Чӑваш Енри ҫынсем ултавҫӑсен серепине тӑтӑшах ҫакланаҫҫӗ. Шупашкарта пурӑнакан 59 ҫулти арҫын та шӑнман пӑр ҫине ларса юлнӑ.
Пӗррехинче ун патне хӗр шӑнкӑравланӑ та укҫа тавӑрма пулӑшма шантарнӑ. Вӑл пирамидӑна хывнӑ укҫа-тенке тавӑрса пама пулӑшакан компани консультанчӗ-мӗн. Чӑнах та, унччен арҫын панкрута тухнӑ микрофинанс организацине укҫа хывнӑ пулнӑ.
Хӗр нухрата тавӑрма питӗ ҫӑмӑл пулнине ӑнлантарнӑ: телефон ҫине ятарлӑ программа кӑна лартмалла. Ӑна вӑл телефон ҫине ярса панӑ. Шупашкар ҫынни йӑлтах пурнӑҫланӑ та… каллех укҫасӑр тӑрса юлнӑ. Хайхискер хӗре онлайн-банка кӗмелли парольсене каланӑ. Темиҫе минутран ҫыхӑну татӑлнӑ, банк карточки ҫинчен 20 пин тенкӗ ытла «хырса» кайнӑ.
Етӗрнере пурӑнакан арҫын хӑйӗн машини валли двигатель саккас пама шутланӑ. Анчах посылкӑра кирлӗ япала килмен, ултавҫӑсем кирпӗч тултарнӑ михӗсем ярса янӑ.
Раштав уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ҫак 46 ҫулти арҫын полицие ҫитнӗ, ултавҫӑсен аллине ҫакланни пирки каласа кӑтартнӑ. Тӗнче тетелӗ урлӑ двигатель саккас парса ӑна Ярославль хулинчен транспорт компанийӗ урлӑ ҫитерме палӑртнӑ-мӗн.
Етӗрне арҫынни таваршӑн кӑштах укҫа та тӳлесе хунӑ: 3 пин тенкӗ. Кун хыҫҫӑн ултавҫӑ посылка накладнойӗн копине кӑтартнӑ. Вара 46-ри арҫын ытти укҫана – 24 пин тенке – куҫарнӑ. Анчах двигатель вырӑнне кирпӗч ҫитнӗ.
Халӗ полици ултавҫа тупса палӑртас тӗллевпе ӗҫлет.
Чӑваш Енри ӗҫлев центрӗсене пӗрлештерме йышӑннӑ. Ку ыйтӑва ӗнер, раштавӑн 12-мӗшӗнче, иртнӗ Министрсен Кабинечӗ ӗнерхи ларӑвӗнче тишкерсе ырланӑ. Пӗрлештересси ҫинчен калакан ӗҫлӗ хута Иван Моторин премьер-министр ӗнерех алӑ пуснӑ.
«Шупашкар хулин халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центрӗ» хысна учрежденине малашне «Чӑваш Енӗн халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центрӗ» теме йышӑннӑ. Ята ылмаштарнипех ҫырлахман. Ҫав центр тытӑмне республикӑн районӗсемпе хулисенчи мӗнпур центра кӗртнӗ.
Чӑваш Енӗн Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, штата 57,8 единица таран чакарӗҫ. Ҫав вӑхӑтрах 22 ҫӗнӗ единица кӗртӗҫ. Ӗҫлекенсен пӗтӗмӗшле йышӗ 318,5 штат единицинчен иртмелле мар. Ҫакна Правительствӑн йышӑнӑвӗнче пӑхса хӑварнӑ.
Эрнекун, раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Шупашкарти Мускав кӗперне уҫӗҫ. Ӑна тӗплӗн юсас ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн хута ярӗҫ. Шупашкар влаҫӗсем тата регион ертӳҫисем объект республикӑшӑн пӗлтерӗшлине палӑртаҫҫӗ. Кӗпер республикӑн тӗп хулин историлле пайӗнче вырнаҫнӑ, Шупашкарӑн икӗ районне ҫыхӑнтарать.
Кӗпере юсама 1,5 миллиард тенкӗ ытла ларнӑ. Ҫав шутран пысӑк пайне, 1,1 миллиард ытларах, федераци хыснинчен уйӑрнӑ.
«Ултӑ полосаллӑ кӗпер транспорт ҫӳрессине ҫӑмӑллатмалла, ҫавӑнта инкексем пулассине чакармалла», – тесе ҫырнӑ Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Инстаграмра. Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков унта ҫырнӑ тӑрӑх, кӗпер уҫнӑ чух техника парадне ирттерӗҫ.
Республикӑн Стройминӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗпере Шупашкара йӗркеленӗренпе 550 ҫул, Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине уявласси ҫинчен РФ Президенчӗ 2012 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнче кӑларнӑ 1061-мӗш хушупа килӗшӳллӗн юсанӑ.
Муркаш районӗнчи Йӳҫкассинче пурӑнакан Тимофеевсене ҫын прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑй Надежда Прокопьева ҫӗнӗ хваттере куҫма пулӑшнӑ. Ҫемье пуҫӗ Александр Тимофеев нумаях пулмасть ӑна ҫӗнӗ пӳрт ӗҫкине чӗннӗ.
Арҫын тӑватӑ ачана пӗчченех ӳстерет. Арӑмӗ пӑрахса кайнӑ, ачисемпе те хутшӑнмасть, алимент та тӳлемест. Тимофеевсем амӑшӗн капиталне те илнӗ, анчах унпа усӑ курма май килмен, мӗншӗн тесен документа унчченхи арӑмӗ ҫине ҫыртарнӑ тата хваттер туянма 300 пин тенкӗ ҫитмен.
Ҫурла уйӑхӗнче Александр Тимофеев Надежда Прокопьевӑпа тӗл пулнӑ. Вӑл Чӑваш Енри социаллӑ тата культура программисене пулӑшакан фонд тата Раҫҫей ача-пӑча фончӗ пулӑшнипе 300 пин тенкӗ тупма пултарнӑ. Кунсӑр пуҫне омбудсмен вырӑнти администрацие ҫемьене хваттер шырас ӗҫре пулӑшма ыйтнӑ. Акӑ халӗ ашшӗ ачисемпе ҫӗнӗ хваттере куҫнӑ. Унччен вӗсем йывӑҫ пӗчӗк пӳртре хӗсӗнкелесе пурӑннӑ.
Ҫӗрпӳ хулинче тепӗр ача пахчи хута ярӗҫ. Вӑл унччен стадион пулнӑ вырӑнта, Маяковский урамӗнче, вырнаҫӗ. Ӗнер аукцион йӗркелесси пирки пӗлтернӗ. Вӑл раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗнче иртӗ.
Ача пахчинче пӗрремӗш хутра бассейн та пулӗ. Пӗтӗмпе унта 240 шӑпӑрлан ҫӳрӗ, вӗсене 14 ушкӑна уйӑрӗҫ.
Аукционра ҫӗнтернӗ организацин ача пахчине ҫитес ҫулхи чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗ валли туса пӗтермелле. Малтанхи хака палӑртнӑ: 188 миллион та 439 пин тенкӗ.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрне тӗплӗн юсама 17 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Ҫурта 2019 ҫулхи юпа уйӑхӗ тӗлне тӗпрен ҫӗнетме палӑртаҫҫӗ. Ҫакӑн пирки RosTender.info хыпарланӑ.
Ӳнер учрежденийӗн администрацийӗ конкурс иртессине пӗлтернӗ ӗнтӗ. Тендер вӑхӑтӗнче подряд организацине суйласа илӗҫ.
Театр хӑйӗн стенисене ӑшӑрах тӑвасшӑн, чӳрече ылмаштарасшӑн, витражсемпе алӑксене ҫӗнетесшӗн, картлашкана ҫӗнӗрен тӑвасшӑн, урай хӑмине ылмаштарасшӑн, стенана илемлетесшӗн.
Техника заданийӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, мӗнпур ӗҫе 2019 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗ тӗлне вӗҫлемелле. Ҫамрӑксен театрне юсама ӗмӗтленекен строительство организацийӗсен заявкисене кӑҫалхи раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Тепӗр виҫӗ кунтан, раштавӑн 17-мӗшӗнче, ҫӗнтерӳҫӗ организацие суйласа илӗҫ.
Ют хуласене Шупашкартан самолетпа вӗҫсе курнисем пирӗн аэропорт хӑтсӑррине сиснех ӗнтӗ. Пире, пысӑках мар регионта пурӑнакансене, ку вӑл питех пӑшӑрхантарсах каймасть те пулӗ. Анчах Мускаври тата ытти хулари аэропортсемпе усӑ куракансем кунта мелсӗррине асӑрхаҫҫех ӗнтӗ.
2021 ҫул тӗлне аэропорта юсаса ҫӗнетме палӑртаҫҫӗ. Юсав валли 550 миллион тенкӗ таран тухса каймалла. Кун пирки унӑн директорӗ Руслан Минаев Чӑваш Ен Элтеперне Михаил Игнатьева пӗлтернӗ.
Самолет кӗтекенсем валли зал иккӗмӗш хутра пулӗ. Пассажирсене регистрацилемелли зала йӗркене кӗртӗҫ. Багаж йышӑнса ӑна паракан уйрӑмсем те меллӗ пулӗҫ. Самолет вӗҫмелли уя та юсаса ҫӗнетме палӑртнӑ. Аэропорт ӳлӗмрен харӑсах икӗ рейс йышӑнайӗ.
Ялта пурӑнакан пенсионерсене 2019 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн хушса тӳлеме тытӑнӗҫ. Ырӑ хыпара Раҫҫейӗн ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Максим Топилин брифингра журналистсене пӗлтернӗ.
Раҫҫейӗн Правительстви ялта ӗҫленине кура ӳстермелли ӗҫ, производство, професси, должность, специальность списокне ҫирӗплетнӗ. Унта 500 ытла професси кӗнӗ. Ҫав шутра — агроном, уй-хир бригадин бригадирӗ, тырӑ йӗтемӗн звеньевойӗ, ял хуҫалӑх машинисене юсакан слесарь, тракторист тата ыттисем кӗреҫҫӗ.
Пенсин ҫирӗплетнӗ тӳлевӗ ҫумне ял пенисонерӗсене 25 процент хушса парӗҫ. 1992 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗччен колхоз-совхозра, ял хуҫалӑх предприятийӗсенче, эртелсенче тата ытти ҫӗрте ӗҫленисене профессине пӑхса тӑмӗҫ — хушса тӳлӗҫ.
Ҫӗмӗрле хулинче строительство организацийӗсенчен пӗрин пуҫлӑхне асӑннӑ хулари 2-мӗш вӑтам шкула вӑхӑтра юсаманшӑн явап тыттарма йышӑннӑ.
Вӗренӳ учрежденийӗ вырӑнти «Готика» мар тулли яваплӑ обществӑпа килӗшӳ тунӑ. Контрактра шкула юсассине тата ҫав ӗҫӗн вӑхӑтне палӑртса хунӑ.
Кун хыҫҫӑн кун иртнӗ, уйӑх хыҫҫӑн уйӑх шунӑ. Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗн вӑхӑчӗ те персе ҫитнӗ. Строительство организацийӗ юсав ӗҫне пӗрех вӗҫлемен. Ҫавна пулах асӑннӑ шкулта вӗренмелли вӑхӑта 2018 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ҫеҫ пуҫлама май килнӗ.
Строительство организацийӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе прокуратура Административлӑ майпа правӑна пӑсни ҫинчен калакан кодексӑн 7.32-мӗш статйин 7-мӗш пайӗпе ӗҫ пуҫарнӑ. Васкаман пуҫлӑха суд штрафлама йышӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.01.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Краснов-Асли Василий Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Синичкин Виссарион Вениаминович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Максимов Николай Николаевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |