Ҫӗрпӳ районӗнчи Мамликасси ялӗ уявра савӑннӑ. Мероприяти футбол турнирӗнчен пуҫланнӑ. Маларах мамликассисем урамсене тирпей-илем кӗртнӗ.
Уява Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Казаков, Ҫӗрпӳ хулин мэрӗ Дмитрий Васильев, район архетекторӗ Алевтина Горшкова хутшӑннӑ. Мамликассисем чӑвашсен йӑлине тӗпе хурса хӑнасене ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илнӗ. Вулавӑш Константин Ивановӑн «Нарспи» поэмипе литература монтажӗ хатӗрленӗ. Нарспипе Сетнер витресене ҫветтуй шыв тултарса пурне те ӗҫтернӗ.
Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунисене асӑнсан уяв концертпа тӑсӑлнӑ. «Шуҫӑм» ансамбль тата чӑваш эстрада юрӑҫисем юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ.
Сӑнсем (12)
Шупашкар хӑйӗн ҫуралнӑ кунне тӗрлӗ программӑпа палӑртӗ. Йӑлана кӗнӗ концертсемпе куравсемсӗр пуҫне ҫӗнӗрен ҫӗнӗ мероприятисем кӗртме тӑрӑшаҫҫӗ. Юлашки ҫулсенче «Ҫӑлтӑрпа зарядка» йышшисем пурнӑҫа кӗнӗччӗ. Мускаври артистсем килнине те хула ҫыннисем хӑнӑхса ҫитрӗҫ пулӗ. Кӑҫалхи уявра джигитовка кӑтартма палӑртнӑ. Вӑл мероприяти ҫурлан 16-мӗшӗнче тӗп хулари Амӑш палӑкӗ умӗнчи лаптӑкра иртмелле. Юланутҫӑсем хӑйсен ӑсталӑхӗпе ҫав кун 16 сехетре паллаштарӗҫ.
Шупашкар районӗнчи «Заимка» турист комплексӗ ҫумӗнчи «Отрадный» лаша спорчӗн клубне ҫӳрекенскерсем Раҫҫей шайӗнчи ӑмӑртусене хутшӑнса пӗрре кӑна мар ҫӗнтернӗ. Клуб пайташӗсем — 10 ҫултан пуҫласа 25 ҫул таранчченхи хӗр-упраҫпа яш-кӗрӗм ҫӳрет.
Ҫурлан 8-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Энрияль халӑхӗ ял уявне паллӑ тунӑ. Питӗ савӑнӑҫлӑ иртнӗ мероприяти.
Уявра вырӑнти алӗҫ ӑстисен куравне йӗркеленӗ. 14 сехетре спорт ӑмӑртӑвӗсем пуҫланнӑ. Велосипедпа ярӑнассинче Сергей Димитриев ҫӗнтернӗ. Шашкӑлла выляса Иван Бакуновец мала тухнӑ. Турник ҫинче Александр Петров нумайрах туртӑннӑ. Сергей Афанасьев кире пуканне 200 хут йӑтнӑ.
Тӗп лапамра наци тумне тӑхӑннӑ ҫынсем утнӑ. Ҫавӑн пекех «21-мӗш ӗмӗрти лаша» тесе ҫырнӑ мотоблоксем пынӑ. ЧР ял хуҫалӑх министрне Сергей Павлова тата ытти хӑнана ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илнӗ.
Уявра ялти чи ватӑ ҫынсене чысланӑ. Вӗсем — Евдокия Семенова тата Лука Александров. Чи пӗчӗккисем те парнесӗр юлман. Унтан сцена ҫинче пултарулӑх ушкӑнӗсем юрланӑ. Ташӑ марафонӗ каҫченех пынӑ. Уяв фейерверкпа вӗҫленнӗ.
Сӑнсем (92)
Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх Шупашкарта, Алькешран инҫе мар вырнаҫнӑ юпа вырӑнӗнче чӑваш хастарӗсем Паттӑрлӑх кунне паллӑ турӗҫ. Чӑваш йӑли-йӗркине тытса пыракансем ҫак кун 792 ҫул каялла пулса иртнӗ паллӑ ҫапӑҫӑва асӑнса чӳк ирттерчӗҫ.
Тутар-монголсен никам ҫӗнейми ҫарӗ Калка ҫинче кӑпчаксемпе вырӑссене ҫапса аркатнӑ хыҫҫӑн Атӑл тӑрӑх хӑпарма пуҫланӑ. Пирӗн мӑн асаттесем ҫакӑн пирки сиссен тӑшмана кӗтсе илме тухнӑ. Челпир патша ертсе пынӑ ҫар тутар-монголсене чикӗ умӗнче кӗтсе илнӗ. Хаяр ҫапӑҫура Атӑлҫи Пӑлхар паттӑрӗсем ҫӗнтерме пултарнӑ, 4 пин тӑшмана тыткӑна илнӗ. Никам ҫӗнейми тутар-монгол ҫарӗ пӗрремӗш хут ҫупкӑ ҫинӗ, вӗсене ертсе пыракан Супетей аран тарма ӗлкӗрнӗ. Хайхи вара тыткӑнрисене каялла сурӑхсем ҫине ылмаштарнӑ — кашни ҫӑрҫӑшӑн пӗр сурӑх. Ҫапла мӑшкӑлланӑшӑн ҫак ҫапӑҫӑва «сурӑх ҫапӑҫӑвӗ» тесе ят панӑ.
Чӳк тунӑ хыҫҫӑн вырӑнти фольклор ушкӑнӗ пуҫтарӑннӑ ҫынсене илемлӗ юрӑ-кӗвӗпе савӑнтарчӗ. Уяв шӳрпе ҫинипе вӗҫленчӗ.
Сӑнсем (104)
Ҫӗрпӳ хулинче ҫак уйӑхӑн 7-мӗшӗнче (ун чух унта хула кунне уявланӑ) палӑк уҫнӑ. Вӑл — танк.
Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вӑл палӑка Тӑван ҫӗршывӑн Ҫӗрпӳ районӗнчи хӳтӗлевҫисене тата тыл ӗҫченӗсене халалласа уҫнине пӗлтернӗ. Унсӑр пуҫне палӑка Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинчен ҫӗнтернӗренпе 70 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Палӑка уҫма хутшӑннӑ Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев ку пулӑма Ҫӗрпӳ хулин пурнӑҫӗшӗн историлле пулӑм тесе хакланӑ. «Пӗтӗм Раҫҫей халӑхӗ тата пӗтӗм тӗнче Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 70 ҫул ҫитнине паллӑ турӗ. Республикӑра эпир ҫар мухтавӗн 1026 вырӑнӗпе мемориалне ҫӗнетрӗмӗр. Вуншар палӑка усламҫӑсем тата Чӑваш Енре пурӑнакан ҫынсем пулӑшнипе тунӑ. Ҫав ҫынсем тӑван ҫӗре, ашшӗсемпе аслашшӗсен, амӑшӗсемпе асламӑшӗсен ӑс-хакӑл вӑйне хаклаҫҫӗ. Хальхи Раҫҫейре тата хальхи Чӑваш Енре тӑвакан мӗнпур япала ӳсекен ӑрӑва Тӑван ҫӗршыва юратма, пирӗн ветерансемпе совет тата Раҫҫей халӑхӗн историне юратма хӑнӑхтарма пулӑшать», — тенӗ Михаил Игнатьев.
Шупашкар хулин кунӗнче юлашки ҫулта «Стрижи» (чӑв. «Вӗршӗн») пилот ушкӑнӗ халӑха савӑнтарать. Хальхинче вара ҫуралнӑ кун тӗлне тепӗр парне хатӗрленӗ.
Ҫурлан 13-мӗшӗнче Шупашкарта ҫӗнӗ ача пахчи уҫӑлӗ. Вӑл «Стрижи» (чӑв. «Вӗршӗн») ятлӑ пулӗ. Ӑна уҫнӑ ҫӗре «Стрижи» пилот ушкӑнӗ те хутшӑнӗ. Вӗсем пӗчӗкскерсемпе пӗрле хӗрлӗ хӑйӑва касӗҫ.
Ҫак кун урӑх объектсене те савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӗҫ. Алькеш поселокӗнче Раҫҫей почтин ҫӗнӗ уйрӑмӗ алӑкӗсене уҫӗ. Сосновкӑра вара авариллӗ ҫуртри ҫемьесем ҫӗнӗ хваттер уҫҫисене тивӗҫӗҫ. 4-мӗш лицей вара ҫӗнӗ стадионлӑ пулӗ.
«Шупашкар: 500 ҫул» парка «Юратакансен пусми» илемлетӗ. Юханшыв портӗнче вара карапсем тунӑ Алексей Крылов академик палӑкӗ пулӗ.
Уяв яланхи пекех хускану тунинчен пуҫланӗ. Унтан ытти фестивальсем старт илӗҫ. Спорт енчен те пуян иртӗ уяв. «Звери» ушкӑн юрланӑ хыҫҫӑн уяв 22 сехетре салютпа вӗҫленӗ.
Шупашкар районӗнчи Лапсар ял тӑрӑхне кӗрекен Вӑрманкас ялӗнче ӗнер «Паттӑрлӑх кунӗ» уяв иртнӗ. Ун пирки Шупашкар район администрацийӗ «йӑлана кӗнӗ уяв» тесе палӑртать.
«Паттӑрсен кунне» пухӑннисем Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхӗ тутар-монголсене ҫӗнтернине халалласа пухӑннӑ. Йышра Анатолий Кипеч ҫыравҫӑ, художниксем, Тутарстанри, Пушкӑртстанри чӑваш диаспорин элчисем пулнӑ. Вӑрманкасри Фолькор ҫурчӗн «Парне» ушкӑнӗ уява йӗркелекенсене парне туса панӑ — юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ.
Ку уяв пирки Чӑваш наци конгресӗн сайтӗнче, сӑмах май, кӑшт урӑхларах пӗлтернӗ. Унта «Чӳк» уявӗ иртни пирки каланӑ. Иртнӗ ӗмӗрӗн тӑхӑрвуннӑмӗш ҫулӗсенчен вара ҫӗнӗрен йӗркелесе янӑ уява Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ, ЧНК Ваттисен Канашӗн ертӳҫин ҫyмӗ Федор Мадуров скульптор ертсе пынӑ. Шупашкар район сайтӗнче асӑннисемсӗр пуҫне Владимир Агеев художник, «Сӑвар» чӑваш культурин фончӗн ертӳҫи Владимир Тяпкин, Николай Фомиряков, Юрий Дядюков, Анатолий Павлов тата ыттисем хутшӑннӑ.
Caкӑp ҫул каялла ҫaв вырӑнта Федор Мадуров ӑсталаса вырнаҫтарнӑ Юпа умӗнче кӑвайт чӗртнӗ.
Ыран строительсем професси уявне палӑртӗҫ. Ҫак ятпа вӗсене республика шайӗнче ӗнерех саламларӗҫ. Савӑнӑҫлӑ уяв Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче иртрӗ. Унта республикӑри тӳре-шара — Элтепер тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакантан пуҫласа министрпа депутатсем таранах хутшӑннӑ.
Унта строительство отраслӗн аталанӑвӗ пирки калаҫнӑ, тӗрлӗ Хисеп грамотипе тата Тав ҫырӑвӗпе чысланӑ.
Мероприятие тӑлӑхсем, ҫамрӑк ҫемьесем тата нумай ачаллӑ ҫемьесем те хутшӑннӑ. Вӗсем уяв епле иртнине залра кӑна сӑнаса ларман — сцена ҫине тухсах калаҫнӑ. Яна Владимирова тата Наталья Бурашникова тӑлӑхсем, нумай ачаллӑ Полоскунсен ҫемйи, Селезневсем ҫамрӑк ҫемйи тӳре-шарана, ҫав шутра правительствӑна, мухтаса хитре сӑмах каланӑ. «Мӑшӑрпа эпир патшалӑх пулӑшнине кура ыранхи куна шанчӑклӑн пӑхатпӑр», — тенӗ, сӑмахран, Селезневсен ҫемйинчи кил хуҫи.
Утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Карӑклӑ ялӗ пысӑк уявра савӑннӑ. Малтанах ял тӑрӑхӗн «Тӑват юман» ятла гимнне шӑрантарнӑ. Ӑна пурте тӑрса юрланӑ.
Ял ҫыннисене район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ А.Н.Поляков саламланӑ. Унтан ыттисем тухса калаҫнӑ. Ҫав шутра — Карӑклӑ шкул директорӗ те.
Уява Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Аксарин ялӗнчи пултарулӑх ушкӑнне чӗннӗ. Вӗсем карӑклӑсене юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ. Аксарин ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ О.В.Семенов ахаль килмен, вӑл стенаран ҫакмалли сехет парнеленӗ.
Ачасен те савӑнӑҫ ҫитнӗ. Вӗсем батут ҫинче сикнӗ. Аслисем сӗтел хушшинче шӳрпепе сӑйланнӑ. Хашӗ-пӗри волейболла вылянӑ.
Уяв малалла ташӑ каҫӗпе тӑсӑлнӑ. Карӑклӑсене саламлама чӑваш эстрада артисчӗсем килнӗ. Карӑклӑсем ҫӗрлечченех уявра савӑннӑ. Тавралӑха каҫхи сӗм ҫапсан тӳпере салют ялкӑшнӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи икӗ ял уява пухӑннӑ. Ясная Поляна тата Хурама Тӑвар ялӗсем пысӑках мар. Пӗрремӗшӗнче 19 кил кӑна, тепринче — 60 яхӑн.
Ясная Поляна ҫыннисене район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Глухов саламланӑ. Николай Иванович район тата ял тӑрӑхӗсен ҫитӗнӗвӗсем ҫинче чарӑнса тӑнӑ, унтан тӗллевсене палӑртнӑ.
Вӗсен уявӗ ҫавра сӗтелпе вӗҫленнӗ. Унта кашниех вӗри шӳрпе, пулӑ шӳрпи, тутлӑ ытти ҫимӗҫе тутанма пултарнӑ. Вӗсем пӗрле ҫырларан тата курӑкран вӗретнӗ чей ӗҫнӗ.
Хурама Тӑварта ял кунне ҫӗнӗрен 2001 ҫултанпа уявлама тытӑннӑ. Унта та халӑх чунтан савӑннӑ, тутлӑ апатпа сӑйланнӑ.
Сӑнсем (24)
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |