Икӗ ҫул каялла «Данон» АО Шупашкарти производствине хупнӑ. Ун хыҫҫӑн савут пӗр вӑхӑт пушӑ ларнӑ. Кӑштахран инвестор тупӑннӑ. Вӑл инвестици килӗшӗвӗ алӑ пусса савута ҫӗнетме пуҫланӑ. Предприятире хальхи йышши оборудовани вырнаҫтарнӑ. Савута юсама 500 миллион тенкӗ ытла тӑкакланӑ. Ун чухне инвестици 1,2 миллиард тенкӗрен кая мар пулассине палӑртнӑ.
Акӑ авӑн уйӑхӗн 20-мӗшӗнче савут уҫӑлӗ. Икӗ ҫул каялла савут пурлӑхне туяннӑ «Сарӑтури сӗт комбиначӗ» сӗт юр-варне «Добрая буренка» брендпа кӑларӗ. «Шупашкарти сӗт савучӗ» уйӑхне 1625 тонна продукци кӑларасшӑн. Малашне производствӑна тата ӳстересшӗн.
Чӑваш Енри тухӑҫлӑ ӗҫлекен район-хуласене укҫан хавхалантарӗҫ. Ку ыйтӑва, сӑмах май, республикӑн Министрсен Кабинечӗн ҫак эрнери ларӑвӗнче пӑхса тухнӑ.
2017 ҫулта тухӑҫлӑ ӗҫленӗ вырӑнти хай тытӑмлӑх органӗсене грант уйӑрӗҫ. Район-хуласене хаклас йӗркене вара РФ Президенчӗн указӗсене пурнӑҫлас тӗллевпе палӑртнӑ. Хӑш ене тӗпе хурассине ҫӗршыв Правительствин шайӗнчех йышӑннӑ.
Иртнӗ ҫул лайӑх ӗҫленӗ тесе Канаш хулине 2,488 миллион тенкӗ парӗҫ. Районсенчен Етӗрнепе Вӑрнара лекӗ. Етӗрнесене — 1,46 миллион тенкӗ, вӑрнарсене — 1,052 миллион тенкӗ.
Район-хулана хавхалантармалли укҫана республика бюджетӗнче пӑхса хӑварнӑ. Пурӗ — 5 миллион тенкӗ.
Ҫӗнтерӳҫӗ район-хулан укҫа-тенке социаллӑ, инженери тата транспорт инфрструктурине аталантарма тӑкаклама юрать.
Авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи заправкӑра ӗҫлекен хӗрарӑм ҫынна ырӑ тӑвас тенӗ те шӑнман пӑр ҫине ларса юлнӑ.
31 ҫулти кассир каланӑ тӑрӑх, ун патне дальнобойщик пынӑ та инкеке лекни пирки юмах ҫаптарнӑ, 20 пин тенкӗ кивҫен ыйтнӑ. Хӗрарӑм ӗненнӗ, укҫа кӑларса тыттарнӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑнах «инкеке лекнӗ» дальнобойщикӑн шӑрши-марши те пулман.
Юмах ҫаптарма юратакан водитель нумай вӑхӑт тарса пурӑнайман. Ӑна, Челепи облаҫӗнчи 46 ҫулти арҫынна, авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче тытса чарнӑ. Ӑна хӑйӗн тӑрӑхӗнче те полици шыранӑ-мӗн. Халӗ вӑл ытти преступленипе ҫыхӑннипе ҫыхӑнманнине тӗрӗслеҫҫӗ.
Элӗк районӗнче ӗнер пушар деповӗ уҫӑлнӑ. Унта тӗрлӗ шайри тӳре-шара: район администрацийӗн пуҫлӑхӗнчен пуҫласа Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри Тӗп управленийӗнче тӑрӑшакансем таранах пухӑннӑ. Аслисемпе пӗрлех унта ача-пӑча та пулнӑ, вырӑнти юрӑ-ташӑ ӑстисем те чӑвашла капӑрланса пуҫтарӑннӑ.
Ҫӗнӗ депо Чӑваш Сурӑм ялӗнче вырнаҫнӑ. Ӑна ӗҫлеттерсе ярассишӗн халӑхран укҫа пухнӑ. Тата, паллах, хыснаран та кӗмӗл уйӑрнӑ.
Пушар деповӗ уҫӑлни пушар вырӑнне ятарлӑ машинӑна хӑвӑртрах ҫитме май парӗ. Ҫапли ҫапла-ха та, ҫапах та хӗрлӗ автан ташламасан лайӑхраххи каламасӑрах паллӑ. Пушар деповӗн ҫуртне хӗрлӗ хӑю кассах уҫма пухӑннисем пушар машинин ҫула тухма сӑлтав ан пултӑр тесе ырӑ суннӑ.
Шупашкар районӗнчи «Чӑваш бройлерӗ» хапрӑк ниепле те ураланса каяймарӗ. Чӑваш Енӗн Арбитраж сучӗ ӑна панкрут тесе йышӑннӑ. Ҫавна май предприятире конкурс производстви йӗркеленӗ.
Кайӑк-кӗшӗк предприятийӗшӗн тата унта ӗҫлекенсемшӗн, район экономикишӗн кӑмӑллах мар хыпара «Правда ПФо» тӗнче тетелӗнчи хаҫат ЧР Арбитраж сучӗ хыпарлани тӑрӑх паян пӗлтернӗ.
Аса илтерер, предприятин акцийӗсенчен 49 проценчӗ — Чӑваш Республикин харпӑрлӑхӗ.
Предприятири конкурс производстви 2019 ҫулхи пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗччен пырӗ.
Утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче хапрӑкри ҫынсем пилӗк уйӑхшӑн ӗҫ укҫи илнине Чӑваш халӑх сайчӗ ҫырнӑччӗ. Чӑваш Ен прокуратури, республикӑри Патшалӑхӑн ӗҫ инспекцийӗ ҫине тӑнипе унтисене 4 миллион тенкӗ те 625 пин тенкӗ тӳленӗччӗ.
Тутарстан Республикинче пурӑнакан виҫӗ арҫын Патӑрьелте пуйма шухӑш тытнӑ. Унтисем пек севок ҫинче тар тӑкса мар. Вӑйӑ салонӗ уҫнипе. Ӑна хайхисем пурӑнмалли мар ҫуртсенчен пӗринче вырнаҫтарнӑ. 2016 ҫулхи раштав уйӑхӗнче уҫнӑ та кӑҫалхи ҫу уйӑхӗччен шик шӑхӑрса пурӑннӑ.
Вӑйӑ выляса пуяс кӑмӑллисем Патӑрьел тупӑнсах тӑнӑ. Вӗсем вӑйӑ салонӗн хуҫисене ҫулталӑк ҫурӑра 2 миллион тенкӗ ытла тупӑш кӳнӗ.
Укҫа кӗсьене кӗни усламҫӑсене хавхалантарнӑ пулӗ те, анчах кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнче вӗсем патне пакунлисем ҫитсе кӗнӗ. Асӑх вӑййа йӗркелеме юраман ҫӗрте салон уҫнӑ ҫынсен тӗлӗшпе кӗҫех пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ айӑплава Патӑрьел районӗнчи прокуратура ҫирӗплетнӗ те пӑхса тухма вырӑнти суда ярса панӑ.
Чӑваш Ене ҫывӑх вӑхӑтра васкавлӑ пулӑшу машинисем тепӗр 9 единица килсе ҫитмелле. РФ Правительствин авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнчи йышӑнӑвӗпе Раҫҫейӗн 75 субъектне 895 машина уйӑрнӑ. Машинӑсене хамӑр ҫӗршыври «ГАЗ» тата «УАЗ» савутсенчен туянӗҫ.
Пӗлтӗр пирӗн республикӑна федераци укҫи-тенки шучӗпе 26 автомобиль килсе ҫитнӗ. Кӑҫал республика хысни шучӗпе 84 машина туянма палӑртса хунӑ. Кун валли 230 миллион тенкӗ ытла уйӑрнӑ.
Республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Викторов васкавлӑ пулӑшу машинисен пӗлтерӗшне пысӑка хурса хаклать. Чирлесе ӳкнӗ е инкеке лекнӗ ҫын патне тухтӑрсем хӑвӑрт ҫитейсен этем пурнӑҫне ҫӑлса хӑварма пулать-ҫке. Кунта васкавлӑ пулӑшу автомобилӗсем ҫителӗклӗ пулни питех те паха.
Авӑн уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ЧР Экономика аталанӑвӗн министерствинче «Юрма» агрохолдинга ҫӑмӑллӑхлӑ займ парас ыйтӑва пӑхса тухнӑ. Ку укҫапа хапрӑкра каяша утилизацилессипе тата какай хатӗрлессипе ҫыхӑннӑ проектсене пурнӑҫа кӗртесшӗн.
Тӗрӗссипе, агрохолдинг ертӳҫи Владимир Ермолаев пӗлтӗр юпа уйӑхӗнче те проекта пурнӑҫа кӗртмешкӗн 300 миллион тенкӗ ыйтса заявка ҫырнӑ. Хальхинче мӗн чухлӗ укҫа кирлине пресс-релизра палӑртман.
Палӑртмалла: республика аталанӑвӗн фончӗ тӗллевлӗ займсене 5 процентпа 7 ҫул таран 50-500 миллион тенкӗ парать.
Шупашкарта Василий Чапаев ҫуралнӑ ҫурта ҫӗнетесшӗн. Кун валли 3 миллион тенке яхӑн уйӑрма палӑртнӑ.
Патшалӑх закупкисен сайтӗнче документсене вырнаҫтарнӑ. Заказчикӗ – Чӑваш наци музейӗ. Килӗшӗвӗн малтанхи хакӗ – 2 867 112 тенкӗ.
Ҫурта ҫӗнетнӗ чухне унчченхи сӑн-сӑпатне упраса хӑварасшӑн, истори сӗмне пӗтересшӗн мар. Чапаев ҫуралнӑ ҫурта ҫӗнетсе пӗтерсен айккинчи фасад ҫине асӑну хӑми вырнаҫтарасшӑн.
Ку ӗҫе кӑҫал раштав уйӑхӗн 10-мӗшӗччен вӗҫлеме палӑртнӑ.
Шупашкарти Мускав ҫыранне реконструкцилеҫҫӗ. Ӗҫ мӗнле пынине ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев тӗрӗсленӗ.
Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче Элтепер ҫакна асӑрханӑ: ҫынсем ҫырана Мускав ятне панипе килӗшмеҫҫӗ иккен. Чылайӑшӗ ӑна мӗншӗн шӑпах ҫак ята пани пирки ыйтать-мӗн. Ҫавна май Михаил Васильевич хула влаҫӗсене ку ы йтӑва пӑхса тухма сӗннӗ.
Элтепер Мускав ҫыранне реконструкцилес ӗҫе хӑвӑртлатмаллине те палӑртнӑ. Чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗччен 80 миллион тенкӗпе усӑ курмалла. Ӗҫ пур-ха: брусчатка хумалла, перила тумалла, ҫутӑ хута ямалла. Ӗҫе пурнӑҫлаканӗ – «Автодор» тулли мар яваплӑ общество. Унӑн Атӑл хӗрринчи 1,9 ҫухрӑма хӑтлӑлатмалла
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.01.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 739 - 741 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Макаров Ефим Макарович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Сарра Андрей Иванович, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Кураков Лев Пантелеймонович, Чӑваш патшалӑх университечӗн ректорӗ пулнӑ профессор, экономика ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мазуркин Петр Яковлевич, йывӑҫран касса кӑларакан паллӑ ӳнерҫӗ ҫуралнӑ. | ||
| Петров Виталий Егорович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |