35 ҫултан ҫамрӑкрах тухтӑрсене, хула поликлиникисене е пӗтӗмӗшле практика тухтӑрӗсен офисӗсене ӗҫлеме килнӗскерсене, компенсаци парӗҫ. 200 пин тенке илес тесен вӗсен хӑйсен участокӗнче пӗр ҫул ӗҫлемелле.
Халӗ ҫӑмрӑк тухтӑрсем аслисен поликлиникисенче те, ачасен пульницисенче те кирлӗ. Ҫамрӑк специалистсем компенсацие кирек мӗнле тӗллевпе те тӑкаклама пултараҫҫӗ: счет ҫине хума та, вӗренӳшӗн тӳлеме те май пур. Ҫапах чылайӑшӗ 200 пин тенке пурӑнмалли ҫурт-йӗр условийӗсене лайахлатма ярать.
Аса илтерер: нумаях пулмасть РФ Президенчӗ Патшалӑх Думине янӑ Ҫырура ялсенчи шкулсене ӗҫлеме килекен вӗрентекенсене те 1 миллион тенкӗпе хавхалантармалли пирки каланӑ.
Раҫҫейӗн Тӗп прокуратури хушнипе Чӑваш Енӗн прокуратури пирӗн республикӑра йӑлари хытӑ каяша турттарассине епле йӗркеленине тӗрӗслӗ. Кун пирки надзор органӗн пресс-служби паян пӗлтернӗ.
Тӗрӗслевҫӗсем каяша турттарассишӗн яваплӑ регионти оператор епле хак ҫирӗплетнине уйрӑмах тӗрӗслесшӗн-мӗн. Тарифа мӗне кура йӗркеленине те палӑртма тӗллев лартнӑ.
Прокуратура тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн кӑлтӑксене тупса палӑртсан ҫитменлӗхсене пӗтерме тивӗ.
Сӑмах май, кӑҫалхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен тытӑнса Чӑваш Енри ялсенче пурӑнакансем каяш кӳрсе тухнӑшӑн сахалрах тӳлеме тытӑнассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, тарифа 20 процент чакарнӑ хыҫҫӑн пӗр ҫын пуҫне уйӑхсерен 60,71 тенкӗ тӳлеме тивет.
Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче пурӑнакан 17-ри каччӑна ултавҫӑ шӑнман пӑр ҫине лартса янӑ. Апат валеҫсе ҫӳрекен ҫамрӑк ырӑ кӑмӑллӑскер тата ҫынна хӗрхенекенскер пулнӑ курӑнать.
Ун патне пӗр арҫын шӑнкӑравланӑ. Апат-ҫимӗҫ саккас парасшӑн евӗр пулса хӑйӗнпе паллаштарнӑ. Телефон номерӗ ҫине 3600 тенкӗ куҫарма ыйтнӑ. Тӗл пулсан парса татма шантарнӑ.
Каччӑ арҫын ыйтнине ҫийӗнчех пурнӑҫланӑ. Калаҫса татӑлнӑ вырӑна кӑштахран ҫитет те никам та ҫук иккен. Хӑйӗн патне шӑнкӑравланӑ ют номерпе ҫыхӑнать те лешӗ улталанине тунмасть, хӑй тӗрмере ларнине пӗлтерет.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служи пӗлтернӗ тӑрӑх, шар курнӑ каччӑ право хуралӗнче ӗҫлекенсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Пакунлисем усал хыпара хальлӗхе тӗрӗслеҫҫӗ-мӗн, ҫывӑх вӑхӑтра пуҫиле ӗҫ пуҫарма пултарӗҫ.
Чӑваш Енри предприятисенче ӗҫлекенсен квалификацине ӳстерме Мускав укҫа парӗ. Ку хута РФ Правительствин сайтӗнче вырнаҫтарнӑ.
Ӗнер йышӑннӑ документра каланӑ тӑрӑх, бюджет мар трансферта ҫӗршыври 31 субъекта уйӑрса парӗҫ. Кун валли федераци хыснинче 1,525 миллиард тенкӗ пӑхса хӑварнӑ. Ҫав тупра предприятисенчи ӗҫченсен квалификацине ӳстерме тата вӗсене пӗр-пӗр професси ӑсталӑхне илме ҫӗнӗрен вӗрентсе кӑларма тӑкакланмалла. Кӑҫал уйӑракан патшалӑх пулӑшӑвӗ ҫӗршыври 18 пин ытларах ҫынна ҫитмелле.
Чӑваш Ене Мускавран ҫав тӗллевпе 26,5 миллион тенкӗ уйӑрма йышӑннӑ. Вӑл кӗмӗл пулӑшнипе пирӗн тӑрӑхри ӗҫченсем те хӑйсен квалификацине ӳстерме, паянхи ӗҫ рынокӗ ыйтакан профессие алла илме пултарӗҫ.
Шупашкар хули Крыма ҫитме йӳнӗ хуласен списокне лекнӗ. Ку хыпара «Новости» информагентство Aviasales сайт хыпарлани тӑрӑх пӗлтернӗ. Юлашкинчен асӑнни авиабилетсен хакне пӗр ҫӗре пухакан ҫӑлкуҫсенчен пӗри шутланать.
Крым ҫур утравӗ ҫине самолетпа вӗҫсе кайма Сочинчен тата Дон ҫинчи Ростовран уйрӑмах йӳнӗ ларать. Кайса килме унтисен 5 пинтен те сахалрах тӳлемелле. Мускавран кайса килме 6 пин тенкӗ кирлӗ.
Шупашкар хуличен те хаклӑ тӳлемеле мар. Крыма кайса килмелли вӑтам хак 7800 тенкӗпе танлашать иккен. Симферополе Шупашкартан каяс текенсен Мускав урлӑ ҫӳреме тивет. Чӑваш Енрен те авиарейссем пур-ха. Крыма самолетсем ҫӗртме уйӑхӗнче ҫеҫ вӗҫме тытӑнаҫҫӗ. Хак вӑтамран 11 пинпе танлашать.
Вӑрнарта чарӑннӑ пуйӑсран пыл вӑрланине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха.
«Сергач хулине ҫитнӗ пуйӑсра вакунри контейнер уҫӑ пулнине асӑрханӑ. Унччен маларах вӑл Вӑрнарта чарӑннӑ, ҫавӑнпа пуйӑссенчи тиевсене вӑрлакансемпе кӗрешекен ӗҫченсем тӳрех унта ҫул тытнӑ», — хыпарланӑччӗ Софья Савнеш.
441 банка пыл вӑрланӑ каччӑсене кӗҫех тытса чарнӑ. Вӗсем ҫав районтах пурӑнаканскерсем пулнӑ. 26-ри ҫамрӑк 23-ри тата 19-ти каччӑсене вакунтан тавар вӑрлама сӗннӗ.
Иртнӗ ҫулхи чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнче вӗсем чукун ҫул станцине ҫитнӗ. Вакун питӗркӗчне ватнӑ та унти пыла машина ҫине тиесе кайнӑ.
87 пин тенкӗлӗх вӑрланӑ ҫамрӑксене суд ҫулталӑкран пуҫласа ҫулталӑк та ултӑ уйӑх таран хупса усрамасӑр айӑплама йышӑннӑ.
«Управление отходами» (чӑв. Каяшсене тытса тӑрасси) акционерсен обществин Ҫӗнӗ Шупашкарти филиалӗн пуҫлӑхне 200 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Хайхин айӑпне пула 2015 ҫулхи утӑ уйӑхӗнчен пуҫласа 2017 ҫулхи ҫурла уйӑхӗччен Ҫӗнӗ Шупашкарта таса мар шыв юхса тӑнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне предприятие маларах административлӑ майпа явап тыттарнӑ.
Бактериологи, хими япалисене ятарлӑ пӑрӑхпа турттарассишӗн яваплӑ предприяти трассӑна кирлӗ пек тытса тӑман тесе тӗпчевҫӗсем тата суд шухӑшлать иккен. Ҫавна пула вӑл шӑтса юхнӑ. Таса мар шыв сӑрханса тӑнипе 15 пин ытла тӑваткал метр лаптӑка вараланӑ, ҫутҫанталӑка 40 миллион тенкӗ ытлалӑх сиен кӳнӗ. 50 кубла метр ытла таса шыв юхса тухнӑ.
Суд приговорӗ хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗмен-ха.
Пуҫиле ӗҫе тӗпченӗ май тӗпчевҫӗсем Чӑваш Енӗн Ҫутҫанталӑк министерствине те асӑрхаттару хучӗ ӑсатнӑ.
Укҫа тесен шапа та алӑ тӑсать теҫҫӗ. Тӳре-шарана та вӑл кирлӗ. Ҫӗмӗрле хулинчи «Восход» (чӑв. Хӗвелтухӑҫ) культура керменӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ ҫын та кӗмӗл тесен виҫ ҫухрӑмран тарман курӑнать.
Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗрхи ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче хайхи пуҫлӑх хӑйне пӑхӑнакан ӗҫчене преми ҫырса панӑ. Анчах ҫав укҫаран пӗр пайне хӑйне куҫарса пама ыйтнӑ.
Пуҫлӑха хирӗҫ каяймӑн — 7 пин тенкӗ премирен 3 пинне лешӗ культура учрежденийӗн ертӳҫин банк картти ҫине куҫарнӑ.
Прокуратура ҫак кӑлтӑка палӑртнӑ хыҫҫӑн РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн тӗпчевҫисем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Тӗпчев епле пынине Ҫӗмӗрлери районсем хушшинчи прокурор хӑй тӗрӗслесе тӑрать иккен.
Шупашкар район администрацийӗ хӑйӗн паянхи ӗҫченӗсемпе унччен тӑрӑшнисенчен 2,28 миллион тенкӗ ытларах шыраса илесшӗн. Ҫав тӗллевпе суда тавӑҫпа тухнӑ-мӗн.
...2015 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче администрацине «Артек» строительство организацийӗ Кӳкеҫӗн ҫӗнӗ микрорайонӗсенчен пӗринче тӑхӑр хутлӑ ҫурт хута янине пӗлтернӗ, ӑна хута яма ирӗк ыйтнӑ. Енсем кӑмӑлпа калаҫса татӑлайман енне строительсен суда тухма тивнӗ. Объекта вӑхӑтра хута ярайман енне пайҫӑсене укҫа тӳлеме тивнӗ.
Эпир пӗлнӗ тӑрӑх, администрацие пула тӑкакланнине «Артек» райадминистрацинчен шыраса илесшӗн пулнӑччӗ.
Халӗ администраци унччен района ертсе пынӑ Георгий Егоровран тата халӗ администраци пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулса тӑрӑшакан Зоя Масловӑран тата ытти хӑш-пӗр специалистран ҫав тӑкака шыраса илесшӗн-мӗн.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче тӗп хормейстерта ӗҫлекен, Чӑваш АССРӗн халӑх артистне Анатолий Фишера уйӑхсерен паракан патшалӑх пособине ӗмӗрлӗх уйӑрса тӑма йышӑннӑ. Капла хута паян республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев алӑ пуснӑ.
Анатолий Фишер 1938 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Ижевскра ҫуралнӑ. Фортопиано класӗпе музыка шкулӗнче вӗреннӗ, Мускаври музыкӑпа педагогика училищинче, Мускаври П. Чайковский ячӗллӗ патшалӑх консерваторийӗнчи хор дирижирӗн факультетӗнче ӑсталӑха туптанӑ.
Уйӑхсерен паракан пособие Чӑваш Енри ытти паллӑ культура ӗҫченӗ унччен те тивӗҫнӗччӗ. Укҫана 2014 ҫулта кӑларнӑ «О государственной поддержке культуры и науки в Чувашской Республике» (чӑв. Чӑваш Республикинче культурӑпа ӑслӑлӑха пулӑшасси ҫинчен) хушупа килӗшӳллӗн параҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Адрианов Константин Константинович, чӑвашсенчен пӗрремӗш ҫар тухтӑрӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Ефимов Юрий Филиппович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Владимиров Клементий Владимирович, чӑваш ӳкерӳҫи, графикӗ, Чӑваш Республикин халӑх ӳкерӳҫи вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |