Ҫӗнӗ Шупашкрати троллейбус управленине панкрута кӑларасшӑн. Ҫакӑн пек тӗллевли — Федерацин налук службин республикӑри управленийӗ. Предприятие панкурта кӑларма ыйтса вӑл Чӑваш Енӗн Арбитраж судне тавӑҫпа тухнӑ. Суда янӑ ҫырура палӑртнӑ тӑрӑх, троллейбус управленийӗн парӑмӗ — 6,8 миллион тенкӗ.
Чӑваш Енӗн Арбитраж судӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти троллейбус управленийӗпе ҫыхӑннӑ ӗҫе пӑхса тухмалли куна тата вӑхӑта хальлӗхе палӑртман-ха.
Иртнӗ ҫул та налукҫӑсем ҫав предприяти тӗлӗшпе суда тавӑҫ шӑрҫаланӑ. Лешсем парӑма тӳлесе татнине кура троллейбус управленине республикӑн Арбитраж сучӗ ӗҫе чарса лартнӑ. Ҫапла вара ун чухне предприяти панкрута тухман, малалла ӗҫленӗ. Халӗ, ав, каллех парӑм пухӑнса кайнӑ.
Паян, юпан 5-мӗшӗнче, Шупашкар хула администрацийӗн тата Шупашкарти троллейбус управленийӗн ӗҫченӗсем автономлӑ майпа ҫӳрекен троллейбуса тӗрӗсленӗ. Тӳре-шара транспортпа хула тӑрӑх ярӑннӑ.
Кунашкал пӗр троллейбус 17 пин тенкӗ тӑрать. Субсидисене шута илсен вӑл 9 миллион тенке ларӗ. Троллейбус рулӗ умне ларнӑ Сергей водитель каланӑ тӑрӑх, транспорт ҫӑмӑллӑн ҫӳрет, унпа кайма лайӑх. Салонра ӑшӑ, алӑксем пӗр пускӑча пуссанах пурте уҫӑлаҫҫӗ. Вӑл сусӑрсемшӗн те меллӗ: варринчи алӑкран кӗмешкӗн ятарлӑ лапам пур.
Троллейбус линисӗр 15 ҫухрӑм таран кайма пултарать. Линипе кайнӑ чухне заряд илет, вара малалла «мӑйракасемсӗрех» ҫӳреме май пур.
Ҫакнашкал троллейбуссене кӑҫал раштав уйӑхӗнче «Садовый» микрорайона ярасшӑн. Вӗсем 10-мӗш номерпе ҫӳрӗҫ. Чӳк уйӑхӗн вӗҫӗнче Шупашкара ҫакнашкал темиҫе троллейбус илсе килмелле.
ЧР Элтеперӗн администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енри 5 хӗрарӑма, ниҫта та ӗҫлеменскерсене, укҫа парӗҫ. Патшалӑх вӗсене хӑйсен ӗҫне пуҫармашкӑн 250 пин тенкӗ уйӑрса парӗ.
5 хӗрарӑма 59-шар пин тенкӗ тивӗҫӗ. Палӑртмалла: ҫак патшалӑх программи ӗҫлемен халӑха пулӑшас, вӗсене хӑйсен ӗҫне пуҫарма шанчӑк парас тӗллевпе ӗҫлет. Кӑҫал кунашкал пулӑшӑва Чӑваш Енри 5 ҫынна пама йышӑннӑ.
Ку программӑпа 18 ҫултан аслӑрах, ниҫта та ӗҫлемен ҫынсем усӑ курма пултараҫҫӗ. Ӗҫлев центрӗ чи малтан хӑйсен усламне уҫма палӑртнисене пулӑшать. Комисси бизнес-плана пӑхса тухса ырласан ӗҫлев центрӗпе килӗшӳ алӑ пусаҫҫӗ.
Чӑваш Енре культура эткерлӗхне сутма йышӑннӑ. Кун пирки республикӑн Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви пӗлтернӗ.
Ведомство сутлӑха 1917 ҫулта хӑпартса лартнӑ ҫурта кӑларнӑ. Икӗ хутлӑ кирпӗч ҫуртӑн путвал та пур-мӗн.
Пурлӑхӑн малтанхи хакне ЧР Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви 48,665 млн тенкӗ тесе йышӑннӑ. Конкурс кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн 9-мӗшӗнче иртмелле.
Ҫурт калӑпӑшӗ — 1430,6 тӑваткал метр. Кунсӑр пуҫне унӑн 1697 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче ҫӗр пур. Культура эткерлӗхӗнчи ҫурт Шупашкарти Хӗрлӗ лапамри 3-мӗш ҫурт адреспа вырнаҫнӑ. Ӑна туянас текенсен заявкисене чӳк уйӑхӗн 2-мӗш таран йышӑнаҫҫӗ.
Эпир пӗлнӗ тӑрӑх, вӑл ҫурта пӗлтӗр те сутма хӑтланнӑ. Ун чухне ҫавӑншӑн 55 миллион тенкӗ ыйтнӑ.
2020 ҫул тӗлне чӑх каяшне тирпейлекен савут хута ярасшӑн. Кун валли 270 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ.
Кунашкал савута «Юрма» агрохолдинг тума палӑртине унччен сайтра хыпарланӑччӗ. Организаци ҫак пысӑк проекта пурнӑҫа кӗртмешкӗн ҫул-йӗр карттине хатӗрленӗ.
Ҫӗнӗ савутра талӑкне 400 тонна каяш тирпейлесшӗн. Каяша типӗтсе гранула евӗр тӑвӗҫ, кайран унпа ял хуҫалӑхӗнче тӑпра пахалӑхне лайӑхлатас тӗллевпе усӑ курасшӑн.
Хальлӗхе агрохолдинг каяша уя тӑкать. Унӑн шӑрши Шупашкарта та сарӑлать. Ку ҫынсене, паллах, килӗшмест. Эппин, савут хута яни ҫак пӑтӑрмаха та пӗтерме пулӑшӗ.
Чӑваш енре шалу парӑмӗллӗ предприятисен шутӗнче Шупашкарти 1-мӗш типографи те пур. Панкрута тухнӑскерӗн куҫман пурлӑхне нумаях пулмасть сутса янине ӗнер Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтерчӗ-ха. Анчах ҫакӑ та рабочисен умӗнче пухӑннӑ парӑмпа татӑлма ҫитмест-мӗн. Ҫакна Чӑваш Ен Элтеперӗ ҫумӗнче йӗркеленӗ ӗҫ укҫине вӑхӑтра тӳлес енӗпе ӗслекен пӗрлехи комиссин ӗнерхи ларӑвӗнчереспубликӑн Патшалӑх ӗҫ инспекцийӗн ертӳҫи Алексей Метелкин каланӑ.
Шалупа пысӑк парӑмлисен шутӗнче ҫавӑн пекех — Шупашкарти «Чӑвашавтотранс», Улатӑрти «АЗНХ», Шупашкарти «Силовое электрооборудование» предприятисем, Ҫӗнӗ Шупашкарти тимӗр-бетон конструкцисен 2-мӗш номерлӗ савучӗ тата асӑннӑ хулари ҫурт-йӗр строительствин комбиначӗ.
И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра бассейн тӑвасси пирки 2014 ҫултах калаҫма тытӑннӑ. Ӑна Ҫӗнӗ корпус ҫумӗнче, Университет урамӗнче, хута ярасшӑн.
Кӑҫал ку ыйту патне ҫӗнӗрен таврӑннӑ. Т саспалли евӗр ҫурт, икӗ зонӑллӑскер, 2460,5 тӑваткал метр пулӗ. Пӗрремӗшӗнче кӗмелли алӑк, техника тата администраци, вӗренӳ пӳлӗмӗсем пулӗҫ. Иккӗмӗшӗнче бассейн тӑвӗҫ. Ишмелли 6 ҫул 16 метр тӑршшӗ пулӗ. Бассейна студентсем те, вӗрентекенсем те, ахаль ҫынсем те килме пултарӗҫ.
Ӗнер ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев университет ректорӗпе Андрей Александровпа тӗл пулнӑ. Ректор бассейна тумашкӑн мӗн чухлӗ укҫа кирлине пӗлтернӗ: 140 миллион тенкӗ. Укҫана федераци хыснинчен уйӑрӗҫ, университет та нухрат хывӗ. Йӑлтах йӗркеллӗ пулсан бассейн ҫитес икӗ ҫулта хута каймалла.
Вӑрнарти Владимир Ленин палӑкне юсама палӑртнӑ. Кун пирки Вӑрнар ял тӑрӑхӗн администрацийӗ пӗлтерет.
Аукцион ирттересси пирки патшалӑх закупкисен сайтӗнче те пӗлтернӗ. Владимир Ильич Ленин палӑкне, Вӑрнарти тӗп лапамра вырнаҫнӑскере, 1 миллион ҫурӑ тенкӗпе юсаса ҫӗнетесшӗн.
Укҫа-тенке вырӑнти хыснаран уйӑрӗҫ. Килӗшӗвӗн малтанхи хакӗ – 151 197 тенкӗ. Аукционра ҫӗнтерӳҫе палӑртнӑ хыҫҫӑн килӗшӳ алӑ пусӗҫ. Ҫав кунранпа палӑка чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗччен туса пӗтермелле.
Палӑкӑн стенине гранит плитапа витесшӗн, картлашкасене те ҫав стройматериалпах тӑвасшӑн.
Куславккара пурӑнакан 29 ҫулти арҫын ку таранччен машинӑпа пӗр шикленмесӗр, чип-чипер ҫӳренӗ. Ҫул ҫинче ҪҪХПИ ӗҫченӗсене курсан сехри те хӑпман-ши? Ара, унӑн водитель прави суя пулнӑ.
Ӑна арҫын пӗлтӗр ҫӗртме уйӑхӗнче Мытищи хулинче 50 пин тенкӗпе туяннӑ. Кӑҫал утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ӑна ҪҪХПИ ӗҫченӗсем ҫул ҫинче чарнӑ, документсене тӗрӗсленӗ. Шӑп ҫавӑн чухне унӑн прави суя пулни тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ.
Халӗ Куславкка арҫыннин судра явап тытма тивӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӗҫе миравай судра пӑхса тухӗҫ.
Куншӑн 80 пин тенкӗ е ҫур ҫул укҫа ӗҫлесе илнӗ чухлӗ штраф тӳлеттерме, 480 сехет таран ӗҫлеттерме, тӳрленмелли ӗҫе 2 ҫул таран яма е ҫур ҫул таран арестлеме пултараҫҫӗ. Автошкулта экзамен тытмасӑрах янтӑ документпа ҫӳреме лайӑх пуль-ха та, анчах вӗренӗн те вӗҫӗ пур – явап татма тиветех.
Сингапурта пурӑнакансене ҫӗршыв аталанӑвне тӳпе хывнӑшӑн 511 миллион доллар валеҫесшӗн. Пӗр хутчен памалли тӳлеве ҫӗршыв хыснинче пӑхса хунӑ. Вӑл мӗнле пуласси ҫынсен тупӑш виҫинчен килӗ.
Калӑпӑр, ҫын 2017 ҫулта 28 пин доллартан ытларах ӗҫлесе илмен. Вӑл 300 доллар тӳлев илӗ. Енчен те тупӑш 100 пин доллартан иртмен-тӗк 200 доллар парӗҫ. Кунран ытларах ӗҫлесе илнисене вара 100 доллар тӳлӗҫ.
Ку тӳлеве ҫул ҫитнӗ пур ҫын та тивӗҫӗ. Пӗтӗмпе — 2,8 миллион ҫын. Сингапурта вара 5,97 миллион ҫын пурӑнать.
Палӑртмалла: ҫӑк ҫӗршывра пӗлтӗр экономика палӑртнинчен 3,6 процент ытларах ӳснӗ. Ҫынсен вӑтам ӗҫ укҫи те 5,3 процент хӑпарнӑ. 2010 ҫултанпа кусем — чи пысӑк кӑтартусем.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.01.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 739 - 741 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Макаров Ефим Макарович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Сарра Андрей Иванович, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Кураков Лев Пантелеймонович, Чӑваш патшалӑх университечӗн ректорӗ пулнӑ профессор, экономика ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мазуркин Петр Яковлевич, йывӑҫран касса кӑларакан паллӑ ӳнерҫӗ ҫуралнӑ. | ||
| Петров Виталий Егорович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |