Ялта ӗҫлекен тухтӑрсене килес ҫул та укҫа лекӗ. Раҫҫейӗн Правительствин хальтерехри йышӑнӑвӗнче ялта тӗпленес текен шурӑ халатлисене малашне те пулӑшма палӑртнӑ. Хыснасем хушшинчи трансферта Федерацин обязательнӑй медицина страхованийӗн фондӗнчен территорири уйрӑмсене уйӑрӗҫ. Ку тӗллевпе пӗтӗмпе 3,2 миллиард тенкӗ пӑхса хӑварнӑ. Кӗмӗле ялта вӑй хума килӗшнӗ медӗҫченӗсене пӗр хутчен тӳлеме ярӗҫ.
Вӑл укҫана илес тесен регионсен заявка тӑратмалла. Федераци хыснинчен 60 процентне уйӑрӗҫ, вырӑнтинчен — 40 процентне.
Килес ҫул Чӑваш Ене 15 миллион тенкӗ килӗ.
Ялта ӗҫлес шухӑшлӑ, 1 миллион тенкӗ илме ӗмӗтленекен тухтӑрсен 50 ҫултан кӗҫӗнрех пулмалла. Вӗсен пӗлӗвне те шута илӗҫ: компенсаци тӳлевӗ аслӑ пӗлӳллисене ҫеҫ лекӗ.
Ҫак кунсенче Чӑваш Енре каллех суя укҫасем тупнӑ. 500 тенкӗлӗх пӗр укҫа ҫыхӑну салонне лекнӗ. Ҫавӑн йышшиех тепӗр 2 укҫа апат-ҫимӗҫ лавккинче тупӑннӑ.
Шупашкар ҫынни апат-ҫимӗҫшӗн 500 тенкӗлӗххипе тӳленӗ. Вӑл суя пулнӑ-мӗн. Арҫын каланӑ тӑрӑх, ку укҫа унӑн кӗсйине Энтузиастсен урамӗнчи лавккара туяннӑ чухне лекнӗ.
Тепӗр 500 тенкӗлӗх суя укҫапа Б.Хмельницкий урамӗнчи суту-илӳ центрӗнче пӗр ҫын таваршӑн тӳленӗ. Халӗ ШӖМ ӗҫченӗсем ҫак укҫана камсем кӑларма пултарнине тӗпчеҫҫӗ.
Ҫитес ҫултан пуҫласа Чӑваш Енре тӗплӗ юсавшӑн ытларах тӳлеме тивӗ. Кун пирки ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтерет.
Ку йышӑнӑва ЧР Министрсен Кабинечӗ тунӑ. 2017 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа тӗплӗ юсавшӑн 6 тенкӗ те 8 пус тӳлеме тивӗ. Халӗ ку виҫе 5 тенкӗ те 80 пуспа танлашать.
Субсиди параҫҫӗ, анчах коммуналлӑ тӑкаксемшӗн тӳлев ҫемье тупӑшӗнчен 22 процент нумайрах пулсан ҫеҫ.
Тӗплӗ юсавшӑн тӳлесси пирки тӗплӗнрех халӑха социаллӑ хӳтлӗх паракан уйрӑмсенче пӗлме пулать.
Чӑваш Енри тӳре-шара республикӑри тӗрлӗ организацире темиҫе уйӑх пуҫтарӑнса пынӑ ӗҫ укҫи парӑмне темиҫе кунта тӳлесе таттарасшӑн. Ку шухӑша республикӑн Правительствин пайташӗсемпе Иван Моторин премьер-министр ирттернӗ канашлура асӑнса хӑварнӑ.
Чӑваш Республикин ӗҫпе социаллӑ хӳтлӗх министрӗн ҫумӗ Елена Сапаркина пӗлтернӗ тӑрӑх, раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне ӗҫ укҫи парӑмӗ 20,2 млн пухӑнса кайнӑ. Ӑна ӗненсен, республикӑра 5 организацире 368 ҫын шалӑва вӑхӑтра илеймен. Чи нумай парӑм Шупашкарти 1-мӗш номерлӗ типографин тата «Водоканалӑн». Шупашкарти тракторсем тӑвакан савут та йывӑрлӑх кӑларса тӑратать. «Промтрактор» АХОра парӑм 25 миллион та 600 пине ҫитнӗ.
«Эпӗ министерствӑсене ӗҫ укҫипе ҫыхӑннӑ ыйтӑва ҫирӗп тӗрӗслесе тӑма хушатӑп. Уяв умӗн мӗнпур парӑма пӗтӗмпех парса татмалла, халӑха ӗҫ укҫипе тивӗҫтермелле», — тенӗ Иван Моторин.
Хӑйсене шӑнман пӑр ҫине лартса хӑварни пирки ШӖМе час-часах пӗлтереҫҫӗ. Пӗр кунра ав пилӗк ҫын ултавҫӑсен аллине ҫакланни ҫинчен хыпарланӑ. Пурте тӳлевсӗр сыр пуррине ӗненсе укҫа-тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 64 ҫулти хӗрарӑм та ултавҫӑсене ӗненнӗ. Лешсем ӑна 300 пин тенкӗлӗх сертификат пама шантарнӑ. Ун патне арҫын шӑнкӑравланӑ та хӑйӗнпе Мускаври тӗп банк финансисчӗ тесе паллаштарнӑ.
Кун хыҫҫӑн шӑнкӑравсем тӑтӑшах пулнӑ. Хайхи арҫын кашнинчех тӗрлӗ сӑлтав тупса счет ҫине укҫа куҫарма ыйтнӑ, кайран ӑна тавӑрса пама шантарнӑ. Ҫапла ватӑ хӗрарӑм ултавҫа 292 пин тенкӗ куҫарса панӑ.
Юлашки вӑхӑтра ҫынсене ҫапла майпа улталанӑ тӗслӗх нумайланнӑ. Ҫынсене тӗнче тетелӗ, телефон урлӑ улталаҫҫӗ, хваттер алӑкӗнчен шаккаса укҫа ыйтаҫҫӗ. ШӖМ хытарсах асӑрхаттарать: ун пек ҫынсене ӗненмелле мар!
Республикӑри тӑхӑр сусӑра машина уҫҫи тыттарнӑ. Ӑна производствӑри инкеке пула тӗрлӗ вӑхӑтра урасӑр юлнисене панӑ. Машина уҫҫине тивӗҫнисем Шупашкарта, Улатӑр, Патӑрьел, Вӑрнар, Муркаш, Куславкка тата Елчӗк районӗсенче пурӑнаҫҫӗ. Вӗсенчен ҫиччӗшӗ автомобиле иккӗмӗш хутчен илнӗ, мӗншӗн тесен унччен панӑ машинӑн вӑхӑчӗ тухнӑ.
Хальхинче сусӑрсене «Гранта» маркӑллине панӑ. Унӑн эксплуатаци вӑхӑчӗ — 8 ҫул. Социаллӑ страховани фончӗ бензин укҫине тата машинӑна пӗр хутчен тӗплӗн юсанине саплаштарать.
«Lada Granta» лекиччен эпӗ «Окапа» тата «Жигулипе» ҫӳренӗ», — каласа кӑтартнӑ сусӑрсенчен пӗри, сӑмахран. Инвалид кресли багажника вырнаҫнишӗн вӑл уйрӑмах савӑннӑ.
Сусӑрсем валли машина туянма кӑҫал 6,6 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Етӗрнере пурӑнакан Константин Гавриилович Game2: Winter реалити-шоуна хутшӑнасшӑн. Ку шоура ҫынсем вилӗмрен ҫӑланассишӗн тӑрӑшаҫҫӗ.
Хальлӗхе проекта хутшӑнма пултаракансем 60 ытла ҫын. Ҫулла валли вӗсенчен 30-шне ҫеҫ суйлӗҫ. Вӗсене вара Ҫӗпӗр тайгине 9 уйӑхлӑха ярӗҫ. Ҫӗнтерӳҫе 100 миллион тенкӗ парса хавхалантарӗҫ.
Вӑйӑ йӗрки ансат мар: ҫынсен хӑйсен апат тупмалла, вӑрманта пурӑнмалли тумалла. Тӗлӗнмелле те, конкурса хутшӑнакан кашни ҫын тайгара сусӑрланма пултаратӑп тесе алӑ пусать. Ҫавӑн пекех вӑл алӑ пусса хӑйне мӑшкӑллама, вӗлерме пултарассине ӑнланса алӑ пусать.
Шоуна ҫичӗ чӗлхепе кӑтартса пырӗҫ. Вӑййа 2 пин камера ӳкерӗ, ҫавӑнпа шоуна тӗнче тетелӗнче, федераци каналӗсемпе курма май пулӗ
Ҫӗрпӳре ҫитес ҫул шкул тума тытӑнӗҫ. Ӑна хута ямашкӑн 500 миллион тенкӗ ытла кирлӗ.
Шкул хулари «Кӑнтӑр» микрорайонта пулӗ. Район администрацийӗ тендер вырнаҫтарнӑ ӗнтӗ. Килӗшӗвӗ малтанлӑха 534 миллион та 428 пин те 800 тенкӗ тесе палӑртнӑ.
Шкула ҫитес ҫулхи раштавӑн 25-мӗшӗччен туса пӗтермелле. Вӑл виҫӗ хутлӑ пулӗ. Унта 1000 ача вӗренӗ. Ҫавӑн пекех шкул ҫумӗнче икӗ автобус лартмалӑх гараж, котельнӑй пулӗ.
Пӗрремӗш блокра аслӑ классем вӗренӗҫ. Иккӗмӗш блокра акт залӗ, спортзал, апатланмӑш тата ытти пӳлӗм пулӗҫ. Виҫҫӗмӗш блокра кӗҫӗн классем ӑс пухӗҫ. Шкулта 76 вӗрентекен пулмалла.
Генеральнӑй подрядчике электрон аукцион ирттерсе палӑртӗҫ. Вӑл ҫитес ҫулхи кӑрлачӑн 16-мӗшӗнче иртӗ.
Сӗнтӗрвӑрри тата Елчӗк районӗсенче халӑха социаллӑ пулӑшу паракан центрсем ваттисен ҫурчӗсенче пурӑнакансенчен утавлӑ майпа укҫа илсе тӑнӑ. Ҫакна прокуратура тӑрӑ шыв ҫине кӑларнӑ.
Елчӗк районӗнчи Ҫирӗклӗ Шӑхальти ваттисен ҫуртӗнче 19 ҫын пурӑнать. Вӗсене 5-ӗн пӑхаҫҫӗ. Ваттисем валли кунта условисем пур. 2015 ҫултанпа кунти сусӑрсем социаллӑ пулӑшупа усӑ курманшӑн паракан укҫана кашни уйӑхрах тытса юлма пуҫланӑ. Ку – саккуна пӑсни. Ваттисен ҫуртӗнче пурӑнакансен пенсийӗнчен 75 процентне ҫеҫ тытса юлма юрать. Хӑшӗ-пӗри эмелшӗн компенсаци илет. Ӑна вара тытса юлма ирӗк ҫук. Ҫапла халӑха социаллӑ пулӑшу паракан центр сусӑрсенчен 120 пин тенкӗ тытса юлнӑ. Вӑтамран кашни сусӑртан – 10 пин тенкӗ.
Ку пӑтӑрмах хыҫҫӑн центр директорӗ Галина Лаврова хӑйӗн ирӗкӗпе ӗҫрен тухса кайнӑ. Халӗ ваттисене укҫана тавӑрса пама пуҫланӑ.
«Чӑвашҫӑкӑрпродукчӗ» предприятин ҫӑнӑхӗ паха, вӑл ҫӑкӑр савучӗсене те, кондитерсене те, макарон кӑларакансене те юрӑхлӑ. Ытти регионтипе танлаштарсан чӑваш ҫӑнӑхӗ тивӗҫлӗ хакпа ӑсанать. Ҫав вӑхӑтрах сутуҫӑсем ҫӑнӑха 25 процент хаклатса сутаҫҫӗ.
«Складран сентре ҫине кӑларнӑшӑн тытса юлаҫҫӗ», — кӑмӑлсӑрланнӑ республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев усламҫӑсемпе. Хӑйсем вара турттарса та тӑкакланмаҫҫӗ иккен. «Ҫуллӑрах пурӑнаҫҫӗ», — тенӗ май Элтепер хака 10—15 процентран ытла хӑпартмалла маррине палӑртса хӑварнӑ.
«Чӑвашҫӑкӑрпродуктӗнче» Пӗрлехи информаци кунне ирттернӗ чухне пирӗн тӑрӑхри ҫӑнӑх ҫӗршыври 19 региона, ҫав шутра Мурманскра, Красндар крайӗнче, Дон ҫинчи Ростовра, сутӑннине предприяти пуҫлӑхӗ Владимир Яковлев пӗлтернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |