватӑскер ӑнланнӑ: ӑна улталаҫҫӗ!
Халӗ кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, ултавҫӑн ятне-шывне палӑртас тӗлӗшпе ӗҫлеҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Адрианов Константин Константинович, чӑвашсенчен пӗрремӗш ҫар тухтӑрӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Ефимов Юрий Филиппович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Владимиров Клементий Владимирович, чӑваш ӳкерӳҫи, графикӗ, Чӑваш Республикин халӑх ӳкерӳҫи вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |