Етӗрне районӗнчи Килтӗшри ҫемье валли укҫа пухаҫҫӗ. Наталья Викторовна Баринова ятлӑ хӗрарӑм 8 ача ҫуратнӑ иккен. Анчах ҫак кунсенче ҫемье пысӑк шар курнӑ: вӗсен кил-ҫурчӗ хӗл варринче вутпа кӗлленсе ҫӗрпе танлашнӑ.
Нушана лекнисене хӗрхенме пӗлекен ҫынсене Бариновсене пӳрт туянса пама ыйтса тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче ҫырнӑ. Пулӑшма килӗшекенсене тав тунине те палӑртнӑ.
Укҫа куҫарса парас кӑмӑллисем валли счет реквизичӗсене кӑтартнӑ:
укҫана илекенӗ Андреева Валентина Никандровна,
укҫа илекенӗн счечӗ 40817810111080012557,
укҫа илекенӗн банкӗ — «Россельхозбанк» учрежденин Чӑваш Енри филиалӗ,
ИНН / КПП 7725114488/ 213002002,
БИК 049706752,
корреспондент счечӗ
30101810600000000752.
Шупашкарта пурӑнакан 30 ҫулти арҫын 6-ри ачишӗн алимент тӳлемен. Парӑм самаях пухӑннӑ. Халӗ ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Суд йышӑнӑвӗ пулсан та ҫак арҫын икӗ уйӑх ытла алимент тӳлемен. Унӑн уйӑхсерен ӗҫлесе илнӗ мӗнпур укҫан 1\4 пайне пӗчӗк хӗрӗшӗн памалла пулнӑ. Пӗлтӗр авӑн уйӑхӗнче алимент тӳлеменшӗн ӑна 20 сехет ӗҫлеттермелле тунӑ.
Анчах кун хыҫҫӑн та арҫын тӳрӗ ҫул ҫине тӑман – пурпӗрех алимент тӳлемен. Ҫакӑншӑн ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Кун хыҫҫӑн кӑна хӑраса ӳкнӗ пулмалла: тӳрех пухӑннӑ парӑма, 90 пин тенке яхӑн, тата исполнительнӑй сборшӑн 6 пин тенкӗ тӳленӗ.
Чӑваш Енӗн Финанс министерстви Шупашкарти аэропорта ҫулсерен субсиди уйӑрнине пӗлтерет. Унта ӗнентернӗ тӑрӑх, пӗлтӗр виҫӗм ҫулхинчен 2,5 хут нумайрах пӑхса хӑварнӑ. Ҫапла майпа ун чух 5,4 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Ҫак кӗмӗл Шупашкартан Ӗпхӗве тата Шупашкартан Питӗре каякан авиарейссен хакне чакарма кайнӑ. Кӑҫал 22,2 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ.
Ҫав вӑхӑтрах «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат кӑҫал Шупашкара Росавиаци субсиди уйӑрмассине пӗлтернӗ.
2019 ҫулта Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи хуласене ҫӳреме 60 ытла рейспа ҫӳреме субсиди парӗҫ. Списока Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи 10 хула лекнӗ: Саранск (5 рейс), Хусан (18 рейс), Бугульма (5 рейс), Ӗпхӳ (9 рейс), Чулхула (6 рейс), Пермь (10 рейс), Ӗрӗнпур (3 рейс), Чӗмпӗр (1 рейс), Киров (1 рейс), Самара (10 рейс).
Паян ирпе Шупашкарти Ленин район сучӗ Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин тӗпчевҫисем ыйтнине пӑхса тухнӑ. Тӗпчевҫӗсем «Биологилле тасатмалли сооруженисем» предприятин пуҫлӑхӗн Сергей Анисимовӑн тата Шупашкарти «Ордер» тулли мар яваплӑ обществӑн Ольга Филиппован хваттерӗсене ухтарма ыйтнӑ. Суд тӗпчевҫӗсен ыйтӑвне тивӗҫтерни пирки «Коммерсантъ» кӑларӑм хыпарланӑ.
Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, Сергей Анисимовпа Ольга Филиппова Чӑваш Енӗн Экономика министерствине ертсе пынӑ, республика вице-премьерӗ пулнӑ Владимир Аврелькинпа пӗр шухӑшлӑ пулнӑ имӗш.
Министра, аса илтерер, хыснаран субсиди панӑ чухне ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе вӑхӑтлӑха арестленӗччӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Сергей Анисимовпа Ольга Филиппова тата ыттисем пулӑшнипе 20 миллион тенкӗ ытла субсидие саккуна пӑсса хыснаран уйӑрнӑ-мӗн.
Чӑваш Енӗн Элтеперӗ ятарлӑ стипендине кӑҫал 1000 ҫамрӑк илсе тӑрӗ. Вӗсен списокӗ паллӑ ӗнтӗ. Уйӑхсерен 1830 тенкӗ паракан тӳлеве тивӗҫнисен шутӗнче — вӗренӳре, тӗпчевре, ӑслӑлӑхра, пултарулӑхра, производствӑра, ертсе пырас ӗҫре, спортра, общество пурнӑҫӗнче, услам-проектсенче палӑртнӑ маттурсем. Пур организаци те чӑннипех те ҫавӑн пек маттурсене тӑратнипе тӑратманни пирки иккӗленекенсем пур та, анчах паянхи сӑмахӑмӑр ун пирки мар.
Элтепер стипендине тивӗҫнисен хушшинче шалти ӗҫсен органӗнче тӑрӑшакан 25 ҫамрӑк пур.
Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗ, ялан ҫиле хирӗҫ кастаракан Игорь Моляков полицейскисем стипендие тивӗҫ мар тесе шухӑшланӑран тӗрлӗ ҫӗре ҫыру шӑрҫаланӑ. Ун шучӗпе, стипенди социаллӑ пулӑшу шутланать. Регионти хыснаран вара обществӑри йӗркелӗхе тытса тӑма кӑна укҫа уйӑрмалла. Полицейскиесене стипенди пани федераци саккунне пӑсни пулать.
Пӑрачкаври Сӑр юханшывӗ урлӑ хывнӑ кӗпер япӑх лару-тӑрура. Ӑна кӑҫӑл юсама палӑртнӑ. Ӗҫе «Хӑрушсӑр тата пахалӑхлӑ автомобиль ҫулӗсем» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн темиҫе ҫул юсӗҫ, мӗншӗн тесен республика хыснинчи укҫапа кӑна вӑй ҫитерме йывӑртарах. Проектпа смета докуменчӗсене хатӗрленӗ ӗнтӗ. Подрядчике иккӗмӗш кварталта палӑртӗҫ.
Хальлӗхе автомобильсене кӗпер урлӑ пӗр ҫулпа кӑна ҫӳреттереҫҫӗ, йывӑр тиевлӗ машинӑсене кӗртмеҫҫӗ. Кӗпере юлашки хутчен 2016 ҫулта юсанӑ. Ун чухне бетонӑн пӗр пайӗ йӑтӑнса аннӑ.
Палӑртмалла: кӗпере 1970 ҫулта хута янӑ.
Халӑхран пухакан сӗт хакӗ Чӑваш Енри ялсенче хӑпарнӑ. Кун пирки республикӑн Ял хуҫалӑх министерстви ведомствӑн агроапат-ҫимӗҫ рынокне йӗркелекен сектор хыпарлани тӑрӑх пӗлтерет.
Сӗте халӑхран пӗр литрне вӑтамран 19 тенкӗ те 30 пуспа пухаҫҫӗ. Ку вӑл унчченхи ҫулхи танлаштаруллӑ тапхӑртинчен 8,8 процент, е 1 тенкӗ те 70 пус, пысӑкрах. Тӗрлӗ районта тӗрлӗ хакпа пухаҫҫӗ. Улатӑр районӗнчех, ав, пӗр литр хакӗ 17 тенкӗрен пуҫласа 21 тенке те 50 пуса ҫитет.
Сӗт хакне Йӗпреҫ районӗнче 1 тенкӗ ӳстернӗ, Комсомольскипе Елчӗк районӗсенче — 50-шар пус.
Халӑхран тата хуҫалӑхсенчен пухнӑ сӗте тирпейлекен предприятисем вӑтамран 23 тенкӗ те 35 пуспа туянаҫҫӗ. Юлашки эрнере савутсем, сӑмах май, хака 10 пус чакарнӑ.
Кӑҫал «Советская Чувашия» тата «Грани» хаҫатсем 7,8 миллион тенкӗ субсиди илӗҫ. Ку постановление ЧР Правительствин председателӗ Иван Моторин 2018 ҫулхи раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Кӑҫал «Советская Чувашия» хаҫат – 6,24 миллион тенкӗ, «Грани» 1,55 миллион тенкӗ субсидие тивӗҫӗҫ. Палӑртмалла: ҫак икӗ акционерсен обществи кашни ҫулах республикӑран пулӑшу илнӗ. 2016 тата 2017 ҫулсенче «Советская Чувашия» хаҫата 6,2 миллионшар тенкӗ панӑ, «Грани» хаҫата – 1,3 миллионшар тенкӗ. Пӗлтӗр вара вӗсем кӑштах ытларах субсиди илнӗ.
«Ҫӳп-ҫап реформи» пурнӑҫа кӗнӗ-ха, анчах ҫӳп-ҫапа ялсенчен илсе тухас ӗҫ пур ҫӗрте те йӗркеленсе ҫитеймен. «Контактра» халӑх тетелӗнчи «Кавал – манӑн пӗчӗк Тӑван ҫӗршыв» ушкӑнра ялта ҫӳп-ҫап сапаланса выртнине сӑн ӳкерсе лартнӑ. Вӑрмар районӗнчи Кавал ялӗнче ӑпӑр-тапӑра пухма контейнер ҫук.
Вырӑнти администраци ҫӳп-ҫап пухмалли вырӑна палӑртнӑ, анчах контейнер лартман. Ҫынсем ӑпӑр-тапӑра ҫав вырӑна ҫӗр ҫине купаласа хунӑ. Анчах ҫиллӗ ҫанталӑкра ял тӑрӑх ҫӳп-ҫап вӗҫет.
Етӗрне хулинче вара урӑхла лару-тӑру – администраци контейнерсем илсе килнӗ, анчах вӗсене кутӑн май лартнӑ.
Аса илтерер: юпа уйӑхӗнчен пуҫласа «Экоцентр» ҫӳп-ҫап илсе тухнӑшӑн ҫын пуҫне 74,44 пус тӳлемелле. Кӑҫалтан ку хак ӳснӗ: 75 тенкӗ те 70 пус.
Сӗнтӗрвӑрри хулинче пурӑнкан хӗрарӑм приставсенчен пытанмалли мел тупнӑ: вӑл хушаматне улӑштарнӑ. Ҫапла хайхискер виҫӗ ҫул тарса пурӑннӑ.
50 ҫулти хӗрарӑм хушаматне улӑштарсан урӑх региона пурӑнма куҫнӑ, унта официаллӑ майпа ӗҫе вырнаҫнӑ. Ҫӗнӗ ӗҫре вӑл самаях тупӑш илнӗ: Сӗнтӗрвӑрринче харпӑр секторта ҫуртпа гараж хӑпартнӑ, анчах куҫман пурлӑха официаллӑ мелпе регистрацилемен. Хӑйӗн машинине вара вӑл урӑх хушамат илсен хӑйӗн ҫине куҫарман.
Чӑваш Енре ҫак хӗрарӑмӑн пысӑк парӑм юлнӑ: банксене 2 миллион тенкӗ парӑма кӗрсе кайнӑ. Нумаях пулмасть унӑн машинине Сӗнтӗрвӑрринче курнине приставсене систернӗ. Лешсем вырӑна ҫитнӗ, машинине арестленӗ.
Хӗрарӑм ӑнлантарнӑ тӑрӑх, юлашки вӑхӑтра Якутире пурӑннӑ, вӑл ӑҫта тӗпленнине приставсем пӗлнине сиссен ӗҫрен кайнӑ. 10 кунра парӑмне татмасан приставсем унӑн пурлӑхне арестлӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.01.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Краснов-Асли Василий Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Синичкин Виссарион Вениаминович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Максимов Николай Николаевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |