Ӗнер, юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн ертӳҫин тивӗҫне пурнӑҫлакан Альбина Егорова граждансене йышӑннӑ. Ун патне пынисенчен виҫҫӗшӗ — кредит потребитель кооперативне укҫа хывса кӗмӗлсӗр юлнисем.
Юлия Долгова тата Ольга Григорьева пенсионерсем укҫана «Сберегатель» (чӑв. Перекетҫӗ) кредит потребитель кооперативне шаннӑ, Римма Матвеева – «Первая городская сберкасса» (чӑв. Пӗрремӗш хула касси) КПКна. Йышӑнӑва пынисем ӗнентернӗ тӑрӑх, кредит кооперативӗсен хуҫисем ӗҫлеҫҫӗ, анчах — урӑх организацисенче, урӑх ятпа.
Альбина Егорова вӑл организацисем патшалӑхӑн маррине, ҫавӑнпа укҫана шыраса илме хӗн икенне пӗлтернӗ. Укҫана хывнӑ чух тӑвакан килӗшӗве тӗплӗн вуламасӑр алӑ пусни право хуралӗн ӗҫченсене те ура хурать.
Храма виҫӗ хут ҫаратнӑ 54 ҫулти арҫын суд сакки ҫине ларнӑ. Ҫитменнине, ҫакскер аппӑшӗн укҫипе телефонне те вӑрланӑ. Шупашкар районӗн сучӗ палӑртнӑ приговорпа килӗшӳллӗн, арҫыннӑн 380 сехет ӗҫлемелле.
Следстви тата суд палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫал ҫӗртмен 18-мӗшӗнче, утӑн 24-мӗшӗнче тата ҫурлан 23-мӗшӗнче ҫак арҫын ӳсӗр пулнӑ, Шупашкар районӗнчи Ҫӗньял ялӗнчи чиркӳн чӳречине гвоздодерпа ҫӗмӗрсе шала кӗнӗ. Ҫапла вӑл виҫӗ хутчен хӑтланнӑ. Арҫын чиркӳрен 5000, 300, 200 тенкӗ вӑрланӑ.
Ҫурлан 27-мӗшӗнче хайхискер тепӗр ялта пулнӑ. Аппӑшӗ чие ҫырли пуҫтарнӑ, кафтине карта ҫине ҫакнӑ. Арҫын унӑн кӗсйинчен телефон, 5 пин те 100 тенкӗ туртса кӑларнӑ.
Чӑваш Енӗн полпречӗ пулнӑ Леонид Волковпа ҫыхӑннӑ пуҫиле ӗҫе Чӑваш Ен прокуратури суда ярса панӑ. Ӗҫе Шупашкарти Ленин район сучӗ пӑхса тухӗ.
Аса илтерер, Леонид Волкова ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса преми илнӗ тесе РФ Пуҫиле кодексӗн 160-мӗш статйин 4-мӗш пайӗпе айӑпласшӑн.
Экс-полпред ӗҫ вырӑнӗпе 2012 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнчен тытӑнса 2015 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗччен усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, Леонид Волков ҫав вӑхӑтра 1 миллион та 700 пин тенкӗ ытла преми илнӗ.
Экс-полпреда хальхи вӑхӑтра следстви изоляторӗнче тытса усраҫҫӗ.
Пуҫиле ӗҫе малтанласа Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин Чӑваш Енри управленийӗн ӗҫченӗсем тӗпченӗ.
Патӑрьел районӗн прокуратури районти шкулсене тӗрӗсленӗ. Ашшӗ-амӑшӗнчен укҫа-тенке саккуна пӑсса пухмаҫҫӗ-и? Тӗрӗслев ҫитменлӗхсене тупса палӑртнӑ: укҫа-тенке саккун чаракан япаласем тӗлӗшпе тӑкакланӑ.
Прокуратура Сӑкӑтри шкула тата ача пахчине, Шӑнкӑртамри «Салтак тӳми» ача пахчине, Патӑрьелти «Юмах» ача пахчине тӗрӗсленӗ. Пуринче те саккуна пӑснӑ тӗслӗхсене тупнӑ. Ашшӗ-амӑшӗнчен хуҫалӑх материалӗ, дезинфекци, кӗнеке, вӗренӳ пособийӗ валли, мультимедийлӑ хатӗр-хӗтӗре пӑхса тӑма укҫа пуҫтарнӑ-мӗн.
Патӑрьел районӗн прокуратури ҫӳлерех асӑннӑ заведенисенче ҫак ҫитменлӗхсене пӗтерме хушнӑ.
Юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри хулинче ҫӗнетнӗ парка уҫнӑ. Унта ӗнер тӳре-шара пухӑннӑ, хӗрлӗ хӑйӑва каснӑ.
«Коновалово» парка 3 миллион та 281 пин тенкӗпе ҫӗнетнӗ. Ӗҫе «Хулара хӑтлӑ пурнӑҫ тӑвасси» федераци проекчӗпе килӗшӳллӗн пурнӑҫланӑ. Проект халӑх шухӑшне шута илме май парать. Ҫынсем хулари хӑш объекта ҫӗнетмеллине суйлама пултараҫҫӗ.
Халӗ ҫӗнӗ те хӑтлӑ парка ашшӗ-амӑшӗ, ачисем хаваспах канма ҫӳреҫҫӗ. Унта шӑпӑрлансене ярӑнмалли чуччусем, тӑвайккисем вырнаҫтарнӑ.
Пукшӑртстанри Владислав Юсупов блогер Аргентинӑпа Франци вылякан матча курма Мускавран Хусана кайма тухнӑ Бразили ҫыннисене пирӗн республика территорийӗнче тытса чарнӑ тесе хӑй вӑхӑтӗнче Фейсбукра пӗлтернӗччӗ. Ҫак сӑмах-юмах тухсанах Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби пирӗн республикӑра Бразилинчен футбол курма килнӗ хӑнасене тытса чарманнине пӗлтернӗччӗ.
Халӗ вара Пушкӑртстанри Кушнаренково районӗн судӗнче Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин тавӑҫне пӑхса тухнӑ. Ӗпхӳри блогера ҫырнине суд суя тесе йышӑннӑ.
Владислав Юсуповӑн хӑй маларах ҫырса хунине хуратмалла, 4 пин тенкӗ укҫа тӳлемелле. Чӑваш Ен ШӖМӗ унран 40 пин тенкӗ шыраса илесшӗн пулнӑ, суд 4 пинпе ҫырлахма йышӑннӑ.
.
Чӑваш Енре наци чӗлхине упрассипе ҫыхӑннӑ фильм ӳкересшӗн. Ҫавна май аукцион ирттересси пирки те пӗлтернӗ. Саккас параканӗ – Чӑвашфильм. Фильмӑн малтанхи ячӗ - "Наследие" (чӑв. "Еткерлӗх").
Фильма ӳкерме федераци тата республика хыснисенчен укҫа-тенкӗ уйӑрӗҫ. Килӗшӗвӗн малтанхи хакӗ – 2 183 344 тенкӗ. Электронлӑ аукцион чӳк уйӑхӗн 6-мӗшӗнче иртӗ.
Аукционра ҫӗнтерекенӗн фильма раштавӑн 10-мӗшӗччен ӳкерсе пӗтермелле. Унӑн хронометражӗ 30 минутран сахал мар, анчах 40 минутран ытларах мар пулмалла.
Етӗрне районӗнчи ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсене пӗвесемшӗн явап тыттарнӑ.
Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Етӗрне районӗн прокуратури асӑннӑ тӑрӑхра гидротехника сооруженийӗсене (ансатрах каласан ку вӑл пӗвесем тенине пӗлтерет ӗнтӗ) епле тытса тӑнине тӗрӗсленӗ.
Надзор органӗн специалисчӗсем ял тӑрӑхӗсенче хӑйсен балансӗ ҫинчи пӗвесене тивӗҫлипе тытса тӑманнине палӑртнӑ. Ҫавӑн валли хыснара укҫа та пӑхса хӑварман иккен.
Гидротехника сооруженийӗсене ыррӑн пӑхса тӑманнине кура Етӗрне районӗнчи виҫӗ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫавна Ростехнадзорӑн Атӑлҫи управленийӗ пӑхса тухса ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсене 2-шер пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ.
Чӑваш Енри хӑш-пӗр районта ҫывӑх вӑхӑтра юсав кӗтсе илеймӗҫ. Кунта сӑмах нумай хваттерлӗ ҫуртсене тӗплӗн юсасси пирки пырать. «Тӗплӗ юсав фончӗ» коммерцилле мар организацире пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗплӗ юсавшӑн укҫа тӳлемен муниципалитетсем тӗплӗ юсава ҫывӑх 5 ҫулта кӗтсе илесси иккӗленӳллӗ.
Нумай хваттерлӗ ҫуртсенче пурӑнакан Чӑваш Енри ҫынсенчен 99,83 проценчӗ кӑҫалхи кӑрлач-авӑн уйӑхӗсенче тӳлевпе вӑхӑтра татӑлса пынӑ. Ҫак енӗпе Улатӑр (106%), Ҫӗнӗ Шупашкар (104%), Куславкка районӗ (103%), Шупашкар хули (102 %), Канаш хули (100%) лайӑххисен ретӗнче. Комсомольски (61 %), Улатӑр (74 %), Ҫӗмӗрле (74 %) районӗсем кайра пыраҫӗ. Вӗсенче ҫитес 5 ҫулта тӗплӗ юсав ирттересси иккӗленӳллӗ. Ҫапла хӑратать «Тӗплӗ юсав фончӗ» коммерцилле мар организаци.
Чӑваш Ен ертӳҫисем «Мускав – Чулхула – Хусан» автоҫул валли ултӑ районта ҫӗр уйӑрма палӑртаҫҫӗ. Объекта «Европа – Хӗвеланӑҫ Китай» транспорт коридорӗ проекта пурнӑҫланӑ май тӑвасшӑн.
Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх ТАСС хыпарланине ӗненсен, Китайпа Чӑваш Ене ҫыхӑнтаракан автомобиль ҫулӗ валли Ҫӗмӗрле, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Комсомольски, Канаш тата Тӑвай районӗсенче «Мускав – Чулхула – Хусан» ҫул валли ҫӗр уйӑрмалла.
Мускавран Хусана каякан автомагистраль тӑршшӗ 729 км пулмалла. Ӑна тума 550 млрд тенкӗ уйӑрмалла. Ҫула 2024 ҫул тӗлне туса пӗтересшӗн.
Правительство пайташӗсемпе ирттернӗ канашлусенчен пӗринче ку проекта Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев «аслӑ стройка» тесе хакланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.01.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 739 - 741 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Макаров Ефим Макарович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Сарра Андрей Иванович, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Кураков Лев Пантелеймонович, Чӑваш патшалӑх университечӗн ректорӗ пулнӑ профессор, экономика ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мазуркин Петр Яковлевич, йывӑҫран касса кӑларакан паллӑ ӳнерҫӗ ҫуралнӑ. | ||
| Петров Виталий Егорович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |