Ҫӗртмен 13-мӗшӗнче Тӗмен облаҫӗн чӑвашӗсем Акатуй кӗрлеттернӗ. «Ҫанталӑкӗ ҫумӑрлӑ пулчӗ пулин те кaпӑp тумлӑ халӑх Анат Тавда районӗн Пӗчӗк Хутор ялӗ ҫумӗнчи ешӗл вӑрман хӗррине, илемлӗ ӗшнене пухӑнчӗ», — тесе пӗлтерет Чӑваш наци конгресӗн перзидиумӗн пайташӗ Геронтий Никифоров.
Уяв иккенне систернӗн унта-кунта кyпӑc, шӑхлич сасси илтӗннӗ иккен. Вӑл тӑрӑхри чӑвашсем кил-ҫурт картишӗпе пӳрт ӑш-чиккин ӗлкисене майлаштарса вырнаҫтарнӑ.
Акатуя «Алран кайми аки-сухи» юрӑпа пуҫланӑ. Чӑваш Республикинчен уява Чӑваш наци конгресӗн хастарӗсем Юлия Анисимова, Геронтий Никифоров, Александр Самсонов, Хӗрлӗ Чутай районӗн фольклор ансамблӗ хутшӑннӑ.
Уява Анат Тавда район пуҫлӑхӗ В.И. Борисов, Тӗмен область Думин ертӳҫин ҫумӗ Г.С. Корепанов, Тӗмен облаҫӗн наци енӗпe ӗҫлекен комитет пуҫлӑхӗн ҫyмӗ В.Л. Чернов, Урал Федераци округӗн чӑвашӗсен наципе культура автономийӗн ертӳҫи В.Н. Логинов хутшӑннӑ.
Акатуя йӗркелекенсенчен пӗpu Тӗмен облаҫӗн чӑвашӗсен «Тӑван» пӗрлешӗвӗ (ертӳҫи — И.Н. Маслова) пулнӑ.
Ҫӗртме уйахӗн 13-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Юпшик Ялтӑрара уяв иртнӗ. Ял халӑхӗ перле пухӑнса савӑннӑ.
Уява паллӑ тумашкӑн маларах хатӗрленме тытӑннӑ: сценари ҫырнӑ, конкурссем тупнӑ.
Паллах, малтан Аҫӑм Ҫырми ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Олег Петров ентешӗсене саламланӑ. Вӑл чи маттуррисене грамотӑсемпе чысланӑ. Ӑна Степановсен ҫемйи, Елена Владимирова тивӗҫнӗ.
Юбилярсене те чыслама манман. Георгий Осипова, Валентина Макаровӑна ҫавра ҫулсемпе саламланӑ. Вӗсем валли Настя Владимировӑпа Татьяна Иванова «Ма хитре-ши ҫуркунне?» юрра шӑрантарнӑ. «Хохотушки» ташӑ ушкӑнӗ чӑваш тата вырӑс халӑх ташшисене тӑпӑртаттарнӑ.
Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, ял уявӗнче шӳрпепе, шашлӑкпа хӑналаннӑ. Вӗсене Калинин райповӗн ӗҫченӗсем хатӗрленӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗнче Акатуйсем пӗрин хыҫҫӑн тепри иртеҫҫӗ. Ҫак кунсенче вал Куславкка районӗнче те пулнӑ. Унта ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев та ҫитнӗ.
Куславкка районӗнчи ял тӑрӑхӗсем кӗнеке куравӗсем йӗркеленӗ. Хӑнасене кӗнекепе те, ҫӑкӑр-тӑварпа та кӗтсе илнӗ.
Уява Атӑл хӗрринче йӗркеленӗ. Тӗп сцена патне ҫӗр-ҫӗр куракан пухӑннӑ. Кӑҫал район ҫуракине ӑнӑҫлӑ вӗҫленӗ, ҫавӑнпа ҫӗр ӗҫченӗ чунтан савӑннӑ.
Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, чи лайӑх ӗҫченсене чысланӑ. Хӑшӗ-пӗрине ялта ҫурт хӑпартмашкӑн е туянмашкӑн социаллӑ тӳлев панӑ. Ҫав йышра Рожновсен ҫемйи те пулнӑ.
Михаил Игнатьев хуҫалӑх тытса пыракан ҫынсемпе кӑмӑллӑ пулнине палӑртнӑ. Вӑл ку ӗҫ йывӑр пулнине ҫирӗплетнӗ.
Муркаш районӗнчи Катькас халӑхӗ ял уявне 1989 ҫулта ирттерме пуҫланӑ. Кӑҫал ача-пӑчана савӑнма батут та пулнӑ. «Уява пухӑннӑ халӑх ӗлӗкхипе хальхи ял пурнӑҫне сӑнласа паракан тӗрлӗ стендсемпе паллашрӗ», — тесе пӗлтерет вӑл тӑрӑхри А. Угарова. Стендсене ял историйӗпе интересленекен Алексей Петров тата ялти культура ӗҫченӗсем хатӗрленӗ иккен.
Чӑваш йӑлине асра тытса уява ҫӑкӑр-тӑварпа пуҫланӑ. Ял халӑхне Алевтина Егоровӑпа Зоя Угарован килте вӗретнӗ сӑрипе сӑйланӑ. Уяв ячӗпе В.Н. Волкова ял депутачӗ, Чӑваш Наци конгресӗн пайташӗ Э.К. Бахмисов, республикӑри пенсионерсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи В.В. Сапожников саламланӑ.
Шкул ачисемпе пӗрле «Ҫӑлкуҫ» фольклор ушкӑнӗ Аслӑ Ҫӗнтерӗве халалласа «Тухас ҫук асӑмран нихҫан чӗрене кӗрсе юлнӑ суран» литературӑпа музыка композицийӗ хатӗрленӗ.
Ҫурлатӑрринчи культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Ҫеҫпӗл» эстрада ушкӑнӗн концертне те халӑх пӑхса савӑннӑ.
Сӑнсем (33)
Ҫӗртмен 12-мӗшӗнче, Раҫҫей кунӗнче, Йӗпреҫ районӗнче «Авалхи халӑхсен кӗввисем» фольклор уявӗ иртнӗ. Зоя Яковлева ертӳҫӗ пурне те уяв ячӗпе саламланӑ, юрӑ картине чӗннӗ.
Уяв картине уҫнӑ ҫӗре Йӗпреҫ посёлок пуҫлӑхӗ Вячеслав Анисимов, район администрацийӗн вӗрентӳ пайӗн пуҫлӑхӗ Луиза Григорьева, социаллӑ аталану пайӗн пуҫлӑхӗ Инна Алексеева, Йӗпреҫ районӗн культура аталанӑвӗн центрӗн директорӗ Александр Майоров хутшӑннӑ.
Уява «Илем» ансамбль уҫнӑ. Чӑваш Тимеш культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Эревет» халӑх фольклор ушкӑнӗ, Ирҫе Ҫармӑс культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Горнипов» халӑх фольклор ушкӑнӗ, Хурамалти «Алтшав» фольклор ушкӑнӗ, Кӗлӗмкассинчи «Йӑлтӑм» фольклор ушкӑнӗ хӑйсен юррисемпе савӑнтарнӑ.
Уяв хыҫҫӑн «Вӑйламассен вӑййисем» спорт ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Вӗрен туртса, кӗвентепе шыв йӑтса, лаша урапине куҫарса ӑмӑртнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене дипломсемпе чысланӑ.
Сӑнсем (128)
Ҫӗртмен 12-мӗшӗнче Елчӗк районӗ те Акатуйра савӑннӑ. Ӑна вӗсем Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӗҫленнӗренпе 70 ҫул ҫитнине, Раҫҫейри Литература ҫулталӑкне, Чӑваш Енри Константин Иванов ҫулталӑкне, Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 95 ҫул ҫитнине тата Раҫҫей кунне халалланӑ. Уяв Елчӗкри «Ырсамай» паркӗнче кӗрленӗ.
Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх Акатуйра районти кашни ял тӑрӑхӗ хӑйӗн кӗтесне йӗркеленӗ, илемлетсе капӑрлатнӑ. Кашни кӗтес хӑнасене ҫӑкӑр тӑварпа кӗтсе илнӗ, шӑрттанпа хуплу тутанса пӑхма сӗннӗ. Унсӑр пуҫне кашни ял тӑрӑхӗ хӑйсен уйрӑмлӑхне, мӗнпе чапа тухнине палӑртма тӑрӑшнӑ.
Акатуйра тӗрлӗ мероприятисем пулнӑ: «Вула, Елчӗк ен!», «Кӗнеке урлӑ халӑхсен килӗшӗвӗ патне» курав, «Елчӗксем литература тӗпелӗнче» литература хӑна кӗтесӗ, «Елчӗк районӗн литература картти» тата ыттисем.
Уяв, паллах, тивӗҫлисене чысланисӗр, тӗрлӗ тӳре-шара тухса сӑмах каланисӗр, чаплӑ концертсӑр иртмен. Елчӗк районӗн официаллӑ сайчӗ Акатуй вӗтти-ваттине те кӑмӑла кайни пирки пӗлтерет.
Сӑнсем: 1 пай (57), 2 пай (28), 3 пай (74), 4 пай (53), 5 пай (83), 6 пай (31)
Шупашкар районӗнче те халӑх ҫуракине вӗҫленӗ ятпа Акатуя пухӑннӑ. Кӑҫал вӑл Кӗҫӗн Сӗнтӗр ялӗнче иртнӗ. Район ҫыннисем тата хӑнисем спортӑн тӗрлӗ тӗсӗнче вӑй виҫнӗ, апат-ҫимӗҫпе хӑналаннӑ, ташланӑ, юрланӑ. Пысӑках мар уҫланкӑра йывӑҫ хула йӗркеленӗ.
Акатуй ҫӗртмен 13-мӗшӗнче иртнӗ. Унта Шупашкар районӗн хисеплӗ ҫынни, ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев та ҫитнӗ. Михаил Васильевич тухса калаҫнӑ май халӑхӑн ҫитӗнӗвӗсем ҫинче чарӑнса тӑнӑ.
Районти чи лайӑх ӗҫченсене патшалӑх наградисемпе чысланӑ. Уявра парашют спорчӗпе ӑмӑртнӑ, кӗрешӳҫӗсем тупӑшнӑ.
Сӑнсем (16)
Республика кунне кашни ҫулах асра юлмалла ирттерме тӑрӑшаҫҫӗ. Кӑҫал та ҫаплах йӗркелесшӗн. Анлӑ мероприятисен шутӗнче Чӑваш тӗррин музейне уҫассине те кӗртнӗ. Тӑван халӑхӑмӑр тӗррин управҫи Шупашкарти халӑх управҫин ҫуртӗнче вырнаҫӗ.
Унта XIX ӗмӗрчченхи тӗрӗн пуянлӑхӗпе паллаштаракан экспозицисем вырӑн тупмалла. Тӗрӗ аталанӑвне музей каярахри тапхӑртине те кӑтартӗ. Апла тӑк унта XX-XXI ӗмӗрсенчи тӗрӗ-эрешлӗ япала та пулӗ.
Чӑваш тӗррин управҫинче Алькешри «Паха тӗрӗ» хапрӑкӑн (ҫапла, «Паха тӗрӗ» кун-ҫулӗ унтан пуҫланнӑ), Екатерина Ефремова тата ытти тӗрӗ ӑстин ӗҫӗ вырӑн тупӗ.
Музее ҫӗртмен 23-мӗшӗнче 16 сехетре уҫмалла. Унта кӑмӑл пулсан пурте кайса курма пултараҫҫӗ, мӗншӗн тесен уҫнӑ ҫӗре тӳлевсӗрех кӗртеҫҫӗ.
Ыран, ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Шупашкарта Раҫҫей кунне халалласа Атӑл урлӑ ишессипе тупӑшӗҫ. Спортсменсен 2 ҫухрӑм та 200 метр парӑнтарма тивӗ.
Анчах йӗркелӳҫӗсем халех асӑрхаттараҫҫӗ. Ӑмӑртӑва хутшӑнакан ҫыннӑн сивӗ шывра ишес енӗпе опыт пулмалла. Халӗ Атӑл шывӗ 15 градус таран кӑна ӑшӑннӑ вӗт.
Шупашкарта Раҫҫей кунӗнче кунсӑр пуҫне чылай мероприяти ирттерме палӑртнӑ. Тӗп уяв Хӗрлӗ тӳремре иртӗ. Каҫхи 5 сехетре акцисемпе конкурссем иртӗҫ. 18 сехетре концерт пуҫланать. Куракансен умне вӗрсе каламалли инструмент оркестрӗ, хор, ташӑ тата вокал ушкӑнӗсем тухӗҫ.
Йӗркелӳҫӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, уява 600 ытла артист тата волонтер хутшӑнӗ. Уявра ҫӗршыв гимнне пурте юрлӗҫ. Ҫав вӑхӑтра тӳпене ҫӗр-ҫӗр хӗрлӗ, кӑвак тата шурӑ хӑмпӑсем вӗҫтерӗҫ.
Нумаях пулмасть Пӑрачкав районӗнчи Сыреҫ ял тӑрӑхӗнче ачасен мӑкшӑ пултарулӑхӗн «Чипайне» фестивалӗ иртнӗ. Напольное, Рындинӑри, Пӑрачкаври 80 ытла шӑпӑрлан ҫак уява хутшӑннӑ.
«Чипайне» фестивале районта 2003 ҫултанпа ирттереҫҫӗ. Ӑна ачасене мӑкшӑ пултарулӑхӗпе паллаштарас тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ. Кӑҫал фестиваль вуниккӗмӗш хут иртнӗ.
Малтанах уяв ячӗпе Сыреҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Н.Н.Аверьянова саламланӑ. Фествиале хӑнасем те ҫитнӗ. Вӗсен шутӗнче Улатӑр епархийӗн Сергий дьякон пулнӑ.
Рындинӑри Юлия Кириллова, Мария Агафонова, Мария Федотова, Алена Глухова куракансене «Тантен он», «Ашо пельне», «Кенярксов эйкакшчи» мӑкшӑ юррисемпе савӑнтарнӑ.
Фестиваль ачасене тӑван чӗлхене юратма, несӗлӗсен йӑли-йӗркине хисеплеме вӗрентет.
Сӑнсем (79)
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |